Ҫӑвӗн 26-мӗшӗнче тӗнче шайӗнче иртекен каратэ-до Сётокан ӑмӑртура ҫамрӑк спортсмен Никита Беловощев республика чысне хӳтеленӗ пулнӑ. Асӑннӑ пысӑк ӑмӑрту Сербири Крушавец хулинче иртнӗ. Унта 20 тӗрлӗ ҫыршывран 600 спортсмен хутшӑннӑ.
Пирӗн республика чысне Никита Беловощев тивӗҫлипех хӳтӗлеме пултарнӑ — ҫӗнтерӳҫӗсен картлашки ҫине виҫӗ хутчен хӑпарнӑ. Шупашкарти «Будокан» спортклубне ҫӳрекен Никита икӗ бронза тата ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн спорт министервинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫамрӑк спортсмен ӑста тренерсем патӗнче — Вениамин Астраханцевпа Дмитрий Фомиряков патӗнче — каратэ ӑсталӑхне тӗпчет.
Иртнӗ уйӑхра Ирландин тӗп хулинче — Дублинта — кире пуканӗ йӑтассипе Европа чемпионачӗ тата ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта аслисемпе пӗрлех ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Раҫҫей ушкӑнне 8 хӗр кӗнӗ, ҫавсен шутӗнче иккӗшӗ Чӑваш Енрен пулнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те Йӗпреҫ районӗнче ҫуралнӑ пикесем. Питӗрти аграри университетӗнче 5-мӗш курсра вӗренекен Джанита Павлова хӑйӗн виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑна тухса Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек титула асӑннӑ хулари вӑй-хал культурипе ҫар институтӗнче 2-мӗш курсра ӑс пухакан Марина Федорова та тивӗҫнӗ. Маринӑна ӑмӑртӑва Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Михаил Петров хатӗрленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкар мэринче хула пурнӑҫӗн кӑткӑс ыйтӑвӗсене татса панӑ. Ытларах ӗнтӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлнелле шкул ҫурт-йӗрне йӗркене кӗртесси, юсав ӗҫӗсем ҫинчен сӑмах пынӑ.
Хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов палӑртнӑ тӑрӑх кӑҫалхи юсав ӗҫне яваплӑха туякансене шанса парсан лайӑх пулӗччӗ. Пӗлтерхи пек шар курасси те пулмӗ.
Хула алминистрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑйӗн калаҫӑвӗнче ҫуллахи кану кунӗсенче спортпа кӑсӑклаканакан ачасен йышӗ самай чакни ҫинчен те сӑмах хушрӗ. Ладыков шухӑшӗпе ачасене спортпа ытларах интереслентерес тесен — ҫав шутра вӗренӳ вӑхӑтӗнче кӑна та мар — ҫӗнӗ майсем шутласа кӑлармалла.
Иртнӗ шӑматкун Шупашкар хулинче Раҫҫей шайӗнче иртекен «Симӗс марафон 2013» ӑмӑрту иртрӗ. Ӑна йӗркелеме пулӑшакансенчен пӗри вӑл пирӗн ҫӗршывӑн чи пысӑк банкӗ — Перекет банкӗ. Раҫҫейӗн 42 хулинче пӗр вӑхӑтра 4 километр 200 метр тӑршшӗ символла дистанцие чупса тухма темиҫе пин банк ӗҫченӗ, партнёрӗ, банк клиенчӗ старта тухнӑ.
Марофона Ҫӗрпӳ районӗнчен тата Мари Эл шкул-интерначӗн ачисем те килсе ҫитнӗ. Вӗсем валли ертӳҫӗсем ятарлӑ вӑйӑсем, ӑмӑртусем ирттернӗ, Сбербанк парнисемпе тивӗҫтернӗ. Пӗтӗмӗшле Шупашкар хулинчи «Симӗс» марафона 1 000 ҫын хутшӑнӑ, ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне — 700. Кун йышши ӑмӑрту ирттересси чӑннипех те халӑшӑн самаях усӑллӑ. Спортпа малашне те туслӑ пулмалли шухӑша ҫынсен ӑсӗнче ҫирӗплетет.
Кун пирки Каратэн пӗтӗм тӗнчери конфедерацийӗн конгресӗн вице-президенчӗ Вячеслав Тимофеев пӗлтернӗ. Ҫавӑн пек шайри ӑмӑртӑва ирттерес шухӑшлисем пирӗн ҫӗршывсӑр пуҫне Чехипе Германи пулнӑ-мӗн.
Сӑмах май каласан, ҫӗнӗ должноҫре Раҫҫей ҫынни Вячеслав Тимофеев нумаях пулмасть кӑна-ха. Ӑна Каратэн пӗтӗм тӗнчери конфедерацийӗн хальтерех иртнӗ конгресӗнче ҫирӗплетнӗ. Ӗҫтӑвкомӑн 16 членӗнчен 14-шӗ уншӑн сасӑланӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри 300 студент Сочире килес ҫул иртекен Олимп вӑййине волонтер пулма вӗренет. Виҫӗ кунлӑх курс вӑхӑтӗнче каччӑсемпе хӗрсем лекцисем итлӗҫ, тренингсемпе мастер-классенче ӑсталӑха туптаҫҫӗ. Вӗсемпе Мускавран, Хусантан тата Чулхуларан кисле ҫитнӗ тӗнче шайӗнчи инструкторсемпе тренерсем ӗҫлеҫҫӗ.
Яваплӑ вӗренӳ тапхӑрӗ пуҫланнӑ ятпа студентсене республикӑн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов саламласа ӑнӑҫу суннӑ.
Яшсемпе хӗрсем хушшинче ухӑран перессипе ӗнер Европа Кубокӗн I тапхӑрӗ вӗҫленнӗ. Унта 26 ҫӗршывран 249 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Йышра Чӑваш Ен пики Елена Елизарова та пулнӑ. Ӑмӑртӑва вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗпе тухнӑ.
Валерий Яриков тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер уйрӑм тупӑшура 9-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Йышпа ӑмӑртнӑ чух (вӗсен ушкӑнӗнче Орлов облаҫӗн пики Мария Виноградова тата Питӗр хулинче пурӑнакан Анна Лемеза пулнӑ) ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Анчах чупасси-сикессипе мар-ха, шашка-шахматла тата сӗтелҫи теннисла выляссипе. Спортӑн ҫак енӗсемпе хӑйсен ӑсталӑхне тӗрӗслекенӗсем — патшалӑх тытӑмӗн тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн ӗҫченӗсем. Кун пек ӑмӑрту вӗсемшӗн ҫӗнӗлӗх мар, мӗншӗн тесен ҫапла спартакиада йӗркелесси ырӑ йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Спорт тупӑшӑвне 55 ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Ӑмӑртӑва хутшӑннисене йышпа пӑхсан вӗсен шучӗ тӑватӑ теҫеткерен те иртнӗ-мӗн. Ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ ушкӑнпа палӑртнӑ: ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем, федераци ведомствисен территори органӗсем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ӗҫченӗсем. Сӗтелҫи теннисла выляссипе хӑйсен ушкӑнӗсенче республикӑн Патшалӑх Канашӗ, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе тӑрӑшакан федераци службин управленийӗ тата Вӑрнар район администрацийӗ пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Юлашкинчен асӑннӑ икӗ ушкӑнӗ, сӑмах май, шашкӑлла выляссипе те маттур иккен. Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен хушшинче вара Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацине ҫитекен пулман. Шахмат вӑййинче ЧР Культура министерствин ӗҫченӗсем тавҫӑруллӑрах пулнине кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне Автотранспорта тӗрӗслесе тӑракан управлени тата Элӗк район администрацийӗ хӑйсен ушкӑнӗнче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Нидерландире Эмероорде хулинче ҫӑмӑл атлетикӑпа Нидерланди уҫӑ чемпионат ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Асӑннӑ чемпионат паралимпиец-спортсеменсем хушшинче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать. Унта пирӗн ентешӗмӗрсем те хутшӑнни самаях савӑнтарать.
Ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне пӗтемӗшлӗ 11 тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ 200 яхӑн спортсмен хутшӑннӑ, вӗсем шутӗнче — Раҫҫейӗн 30 спортсменӗ. Раҫҫей паралимп спортсменӗсем хушшинче пирӗн ентешӗмӗр, пӗлтерхи Лондон чемпионатӑн 3 хут ҫӗнтерӳҫи, Елена Иванова тата унӑн мӑшӑрӗ Владимир Свиридов, унсӑр пуҫне тата Анна и Александр Сорокинсем чӑвашран тухакан спортсменсем.
Чӑваш Енӗн спортминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пирӗн ентешӗмӗрсем ӑмӑртура хӑйсене тивиҫлипех кӑтартнӑ. Сӑмахран, Чӑваш Республикин паллӑ спортсменкӑн мӑшӑрӗ сикӗсипе тата йӗтре ывӑтассипе ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫне.
Елена Иванова вара 100 м чупура мала тухма пултарнӑ. Чӑвашсен тепӗр спортсменӗ ҫӳле сиккессипе мала тухнӑ, виҫӗлле сиккессипе вара виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ. Унӑн аппӑшӗ вара сӑнӑ ывӑтассипе мала тухма пултарнӑ.
Хӑйсен тӑрӑшуллӑхӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе пирӗн ентешӗмӗрсем ӑмӑртусенче тивӗҫле вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
Ҫанталӑк та спортпа туслӑ ҫамрӑксене кӑмӑллать тейӗн. Ҫавӑнпа та ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫу кунӗ хӗвеллӗ те шӑрӑх пулчӗ. Шӑпах ҫак кун И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Ульяновец» хаҫат парнишӗн ҫулсерен иртекен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ пулчӗ.
Асӑннӑ ӑмӑрту университет хаҫачӗ пуҫланса кайнӑранпа 45 ҫул, Ҫӗнтерӳ кунӗ пулнӑранпа 68 ҫул ҫитнине тата Ҫемье кунне халалланӑ. Спорт ӑмӑртӑвне И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем кӑна мар вӗрентекенӗсемпе университет ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Чупӑва уҫма ЧР вӑй-хал культури тата спортпа туризм министрӗ Сергей Мельников, Мускав районӗн администраци пуҫлӑхӗ Андрей Петров, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университӑн ректорӗ Всеволод Агаков, «Ульяновец» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Олеся Герасимова тата ытти хӑнасем килсе ҫитнӗ.
Ӑмӑрту самай ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Студентсемпе университет ӗҫченӗсем спорта туслине тивиҫлипех кӑтартма пултарчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |