Ҫурла уйӑхӗн 22–27-мӗшӗсенче Шупашкарта парашют спорчӗ енӗпе Тӗнче кубокӗ тата Европа чемпионачӗ тата юниорсен ӑмӑртӑвӗ иртет. Ӑна А.В. Ляпидовский ячӗллӗ аэроклубра йӗркелӗҫ. Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем хӑйсен пултарулӑхне акробатика тата тӗл анса ларас енӗпе кӑтартрӗҫ.
Унта 20 ҫӗршыври 200-е яхӑн спортсмен килсе ҫитмелли пирки пӗлтерет республикӑн Спорт министерстви. Чи йышлӑ ушкӑн Китайран килмелле иккен — унтан 20 ҫын хутшӑнмалла. Раҫҫей те кая юласшӑн мар — ӑмӑртӑва 17 парашютист тухмалла.
Ҫурлан 10-мӗшӗнче Раҫҫейре Физкультурниксен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗмӗрлесем вара ҫак кун тӗлнӗ тӗрлӗ енлӗ ятарлӑ программа хатӗрленӗ.
«Труд» стадионта чи пӗлтерӗшлӗ мероприяти иртӗ. Унта хулари ача-пӑча клуб пӗрлешӗвӗсен хушшинче «Пирӗн картиш кубокӗ» ятпа мини-футбол турнирне ирттерӗҫ. Унсӑр пуҫне стадионта пляж волейболӗпе хула турнирӗ, хулара тӗрлӗ ушкӑнра ӗҫлекенсен ХII спартакиадин зачёчӗпе ҫӑмӑл атлетика енпе ӑмӑртусем, ахаль ҫынсем хушшинче стритболпа турнир, армспорт турнирӗ, ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетекен «Соснячок» спорт уявӗ, тата ытти тӗрлӗ турнирсемпе ӑмӑртусем ирттерме палӑртнӑ.
Кӑмӑл пулсан ҫак кунхинех «Олимп» вӑй-хал культурин комплексӗ хӑнана йыхравлать — вӑл тивӗҫтерекен кашни спорт пулӑшӑвӗпе кашни тӳлевсӗр паллашма пултарӗ.
«Сывлӑх енчен хавшани — пурнӑҫ вӗҫӗ», — каларӑш тӗресех маррине республика спортсменӗсем хӑйсен тӗслӗхӗпе яланах ҫирӗплетме хатӗр. Ӗнер те, ҫурлан 6-мӗшӗнче сусӑрсем ҫӑмӑл атлетикӑпа тата шывра ишессипе Раҫҫейӗн юниорла пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗн йышӗнче колясочниксен тата чӑлахсен халӑхсем хушшинчи спорт федерацийийӗн пӗтӗм тӗнчери юниорла вӑййисене (IWAS) хутшӑнма Пуэрто-Рико ҫӗршывне ҫул тытнӑ.
Ҫӑмӑл атлетикӑпа Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне пирӗн ентеш те — Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ Константин Репин (тренерӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Андрей Михалов) та кӗнӗ.
Константин ахаль лекмен ҫак ушкӑна. Шупашкарта ҫӗртме уйӑхӗнче чӑлахсем хушшинче ҫӑмӑл атлетикӑпа чемпионат тата Раҫҫей первенстви иртнӗ. Ҫак ӑмӑртун пӗтӗмлетӗвсем тӑрӑх ӗнтӗ Константин Репин Тӗнче первинствине кайма тивӗҫнӗ. Пӗлме: ҫамрӑк спортсмен яшсем хушшинчи 100 тата 200 метр чупура ҫӗнтернӗ кӑна мар, унсӑр пуҫне унӑн кӑтартӑвӗ ҫӗршыв чемпионатӗнче Т-38 ушкӑнлӑ спортсменсем валли чи лайӑххи пулнӑ.
Пуэрто-Рикори пӗтӗм тӗнчери вӑйӑсем ҫурлан 16-мӗшччен пырӗҫ.
Паянхи кунсенче Пенза хулинче Раҫҫейри вӗренекенсен VI ҫуллахи спартакиадин финалӗ пырать. Нумай пулмасть унта «Чистые пруды» кану базинче триатлонпа ӑмӑртусем вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва ҫӗршыври 16 тӗрлӗ тӑрӑхри 90 спортсмен хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче пирӗн 7 ентеш.
Спартакиада историнче пӗрремӗш хут яшсем хушшинче пирӗн ентеш, Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти УОР тата Чӑваш Ен Минспорчӗн СДЮШОР №3 вӗренекенӗ Дмитрий Ефимов ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Дистанцийӗ — 300 м шывра ишесси, велочупу — 10 ҫх тата 2 ҫх чупу. Ӑна пӗтӗмешле вӗҫлеме Дмитрие 27 минут 16,07 секунд ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.
Дмитрий Ефимов «ылтӑн» тивӗҫнӗшӗн ӑна эпир саламлатпӑр, унӑн ҫитӗнӗвӗпе мухтанатпӑр.
Хӗпӗртет-ҫке чун ентешсен кулленхи спортри ҫитӗнӗвӗсене сӑнаса пынӑ май. Сывлӑх енчен кӑшт хавшанисем те старта хастаррӑн тухаҫҫӗ. Тухаҫҫӗ кӑна мар, ҫӗнтерӳҫӗ ятне те тивӗҫеҫҫӗ.
Болгари ҫӗршывӗн София хулинче XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййисенче Раҫҫейӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнне кӗнӗ пирӗн ентешсем паян та спорт аренинче ӑмӑртаҫҫӗ. Ӗнер, утӑн 3-мӗшӗнче, тӑршшӗне сикессипе юлашки тапхӑр ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта вара пьедисталӑн икӗ ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарма Раҫҫей чысне хӳтӗлекен икӗ спортсмен тивӗҫнӗ. «Ылтӑна» 7 метр 55 миллиметр кӑтартупа Сергей Тимонин, кӗмӗл медалӗ вара пирӗн ентеш, республикӑри ҫӑмӑл атлетика шкулӗн вӗренекенӗ Иван Пакин (тренерӗ — Светлана Морозова) ҫӗнсе илнӗ, ун кӑтартӑвӗ — 7 м 35 см. Иван Пакиншӑн ку пӗрремӗш сурдлимп медалӗ. Кӑнтӑрла вӑлах виҫҫӗлле сикессипе тӑваттӑмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫитес кунсенче пирӗн ентешӗн арҫынсен эстафета ушкӑнӗнче 4х100 метр дистанцине чупса тухмалла пулать.
Иван Пакина «кӗмӗл» ҫӗнсе илнӗ ятпа саламлатпӑр, малашлӑхра та ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫу, чӑтӑмлӑх, вӑй-хал сунатпӑр.
Кӗркуннехи евӗр ҫанталӑка пӑхмасӑр пирӗн ентешсем куллен тенӗ пек ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ. Япӑх илтекен спортменсем те республика чысне хӳтелеме старта тухма васкаҫҫӗ.
Утӑн 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 4-мӗшччен Болгари ҫӗршывӗн София хулинче XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййисем иртеҫҫӗ. Ӗнер, утӑн 31-мӗшӗнче пирӗн ентеш — тава тивӗҫлӗ мастер спорчӗ, 2008 ҫулта 800 метр дистанцире Сурдлимп вӑййисен кӗмӗл призёрӗ, 2012 ҫулхи 800 метр дистанцире Тӗнче Чемпионатӑн призёрӗ Андрей Андреев 1 500 метр дистанцире (3:58.0) юлашки чупура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Пьедисталӑн пӗрремӗшпе иккемӗш картлашкине вара Кени спортсменкисем йышӑннӑ.
Пӗлме: XXII ҫуллахи Сурдлимп вӑййинче Раҫҫей чысне 321 спортмен хӳтелет, пӗтемӗшлӗ ӑмӑртусенче 3 000 яхӑн ҫын хутшӑнать.
Пенза хулинче иртекен Раҫҫейри вӗренекенсен VI ҫуллахи спартакиади ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Спартакиадӑн юлашки тапхӑрӗнче вара пирӗн ҫӑмӑл атлетика спортсменӗсем пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.
Марина Сизова (тренерӗ — С.В. Смирнова) 100 метр тӑршӗ чупура — 11.98 секунд кӑтартупа ылтӑн медаль ҫӗнсе илнисӗр пуҫне, хӑйӗн ӑмӑртури кӑтартупа республикӑра ҫӗнӗ рекорд лартнӑ.
Пысӑк кӑтартусене 200 метр тӑршшӗ чупура Кристина Перова (тренерӗ — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ А.Т. Егорова) та тунӑ. Вӑл дистанцийӗ 24.80 секунд кӑтартупа вӗҫлесе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. 1 500 метр дистанцире япӑх мар кӑтартусене Алевтина Арбузова (тренерӗ — И.И. Углев) тунӑ, ун кӑтартӑвӗ — 4:31.89 — кӗмӗл медаль ҫӗнсе илме май панӑ. Тата тепӗр пирӗн ентеш Клавдия Афанасьева (тренерӗсем — Н.А. Захаровпа Г.И. Архипова) «кӗмӗле» тивӗҫнӗ.
Ентешсен спортри ҫитӗнӗвесене сӑнаса пынӑ майӑн чун чӑнах та хӗпертет. Пирӗн спортсменкӑсене малашлӑхра та ҫӗнтерӳ картлашкинче яланах тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑма сунас килет.
Республикӑри ача-пӑча уйлӑхӗсенче шӑпӑрлансем канаҫҫӗ кӑна мар, сывлӑхлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑмалли ӗҫ-пулӑмсене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ. Ак, иртнинче те ӑмӑртӑва хутшӑнса вӗсем спортпа туслӑ пулнине тепӗр хут ҫирӗплетнӗ.
Утӑн 26-мӗшӗнче Шупашкарти «Олимпийский» тӗп стадионта ача-пӑча сывлӑха ҫирӗплетекен уйлӑхсен спартакиади иртнӗ. Унта республикӑра ӗҫлекен 19 уйлӑхран 12 сывлӑха ҫирӗплетекен учреждени хутшӑннӑ. Спартакиада программине 5 спорт тӗсӗ кӗнӗ: хӗрачасем тата арҫын ачасем хушшинчи уйрӑмшар ҫӑмӑл атлетикӑпа эстфета, мини-футбол, урам баскетболӗ, шашкӑлла вылясси тата вӗрен туртасси.
Хӗрачасен ушкӑнӗсем хушшинче чи лайӑх кӑтартусене «Шурӑ чулсем» (выр. «Белые камни») тунӑ, арҫын ачасем хушшинче вара «Утёс» уйлӑхӑн яшӗсем ҫӗнтернӗ.
Мини-футболта чи вӑйлисем «Ҫӑлтӑрлӑ» (выр. «Звездный») уйлӑхӑн ушкӑнӗ пулса тӑнӑ, иккемӗшсем — «Шурӑ чулсем» уйлӑхӑн арҫын ачисем, виҫҫӗмӗш вырӑна вара «Космонавт» уйлӑхӑн ушкӑнӗ тухнӑ.
Урамри баскетбол спорт вӑййипе «Шурӑ чулсем» уйлӑхӗн хӗрачисем ҫӗнтернӗ, «Сывлӑм» (выр. «Росинка») уйлӑх ушкӑнӗ иккемӗш вырӑна тухнӑ, виҫҫӗмӗшсем вара «Космонавт» уйлӑх пулнӑ.
Шкул вӑхӑтӗнче спортра ҫитӗнӳсем туни малашлӑхри пурнӑҫра та кирлӗ пулӗҫ. Сӑмахран, ху вӑй хуракан ӗҫ вырӑнӗн чысне хӳтӗлеме старта тухма май килӗ.
Ҫак кунсенче патшалӑх влаҫӗн органӗсенче тата вырӑнти управленийӗсенче вӑй хуракансен физкультура-спорт спартакиадӑн 12-мӗш сезонӗ пырать. Ҫуллахи тапхӑрӑн ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ шӑматкун, утӑн 27-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Пшонкӑ ялӗ ҫывӑхӗнчи уҫӑ хирте иртнӗ.
Федераллӑ ведомствӑн ӗҫченӗсем, патшалӑх таврашӗнче тата муниципалитетра тӑрмашакансен комбинаци эстафетинче, вӗрен туртас вӑйӑсенче ӑмӑртнӑ. Унсӑр пуҫне мини-футболпа юлашки матча ирттернӗ, мини-гольфра чи маттурисене палӑртнӑ. «Ылтӑна» тивҫессишӗн ӑмӑртӑва сахалтан та 500 ҫын хутшӑннӑ, куракансен йышӗ те самаях пулнӑ.
Чӑваш Республикинчи Раҫҫейӗн ИӖМ тӗп управленийӗн пӗрлешӳллӗ ушкӑнӗ медалсене икӗ дисциплинӑра выляса илнӗ.
Кӗмӗл медалӗ инкекрен хӑтаракансем комбинаци эстафетинче тивӗҫнӗ. «Пӑхӑра» вара мини-футболта ҫӗнсе илнӗ.
Сӑнсем (11)
Тӗнчипе мӗнле кӑна спорт тӗсӗ ҫук та пуль. Пурин ятне пӗлсе те ҫитеймӗн. Республика спортсменӗсем вара спорт тӗсӗсене пӗлеҫҫӗ кӑна мар, вӗсенче хутшӑнаҫҫӗ те.
Шӑматкун, утӑн 27-мӗшӗнче 10:00 сехетсенче Ҫӗнӗ Шупашкарти Андриян Николаев ячӗллӗ тӗп стадионта спидскейтингпа (кӑлтӑрмачлӑ тӑркӑчпа хӑвӑрт чупасси) Чӑваш Республикин Кубокӗ иртнӗ. Унта хутшӑнма республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен пуре 42 спортсмен килсе ҫитнӗ.
Нумай майлӑ кӗрешӗвӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх яшсем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ ятне Атнер Федоров тивӗҫнӗ. Иккемӗш вырӑнта вара Дмитрий Паликов, виҫҫӗмӗш — Илья Киселев.
Хӗрсем хушшинче вара пьедисталӑн чи ҫӳллӗ картлашкинче Салампи Федорова вырнаҫнӑ, Анна Порфирьева вара — иккемӗш, Анастасия Порфирьева — виҫҫемӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Арҫынсем хушшинче тивӗҫлӗ вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти спорт шкулӗн трненер-вӗрентекенӗ Александр Никандров йышӑннӑ. Галина Казанбаева хӗрарӑмсем хушшинче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Шупашкар чысне хӳтӗлекен Надежда Федорова иккемӗш вырӑна тухнӑ, Анна Цыковникова — виҫҫӗмӗш.
Спидскейтингпа Чӑваш Республикин Кубокӗн виҫҫемӗш тапхӑрӗ Ҫӗнӗ Шупашкартах ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче иртет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |