Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи Пикшик ялӗнче Евгений Скрипкина асӑнса футбол енӗпе уҫӑ турнир иртнӗ. Унта «Классик» (Красноармейски ялӗ), «Ункӑ» (Чутукасси), «Пикшик», (Яманак), «Спартак» (Кӗҫӗн Шетмӗ), «Гигант» (Алманч), «Вольник» (Красноармейски ялӗ), «Пархикасси» (Шупашкар районӗ) ушкӑнсем хутшӑннӑ.
¼ финалта «Вольник» «Пархикасси» командине 2:0 шутпа ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн Шетмӗсем Алманч командине парӑнтарнӑ. Пикшиксем Чатукасси командине ҫӗнтернӗ. «Классик» Яманак спортсменӗсене парӑнтарнӑ.
Ҫурмафиналта Пикшик команди Кӗҫӗн Шетмӗсене ҫӗнтернӗ, «Классик» — «Вольника». Финалта Пикшик команди «Классика» ҫӗнтернӗ. Ҫавна май «Классик» 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Пикшик команди турнирта ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Чи лайӑх хапхаҫӑ ятне Олег Мачехин («Классик») тивӗҫнӗ. Чи лайах тапӑнакан — Максим Иванов. Универсал вӑйӑҫӑ — Михаил Петров (Кӗҫӗн Шетмӗ).
Ҫамрӑксен Тӑван ҫӗршыва юратас, чӑн-чӑн гражданин пулма пулӑшас тӗллевпе ҫулсерен йӗркелекен «Зарницӑпа» «Орленок» вӑййисене Каҫал тӑрӑхӗнче ӗнер уҫнӑ.
Ӑна районта 46-мӗш хут ирттереҫҫӗ ӗнтӗ. Кӑҫалхине Комсомольски районне йӗркеленӗренпе 75 ҫул ҫитнине те халалланӑ. Вӑййа уҫма райадминистраци пуҫлӑхӗ М.Р. Афанасьев, вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Н.А. Максимов хутшӑннӑ.
Мероприятие ытти ҫулхиллех пуҫланӑ: малтан ушкӑнсем пӗтӗмӗшле тӑрса тухнӑ, республика тата ҫӗршыв ялавӗсене хӑпартнӑ. Халӗ ачасен хӑйсен ӳт-пӳ пиҫӗлӗхне, ӑс-тӑн пултарулӑхне кӑтартма тивӗ. Чи пултаруллисем каярах республикӑра иртекен ҫавӑн пек вӑйӑра район чысне хӳтӗлӗҫ.
Сӑнсем (61)
Чӑваш Енре аслӑ ӳсӗмрисен хушшинче «Спортлӑ вӑрӑм ӗмӗр» республика спартакиади иккӗмӗш хут иртнӗ. Йӗркелӳҫисем — ЧР Транспорт министерстви тата «Урожай» вӑй-хал культурипе спорт обществи. Хальхинче спортсменсене Йӗпреҫ районӗ йышӑннӑ.
Ӑмӑртӑва республикӑри район-хуласенчи 26 команда — пӗтӗмпе 234 ҫын — хутшӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсем ишессинче, ҫӑмӑл атлетикӑра, сӗтелҫи теннисӗнче, перессинче, шахматра, эстафетӑра тупӑшнӑ.
Спартакиада ҫӑмӑл атлетика турнирӗпе уҫӑлнӑ. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем 400 тата 200 метра чупассинче тупӑшнӑ. Кунта Комсомольски районӗнчи Галинӑпа Анатолий Давыдовсене ҫитекенни пулман. Ҫапах ҫак район команди ҫак тӗсре 3-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Елчӗк тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑнсене пайланӑ.
Кун хыҫҫӑн спортсменсем вӑй-хал культурипе спорт комплексне кӗнӗ. 50 метра ишессинче Йӗпреҫ районӗнчи Владимир Васильев йышӑннӑ. Хӗрарӑмсен йышӗнче Шупашкарти Фрида Кузнецова ҫӗнтернӗ. Шупашкар районӗнчи Людмила Федорова тата Шупашкарти Сергей Юрьев сӗтелҫи теннисӗнче ҫӗнтернӗ.
Раҫҫейре «Ӗҫе тата хӳтӗленӗве хатӗр» комплекса чӗртсе тӑратма йышӑнчӗҫ. Шкулсенче ӑна кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ. Владимир Путин йышӑннӑ хушӑва пурнӑҫланӑ май 6 ҫултан пуҫласа 70-чченхи кашни ҫыннӑн йӗтре тӗртме, вӗрен тӑрӑх утма, ҫӳллӗ вырӑнтан шыва сикме, граната пеме пӗлмелле.
Чӑваш Енри 30 вӗренӳ учрежденийӗсемшӗн ку комплекс ҫӗнӗлӗх мар темелле. Вӗсем ГТО виҫине ятарлӑ проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ лаптӑксем шутланаҫҫӗ. Ҫав шутра Шупашкарти 38-мӗш шкул та пур. Унта ӗҫлекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, унта вӗренекен 329 ача ишме ҫӳреҫҫӗ, 79-шӗ конькипе ярӑнаҫҫӗ, 51-шӗ тухӑҫри кӗрешӳ мелӗсене алла илнӗ. Пӗлтӗртенпе 100 ытла ача «Шахмат енӗпе пулас вундеркинчӗ» республикӑри юхӑма хутшӑнаҫҫӗ-мӗн. 38-мӗш шкул ачисем ӑҫта хӑҫан тата епле ҫӗнтернисене асӑнса каймӑпӑр.
Ачасене спортпа туслаштарассипе Анатолий Петров вӑй-хал культурин учителӗ йышшисем тӑрӑшаҫҫӗ иккен. Ун шучӗпе, ГТО виҫине атвӑрса питӗ тӗрӗс тӑваҫҫӗ. Ку вӑл ҫамрӑксене тӗрӗс хаклама май парать.
Канаш районӗнчи суд приставӗсем вырӑнти «Атлант» спортпа сывлӑх центрне ӗҫлеме чарса лартнӑ. Ҫапла тума вӗсене Патшалӑхӑн пушар надзорӗн ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче тупса палӑртнӑ кӑлтӑксем хистенӗ. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑснӑшӑн спорт обьектне административлӑ майпа айӑпласа 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ-ха.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче центра тепре тӗрӗсленӗ те каллех кӑлтӑк сиксе тухнӑ. Ҫӗннисем мар, унчченхисенех пӗтермен иккен. Ҫитменлӗхсене йӗркипе асӑнса кайма кирлех мар-тӑр. Инкек-синкек сиксе тухасса кӗтсе ларман, пушарпа кӗрешекенсем суда тавӑҫпа тухнӑ. Тӳре центра ӗҫлеме 30 кунлӑха чарса лартма йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫласа приставсем «Атланта» ӗҫлеме вӑхӑтлӑха чарнӑ.
Спорт сывлӑха ҫирӗплетет. Ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать кӑна мар, ӑмӑртусене хутшӑнса пысӑк ҫитӗнӳсем те тӑвать.
Акӑ нумаях пулмасть «Олимпийски» стадионта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Чӑваш Ен Кубокӗ пулнӑ. Кубока ҫӗнсе илессишӗн 150 ытла спортсмен вӑй виҫнӗ.
Шупашкар районӗ хӑйӗн маттур ывӑлӗпе мухтанма пултарать! 1997–1998 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасен йышӗнче 400 метра чупассинче Кӳкеҫри 1-мӗш шкулта вӗренекен, Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен В.Егорова ячӗллӗ 1-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан Никита Удалов 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Никита РФ тата ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ В.И.Васильев, И.Ю.Свинцов патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Паян Красноармейскинчи тӗп стадионта «Ял пурнӑҫӗ» район хаҫачӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта 30 команда хутшӑннӑ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑланӑшӑн тата 65 ҫулхи юбилей ячӗпе Иван Прокопьева Красноармейски район администрацийӗн Тав хутне панӑ.
Ветерансен командисен йышӗнче Пикшик ял тӑрӑхӗ ҫӗнтернӗ. Кӗҫӗн класра вӗренекенсен хушшинче Мӑн Шетмӗ вӑтам шкулӗ малта пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Трак вӑтам шкулӗ тухнӑ. Красноармейски вӑтам шкулӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
5–9-мӗш класра вӗренекенсен йышӗнче Красноармейски вӑтам шкулӗ ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн — Трак вӑтам шкулӗ. Пикшик вӑтам шкулӗн команди финиша виҫҫӗмӗш ҫитнӗ.
Аслӑ класра вӗренекенсен командисем хушшинче Трак вӑтам шкулӗ, Красноармейски вӑтам шкулӗ, Пикшик вӑтам шкулӗ малти вырӑнсене пайланӑ.
Ял тӑрӑхӗсен командисен йышӗнче каллех Пикшик енчисем маттур пулнӑ. Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ — иккӗмӗш. Предприятисем, организацисем, учрежденисем хушшинче Красноармейски ял тӑрӑхӗн «Композит-21» команди пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти А.И. Андрианов ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн «Кредо» туризм клуб пайташӗсем Ҫурҫӗр полюса темиҫе хутчен те ҫитсе килнӗ. Хӑйсем тӗллӗн мар-ха. «Йӗлтӗрпе — Ҫурҫӗр полюса» ҫамрӑксен экспедицине хутшӑнакансен йышне кӗнӗ май вӗсене ҫӑмӑл мар ҫула парӑнтарма май килнӗ.
«Кредо» пайташӗсемпе паян Чӑваш Эн Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата икӗ министр — вӗренӳ ведомствин пуҫлӑхӗ Владимир Иванов тата Физкультурӑпа спорт министерствин пуҫлӑхӗ Сергей Мельников курнӑҫнӑ.
Ҫурҫӗр полюса 2008 ҫулта ҫитсе килнӗ Степан Шеверталов, Анна Карпова (2010 ҫулта) тата Евгений Мартьянов (2012 ҫулта) ҫулҫӳрев ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Тӗрӗссипе, ытти ачасем те ҫулсерен ҫулҫӳреве хутшӑннӑ. Вӗсен тренерӗ Мария Бовина пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем спорт енчен лайӑх пиҫӗхеҫҫӗ кӑна мар, пурнӑҫ шкулне тухаҫҫӗ теме те юрать.
Асӑннӑ клуб 1986 ҫултанпа ӗҫлет иккен. Ку вӑхӑтра ун витӗр 600 ытла ача тухнӑ. «Кредон» тӗп тӗллевӗ — спорт туризмӗ тата вӗренӳпе тӗпчев экспедицийӗсем. Кун пирки клуб ертӳҫи Андрей Ширшов пӗлтернӗ.
Беларуҫри Пинск хулинче шашка енӗпе Европа ӑмӑртӑвӗ вӗҫленнӗ. Сакӑр ҫӗршыври 190 спортсмен виҫӗ программа тӗсӗнче ҫӗнтерӳшӗн тупӑшнӑ.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине пӗлтӗр Тӗнче чемпионӗн ятне виҫӗ хут ҫӗнсе илнӗ Даниил Леонидов кӗнӗ. Турнирта ӳсӗме кура тӑватӑ ушкӑнра тупӑшнӑ. Ҫамрӑк шашистсем 24 медальшӗн вӑй виҫнӗ. Вӗсенчен 2 ылтӑн тата 1 кӗмӗл медальсем — Даниил Леонидовӑн.
«Энергия» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗнче Вячеслав Сухович патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 26 спортсмен хушшинче чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ, 9 вӑйӑра 17 очко пухнӑ. Чи вӑрӑм программӑра та Шупашкар ҫамрӑкӗнчен иртекенни пулман.
Пӗр вӑйӑра ҫеҫ Даниил Леонидов командӑри юлташне Никита Волкова 1 очко выляса янӑ.
Нумаях пулмасть Саранск хулинче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен спорт гимнастики енӗпе округри III ҫуллахи спартакиади иртнӗ. Унта Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчи, Мари Элти, Самар, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри спортсменсем хутшӑннӑ.
Пирӗннисем унта ушкӑнпа иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара йыш Раҫҫей шайӗпе иртекен асӑннӑ ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫнӗ.
Чӑваш хӗрӗсен хушшичне Улатӑр пики Ирина Яшина та пулнӑ. Кун пирки вырӑнти хула администрацийӗ мӑнаҫланса пӗлтерет. Уйрӑм тупӑшура Ирина тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уйрӑм номинацисенче хӗр кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Воскресенский Виталий Григорьевич, артиллерин генерал-лейтенанчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юхма Мишши, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |