Тӗрлемес — Куславкка районӗнчи ял. Тӗрлемес ял тӑрӑхӗн тӗпӗ. Шупашкартан 110 ҫухрӑмра, Куславккаран 14 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ.
1927 ҫулччен Шупашкар уесӗн Богородск вулӑсне кӗнӗ.
1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа Куславкка районне, 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн Вӑрмар районне кӗнӗ. 1965 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ хыҫҫӑн хальхи вӑхӑтччен Куславкка районӗнче шутланать.
1999 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пурӗ 449 кил шутланнӑ, 1352 ҫын пурӑннӑ. 2002 ҫулхи кӑтарту — 1241 ҫын.
Кунта вӑтам шкул, культура ҫурчӗ, тӗслӗхлӗ вулавӑш, фельдшерпа аккушер пункчӗ, Куславкка почтампӗн уйрӑмӗ пур.
Тӗрлемес ҫумӗпе М7 ҫул тата чукун ҫул иртнӗрен вӗсем яла аталанма май параҫҫӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 