Шупашкарти Калинин урамӗнчи складсенчен пӗринчен оргтехника вӑрланӑ. Пӑтӑрмах пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Вӑрӑ чӳрече кантӑкне ватса кӗнӗ иккен. Фирма 200 пин тенкӗлӗх шар курнӑ.
Пакунлисем вӑрӑ йӗрӗ ҫине часах тухнӑ. Вӑл ҫын Ҫӗнӗ Шупашкарти 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑрланӑ тавара вӑл Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пытарнӑ. Пытарса пӗтерейменнине ҫывӑхри пӗвене янӑ-мӗн.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 45 минутра Шупашкарти «Солнечный» микрорайонта пушар пулнӑ.
Хӗвеллӗ бульварти 10-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте балкон ҫунма тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра килте 2-10 ҫулсенчи виҫӗ ача тата амӑшӗ ҫывӑрнӑ. Хваттер хуҫисене кӳршисем вӑратнӑ.
Алӑк умӗнче тӗтӗм пулнӑран ачасемпе амӑшӗн урама уҫӑ чӳречерен тухма тивнӗ. 10 минутран пушарнӑйсем ҫитнӗ.
Ӗнер каҫхине 7 сехет те 40 минутра Канашри Ленин проспектӗнче 16-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта пӗр ҫын вилнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Гранта» рулӗ умӗнче ларн́ӑ 21 ҫулти каччӑ аслӑ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Приорӑна» ирттерсе яман. Икӗ машина ҫапӑнсан «Гранта» водителӗ вырӑнах вилнӗ. Вӑл правана 3 ҫул каялла илни паллӑ.
«Приора» рулӗ умӗнче 23-ри хӗрарӑм пулнӑ. Унӑн водитель прави пулман. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм, ҫитменнине, ӳсӗр пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. «Пиорӑри» 16-ри пассажир аманнӑ. «Грантӑра» икӗ пассажир пулнӑ. Пӗри пульницӑна кайма килӗшмен.
Шупашкарта пурӑнакан 68 ҫулти хӗрарӑм патне мессенджерсенчен пӗринче такам шӑнкӑравланӑ, ҫав вӑхӑтра «поликлиника» тесе ҫырни тухнӑ.
Шӑнкӑравлаканни кинемее медицина тӗрӗслевӗ тухма сӗннӗ, ун валли регистрациленмелле тесе ӗнентернӗ.
Ют ҫын каланине итлесе хӗрарӑм телефона приложени вырнаҫтарнӑ, вӑл сиенлӗскер пулнӑ май ватӑ ҫыннӑн счёчӗпе усӑ курма май панӑ.
Ҫапла вара такамсем хӗрарӑмӑн 800 пине яхӑн тенкине вӑрланӑ.
Паян ирхине М-7 ҫул ҫинче, Лапсарпа Карачура хушшинче, машина пашие ҫапса кайнӑ. Ку ир-ирех пулнӑ.
Пӑши вӑйлах суранланнӑ. Машинӑсем ҫинчи регистраторсем ӳкернӗ видеора ҫак паллӑ: пӑши малтанах ҫул ҫинчи выртнӑ. Шел те, кайран вӑл йывӑр сурансене пула вилнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери чукун ҫул ҫинче 1997 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑма тиев турттаракан пуйӑс ҫапса кайнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.
Машинист ӑна таптаса каяс мар тесе пуйӑса чарма хӑтланнӑ. Анчах ӗлкӗреймен. Юрать-ха, хӗрарӑм чӗрех юлнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе халӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта хӗр 15-мӗш хутран ӳкнӗ. Шел те, 16 ҫултискер вилнӗ.
Ку инкек Шупашкар проспектӗнчи 17-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче каҫхи 10 сехетре пулнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер Тӑвай округӗнчи Тӗмер ялӗнче пушар тухни пирки пӗлтернӗччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ инкек пирки тӗплӗнрех пӗлтернӗ.
Пушар тухнӑ вӑхӑтра килте виҫӗ ача тата вӗсен асламӑшӗ(е кукамӑшӗ) пулнӑ. Хӗрарӑм икӗ мӑнукӗпе, 3-ри тата 4-ри хӗрачасемпе, ҫӑлӑнса ӗлкӗрнӗ. Вӗсене пульницӑна илсе кайна. Шел те, 2 ҫулти арҫые ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Паян 12 сехет те 45 минутра Тӑаай округӗнчи Тӗмер ялӗнче пушар тухнӑ. Килте аслисемсӗр пуҫне ачасем те пулнӑ.
Шел те, инкекре пӗр ача вилнӗ. Икӗ аслӑ ҫынна тата икӗ ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Ҫакна район прокуратури тӗрӗслесе тӑрӗ.
Ӗнер каҫхи 7 сехет ҫурӑра Йӗпреҫ округӗнчи Хурамал тата Ҫӗнӗ Выҫли ялӗсен хушшинчи ҫул ҫинче иномарка икӗ хӗрачана ҫапса кайнӑ. Вилмеллех. 2008 тата 2009 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрачасем вырӑнтах вилнӗ. Ҫакӑ паллӑ: вӗсем ҫулпа утса пынӑ.
Иномарка рулӗ умӗнче 1998 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулни паллӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |