Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ районӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 93 ҫулти мучи ҫухалнӑ. Ватӑ ҫынна халӗ «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.

93 Евстафий Христофоров Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӗҫӗн Тивӗш ялӗнче пурӑннӑ. Ӗнер вӑл килӗнчен тухса кайнӑ та каялла таврӑнман.

Мучи 163 сантиметр ҫуллӗш, начаркка пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ.

Килтен тухнӑ чухне мучи кӑвак курткӑпа, хура шӑлаварпа, хура кроссовкипе пулнӑ.

Куракан-пӗлекен пулсан «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрядне 8 800 700-54-52 хӗрӳ линипе (ку лини тӳлевсӗр, унпа шӑнкӑраваланӑшӑн укҫа тӳлемелле мар) ҫыхӑнма ыйтаҫҫӗ. Е отрядӑн хастарӗсемпе те ҫыхӑнма пулать: Искричӑн (Викторийӑн) телефон номерӗ 89876687081, Кирейчикӑн (Екатеринӑн) — 89777084704.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-134917368_20102
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 15 сехет те 50 минутра Шупашкар хулинче Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче «Ирбис» заправка тӗлӗнче «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 101-мӗш «С» автобус тата «Лада Гранта» ҫапӑннӑ.

«Гранта» рулӗ умӗнче ларнӑ 34 ҫулти водитель сылтӑмалла пӑрӑннӑ чухне тӗп ҫулпа Ҫӗнӗ Шупашкар еннелле каякан автобуса ирттерсе яман. Ҫав самантра автобусра 30 яхӑн пассажир пулнӑ

«Лада Гранта» водителӗ тата унти 32 ҫулти пассажир хӗрарӑм аманнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусра пулнӑ пассажирсем тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман.

Ҫакӑ паллӑ: икӗ водитель те урӑ пулнӑ. Анчах автобус водителӗн диагностика картти пулманран ун тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws порталта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws порталта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗрпӳре ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Эрех ӗҫсе лартнӑ арҫын «Лада Веста» машинӑра пӗччен пулман, салонта унӑн 10 ҫулти ывӑлӗ ларса пынӑ.

Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем шурӑ тӗслӗ «Лада Веста» автомобиле асӑрханӑ. Пакунлисен экпиажне асӑрхасан водитель пӑлханма пуҫланӑ. Машинӑна чарӑнма ыйтсан вӑл газ ҫине пусса малалла вӗҫтернӗ. Анчах инспекторсенчен тарса ӳкме май килмен. Ҫул-йӗр инспекторӗсем машинӑна чарса лартнӑ.

Руль умӗнче Канаш районӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл арӑмӗпе тата ачипе больницӑна кайнӑ тесе ӗнентерме хӑтланнӑ. Хӑйӗн чӗлхи хытах ҫыхланнӑ.

Канаш районӗнчи ӳсӗр ҫав арҫыннӑн машинине штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Унӑн пысӑк штраф тӳлеме, водитель прависӗр юлма тивӗ. Тата ҫул ҫитменнисен ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комиссие те ӑна чӗнӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
max.ru/progorod21 каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
max.ru/progorod21 каналта вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Куславкка районӗнчи Якунькасси ялӗнче кинемей виллине тупнӑ.

84 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи нӳхрепре выртнӑ.

Вырӑна Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Куславкка районӗнчи ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, кинемей нӳхрепри шӑши таврашне пӗтерес тесе малтанхи кун унта пластик савӑт ҫунтарнӑ. Тепӗр кунне ватӑ ҫын нӳхрепе аннӑ.

Унта ансан ватӑ ҫынна япӑх пулса кайма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен усал сывлӑш уҫӑлса пӗтеймен.

Нӳхрепре шар куракансем унччен те пулман мар. Ҫавӑнпа та унта аниччен ӑна уҫӑлтарнине нимӗн те ҫитмест. Сыхлакана Турӑ сыхлать тесе ваттисем ахальтен каламанах пулӗ. Халӗ кинемейӗн ҫывӑх ҫыннисен пысӑк хуйха чӑтса ирттерме тивӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/progorod21/AaA46BaJZhA
 

Пӑтӑрмахсем
 https://vkvideo.ru/video-43776317_456268321 видеоран илнӗ скриншот
https://vkvideo.ru/video-43776317_456268321 видеоран илнӗ скриншот

Ҫӗнӗ Шупашкарти Советски урамӗнче пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки тӗнче тетелӗнчи пабликсенче хыпар сарӑлнӑччӗ-ха.

Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫул ҫинчи инкек пирки хут ҫырма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл тӗлтен иртсе пыракан виҫӗ арҫын урлӑ-пирлӗ калаҫма, йӗрке хуралҫисене усал сӑмахпа кӳрентерме пуҫланӑ.

Пакунлисем хайхисене йӗркеллӗ тытма ыйтни те витӗм кӳмен. Йӗркене пӑсакансене полицие илсе кайма тӑрсан та вӗсем тӑна кӗме шутламан: йӗрке хуралҫисен тумӗнчен ярса илнӗ, вӗсене тӗксе яма хӑтланнӑ.

Пуҫтахсене лӑплантарма пакунлисен ятарлӑ хатӗрсемпе усӑ курма тивнӗ.

Халӗ ҫав усалсене суд тенкелӗ ҫине лартнӑ, вӗсене 7-12 кун таран ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chrpss.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chrpss.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем вӑрманта ҫухалса кайнӑ хӗрарӑма пулӑшнӑ.

Пӑтӑрмах ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулса иртнӗ. Хӗрарӑм кӑмпана кайнӑ вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Ҫул тупайман енне вӑл ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмаха ҫакланнӑ хӗрарӑма шырама Сӗнтӗрвӑрринчи станци ӗҫченӗсем тухса кайнӑ.

Чӑваш Республикин Шыравпа ҫӑлав службин Сӗнтӗрвӑрринчи станцийӗн специалисчӗсем хӗрарӑма вӑрах шыраман, ӑна вӗсем вӑрмантан тухма пулӑшнӑ. Хӗрарӑм сывлӑхӗ чиперех, ҫавӑнпа тухтӑрсене чӗнсе илмен. Вӑрмантан тухса пӗтнӗ хыҫҫӑн савӑннӑ кӑмпаҫӑ ҫывӑх ҫыннисем патне, васканӑ. Кӑмпине те тупнӑ вара, ун пирки кӗске хыпарта пӗлтермен.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян Шупашкар хулинче икӗ шкул ачи «Лада Гранта» машина айне лекнӗ. Ку Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи 21-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче 14 сехет те 15 минутра пулнӑ. Унта светофор та ларать. Анчах ачасем ӑна пӑхман – ҫул ҫине тухса чупнӑ.

Вӗсем – 6-мӗш тата 8-мӗш класра вӗренекенскерсем. Ачасем машина умнех сиксе тухнӑ – вӗсемшӗн вара светофор хӗрлӗ ҫутнӑ. Ачасем аманнӑ. Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем вӗсене тӗрӗсленӗ те часрах пульницӑна илсе кайма йышӑннӑ. Вӗсен сывлӑхӗсене шурӑ халатлисем тӗрӗслеҫҫӗ.

Ҫакӑ паллӑ: «Лада Гранта» машина водителӗ ӳсӗр пулман. Вӑл медосвидетельствовани витӗр тухнӑ.

Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшне ачасемпе ҫул-йӗр ҫинче хӑйсене мӗнле тытасси пирки тӑтӑшах калаҫмалли пирки аса илтереҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче каҫхине Шӑмӑршӑ районӗнчи Хайпӑла ялӗ ҫывӑхӗнче Аслӑ Хырла юханшывӗнчен 35 ҫулти арҫын виллине ҫыран хӗррине кӑларнӑ.

Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ, следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ. Халӗ арҫын мӗнле путнине уҫӑмлатаҫҫӗ.

Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре шыв ҫинче инкек пулнӑ иккӗмӗш тӗслӗх ку. Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хули ҫывӑхӗнче Мӑн Ҫавал юханшывӗнче 26 ҫулти арҫын путса вилнӗ.

Утӑ уйӑхӗнче вара республикӑра 10 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкар районӗнче пулнӑ пушарта, шел те, ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкек Шорчекасси ялӗнче пулнӑ.

Ялта пушар тухни пирки паян ирхине 9 сехет те 3 минутра пушар службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна виҫӗ ятарлӑ техника тата пушарнӑйсем ҫитнӗ.

Шорчекассинче мунча ҫуннӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн арҫын виллине тупнӑ. Инкек хыҫҫӑн ҫак хыпара пӗлтернӗ самантра ҫав арҫын кам пулнине палӑртайман, ку тӗлӗшпе ӗҫленӗ.

 

Хулара
Шупашкарти ЖКХпа энергетика управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Шупашкарти ЖКХпа энергетика управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Паян Шупашкарта ӑшӑ шыв пӑрӑхӗ ҫинче инкек пулса иртнӗ. Ҫавна май ирхи 9 сехетре «Т Плюс» организаци юсав ӗҫне пуҫӑннине пӗлтернӗ.

Пӑтӑрмах Максим Горький проспектӗнчи 51-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ. Ҫавна май Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫак ҫуртсенче вӗри шыв ҫук:

Талвир урамӗнчи 4, 6, 8, 10, 12, 14, 16, 20, 22, 28, 30, 32-мӗш ҫуртсем;

Сверчков урамкӗнчи а, 2, 4, 6, 8, 15-мӗш ҫуртсем;

Ахазов урамӗнчи 1, 3, 5, 7, 9, 11, 13-мӗш ҫуртсем;

Максим Горький проспктӗнчи 37, 36/1, 38/2, 39, 40/1, 41, 43, 45, 47, 49, 51-мӗш ҫуртсем;

Элкер урамӗнчи 13, 17, 19-мӗш ҫуртсем; ҫав шутра — 117-мӗш ача пахчи;

Игнатьев урамӗнчи 4-мӗш ҫурт.

Унсӑр пуҫне вӗри шыв Ахазов урамӗнчи ача-пӑча пульницинчи педиатри уйрӑмӗнче тата 116-мӗш ача пахчинче ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-217326205_2575
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, ... 481
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Юпа, 31

1927
99
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
55
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
50
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
24
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть