Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Митрофанкасси ялӗ патӗнчи пӗвере 43 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Ӑна паян, вырсарникун, ирхине тупнӑ.
Вилене ҫӑлавҫӑсем шывран туртса кӑларнӑ. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Инкеклӗ ӗҫсен министерстви шыв тимсӗрлӗхе каҫарманнине пӗлтерет. Ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ шыва кӗме юрать. Ҫырантан шала кӗрсе каймалла мар. Ӳсӗр пуҫпа вара шыва кӗмелле мар.
Францинче Telegram йӗркелӳҫине тата генеральнӑй директорне Павел Дурова арестленӗ.
Ӑна Азербайджанран вӗҫсе ҫитсен Ле Бурже аэропортра тӳрех тытса чарнӑ. Азербайджанта самолёта ларас умӗн ӑна федераци шыравӗнче тесе пӗлтернӗ.
Павел Дурова 40-е яхӑн статьяпа айӑпласшӑн-мӗн: терроризм, наркотик, улталани, укҫана айккинелле яни, педофил контенчӗ.
Павел Дуров — Франци гражданинӗ, ҫавӑнпа ӑна ылмаштарма е Раҫҫее памӗҫ, хыпарланӑ Телеграмра Сергей Колясников.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, правасӑр водитель инкеке лекнӗ.
Пӑтӑрмах Патӑрьел тӑрӑхӗнче пулса иртнӗ. Ирхи 2 сехет те 20 минутра Шӑхаль ялӗ патӗнче водитель ҫул айккине кӗрсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. 19 ҫулти водитель шар курман. Салонта пулнӑ пике вара аманнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 22 сехет те 45 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра пӗрремӗш хутри хваттер ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑм телевизора, сӗтел-пукана, япаласене ярса илнӗ.
Хваттерте ҫав самантра икӗ ача пулнӑ: 4 ҫулти арҫын ача тата 2-ри хӗрача. Вӗсене урама чӳрече урлӑ кӑларнӑ. Хӗрача пиҫсе кайнӑ, пульницӑра сипленет. Ҫакӑ паллӑ: пушар вӑхӑтӗнче ачасем килте пӗчченех пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре 43 ҫулти икӗ арҫын пушарта ҫунса вилнӗ. Пӗрремӗш инкек Вӑрнар округӗнчи Ершепуҫ ялӗнче пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем йывӑҫ ҫуртри пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн арҫын виллине тупнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Ҫав кунах 23 сехетре Шупашкарта Ленин проспектӗнчи 56-мӗш ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Унта та 43-ри арҫын вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Етӗрне муниципаллӑ округӗнче ҫамрӑксем мопедпа мотоблокпа пырса ҫапӑннӑ.
Етӗрне тӑрӑхӗнчи Лапракассинче пурӑнакан яшсем
мопедпа пынӑ чухне мотоблок ҫине пырса кӗнӗ.
Инкекре мопед пассажирӗ аманнӑ.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи ҫӗрле пулнӑ. Мопеда тытса пынӑ 17 ҫулти ҫамрӑк хирӗҫ килекен мотоблокпа пырса ҫапӑннӑ. Инкекре мопед ҫинче ларса пынӑ 14 ҫулти яш пуҫне амантнӑ. Вӑл халӗ пульницӑра сипленет.
Мопед ҫинчисем те, мотоблок хуҫи те урӑ пулнӑ.
Чӑваш Енре наркотиклӑ арҫынна тытса чарнӑ.
Питӗрте пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна «Хӗвелтухӑҫ» М-12 ҫул ҫинче чарнӑ. Вӑл хӑйӗн «Хендай-Солярис» машинипе Питӗртен Челепире кайма тухнӑ.
Машинӑна Каҫал тӑрӑхӗнчи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсемпе йӗрке хуралҫисем чарнӑ. Машинӑра 5 килограмм героинпа пулнӑ.
Арҫын хӑйӗн айӑпне тунсан та ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Красноармейски районӗнче ашшӗпе ывӑлӗ ватӑ ҫынна ҫаратма шут тытнӑ.
Ҫӗньял Шетмӗ ялӗнче пурӑнакан 41 ҫулти арҫын усал ӗҫе хӑйӗн 15-ри ывӑлне явӑҫтарнӑ.
Ырӑ мар шухӑш тытнӑ ҫак ҫемье ялта пӗччен пурӑнакан 88 ҫулти кинемейӗн укҫа пурах тесе шухӑшланӑ. Ҫавна май вӗсем ватӑ патне кӑҫалхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каҫхи тӑхӑр сехет иртсен кайнӑ. Алӑка ватса кӗрсе кинемее тапӑннӑ, унӑн 200 пин тенкине илсе тухса кайнӑ.
Пӑтӑрмах пирки кинемей кӑштах пурӑнсан ҫеҫ кӳршисене каласа панӑ, леш йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Хайхи пуҫтахсем ватта тавӑрассипе хӑратнӑ иккен, вӑл ҫавӑнпа каласа кӑтартма шикленнӗ.
Паян Шупашкарта Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра 6-мӗш хутран арҫын ӳкнӗ. Вӑл ҫамрӑк пулнӑ.
Ку инкек 10 сехет ҫурӑра пулнӑ. Ҫамрӑк арҫын улттӑмӗш хутран подъезд тӑррине ӳкнӗ. Вырӑна экстреннӑй служба, васкавлӑ медпулӑшу, полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ.
Шел те, арҫын ӳксе вилмеллех суранланнӑ.
Улатӑр округӗнчи Чуварлей ялӗнче пурӑннӑ ватӑ арҫын аварире вилнӗ. Унӑн машини ҫине микроавтобус пырса кӗнӗ.
Авари ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче Улатӑр округӗнче пулнӑ. Ока машина ҫине микроавтобус пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ. Унӑн водителӗ, ватӑ арҫын, ҫавӑнтах вилнӗ.
Микроавтобус рулӗ умӗнче Тольяттири арҫын пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫул ҫинче дистанцие пӑхӑнмасӑр пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |