Йӗпреҫ районӗнчи Хурамал ялӗнчи пӗвере 78 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине паян ирпе тупнӑ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек шыв хӗрринче асӑрханусӑр пулнипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунсенче кӑна 4 ҫын путса вилнӗ. Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 49 ҫулти арҫын шыва кӗме тӑни инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи ялта 17-ри яш пӗвене путса вилнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Сӑр юханшывӗнче 12-ри хӗрача пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче плотинӑра шыва кӗме тӑнӑ 72-ри кинемей путнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хусах хӑй мӗншӗн авланайманнине пӗлес тесе юмӑҫа кайнӑ. 40-ри арҫын тӗнче тетелӗнче витӗр куракан, пурне те пӗлекен юмӑҫ пӗлтерӗвне асӑрханӑ.
Хайхи «маҫтӑр» арҫынна сӑнӳкерчӗк ярса пама ыйтнӑ. Сӑнӳкерчӗке курсан хӗрарӑм хусаха такам пӑснине, ӑна тасатмаллине ӗнентернӗ. Кун пек ӗҫе ахаль тӑвайӑн-и — укҫа тӳлемелле. Нумай тӳлемелле.
Арсын микрофинанс организацийӗсенчен кивҫен илсе тултарнӑ. 1,3 миллион ытларах тенкӗ укҫана сеанс ирттерекене куҫарса панӑ. Лешӗ ӑна ӗҫе вӗҫлесен каялла куҫарса пама шантарнӑ-ҫке. Хусаха пулӑшас тесе тар тӑкнине ӗнентерме хӗрарӑм видеосем ярса панӑ. Унта вӑл ҫӑва тӑрӑх ҫуртапа ҫӳренӗ. Медиафайлсене ҫийӗнчех телефонтан тасатма ыйтнӑ, пӑсса пани унсӑрӑн сарӑлса каяссине пӗлтернӗ.
Сеанс хыҫҫӑн укҫана тавӑрмалли икӗ эрне иртнӗ хыҫҫӑн (ара, юмӑҫ ҫапла каланӑ-ҫкӗ) хӗрарӑм ҫыхӑнӑва тухма пӑрахсан арҫын хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 53 ҫулти хӗрарӑм-бухгалтер ултавҫӑсен капкӑнне лекнӗ.
Кассирта ӗҫлекенскер патне мессенджерсенчен пӗринче такамсем шӑнкӑравласа смсри кода ыйтнӑ, ку вӑл энергосбыт компанийӗпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ.
Кӑштахран ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе финанс мониторингӗн специалисчӗ тесе паллаштарнӑ, маларах хӗрарӑм ултавҫӑсемпе калаҫнӑ, халӗ ун ячӗпе вӗсем кредит илесшӗн тесе пӗлтернӗ. Укҫана упраса хӑварас тесен хӑрушсӑр счет ҫине куҫармаллине ӗнентернӗ. Миллион ҫурӑ ытла тенке такамсене куҫарса панӑ хыҫҫӑн тин хӗрарам хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ.
Шупашкарти Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ бульварӗнчи ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче арҫын виллине тупнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-меш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ҫын вӗлернӗ этеме тытса чарнӑ. Вӑл арҫыннӑн пӗлӗшӗ пулнӑ. Иккӗшӗн хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ та ҫӗҫӗ ярса илсе темиҫе хутчен чикнӗ. Унтан вӑл ҫав вырӑнтан пӑрӑнса кайнӑ. Алла ҫӗҫӗ ярса илни ӳсӗр пулнӑ. Шар курни йывӑр сурана пула ҫавӑнтах куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Паян ҫӗрле 1 сехет те 25 минутра «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен автобус аварие лекнӗ. Унта 3 ҫын вилнӗ
Инкек Владимир облаҫӗнчи Вязники районӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ҫӑмӑл машина, Renault минивэн тата Шупашкарти «Пегас» компани автобусӗ ҫапӑннӑ. Аварире 3 ҫын вилнӗ, 7-ӗн аманнӑ. Вӗсем пурте ҫӑмӑл машинӑсенче тата минивэнра пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари пулнашӑн Шупашкарти автобус водителӗ айӑплӑ.
Улатӑр районӗнчи Соловьевски посёлокне пырса кӗме ҫул питех те начар иккен. Унта пыма асфальт ҫук, шӑтӑк-путӑклӑ ҫпв ҫулпа ҫумӑр ҫусан пырса кӗмп май ҫук-мӗн.
Кун пирки халӑх тетелӗнче пӗлтерекен пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗ ку ыйтупа кӑсӑкланнӑ. Асӑннӑ органӑн ертӳҫи Александр Бастрыкин ку ыйтӑва тӗрӗслесе тӑрӗ.
Шупашкар хулинче пӗр яш питбайкпа курнӑҫланса ярӑнса ҫӳренӗ. 17-ри каччӑ мотоциклӑн кайри урапипе ҫеҫ ярӑнса ҫӳренӗ.
Кӗҫех ӑна пакунлисем чӗнсе илнӗ. Ӑна ҫеҫ мар, унӑн ашшӗне те
Йӗрке хуралҫисем вӗсене ҫавӑн пек вӗҫкӗнлӗх ытти ҫыншӑн та инкекпе вӗҫленме пултарни ҫинчен ӑнлантарса панӑ, видеосем кӑтартнӑ.
на питбайке «рассекал» по центру Чебоксар и хвастался в соцсетях — итог предсказуем
Очередной юный лихач, катавшийся на питбайке по центру города и выкладывавший свои «подвиги» в соцсети, был задержан сотрудниками
Чӑваш Енре пӗр талӑкра икӗ хутчен пӑши ҫине пырса кӗнӗ.
Чеб.ру сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ патӗнче те инкек пулса иртнӗ.
«Skoda Rapid» автомобиль ҫул ҫине чупса тухнӑ пӑши ҫине пырса кӗнӗ. Машина ҫул айккине чӑмнӑ. Водительпе юнашар ларса пынӑ 45 арҫын аманнӑ, ӑна Васкавлӑ пулӑшу паракан пульницӑна илсе кайнӑ.
Республика кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти сӗтел-пукан фабрикинче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑма ҫӑлавҫӑсем ҫур сехетре сӳнтернӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче шар курман.
Пушар Промышленность урамӗнчи производство ҫуртӗнче алхаснӑ. Вӑл ирхи 7 сехетсенче тухнӑ. Пушар ҫурт ҫивиттине тата вентиляци тытӑмне сиенлетнӗ.
Пушара сӳнтерме 3 единица техника тата 10 специалист хутшӑннӑ.
Ӗнер каҫхине Шупашкарта Алькеш поселокӗнчи ҫырмара 43-ри арҫын виллине тупнӑ. Мӑйӗ тӗлӗнчен - каснӑ йӗр, кӗлетки ҫинче ҫунтарнӑ вырӑнсем пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫынна темиҫе сехетренех тупнӑ. 37 ҫулти арҫынна ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи хупахра тытса чарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |