
Улатӑр хулинче пурӑнакан 89 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрах, вӑл вӗсене 9,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.
Утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ун патне килти телефон ҫине палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе йӗрке хуралҫи тесе паллаштарнӑ. Хайхискер кинемее вӑл террористсен организацине 1 миллион тенкӗ куҫарнӑ тесе хӑратнӑ. Яваплӑхран тарас тесен «преступление» пӗрле уҫӑмлатма сӗннӗ, мӗн хушнине йӑлтах пурнӑҫлама хушнӑ.
Кинемей пухнӑ укҫине хулари банкоматсенче пайӑн-пайӑн илсе палламан ҫынсене парса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл 87 ылтӑн «Георгий Победоносец» инвестици укҫине тыттарса янӑ. Ҫапла вӑл укҫан – 8,5 миллион тенкӗ, ылтӑн укҫапа 1 миллион ытла тенкӗ парса янӑ. Ҫак таранччен вӑл ултавҫӑсемпе калаҫнине банка юлашки 100 пин тенкине илме килсен пӗлнӗ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ватӑскер пӗччен пурӑнать, ачисем регион тулашӗнче тӗпленнӗ, ҫавӑнпа унӑн никампа та канашлама май пулман.

Пирӗнпе кӳршӗллӗ республикӑра паян инкек пулса иртнӗ. Сӑмах Тутарстан пирки пырать. Унта самолёт персе аннӑ.
Ҫӑмӑл моторлӑ «Cessna» Шемордан ялӗнче ӳкнӗ.
Асӑннӑ самолёт тренировкӑна тухнӑ иккен. Кабинӑра инструктор тата лётчика вӗренекен ҫын ларса пынӑ. Тахӑш самантра самолёт телевышкӑна персе лекнӗ. Унтан вӑл персе аннӑ. Самолёт пӗр ҫыннӑн картишне ӳкнӗ.
Инкекре кил хуҫисем тата вӗсен пурлӑхӗ шар курман. Апла пулин те пысӑк ҫухатусӑр иртмен. Самолётри инструктор тата самолётпа ҫӳреме вӗренекен ҫын — курсант – пурнӑҫӗ ҫапла майпа сарӑмсӑр татӑлнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ку инкек сахалтан та икӗ ҫемьене пысӑк хуйхӑ илсе килнӗ. Йывӑр хуйха тӳссе ирттерме вилнисен ҫывӑх ҫыннисене самай вӑхӑт кирлӗ пулӗ.

Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.
«Мерседес» машинӑпа ҫула тухнӑ водитель хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Лада» автомобильпе ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ водителӗ инкекре вилмеллех аманнӑ. Унсӑр пуҫне салонта ларса пынӑ тепӗр ҫынна, 26 ҫулти каччӑна, больницӑна ӑсатнӑ. Анчах вӑл паян куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
«Мерседес» рулӗ умӗнче пулнӑ 26 ҫулти ҫамрӑк водитель правине 2023 ҫулта илнӗ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме килӗшменрен кӗҫех вӑл водитель прависӗр тӑрса юлнӑ. Удостоверение пӗлтӗрхи кӗркунне ҫеҫ каялла тепре илнӗ.
«Лада» машинӑн водительне (руль умӗнче хӗрарӑм пулнӑ) тата салонти икӗ пассажира (вӗсенчен пӗри 4 ҫулти ача) больницӑна илсе кайнӑ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене киле янӑ.

Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан арҫын тухтӑрсене алӑра эрех черкки тытса кӗтсе илнӗ. Унран та ытларах, тухтӑр хӑйне пулӑшма хӑтланнӑ чухне те вӑл черккене алӑран яман, ним пулман пек ӗҫсе ларнӑ.
Кивӗ Вӑрмар ялӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫынна япӑх пулса кайнӑ та тухтӑра чӗнсе илнӗ. Анчах арҫын тухтӑр тӗрӗсленӗ самантра та эрех ӗҫнӗ. Фельдшер пациента катетерти юн эрехе пула юхать тесе чарма хӑтланнӑ та арҫын тарӑхса кайнӑ, шурӑ халатлине усал сӑмахпа вӑрҫса пӗтернӗ.
Фельдшер апла пулин те хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, анчах хӑйне кӳрентернине каҫарма щутламан, прокуратурӑна евитленӗ. Пӑтӑрмах ял арҫыннине штрафланипе вӗҫленнӗ. Сумми пысӑках мар та (пурӗ 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ) ҫапах та явап тытмах тивет.

Паян, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, 13 сехет те 30 минутра Канаш округӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ: икӗ «Лада Гранта» ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, 24 ҫулти водитель Чӗмпӗр хули еннелле кайнӑ чухне хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Тепӗр машина рулӗ умӗнче 58 ҫулти арҫын ларнӑ.
Аварире йывӑр сурансене пула 24 ҫулти водитель тата унпа пӗрле ларса пынӑ 21 ҫулти каччӑ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем ҫакна палӑртнӑ: 24-ри водитель 2023 ҫулта права илнӗ, кӑҫал вӑл ҫул-йӗр ҫинчи правилӑсене пӑснӑшӑн административлӑ майпа 20 хутчен явап тытнӑ.
Тепӗр водителе, 58 ҫулти арҫынна, пульницӑна илсе кайнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Канаш округӗнче, «Йӗпреҫ – Канаш» ҫул ҫинче, трактор ҫаврӑннӑ чухне автобуса пырса лекнӗ. Ку авари паян 12 сехет ҫурӑра Чакаҫ ялӗнчен инҫех мар пулнӑ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Т-150К трактор водителӗ, прицеп-бункер ҫаклатнӑскер, ҫул хӗрринчен ҫаврӑнма тӑнӑ. Анчах, ахӑртнех, тракторист транспорт пысӑкӑшне шута илеймен, иртсе пыракан «Канаш – Йӗпреҫ» маршрутпа ҫӳрекен автобуса та ирттерсе яман – общество транспортне пырса лекнӗ.
Ҫав вӑхӑтра автобусра пассажирсем пулнӑ. Автобусӑн чӳречисем ҫӗмӗрӗлнӗ.
Икӗ водителе те вырӑнтах алкотестерпа тӗрӗсленӗ – иккӗшӗ те урах пулнӑ. Ку ӗҫ-пуҫа мӗнле тӗпченине Канашри районсен хушшинчи прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.

Муркашра йӗрке хуралҫисем ӳсӗр водителе асӑрханӑ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инcпекторӗсем «Лада Гранта» алӑкӗ уҫӑлса кайнине асӑрханӑ. Водителе чарӑнма ыйтсан вӑл пакунлисенчен тарма пуҫланӑ. Хирӗҫ килекен ҫул ҫине те тухса кайнӑ, апла пулин те ӑна тытса чарнӑ-чарнах.
Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеме илсе кайнӑ чухне водитель патруль машининчех ҫывӑрса кайнӑ.
Ӳсӗр водитель-баянист тӗлӗшпе административлӑ майпа темиҫе ӗҫ пуҫарнӑ. Машинӑна вара йӗрке хуралҫисем ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ. Водитель ҫавӑншӑн питӗ кулянсах кайман курӑнать. Унӑн машинӑра баян пулнӑ та вӑл ӑна туртса кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель йӗрке хуралҫисен умӗнчех баянпа каласа кӑтартнӑ.

Россельхознадзор Шупашкара чӗрчунсем кӑтартма килнӗ усламҫӑ йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ.
Александр Зюкин усламҫӑ хулари «Мега Молл» суту-илӳ центрӗнче пирӗн патра ҫук чӗрчунсемпе паллаштаракан курав уснӑ. Ҫутҫанталӑка хӳтӗлекен Атӑлҫи регионсем хушшинчи прокуратура пуҫарнипе Россельхознадзор ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче тӗрӗслев ирттернӗ те ку вӑл курав мар, куҫса ҫӳрекен океанариум иккенне палӑртнӑ.
Ун пек ӗҫпе аппаланас тесен ятарлӑ лицензи илмелле иккен, усламҫӑн вара документ пулман. Океанариурм 89 кун ӗҫленӗ, курав пулсан 4 кунран та ытла юрамасть.
Александр Зюкин хӑтланӑвне суд административлӑ майпа ӗҫ пуҫарса явап тыттарма йышӑннӑ. Усламҫӑ унччен саккуна пӑсманнине кура ӑна асӑрхаттарнипех ҫырлахнӑ.

Паян Чӑваш Енре пирӗн региона пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем килни пирки хыпарларӗҫ, ҫӗрле сирена янӑратрӗс.
Каярах республика Элтеперӗ Олег Николаев МАХри каналта пирӗн тӑрӑхра пилотсӑр вӗҫекен икӗ аппарата ҫапса ӳкерни пирки хыпарланӑ. Ку вӑл малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх.
Олег Николаев МАХри хӑйӗн каналӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, шар куракансем тата аманакансем пулман. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, карас ҫыхӑнӑвӗн вышки сиенленме пултарнӑ. Кун пирки мониторинг каналӗсенче те ирпе ҫырнӑччӗ. МАХри «Первый чувашский» каналта Улатӑр патӗнчи вышка пулма пултарать тесе пӗлтернӗччӗ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсене хумханса ӳкесрен лӑплантарса ҫырнӑ. Оперативлӑ службӑсем ӗҫленине пӗлтернӗ, хыпара уҫӑмлатма шантарнӑ.

Хӗрлӗ Чутай округӗнче питбайкпа ҫыхӑннӑ авари пулнӑ. Шел те, унта ҫын вилмелле аманнӑ.
Чӑваш Енри Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхи 9 сехет те 5 минутра Штанаш ялӗнче 1971 ҫулта ҫуралнӑ арҫын кӳршин питбайкӗпе ҫула тухнӑ. Анчах ҫул пӑрӑнӑшӗнче руле итлеттереймен – электролини юпи ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫыннӑн права та ҫук. Чӑваш Енри Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель урӑ е ӳсӗр пулнине палӑртма химипе токсикологи тӗпчевӗ тӑвӗҫ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай округӗнче ӳсӗр хӗрарӑм машинӑпа кювета чӑмнӑ, слонра икӗ ачи пулнӑ. Иккӗшне те пульницӑна илсе кайнӑ, кӗҫӗннин сывлӑхӗ йывӑр пулнӑ.
