Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян 14:30 сехетре «Шупашкар — Сӑр» автоҫул ҫинче, Чӑрӑшкасси ялӗнчен инҫех мар, авари пулнӑ. Унта, шел те, 3 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» рулӗ умӗнче ларнӑ 41-ри арҫын, хирӗҫ ҫул ҫине тухса «Грантӑпа» ҫапӑннӑ. «Гранта» водителӗ тата унти 2 пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. Иномаркӑра пулнӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/7885
 

Сывлӑх
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи 28 шкулти 80 класа каратина хупнӑ. Вӗсене халӗ инҫет сыхӑну мелӗпе вӗрентеҫҫӗ. Хулари 3-мӗш лицей пӗтӗмпех дистанци мелӗпе вӗренет.

Сӑмах май каласан, ОРВИпе тата гриппа чирлекен нумай. Юлашки икӗ эрнере грипа тата ОРВИне пула пульницӑна лекнисен йышӗ Чӑваш Енре 1,8 хут ӳснӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарти 20-ри хӗр пӗрле пурӑнакан хӗр тусӗн апачӗ ҫине ҫывӑратакан эмел янӑ та унӑн 5 пин ытла тенкине вӑрланӑ.

Шар курнӑ хӗрарӑм укҫа ҫухалсан полицие кайнӑ. Йӑлтах каласа кӑтартнӑ: 5 пин те 400 пин тенке вӑл хваттер илме пухнӑ, ӑна банкра упранӑ. Кӑшт маларах унран пӗрле пурӑнакан 20 ҫулти хӗр укҫа ыйтнӑ иккен. Ҫавӑнпа полици укҫана вӑл вӑрлама пултарать тесе шухӑшланӑ.

Чӑнах та, кайран ҫакӑ палӑрнӑ: 20-ри хӗр патне ултавҫӑсем шӑнкӑравланӑ, вӗсене ӗненсе вӑл хӑйӗн 700 пин тенкине куҫарса панӑ. Лешсем ӑна тусӗн укҫине те «деклараци» тумаллине ӗнентернӗ, укҫана курьера пама, Чулхулана кайса унта «ФСБ ӗҫченӗсенчен» хушу кӗтме хушнӑ. Хӗр тусӗ нимӗн те ан систӗр тесе вӑл унӑн апачӗ тата чейӗ ҫине ҫывӑратакан эмел янӑ. Лешӗ ҫывӑрнӑ чухне ултавҫӑсем хушнине пурнӑҫланӑ та.

20-ри хӗр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Паян Шупашкарта Гузовский урамӗнче «Хендай» кроссовер «Ҫутҫанталӑк» чарӑну ҫине пырса кӗнӗ. Ку кӑна мар, павильона витӗр шӑтарса тухнӑ.

Ку 11 сехет тӗлӗнче Маяковский вулавӑшӗ енче пулнӑ. Иномарка хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса чарӑну павильонӗ ҫине пырса тӑрӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аманнисем пур.

Вырӑнта ҪҪХПИ тата васкавлӑ мудпулӑшу ӗҫлеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
vk.com/cheb121 пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/cheb121 пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ хӗр Ехрем хуҫа купса ячӗллӗ бульвара машинӑпа пырса кӗнӗ. Унта Ҫӗнӗ ҫул умӗн ҫутӑ маччи вырнаҫтарнӑ. Пикесем шӑпах ҫавӑн патӗнче машинӑпа сӑн ӳкерӗнес тенӗ.

Кӗҫех вӗсене йӗрке хуралҫисем чӗнсе илнӗ. 27 ҫулти ҫак пикесене ҫуран ҫӳрекенсем валли туса панӑ урама машинӑпа пырса кӗнӗшӗн административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗрне, «БМВ» машинӑн водительне, ют номерпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ, ҫавна та тӗрӗслӗҫ.

 

Республикӑра
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ
чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри ветеринари инспекторӗсем ҫак енӗпе саккуна пӑхӑннине пилотсӑр вӗҫекен аппаратсемпе тӗрӗслеҫҫӗ. Ку ӗҫе вӗсем кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тытӑннӑ.

Кӗске вӑхӑтрах Муркаш, Патӑрьел, Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи 14 объекта тӗрӗсленӗ. Тӑхӑр объектра дезинфекци хӳтлӗхӗ, ятарлӑ карта пулман. Пӗр хуҫалӑхра шута илмен 15 выльӑха тупса палӑртнӑ.

Кӑлтӑк тӗлӗшпе хуҫалӑхсен ертӳҫисем ячӗпе асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи пӗр ялта ывӑлӗ ашшӗне вилмеллех хӗненӗ. Следстви комитечӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, вӗсем хирӗҫсе кайнӑ, ывӑлӗ ашшӗне кӗлеткен тӗрлӗ пайӗнчен тапнӑ-ҫапнӑ. Арҫын тухтӑрсем киличчен вилнӗ.

Ывӑлне тытса чарнӑ. Халӗ следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрасси пирки ыйтӑва татса параҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти маркетплейс ӗҫченӗ тавар вӑрланӑ. Раштав пуҫламӑшӗнче Шупашкарти тавар паракан пунктран маркетплейс складне пушӑ темиҫе курупка таврӑннӑ. Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем тавар паракан пунктра ӗҫлекен 21 ҫулти хӗр йӗрӗ ҫине часах тухнӑ.

Вӑл хӑйӗн тата тӑванӗсен ячӗпе тавар саккас панӑ, ҫав шутра ылтӑн вӑчӑра, хаклӑ гаджетсем пулнӑ. Хӗр вӗсене илсе юлса тавара каялла ӑсатанҫи тунӑ. Ҫапла майпа 300 пин тенкӗ ытла тенкӗлӗх япала вӑрланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Куславкка округӗнче пушарта 78 ҫулти арҫын ҫунса вилнӗ. Инкек ӗнер, раштавӑн 11-мӗшӗнче, Пилешкасси ялӗнче пулнӑ.

Ҫулӑм ҫурт ҫинчен куҫса хуралтӑ таврашӗсем ҫине те лекнӗ. Пушара 10 ҫӑлавҫӑ тата 4 техника сӳнтернӗ. Ҫулӑм 73 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.

Пушара сӳнтерсен 78 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9998
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхине Муркаш округӗнчи Нискасси ялӗ ҫывӑхӗнче «Мускав – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен автобус йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Экстреннӑй службӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, аварире 5 ҫын аманнӑ. Вӗсене пурне те Шупашкара пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсен сывлӑхӗ питех йывӑрах мар.

Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, ... 464
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Шанчӑклӑ туссен тата ӗҫтешсен сĕнĕвĕсене итлӗр – вĕсем кирлĕ пулма пултараççĕ. Халĕ пĕрлехи бизнеса укçа хывма вăхăт мар. Ĕç нумай вăя илӗ, ытлашши ывӑнма ан тӑрӑшӑр. Нерв лӑплантарас килсен канмалли кунсенче туссемпе тĕл пулма ан хирӗҫлӗр.

Ҫу, 29

1924
102
Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
1934
92
Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ.
1955
71
Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1988
38
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2010
16
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ