Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр карчӑк лавккаран укҫа шыраса илме пултарнӑ. Ӑна ҫав енӗпе Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури хӳтӗленӗ.
Пӗлтӗрхи хӗлле 67 ҫулти хӗрарӑм хулари Калинин урамӗнчи лавккаран тухнӑ чухне пӑрланса ларнӑ картлашка ҫинче шуҫса ӳкнӗ. Хӗрарӑм пуҫӗпе ҫапӑннӑ, урине хуҫнӑ.
Судра прокуратура ҫав картлашкана лавккан тытса тӑмаллине ҫирӗплетсе панӑ. Суд лавккана хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 150 пин тенкӗ тӳлеттермелле, эмел тавраш туянса пӗтернӗ 12 пин тенке саплаштарма йышӑннӑ.
Шӑмӑршӑ округӗнчи Шамкай ялӗнчи пӗвере ҫын путса вилнӗ. Унта 1975 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ятарласа хатӗрлемен вырӑнта шыва кӗнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Муркаш, Патӑрьел округӗсенче арҫынсем путса вилнӗ. Шупашкарта, Атӑл леш енче, 19-ти тата 21 ҫулти каччӑсем шыва кӗрсе пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Единый день фольклора» (чӑв. Фольклорӑн пӗрлехи кунӗ) пӗтӗм Раҫҫейри акци пуҫланӗ. Чӑваш Енре ҫавна май «Манӑҫми аваллӑх» ҫамрӑксен республикӑри фольклор уявне ирттерме палӑртса хунӑ.
Фольклор уявне утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи ХIХ ӗмӗрти чӑваш хресчен хуҫалӑхӗн музейӗнче пуҫтарӑнӗҫ.
Хальхи саманара цифрӑсен чӗлхипе калаҫма юратаҫҫӗ те, маларах асӑннӑ акци вӑхӑтӗнче республикӑри культурӑпа кану учрежденийӗсенче 100 ытла тематика мероприятийӗ иртмелле, вӗсене 3 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла тесе ӗнентерет Культура министерстви.
Чӑваш Енре «Пешеход. Пешеходный переход» (чӑв. Ҫуран ҫӳрекен. Ҫуран каҫмалли вырӑн) рейд иртнӗ. Йӗркене пӑсакан водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуран ҫӳрекен 100 ҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 55 ҫынна — ҫуран ҫӳрекенсене ҫул паманшӑн.
Муркаш тӑрӑхӗнче ӳсӗр тракториста тытса чарнӑ.
Руль умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑ ҫынна Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн специалисчӗсем асӑрханӑ. Медицина тӗрӗслевӗ ирттернӗ те арҫын, чӑн та, эрех ӗҫни ҫиеле тухнӑ.
Тракториста паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, асӑрханӑ.
Инспекторсем руль умне ӳсӗрле ларни инкекпе вӗҫленме пултарассине аса илтерееҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗчӗк ывӑлне пӑвса вӗлернӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 29 ҫулти хӗрарӑм ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, 11 сехет те 30 минутра ҫичӗ ҫулхи ывӑлӗпе харкашса кайнӑ та ӑна пӑвса вӗлернӗ. Ача пӑтӑрмах вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Ҫемье тулли пулнӑ, полицире тата ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен комиссире шутра тӑман, ача пахчине ҫӳренӗ.
Ҫуллахи вӑхӑтра ялсенче ачасем скутерсемпе тата мопедсемпе ҫӳренине пирӗнтен кашниех курнах ӗнтӗ. Хулара йӗрке хуралҫисем пулсан та ун пеккисем тупӑнаҫҫӗ иккен.
Улатӑрти автоинспекци ӗҫченӗсем ҫамрӑк водительсене тӗрӗслеме рейд ирттернӗ. Мотоцикл умне ларнӑ 13-17 ҫулсенчи 8 ҫамрӑка асӑрханӑ. Вӗсенчен пӗри унччен те йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне пулнӑ-ха, пӗрех хальхинче те хула урамӗ тӑрӑх вӗҫтерсе пынӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, скутер, мопед, мотоцикл, квадроцикл умне ларма тӗрлӗ категориллӗ водитель прави кирлӗ.
Правасӑр яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫшӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗн явап тытма тивӗ. Водитель прависӑр ачана транспорт шанса панӑшӑн аслисене 30 пин тенкӗ штраф пама юрать.
Чӑваш Енӗн Чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн ӗҫченӗсем Шупашкарти яваплӑ ытти тӳре-шарапа пӗрле тӗрӗслеве тухнӑ. Папкӑллӑ, ятарлӑ формӑллӑ ҫынсем шыв хӗрринче ҫынсем хӑрушсӑрлӑх правилине пӑхӑннипе пӑхӑнманнине тӗрӗсленӗ.
Маларах асӑннӑ службӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ канмалли кунсенче ҫеҫ пирӗн республикӑра шывра 5 пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Вӗсенче 5 ҫын вилнӗ.
Инкек сӑлтавӗнчен пӗри — ятарласа хатӗрлемен вырӑнсенче тата ӳсӗр пуҫпа шыва кӗни.
Хальхинчи рейда шыва кӗме юраман вырӑнсенче ирттернӗ те. «Шыва кӗме юрамасть» паллӑ лартса хунӑ вырӑнта шыва кӗрекенсен тӗлӗшпе административлӑ протоколсем шӑрҫаланӑ.
Муркаш муниципаллӑ тӑрӑхӗнче муниципалитет служащине шанчӑкран тухнӑ тесе ӗҫрен хӑтарнӑ. Кун пирки прокуратура пӗлтернӗ.
Муркашри пӗрлехи дежурствӑпа диспетчер службин ертӳҫи хӑйӗн тупӑшӗ, пурлӑхӗ пирки кирлӗ сведени паман. Вӑл арӑмӗпе ҫул ҫитмен ачисем пирки те пӗлтермен.
Коррупцие хирӗҫ саккуна пӑхӑнманшӑн тӳре-шарана ӗҫрен кӑларнӑ. Кӑлтӑк пирки район администрацие прокуратура асӑрхаттуру пулса иртнӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, каҫ енне Патӑрьел округӗнчи Ҫӗньялта ҫын путса вилнӗ. Арҫыннӑн виллине водолазсем тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вара Муркаш округӗнчи Ятман ялӗнчи пӗвере 55 ҫулти арҫын шыва кӗнӗ чухне путнӑ. Атӑл леш енчи санатори ҫывӑхӗнче икӗ ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унта 19-ти тата 21 ҫулти студентсем путса вилнӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |