
Сӗнтӗрвӑрринче 18 ҫулти каччӑ йӗп пек ҫухалнӑ.
Алексей Витальевич Майоров юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхине ҫухалнӑ. Вӑл 165 сантиметр ҫуллӗш, начаркка кӗлеткеллӗ, ҫӳҫе тӗксӗм ҫырӑ тӗслӗ, куҫе сӑрӑрах симӗс тӗслӗ.
Килтен тухса кайнӑ чухне вӑл хура тӗслӗ тумпа пулнӑ: куртки те, джинс шӑлаварӗ те, кроссовки те ҫавӑн пек тӗслӗ.
Унӑн ҫывӑх ҫыннисем тата «Лиза Алерт» шырав отрячӗн хастарӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, ӑна 18 сехет те 30 минутран пуҫласа 21 сехет те 30 минутчен Сӗнтӗрвӑррипе Кукашни ялӗ ҫулӗ ҫинче курма пултарнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл вахӑтра унтан машинӑпа иртсе кайнисенчен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ: видеорегистратор мӗн ӳкерсе илнине пӑхса илме тата ҫавна кӑтартма ыйтаҫҫӗ. Ку вӑл пулӑшасса питех те шанаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ кӳршӗ наркотик сутса пурӑннӑ.
1980-мӗш тата 1992-мӗш ҫулта ҫуралнӑ арҫынсем нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче кӳршӗллӗ пурӑннӑ. Вӗсем 40 грамран кая мар наркотик туяннӑ та ӑна хӑйсен хваттерӗнче сутма пуҫланӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра кӳршӗсене Ҫӗнӗ Шупашкарти хула сучӗн тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Вӗсене РФ Пуҫиле кодексен темиҫе статйипе айӑплӗҫ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, хваттерте пакунлисем шырав ирттернӗ чухне те унта наркотик туянакансем пырсах тӑнӑ. Унта йӗрке хуралҫисем ӗҫленине пӗлмен курӑнать.
Айӑпланакансенчен пӗри хӑй те наркоман пулнӑ иккен, хӑйне валли вӑл тепӗр тӗрлӗ наркотик упранӑ. Наркоман пулманни вара ку япалана сутса укҫа тӑвас тенӗ курӑнать.

Ҫӗнӗ Шупашкарта 27 ҫулти каччӑ ҫухалнӑ. Вӑл Максим Сергеевич Андреев ятлӑ. Каччӑ ӑҫтине юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ.
Максим Сергеевич 172 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ ҫырӑ тӗслӗ, куҫӗ сӑрӑ.
Мӗн тӑхӑнса тухса кайнине пӗлмеҫҫӗ. Вӑл миҫере тата ӑҫтан тухса кайнине те ҫырман.
Каччӑна курнисене, вӑл ӑҫта пулма пултарнине пӗлекенсене 8-800-700-54-52 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ. Е тата шырав ушкӑнӗн инфоргӗпе, Астрӑпа (Екатеринӑпа), 8-953-016-61-92 телефон номерӗпе ҫыхӑнма пулать.
Каччӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ шырать. Ҫамрӑк ҫыннӑн ҫывӑх ҫыннисем те, паллах, уншӑн кулянаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑл ӑста пулма пултарнине тавҫӑракансем пулӑшасса питех те шаначчӗ.

Красноармейски округӗнче, «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче, автобус пӑшие ҫапса кайнӑ. Автобусра вара туристсем пулнӑ, пӗтӗмпе – 17 ҫын, вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Телее, никам та шар курман.
Чӑваш Енри Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари паян, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 18 сехетре Йӗпрем ялӗнчен инҫех мар пулнӑ. Шӑпах ҫав вырӑнта «Тискер чӗрчунсем» ҫул-йӗр палли ларать. Автобус Йошкар-Оларан Муром хулине кайма тухнӑскер пулнӑ.
Авари вырӑнне Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Вӗсем аманнӑ чӗрчунӑн малашнехи шӑпине палӑртаҫҫӗ.

Шупашкар хулинче икӗ шкул ачи «Лада Гранта» машина айне пулнӑ. Телее, вӗсем вӑйлах аманман. Вӗсене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ.
Ку эрнекун, юпа, уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 18 сехет ҫурӑра Кадыков урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Икӗ шкул ачи «зебрӑпа», светофор ҫук ҫӗрте, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ
Ҫавӑн чухне вӗсем ҫине «Лада Гранта» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ.
Водитель медосвидетельствовани витӗр тухнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

Кун пекки хальлӗхе пулманччӗ-ха, анчах хальхинче тӑшман Яндексӑн дата-центрне тапӑннӑ. Кун пирки «Яндекс» компани хыпарланӑ.
Тӑшман Рязань ҫывӑхӗнчи объекта кӗҫӗр ҫӗрле тапӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Yandex Cloud» инфраструктурин пӗр пайӗ, ҫав шутра даннӑйсен бази, пӗлӗт управҫисем, искусство интеллекчӗн тата мониторинг системин сервисӗсем ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Карттӑ тӑрӑх пӑхсан, Чӑваш Ене ку пӑтӑрмах пырса тивмен.
Яндекс хыпарланӑ тӑрӑх, Рязань патӗнчи объект пуҫӗпех ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем маркетплейссене маларах темиҫе хутчен те тапӑннӑччӗ-ха. «Озон» та, «Валдберриз» та пӗрре ҫеҫ мар шар курнӑччӗ. Складсене сирпӗтнӗрен тавар хуҫисем те шар кураҫҫӗ. Халӗ, ав, Яндексӑн дата-центрне тапӑннӑ.

Паян Ҫӗрпӳ районӗнче «Ниссан» автомобиль ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. «М-7» федераци ҫулӗпе Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ чухне вӑл пӑрӑннӑ чухне руле йӗркеллӗ пӑрса ӗлкӗреймен, йывӑҫ ҫине кайса ҫапӑннӑ. Ун хыҫҫӑн машина хыпса илнӗ.
Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче пулнӑ 22 ҫулти каччӑпа 18 ҫулти хӗр-пассажира больницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта вара паян тепӗр инкек пулнӑ. «Лада» машина Трактор тӑвакансен проспектӗнче пӑрӑннӑ чухне юпа ҫине пырса ҫапӑннӑ. «ВАЗ-2107» рулӗ умӗнче 22 ҫулти каччӑ пулнӑ. Унӑн водитель прави те, асӑннӑ транспорт руле умне ларма ирӗк паракан документ та пулман. Пӑтӑрмаха ҫакаланнӑ каччӑ ҫӑмӑл машинӑпа каҫхи клубран таврӑннӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнипе ларманнине тӗрӗсленӗ те ӗҫни ҫиеле тухнӑ.

Етӗрне хулинче пурӑнакан икӗ карчӑк вӑрҫса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем пӗрне-пӗри унчченех килӗштермен иккен-ах. Кӑҫалхи ҫулла, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, каллех харкашмалли тупӑннӑ. 73-ри кинмейрен пӗри теприн ҫынсен умӗнчех усал сӑмахпа вӑрҫса пӗтернӗ иккен.
Унӑн тантӑшӗ те аптӑраса ӳкекен йышши пулман, вӑл лешне телефонти видеопа ӳкерсе илнӗ. «Вӑл мана кӳрентерчӗ», — тесе ватӑ ҫын пакунлисенчен пулӑшу ыйтас тенӗ.
Йытӑпа кушак пек пурӑнаканскерсен тавлашӑвӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ малтан прокуратурӑна, кайран суда ҫитнӗ. Тантӑшне усал сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернӗ карчӑка суд административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна 3 пин тенкӗ штраф хурса пама йышӑннӑ. Халӗ ватӑ ҫыннӑн кӗсьене ҫӳхетме тивӗ.

Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана чутах таптаса кайман. Пӑтӑрмах Коммуналлӑ слобода урамӗнче пулса иртнӗ. Ҫав самант тепӗр водителӗн авторегистраторӗ ҫине лекнӗ.
«Аутлендер» автомобиль 12-мӗш шкул патӗнче светофорӑн симӗс ҫутипе каҫакан икӗ ача ҫине чутах пырса кӗмен. Кроссовер светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнмасӑр малалла вӗҫтернӗ. Темле майпа вӑл тормоза пусса ӗлкӗрнӗ — машина ачасем ҫине пырса кӗрсе каяйман.
Видеорегистратор «Mitsubishi Outlander» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑнта светофорӑн хӗрле ҫутине пӑхмасӑрах каҫса кайма тӑни курӑнать. Ҫав вӑхӑтра ачасем светофорӑн симӗҫ ҫутипе ним пулман пек ҫул урлӑ каҫнӑ.
Ку ачасем кипкепе ҫуралнӑ тесси ҫеҫ юлать. Ахальлӗн чипер ҫӗртех шар курма пулать.

Ҫӗрпӳ округӗнче паян пулӑҫ путса вилнӗ. Инкек Паваркасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗнче пулӑ тытнӑ чухне путса вилнӗ. Ҫакна ял ҫыннисем курнӑ, унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Следовательсем инкек вырӑнне пӑхса тухнӑ. Ҫапла пӗлтерет Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ.
