Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Александр Иванова культура министрне лартӗҫ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.10.2015 23:13 | 2221 хут пӑхнӑ
Политика Александр Иванов
Александр Иванов

Хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗ Министрсен кабинечӗ йӗркеленет. Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх унччен культура министрӗ пулнӑ Вадим Ефимов сывлӑхне пула хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫлаймасть, ун вырӑнне тепӗр ҫынна шыраҫҫӗ.

Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ пулма маларах информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрӗ вырӑнне йышӑннӑ Иванов Александр Степановича шанса парӗҫ.

Александр Степанович 1957 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне «Математика» специальноҫпе вӗренсе пӗтернӗ. 1998 ҫулта тепӗр аслӑ пӗлӳ илнӗ — Мускаври патшалӑх социаллӑ университетӗнче «Юриспруденци» енӗпе вӗренсе диплом илнӗ. Ишлей шкулӗнче ачасене математика вӗрентнӗ, 1981-1984 ҫулсенче Салапайкассинчи сакӑр ҫул вӗрентекен шкул директорӗ пулнӑ.

2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарат ертӳҫине лартнӑ. 2010 ҫулта Президент Администрацийӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ӑна Чӑваш Республикин информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министрне лартнӑ.

Сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх Культура министрӗн пуканне йышӑнма темиҫе кандидата сӗннӗ пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — гуманитари институчӗн директорӗ Юрий Исаев, тепри — Тутарстан Республикинчи чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫи Константин Яковлев пулнӑ.

#политика, #тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Культура министерстви, #Шупашкар районӗ, #Ишлей, #Сарапакасси, #шкулсем, #ЧПГӐИ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем