Паян Владимир Путин Коми Республикин Пуҫлӑхне шанӑҫа ҫухатнӑ тесе ӗҫрен хӑтарнӑ. Ун вырӑнне пуҫлӑх тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама «Олимпстрой» президенчӗ пулнӑ Сергей Гапликова лартнӑ.
Гапликов Сергей Анатольевич 1970 ҫулхи акан 29-мӗшӗнче Кӑркӑс ССРӗнчи Фрунзе (халь Бишкек) хулинче ҫуралнӑ. Н. Бауман ячӗллӗ Мускаври патшалӑх техника университетне, Тӗнчери хутшӑнусен Мускав патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. 2000 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри тулаш суту-илӳ академинсе экономист пӗлӗвне илнӗ. 2004–2010 ҫулсенче Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн председателӗ пулнӑ. 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗпе 2014 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗччен «Олимпстрой» президенчӗн вырӑнӗнче ӗҫленӗ.
Унччен Коми Республикине ертсе пынӑ Вячеслав Гайзера авӑнӑн 13-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе вӑл ушкӑнпа кавар туса патшалӑх укҫине нумай вӑрланӑ. Пӗтӗмӗшле сиенӗ 1,1 миллиард тенкӗ таран пулма пултарать теҫҫӗ.
Ку таранччен Шупашкар хула аминистрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Алексей Ладыков пурнӑҫланӑ. Суйлав хыҫҫӑн улшӑнусем пуласси малтанах паллӑччӗ. Ладыков хӑй вырӑнӗнчех юлӗ-и? Ку чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ.
Халӗ паллӑ: Алексей Ладыкова ку тивӗҫрен хӑтарнӑ. Шупашкар хулин Уставӗпе килӗшӳллӗн администраци пуҫлӑхне контрактпа лартаҫҫӗ. Ӑна вара ятарлӑ конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн алӑ пусса ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫапла майпа Шупашкар хулин депутатсен пухӑвне ҫӗнӗрен суйлама тивнӗрен сити-менеджера лартмалли процедурӑна тепӗр хут тумалла пулӗ.
Мэрире пӗлтернӗ тӑрӑх, хула администрацийӗн должноҫне палӑртмалли конкурс пирки ҫитес вӑхӑтра пӗлтерӗҫ. Юпа уйӑхӗнче депутатсен хула администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетсе контракт алӑ пусма тивӗ.
Аса илтерер: Алексей Ладыков ку тивӗҫӗ 2011 ҫултанпа пурнӑҫланӑ. Хальлӗхе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене Алексей Маклыгин пурнӑҫлать.
Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Леонид Черкесов политикӑран медицинӑна каясси пирки ҫуллах калаҫрӗҫ пулин те ӑна Шупашкар хула пуҫлӑхне иккӗмӗш хут суйланӑ.
Леонид Черкесов кандидатуришӗн 35 депутат сасӑланӑ. Чылайӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен». Ку тӗлӗнмелле мар. Леонид Черкесов — партин хулари уйрӑмӗн секретарӗ.
Коммунистсем Шурчановӑн ывӑлӗн Алексей Шурчанов кандидатурине кӑларнӑ. Анчах унӑн шанчӑк пулманпа пӗрех темелле. Уншӑн 3 депутат ҫеҫ сасӑланӑ.
Аса илтерер: Леонид Черкесов Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене 2010 ҫултанпа пурнӑҫлать. Вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. Ӗҫ биографине васкавлӑ медпулӑшу пульницинче 1989 ҫулта пуҫланӑ. Вӑл — медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
Канаш хулинче суйлав хыҫҫӑн депутатсен ларӑвӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта чи ҫивӗч ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Депутатсем Канаш хулин пуҫлӑхне палӑртнӑ.
Вӑрттӑн сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем пӗр саслӑн Андрей Николаевич Константинова суйланӑ. Депутатсен пухӑвӗн ҫумӗ вара Гариф Мифтахутдинов пулӗ. Ҫапла хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ.
Палӑртма хӑварар: Андрей Николаевич Константинов — Канашри 13-мӗш суйлав округӗн депутачӗ. Вӑлах «Канаш хулинчи электрика сечӗ» акционерсен уҫӑ обществин тӗп директорӗ те.
Паян, авӑнӑн 19-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн экс-Элтеперӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ тӗлпулу пулнӑ ку.
Михаил Игнатьев Николай Федорова РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗнче Чӑваш Ен интересӗсӗне хӳтӗлеме сӗннӗ. Николай Федоров Михаил Васильевича тав тунӑ та ҫапла каланӑ: «Пӗрле ӗҫлӗпӗр кӑна мар, ҫӑмӑлах мар ыйтусен хуравӗсене те шырӑпӑр».
Михаил Игнатьев республикӑра Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ суйланӑ курса малалла тӑсмаллине палӑртнӑ. Ку обществӑпа политикӑна ҫирӗплетессипе, халӑхӑн пурнӑҫне лайӑхлатассипе йышӑннӑ.
Николай Федоров хальхи вӑхӑтра геополитика лару-тӑрӑвне тимлӗх уйӑрмаллине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев пӗрле тӑрӑшса ӗҫлени республикӑри пурнӑҫа лайӑхлатассишӗн пулнине каланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн вырӑнне йышӑннӑ Михаил Игнатьев республикӑн Министрсен кабинетне отставкӑна янӑ, кун пирки официаллӑ влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ.
«Правительствӑна отставкӑна яракан хушӑва Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72-мӗш тата 91-мӗш статьисемпе килӗшӳллӗн кӑларнӑ», — тесе пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ министрсене суйличчен Министрсен Кабинечӗн председатель тивӗҫӗсене Иван Моторина шаннӑ. Отставкӑна янӑ пулин те унта хальхи министрсемех ӗҫлӗҫ — ҫӗнӗ правительство суйличчен.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьевӑн инаугураци иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ.
Аса илтеретпӗр, Михаил Игнатьев должноҫа кӗнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ лару-тӑру 12 сехетре Правительство ҫуртӗнчи Ларусен залӗнче иртет.
Инаугурацие Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗн теле- тата радиоэфирӗнче, Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗнче трансляцилеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен, республикӑн Министрсен Кабинечӗн пайташӗсен, тепӗр майлӑ каласан, министрсен, федерацин территорири влаҫ органӗсемпе Чӑваш Республикин вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисен тата чӗннӗ хӑнасен умӗнче тупа тӑвӗ.
Ҫак шӑматкун Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоров хӑйӗн пӗртен пӗр хӗрне качча парать-мӗн. Кун пирки atner ятлӑ блогер хӑйӗр чӗрӗ журналӗнче пӗлтерет.
Чӑваш Ене 17 ҫул ертсе пынӑ, Раҫҫейӗн юстици тата ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ ҫӗршыв шайӗнчи паллӑ политик хӗрне качча панине блогер Чӑваш Енри чи кӗтнӗ туйсенчен пӗри тесе хаклать.
Карина (Чӑваш Енӗн экс-ертӳҫин хӗрне ҫавӑн пек чӗнеҫҫӗ) туйне ҫӗршывӑн тӗп хулинче мар, ашшӗ ҫуралнӑ тӑрӑхрах ирттерме палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, Николай Федоров — Сӗнтӗрвӑрри районӗн чӑвашӗ. Вӑл 1958 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Туя Федоровсем Шупашкарта ирттереҫҫӗ. Пулас кӗрӗвӗн ятне паллӑ политиксем вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ-мӗн. Ҫапах та Карина мӑшӑрӗ пуласси Александр ятлине хӑшӗсем халех пӗлеҫҫӗ.
Atner блогер Чӑваш Ен Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьев Николай Федорова мӗнле парне хатӗрлени пирки те пуҫ ватать. Епле парнине «никам та пӗлмест, анчах Николай Федоровшӑн ку вӑл Федераци Канашӗнчи должность пулать-тӗр тесе пурте тӗшмӗртеҫҫӗ», — тесе ҫырать блогер.
Сӑмах май, авӑнӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре тепӗр паллӑ пулӑм — Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫне хальлӗхе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев республика ертӳҫин пуканне официаллӑ майпа инаугураци туса йышӑнни.
Суйлав тивӗҫлипе иртнӗ. Ҫапларах йышӑну тунӑ паян. Районсенче те суйлав лайӑх иртнине палӑртнӑ. Тӗрлӗ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансенчен 59 процентне яхӑн суйлав хутшӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлавра елчӗксем хастар пулнӑ. Унта ҫынсен 92 проценчӗ вӑл е ку кандидатшӑн сасӑланӑ. Ку 15 пин ытла ҫынпа танлашать.
Унтан шӑмӑршӑсене палӑртмалла. Шӑмӑршӑ районӗнче 10 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Ку 89,7 процентпа танлашнӑ. Улатӑр районӗ — виҫҫӗмӗш вырӑнта. Унта ҫынсен 89,1 проценчӗ суйлава кайнӑ.
Паллӑ ӗнтӗ: суйлавра Михаил Игнатьев ҫӗнтернӗ. Улатӑр хулинче уншӑн чи нумаййӑн сасӑланӑ. Ку 87 процентпа танлашнӑ. Унтан Шӑмӑршӑ районне палӑртмалла. Унта Михаил Васильевичшӑн халӑхӑн 85 проценчӗ сасӑ панӑ. Елчӗксем — виҫҫӗмӗш. Унта ку кӑтарту 83 процентпа танлашнӑ.
Хуласенче Михаил Игнатьевшӑн сахал сасаланӑ. Ҫӗмӗрлесем уншӑн 48,5 процент ҫеҫ сасӑ панӑ. Канашра вара — 49,5 процент. Шупашкарта — 54 процент.
Чӑваш Енре икӗ партин элчисем пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхине суйлав умӗн паллӑ мар ҫынсем вӗсен транспортне сиенлетнӗ. КПРФ партирен ЧР Элтеперӗн пуканне йышӑнмашкӑн тӑратнӑ кандидатӑн кустӑрмине шӑтарнӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен депутат пуканне йышӑнмашкӑн тӑратнӑ кандидатӑн урапине ҫунтарма тӑнӑ. Кун пирки «Интерфакс» пӗлтерет.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Анатолий Константиновӑн («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей») урапине такамсем ҫунтарнӑ. Ку ӗҫӗ ЧР МЧСӗ шута илнӗ.
КПРФ пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем Валентин Шурчановӑн кустӑрмине шӑтарнӑ. Ку Шупашкарти Ахазов урамӗнче пулса иртнӗ. Ку ӗҫе йӗрке хуралҫисем шута илнине ҫирӗплетекен хыпар хальлӗхе ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |