Республикӑн ял хуҫалӑх отрасльне Сергей Артамонов ертсе пырӗ.
Сергей Геннадьевич юлашки вӑхӑтра карьерӑра самай картлашка хӑпарнине палӑртмалла. Хӗрӗхе те ҫитмен хастар ҫав ҫын пӗр вӑхӑт Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пычӗ. Кайран ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацине куҫарчӗҫ. Унта вӑл Администраци ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшрӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ правительство йӗркеленӗ май Сергей Артамонова ял хуҫалӑх министрӗ пулма шаннӑ. Асӑннӑ ведомствӑна унччен ертсе пынӑ Сергей Павлов Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин тилхепине тыттарнӑ. Ҫак тивӗҫре хальлӗхе вӑл — вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан шучӗпе.
ЧР Министрсен Кабинечӗн ытти пайташӗ пирки каласан, финанс министрӗ Светлана Енилина, ҫурт тӑвӑм министрӗн Олег Марковӑн, экономика министрӗн Владимир Аврелькинӑн, вӗренӳ министрӗн Владимир Ивановӑн тата юстици министрӗн Надежда Прокопьевӑн пуканӗсем хӑйсенчех сыхланса юлнӑ.