Ҫӗртмен 17-мӗшӗнче «Шупашкар: 500 ҫул» паркра ачасен Акатуйӗ кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртнӗ. Пӗччӗккисем те ҫураки вӗҫленнине уявласа савӑннӑ.
Акатуя шкул ҫумӗнчи уйлӑхсене ҫӳрекен 700 яхӑн ача хутшӑннӑ. Вӗсемпе конкурссем ирттернӗ, вӑйӑ выляттарнӑ. Фестиваль Раҫҫей тата Чӑваш Ен гимнӗ янӑранӑ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ.
«Чӑваш юрри тата ташши» номинацире «Веселые нотки» ансамбль 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Лайӑх ташланӑшӑн 35-мӗш шкулти Артем Семенова, Арина Семеновӑна 2-мӗш вырӑн панӑ. 14-мӗш шкулти «Асамат» ушкӑн 3-мӗш пулнӑ.
К.Ивановӑн поэминчи сыпӑка вуланӑшӑн Екатерина Петрушкина 1-мӗш вырӑна тухнӑ. 2-мӗш вырӑнта Галина Васильева пулнӑ, 3-мӗшӗнче — Павел Николаев.
Ҫавӑн пекех арҫын ачасем вӗрен туртмалла тупӑшнӑ. Унта ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртса чысланӑ.
Кӑҫал Акатуйра интерактивлӑ 4 лапам ӗҫленӗ: «Тискер кайӑк», «Ҫӗрӗ», «Йокс», «В лычки». Куравсем те ӗҫленӗ: «Ялти йӑла-йӗрке театрӗ» тата «Пуҫа тӑхӑнмалли наци хатӗрӗ».
Ыран, ҫӗртмен 17-мӗшӗнче, Элли Юрьев ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча художество шкулӗн 30 ҫулхине халалласа Шупашкарти ӳнер музейӗнче 16 сехетре курав уҫӑлать. Унта ачасен тата вӗсене вӗрентекенсен ӗҫӗсем вырӑн тупӗҫ. Ӗҫсене тӗрлӗ техникӑпа пурнӑҫланӑ: станок тата декораци композицийӗ, керамика, пусмана ӳкерсе капӑрлатни, тӗрӗ, пуканесем, кантӑка капӑрлатни.
Элли Юрьев ячӗллӗ художество шкулне 1985 ҫулта уҫнӑ. 2001 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин халӑх художникӗн, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Шупашкарпа Чӑваш Енӗн хальхи элемӗсен — гербпа ялавӗн — авторӗн ятне панӑ. Элли Юрьев 1936 ҫулта ҫуралнӑ, 2011 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Шкулта художника халалланӑ мемориал экспозицийӗ уҫнӑ. Вӗренӳ программине Э. Юрьев пултарулӑхӗпе паллаштаракан лекцисем кӗртнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче Акатуйсем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ҫак кунсенче вал Куславкка районӗнче те пулнӑ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та ҫитнӗ.
Куславкка районӗнчи ял тӑрӑхӗсем кӗнеке куравӗсем йӗркеленӗ. Хӑнасене кӗнекепе те, ҫӑкӑр-тӑварпа та кӗтсе илнӗ.
Уява Атӑл хӗрринче йӗркеленӗ. Тӗп сцена патне ҫӗр-ҫӗр куракан пухӑннӑ. Кӑҫал район ҫуракине ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ, ҫавӑнпа ҫӗр ӗҫченӗ чунтан савӑннӑ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи лайӑх ӗҫченсене чысланӑ. Хӑшӗ-пӗрине ялта ҫурт хӑпартмашкӑн е туянмашкӑн социаллӑ тӳлев панӑ. Ҫав йышра Рожновсен ҫемйи те пулнӑ.
Михаил Игнатьев хуҫалӑх тытса пыракан ҫынсемпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Вӑл ку ӗҫ йывӑр пулнине ҫирӗплетнӗ.
Иртнӗ шӑматкун Вӑрнар районӗн ҫыннисем Акатуя пухӑннӑ. Унта «21-мӗш ӗмӗрти Кулибин» курав та ӗҫленӗ. Халӑх алӑпа тунӑ тракторсене курма пултарнӑ.
Конкурса 6 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — Хапӑсри Александр Фирсов, Вӑрнарти Рюрик Николаев, Упнерти Алистарь Иванов, Вӑрнарти Владимир Савельев, Малти Ишекри Григорий Лукин, Вӑрнарти Сергей Никитин. Вӗсем хӑйсем хатӗрленӗ техникӑна кӑтартнӑ. Хӑшӗ-пӗри курава темиҫе техника та илсе килнӗ. Рюрик Николаев ав хӑйех трактор, фреза, ҫӗрулми лартмалли тата кӑлармалли агрегат хатӗрленӗ. Александр Мефодьев трактор тата сухапуҫ пуҫтарнӑ.
Курава килнисем техникӑна ҫав кунах туянма та хирӗҫ пулман-мӗн. Жюри Кулибинсен ӗҫӗсене хакласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Трактор техники» номинацире Александр Фирсов ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Рюрик Николаев тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Алистарь Иванов. Валерий Савельева ятарлӑ парнепе чысланӑ.
«Ял хуҫалӑх ураписем тата ӗҫ хатӗрӗсем» номинацире Рюрик Николаев мала тухнӑ. Григори Лукин — 2-мӗш, Сергей Никитин 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Вырӑс ҫыравҫи Александр Пушкин ҫуралнӑ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑра вырӑс чӗлхин пӗрремӗш уҫӑ фестивалӗ иртӗ.
Ун умӗн, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, техникум-колледжсенче, училищӗсенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем вырӑс чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Фестивале хутшӑнакансене Раҫҫейри вырӑс тымарӗсене, вырӑс чӗлхин историне, хальхи правилӑсене мӗнле пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Фестивальпе килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех сӑвӑ вулакансен конкурсне ирттерӗҫ. Унта хутшӑнакансем Александр Пушкин поэзийӗн Ылтӑн фондӗнчи чи лайӑх сӑвӑсене халӑх умӗнче вулӗҫ.
Ҫавӑн пекех фестивальпе килӗшӳллӗн курав, конференци, видеохӑтлав йӗркелӗҫ. Мероприятисем Шупашкарти электромеханика колледжӗнче тата культура училищинче иртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене те унтах чыслӗҫ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Кӗнекеллӗ ҫу патӗнче хӑнара» литература картишӗ уҫӑлмалла. Уяв кӑнтӑрлахи 11 сехетре пуҫланмалла.
Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв программи кӑсӑк пулмалла. Ун вӑхӑтӗнче хаваслӑ ӑмӑртусемпе вӑйӑсем йӗркелӗҫ, уҫӑ сывлӑшра кӗнеке вулӗҫ, литература викторининче пӗлӗве тӗрӗслеме май килӗ. «Кӗнеке карҫынккинчи ҫӗнӗлӗхсем» курав ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарӗ. «Ылтӑн пулӑ» уяв мастерскойӗ те ачасене хавас кӑмӑл кӳмелле.
Мероприятисем кунпах вӗҫленмеҫҫӗ-ха. Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗ ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне «Вырӑс ҫырулӑхӗн кун-ҫулӗ» информаци сехетне йыхравлать. Тепӗр кунхине ачасене «Ыр кӑмӑллӑх тӗнчине» чӗнеҫҫӗ. Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче вырӑс чӗлхине пӗлекенсен вӑйӑ-урокӗ иртӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче – А. Пушкин юмахӗсемпе вӑйӑсем йӗркелӗҫ.
Чӑваш Ене Инди ачисем 10 кунлӑха килнӗ. Вӗсем пирӗн патри культурӑпа паллашнӑ. Ҫавна май ют ҫӗршыв ачисем «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче пулнӑ.
Хӑнасем РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин, ЧР халӑх ӳнерҫин Праски Виттин «Нарспи» поэма тӑрӑх» ятлӑ куравӗпе паллашнӑ. Ун умӗн Инди ачисем Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Нарспи» оперӑпа паллашнӑ. Праски Виттин куравӗнче пулнӑ хыҫҫӑн ачасен поэмӑна акӑлчан чӗлхипе вулас шухӑш ҫуралнӑ.
«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче вӗсем тӑван ҫӗршывӗн пайне те курнӑ. Дели ачисем унта хӑйсен тӑрӑхӗнчи архитектура пирки каласа кӑтартнӑ.
Инди хӑнисем хӑйсен аллипе чӑваш сувенирне хатӗрленӗ. Пуканене тунӑ чухне вӗсем ӗмет шухӑшласа хунӑ. Хӑнасем Чӑваш Енпе кӑмӑллӑ пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен Шӑмӑршӑ районӗнче «Ҫемье ӑшши» пултарулӑх конкурсӗ пырать. Унта тӑлӑхсене хӑйсен хӳттине илекен ҫемьесем хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса ҫемьесен авторитетне хӑпартас, ырӑ ҫынсен тӗслӗхне кӑтартас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Пултарулӑх конкурсне 4–17 ҫулсенчи ачасене опекӑна илнисем е хӑйсен тӑван ывӑлӗ-хӗрӗ пек документ хатӗрлесе йышӑннисем хутшӑнаяҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене номинацисемпе палӑртӗҫ: «Ҫемьен визит карттӑчки», «Ылтӑн алӑ», «Килти Эрмитаж». Паян жюри пӗтӗмлетӳ тӑвӗ. Чи лайӑх ӗҫсене республика шайӗнче иртекен конкурса ярса парӗҫ. Мӗнпур ӗҫе вара Ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе ирттерекен куравра курма май пулӗ.
Чӑваш Енре Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун умӗн тата ҫӗршывӑн чрезвычайлӑ ведомстви 25 ҫул тултарнӑ май «Эпӗ ҫӑлавҫӑ пулатӑп!» сӑнӳкерчӗксен конкурсне пуҫарнӑ. Ӑна ҫулӑмпа кӗрешекен, кашни кун хӑйсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерекен ҫынсем пирки каласа кӑтартмашкӑн йӗркеленӗ.
Унта хутшӑнас тесен РФ МЧСӗн ӗҫченӗсемпе ӳкерӗннӗ ачан сӑнӳкерчӗкне ярса памалла. Е пушар урапин умӗнче, ятарлӑ техника рулӗ умӗнче, пушарнӑйсен тумӗпе ярса памалла.
Конкурса номинацисемпе пӗтӗмлетӗҫ: «Ҫулӑмпа кӗрешекен пек пулса кур», «Ҫамрӑк пушарнӑйӗн куллине кӑтарт», «Ятарлӑ урапа рулӗ умӗнче». Сӑнӳкерчӗке хӑҫан тунине, вӑл мӗн ятлине ҫырма манмалла мар. Сӑнӳкерчӗкӗн пахалӑхӗ лайӑх пулмалла.
«Эпӗ ҫӑлавҫӑ пулӑп!» ятлӑ ӗҫсене infa209@yandex.ru электронлӑ почтӑпа утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Номинацисенче ҫӗнтернисене парнесемпе хавхалантарӗҫ. Чи лайӑх ӗҫсемпе Ҫӑлавҫӑсен кунӗ умӗн Шупашкарта куравсем йӗркелӗҫ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Ӳкекен ҫӑлтӑр» курав уҫӑлнӑ.
Хӑнасем Сергей Кадикин ӳнерҫӗ ҫемйинчи тата музей фондӗнчи графика ӗҫӗсене, керамикӑна, алӗҫӗсене курма май пулнӑ.
Кунсӑр пуҫне музейре «Нарспи» скульптура композицине вырнаҫтарӗҫ. Ӑна Константин Иванова халаллӗҫ, вӑл 20-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш тапхӑрне ҫутатӗ.
Сергей Кадикин 1950–2011 ҫулсенче пурӑннӑ. Вӑл пултаруллӑ скульптор пек палӑрнӑ, ӳнер керамикипе ҫыхӑннӑ.
Сергей Кадикинӑн ӗҫӗсем Третьяков галерейинче те пур. Ҫавӑн пекех вӗсем Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музейӗн комплексӗнче, Раҫҫейри музейсенче, Балтика тӑрӑхӗнче, Чӑваш Республикинчи районсен галерейинче, Германири, Болгарири, Раҫҫейри харпӑр коллекцисенче вырӑн тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |