Игнатий Молодов сцена ӑсти пирки кӑларнӑ «О театре и о себе» аса илӳсен кӗнекин хӑтлавне Елчӗкри вулавӑшра йӗркелени пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Ентешне елчӗксем манманнине ҫирӗплетекен тепӗр пулӑм — Кӗҫӗн Таяпари вулавӑшра Игнатий Молодова халалласа «Анлӑ тавракурӑмлӑ, хӑватлӑ талант» ятлӑ курав йӗркелени.
Чӑваш халӑх артисчӗ И.О. Молодов ҫуралнӑранпа юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 110 ҫул ҫитет. Ҫавна май унӑн ентешӗсем курав йӗркеленӗ те. Курава хутшӑннисемне артистӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Ялти шкулта чӑваш чӗлхипе вӗрентекен А. Иванова Игнатий Осиповичӑн пултарулӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. Маларах асӑннӑ «О театре и о себе» кӗнекепе те вулакансене паллаштарнӑ.
Кӗҫӗн Таяпари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи кружоксене ҫӳрекенсем те юбилее хатӗрленеҫҫӗ. Ентешне халласа вӗсем сӑвӑ-хайлав ҫыраҫҫӗ, «Артист пулма ҫӑмӑл мар» конкурса хатӗрленеҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем.
Сӑнсем (4)
Кӗрхи хитре кунсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа ачасем ҫулҫӑсенчен, ытти япаласенчен хитре хатӗр-хӗтӗрсем ӑсталаҫҫӗ. Ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле темӗн те тума юратаҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрринчи «Пилеш» ача пахчинче кӗрхи курав иртнӗ. Вӑл «Чудинки из корзинки» (чӑв. Карҫинккари тӗлӗнтермӗшсем) ятлӑ. Ӑна ачасем ватӑсен кунне халалланӑ.
Курав ҫак номинацисемпе иртнӗ: «Улма-ҫырла бумӗ» (улма-ҫырларан тунӑ япаласем), «Сеньор Помидор патӗнче — хӑнара», «Очей очарование» (кӗрхи картинӑсем, панно, аппликаци), «Самоделки чудеса» (ҫутҫанталӑк материалӗнчен тунӑ композици), «Золотые руки воспитателя».
Куравра ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, воспитательсем хатӗрленӗ чылай ӗҫ пулнӑ. Вӗсем халӗ ача пахчин музейӗнче вырӑн тупнӑ.
Сӑнсем (17)
Кӑҫал Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май мероприятисем иртнӗ.
Стихван Шавли (Степан Антонович Шумков) — чӑваш халӑх поэчӗ. Вӑл Самар облаҫӗнчи Чулҫырма ялӗнче 1910 ҫулта чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. 1939 ҫулта Хусанти педагогика институтне пӗтернӗ. Пирвайхи хайлавӗсем 1931 ҫулта пичетленнӗ.
Вӑл чылай сӑввине Октябрь революцине, Владимир Ленина, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ. Чӑваш литературинче унӑн «Симӗс палӑк», «Киеври пионер», «Зоя», «Ҫалтӑрлӑ ҫын» поэмисем палӑрнӑ. Стихван Шавли «Пӳрнепе тӗллесе» сартира пуххи кӑларнӑ.
Ҫавӑн пекех поэт М.Горькин, П.Ершовӑн, И.Крыловӑн, М.Лермонтовӑн, Н.Некрасовӑн, Я.Райнисӑн тата ытти ҫыравҫӑн хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ.
Стихван Шавли ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ май Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче «Халӑх ҫыравҫи» литература минучӗ иртнӗ. Унта «Пурнӑҫ каҫалӑкӗ», «Суйласа илнӗ сӑвӑсем» хайлавсем тӑрӑх сӑвӑсем вуланӑ. Ун чухне «Стихван Шавли» кӗнекесен куравне йӗркеленӗ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта ретро техника куравӗ уҫӑлнӑ, вӑл паян та 15 сехетчен ӗҫленӗ.
Ҫулсерен йӗркелекен «Ылтӑн кӗркунне» фестивальне хальхинче асӑннӑ хулан 55 ҫулхине халалланӑ. Фестивале «Ретро» Газ-21 клуб» общество организацийӗпе Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ пуҫарнӑ тата йӗркеленӗ.
Мероприятие савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна, укҫа-тенкӗ тата налук енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Игорь Кушев, спутник-хулан культура, физкультура тата социаллӑ программӑсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Соловьев, маларах асӑннӑ клубӑн республикӑри организацийӗн ертӳҫи Сергей Исаев хутшӑннӑ.
Фестивале хамӑр республикӑри ретро машинӑсемпе пӗрлех Тутарстанри, Мари Элти, Чулхула тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи урапасем килнӗ. Курава М-20«Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-22 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-13 «Чайка», ГАЗ-14 «Чайка», «Москвич-407», «Москвич-403», «Москвич М-400», ГАЗ-69», ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, ҫавӑн пекех 1941 ҫулта Америкӑра кӑларнӑ DODGE-WC51 урапа пулнӑ. Ретро мотоциклсенчен ИЖ-49, JAWA-350 тата ыттисемпе пынӑ.
Сӑнсем (33)
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ӳнер факультечӗ юбилейне паллӑ тӑвать. Вӑл кӑҫал 55 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май хальхи ӳнер центрӗнче университетран вӗренсе тухнӑ студентсен пултарулӑх ӗҫӗсемпе, дипломӗсемпе усӑ курса курав йӗркеленӗ.
Экспозицире — 200 ытла диплом проекчӗпе курс ӗҫӗ. Студентсем чӑваш эрешне тӗрленӗ, матрӳшкесене хитрелетнӗ, ҫӑматӑсене илемлетнӗ, картинӑсем ӳкернӗ. Студент диплом проекчӗ мӗнле пулассине хӑй суйлать, тӗрлӗ техникӑпа усӑ курать.
Кураври ӗҫсем тӗрлӗ темӑпа ҫыхӑннӑ. Ҫак факультетра вӗренекенсем тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса призерсем пулса тӑраҫҫӗ. Кураври ӗҫсемпе пӗр уйӑх паллашма май пур.
55 ҫулта факультетран 4200 ытла студент вӗренсе тухнӑ.
Улатӑрта сусӑрсен пултарулӑхӗн регионсен хушшинчи фестиваль иртӗ. Икӗ куна тӑсӑлӗ вӑл.
Фестивале Тутар Республикинчи, Чӗмпӗр тата Чулхула облаҫӗсенчи ҫынсем хутшӑнӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 18–19-мӗшӗсенче иртекен фестивале «Пурнӑҫшӑн» ят панӑ.
Фестивале 800 ытла ҫын хутшӑнмалла. Пирӗн республикӑрисем те унта хутшӑнӗҫ. Авӑнӑн 18-мӗшӗнче Улатӑрти чукун ҫул транспорчӗн техникумӗнче гала-концерт иртет. Ҫав кунах Улатӑрти ӳнер музейӗнче Светлана Карповӑн куравӗ уҫӑлӗ.
Авӑнӑн 19-мӗшӗнче тӗп вулавӑшра кӗнеке пуххин «Пурнӑҫшӑн» хӑтлав пулӗ. Унта литература номинацийӗсенчи ӗҫсем кӗнӗ. Фестивале кашниех килсе курма пултарӗ.
ЧН Наци вулавӑшӗнче автор куравӗ уҫӑлнӑ. Шупашкарта ҫуралнӑ Ольга Сергеева хӑйӗн пурнӑҫне историпе культурӑна тӗпчес ӗҫе халалланӑ.
Ольга Сергеева Шупашкарти политехника институтӗнче доцент пулса ӗҫлет. Кураври ҫӳлӗксем ҫинчи кӗнекесем – унӑн ӗҫӗсем. Вӑл уйрӑмах кӑмӑл-сипет ыйтӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрать.
Ольга Сергеевӑн кӗнекисем тӑрӑх студентсем вӗренеҫҫӗ. Доцент юлашки икӗ вунӑҫуллӑха пӗтӗмлетме тӗллев лартнӑ. Куравра унӑн ӑслӑлӑх, пултарулӑх ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ. Вӗсенче кашнинчех тӗп шухӑш пытарӑннӑ – Тӑван ҫӗршыва юратни.
Курав юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен иртӗ. Ун хыҫҫӑн автор кӗнекисене Наци вулавӑшне парнелӗ.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗсен академийӗн корреспонденчӗ, Китай чӗлхи куҫаруҫисен шкулне йӗркелекенӗ Никита Яковлевич Бичурин (Иакинф атте) ҫуралнӑранпа 238 ҫул ҫитнине халалласа «Бичурин тата хальхи самана» музейра Бичурин вулавӗсем иртнӗ. Кӑҫалхипе ӑна виҫҫӗмӗш хут йӗркеленӗ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче Бичурин пахчинчи Иакинф аттен палӑкӗ патне чечексем хунӑ. Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Г.Егоров Бичурин пултарулӑхӗ чӑваш халӑхӗн культурин аталанӑвне витӗм кӳнине палӑртнӑ.
Бичурин вулавӗсем Кӳкеҫ поселокӗнчи культура ҫуртӗнче иртнӗ. Унти фойере Чӑваш наци музейӗ «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнисем» курав йӗркеленӗ.
«Ҫыравҫӑсем — Шупашкар районӗнчен тухнӑ ҫынсем» секцире Светлана Смирнова поэт, Лидия Сарине тата Нина Пӑрчӑкан ҫыравҫӑсем, Шупашкарти 3-мӗш лицейре чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Лидия Кузьмина 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене вуланӑ. Светлана Васильевна Николай Шупуҫҫыннин сӑввисемпе хӑй кӗвӗленӗ юрӑсемпе паллаштарнӑ.
Ӗмӗрлӗх илем юрӑҫи. Ҫакӑн пек ятпа Патӑрьелти тӗп вулавӑшра кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Ӑна чӑвашсен профессилле сӑнар ӳнерӗн никӗслевҫине, живопиҫ ӑстине, графика, педагога, чӑваш тӗррин тӗпчевҫине тата общество деятельне Моисей Спиридонова халалланӑ.
Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ӗнер 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫак куна патӑрьелсем асра тытаҫҫӗ. Ентеш мар пулин те. Моисей Спиридонов Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче 1890 ҫулта ҫуралнӑ. 1981 ҫулхи пушӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
М. Спиридонов ячӗ Чӑваш Енӗн литературӑпа искусствинчи хисеплӗ ятсен хушшинче сумлӑ вырӑн йышӑнать. Живопиҫ ӑсти тата график аваллӑхпа хальхи пурнӑҫа миҫе хайлавра сӑнаман-ши?! Патӑрьелти куравра унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштаракан кӗнекесем кӑна мар, унӑн ӗҫӗсем те вырӑн тупнӑ.
Куславкка районӗнчи Кунер клубӗнче ҫуллахи каникулта ачасемпе ӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем шӑпӑрлансене экологи культурипе ҫывӑхрах паллаштарасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ.
Акӑ нумаях пулмасть Кунер клубӗнче экологи куравӗ йӗркеленӗ. Ӳкерчӗксене ҫутҫанталӑка упрама вӗрентес темӑпа ҫыхӑнтарнӑ. Вӗсене ачасем хатӗрленӗ.
«Ҫутҫанталӑка упрӑр» курава хутшӑннӑ ӳкерчӗксем кашни хӑйне евӗр илемлӗ пулнӑ. Курав ачасене аталанма пулӑшать. Вӗсен хаклавӗ те ӳсет.
Куравра Даша Карасева, Катя Смолева, Кирилл Кузьмин, Гена Кашаев тата Антонпа Кирилл Черновсем темӑна уҫса пама пултарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |