Ҫак кунсенче Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче Мускаври хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳнерҫӗн Ирина Андрееван куравӗ ӗҫлет. Кӗҫҫерен тӗрлӗ скульптура ӑсталаканскерӗн «Теплый дом» (чӑв. Ӑшӑ кил) куравӗ кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗчченех уҫӑ пулӗ.
Автор кӗҫҫерен пианино, диван, телевизор, шкап, пельмен тултарнӑ холодильник тата ытти япала ӑсталанӑ. Ирина Андреева ӗҫӗсене Раҫҫейри, Германири, Францири, Бельгири, Аслӑ Британири, Японири музейсен тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче курма пулать. Автор пултарулӑхне хаклама пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, Ирина Андреева ӗҫӗсенче хурапа сӑрӑ тӗссем станок графикипе, офортпа (хрантсусларан куҫарсан азот йӳҫекӗ пулать), литографипе (чултан касса ӑсталани) ҫывӑхлатаҫҫӗ.
Шупашкарти МТВ-центрта ҫак канмалли кунсенче сайра тӗл пулакан ӑратлӑ кушаксен «Восточное котопати» куравӗ ӗҫленӗ. Унта илсе килнӗ Кироври, Самарти, Хусанти, Йошкар-Олари, Ижевскри, Пензӑри, Мускаври, Беларуҫ Республикинчи тата ытти вырӑнти хаклӑ ӑратлӑ кушаксене кӗрсе курассишӗн аслисем 130 тенкӗ, ачасем 70 тенкӗ тӳленӗ, 5 ҫултан кӗҫӗнреххисене укҫасӑрах кӗртнӗ.
Курава пӗтӗмпе 160 ҫын хӑйӗн тӑватӑ ураллӑ тусне кӑтартма кӑмӑл тунӑ. Пурӗ вара икӗ теҫетке ытла ӑратпа паллаштарнӑ. Владислав Смирнов «Про город» интернет-хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна кӗске ураллӑ кушак-такса, ҫветтуй бирма тата Египетри мау уйрӑмах тӗлӗнтернӗ. Мау ӑрат 100 пин тенкӗ таран тӑрать. Унӑн хуҫисем каланӑ тӑрӑх, ку кушак Раҫҫейре 47 пуҫ кӑна.
Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 2 сехетре Шупашкарти Литература музейӗнче Уйӑп Мишши ҫурланӑранпа 105 ҫул ҫитнине асӑнса литература каҫӗ иртмелле.
Михаил Шумилов 1911 ҫулта чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Мӑштавӑшра ҫуралнӑ. Шупашкарти коммуна шкулӗнче, унти педагогика техникумӗнче тата Чулхулари педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Вӗрентекенте те ӗҫленӗ, «Сунтал» журналта редакторӑн ҫумӗ тата яваплӑ секретарӗнче тӑрӑшнӑ, Чӑваш Енри писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн председателӗнче тимленӗ, «Тӑван Атӑл» литература альманахӗнче тӑрӑшнӑ.
Уйӑп Мишшин пӗрремӗш сӑввисем 1925 ҫулта «Канаш», «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатсенче тата Мускаври «Ӗҫлекен сасси» журналсенче ӗҫленӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан унӑн пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ.
Юбилея халалланӑ каҫра «Илӗртӳллӗ инҫет» курав уҫмалла.
Элӗкри тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене халалласа чӳкӗн 3-мӗшӗнче «Тӗлӗнмелле апат-ҫимӗҫ — пахча ҫимӗҫ тата улма-ҫырла» курав йӗркеленӗ. Унта ЧР Наци вулавӑшӗн ял хуҫалӑх литературин пайӗн фондӗнчен илнӗ ҫӗнӗ литературӑпа та паллашнӑ.
Мероприятие пухӑннисем сиплӗ ӳсен-тӑран пирки пӗлнӗ. «Сиплӗ курӑка шӑршипе пӗл» викторинӑна пурте хастар хутшӑннӑ.
Куравра халӑх медицинин рецепчӗсемпе паллашма май пулнӑ. Вӗсем – пахча ҫимӗҫрен, ӳсен-тӑранран хатӗрленисем. Пахчаҫӑсем валли тӗрлӗ чир-чӗртен хӑтӑлмалли рецептсем ҫырнӑ буклетсем хатӗрленӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче «Атӑлти кӗрхи палитра» курав уҫӑлнӑ. Унпа «Кӗмел ӗмӗр» галерейӑра паллашма пулать.
12 ӳнерҫӗ 3 куна тӑсӑлнӑ плэнерта 50 картина ӳкернӗ. Вӗсем юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Жуковское кану базине кайнӑ. Унта вӗсем кӗрхи ҫанталӑк илемне хут ҫине куҫарнӑ. Вӑхӑт нумаях пулман, ҫапах ӳнерҫӗсем тухӑҫлӑ ӗҫленӗ.
Ӳнерҫӗсем чылай этюд хатӗрленӗ. Ытларахӑшӗ — живопиҫ тата графика. Пур ӗҫе те пейзаж жанрӗпе ӳкернӗ пулин те кашни расна пулса тухнӑ. Мӗншӗн тесен кашни ӳнерҫӗ ҫутҫанталӑк илемне хӑйне евӗр курать.
«Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче Чӑваш халӑх ӳнерҫин Праски Виттин куравӗ уҫӑлнӑ. Унта унӑн Венгрире, Испанире, Германире, Болгарире, Хорватире ӳкернӗ картинӑсемпе паллашма пулать.
Виталий Петрович ҫулҫӳревре нумай пулнӑ. Ку курав Праски Виттин ретроспектива пултарулӑхӗ теме пулать. Унта 1980-2015 ҫулсенче ют ҫӗршывра ӳкернӗ картинӑсем кӗнӗ.
Ӳнерҫӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл кирек ӑҫта та чарӑнса ӳкерме пултараять. Ӑна йӑлтах интереслентерет: пляжра выртакансем, урамра сутакансем, ахаль ҫынсем…
Ӳнерҫӗ куҫӗ тӗлне лекнӗ кирек мӗнле япалана та тарӑн шухӑшлӑ ӳкереет. Праски Витти кирек ӑҫта кайсан та каялла картинӑсемпе таврӑнать. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ӳнерҫӗ яланах хаваслӑ. Пӗр япала ҫеҫ канӑҫсӑрлантарать ӑна: хӑйӗн мастерской ҫук. Унӑн 600 ытла ӗҫ. Курава лекнисем — пӗр пайӗ ҫеҫ. Унӑн ӗҫӗсемпе чӳкӗн 20-мӗшӗччен паллашма пулать.
Ҫак кунсенче Павел Александрович Федоров 80 ҫул тултарчӗ. Камччӗ-ха вӑл тесе пуҫӑра ан ҫӗмӗрӗр — унӑн тӗп «хоббийӗсене» асӑнсанах палласа илӗр. Вӑл республикӑри паллӑ коллекционер, кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑсем, хула гербӗсем, сӑра кӗленчи ҫинчи этикеткӑсем, тӳме пухса пӗрре ҫеҫ мар курав йӗркеленӗ.
Сивӗрен те хӑраман — 20 ҫул ытла ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗркуннеччен Атӑлта шыва кӗнӗ, пӗрре ҫеҫ мар шартлама сивӗре те 50-шар витре сивӗ шывпа сапӑнса халӑха тӗлӗнтернӗ.
— Мана хам тӑван ялта ятран пӗлмеҫҫӗ те пулас, коллекционер е морж тесен, йытти-качки таран паллаҫҫӗ, — тет ветеран.
Инҫе ҫула чупма та ӳркенмен вӑл, Мускаври тата Улатимӗрти тӗнче шайӗнчи марафонсене хутшӑннӑ.
Урӑхла каласан, асилмелли чылай. Хӑй юбилейӗ ячӗпе вӑл Чӑваш наци вулавӑшӗнче сакӑр теҫеткелӗх пурнӑҫӑн ӗмӗрлӗх саманчӗсене сӑнлакан фотоӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Ӳркенми таврапӗлӳҫӗне, сившу кӗрешӳҫине саламлама унта тусӗсем йышлӑн пухӑннӑ: республикӑри ветерансен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумми Анатолий Внуков, Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи ветерансен кааншӗн ертӳҫин ҫумми Валентин Соловьев, филологи ӑслайӗсен кандидачӗсем Роза Ахтимирова-Петрова, Виталий Станьял, патшалӑх тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен профсоюзӗн республикӑри ертӳҫи пулнӑ Иван Анисимов, Маргарита Гурьева артистка тата ҫыравҫӑ, кӗрӳшӗ Юрий Бечин вӑйҫӑ тата юрӑҫӑ (Чулхула облаҫӗ), «Росгосстрахӑн» Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫи Алексей Пирожков тата ун умӗн ертӳҫӗре ӗҫленӗ Геннадий Васильев.
Чӑваш литературине туркменла, туркменлине чӑвашла куҫарасси пирки республикӑн Информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви хыпарлать.
Пӗр чӗлхерен теприне куҫарас шухӑш патне Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров ҫитнӗ. Кун пирки вӑл Туркменистанри «Дияр» литература журналӗн редакторӗпе Акмухаммет Хемидовпа калаҫса татӑлнӑ. Енсем Ашхабадра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери «Книга — путь сотрудничества и прогресса» (чӑв. Кӗнеке — килӗштерсе ӗҫлемелли тата аталанмалли ҫул) XI курав-ярмӑрккӑра тӗл пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенчи ҫав мероприятие Раҫҫейри тата Никама пӑхӑнман ҫӗршывсен союзне кӗрекен ҫӗршывсенчи 50-а яхӑн организаци хутшӑннӑ. Вӗсем пурте издательство тата полиграфи ӗҫӗпе, кӗнеке кӑларассипе тӑрӑшаҫҫӗ.
Ефремов купсасен династине пуҫарса янӑ Прокопий Ефремов ҫуралнӑранпа кӑҫал 195 ҫул ҫитет. Ҫавна май ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 16 сехетре Чӑваш наци музейӗнче курав уҫӑлать. Ӑна «Не дремли, не плошай, не обижай: Прокопий Ефремов и сыновья» ят панӑ.
Куравра купсасем XIX ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа XX ӗмӗр пуҫламӑшӗччен хатӗрленӗ йӑлапа паллашма май пур. Унта килекенсем хӑна пӳлӗмӗпе, ӗҫ пӳлӗмӗпе тата хӗрарӑмсен пӳлӗмӗпе паллашӗҫ. Йӑлтах ҫав вӑхӑтри сӗтел-пукан, япала, сӑнӳкерчӗксем пулӗҫ. Кивӗ кӗнекесемпе укҫа та ҫав тапхӑртиех.
Курава килнисене XIX ӗмӗрти Шупашкарпа та паллаштарӗҫ. 100 ҫула яхӑн каялла купсасем суту-илӳ тунӑ тавар та ҫавӑнтах пулӗ.
Ефремовсен ҫуртӗнчи картинӑсене курас килсен курава каймалла. Вӗсемпе Чӑваш ӳнер музейӗ паллаштарӗ.
Муркаш районӗнчи Тури чӑвашсен музейӗнче интереслӗ те анлӑ проект пурнӑҫланать: культура пайӗн пуҫарӑвӗпе кунта «Пултарулӑх: йӑла-йӗрке тата хальхи вӑхӑт» ятпа ӑстаҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртет. Унпа килӗшӳллӗн ҫулталӑк тӑршшӗпе кашни ял тӑрӑхӗ кунта ал ӗҫӗсен куравне йӗркелет.
Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче музей залӗнче Турай тата Катькас ял тӑрӑхӗнчи ӑстаҫӑсен куравӗ уҫӑлнӑ. Пухӑннисене художество пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, курава «Асран кайми аки-сухи» юрӑпа пуҫланӑ.
«Ӗҫ ҫынна илем кӳрет» ятлӑ ӑстаҫӑсен куравне Турай ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов уҫнӑ. Вӑл Турай ял тӑрӑхӗ питӗ пултаруллӑ та ӗҫчен ҫынсемпе пуян тесе палӑртса хӑварнӑ.
Турай тата Катькас ял тӑрӑхӗнчи ӑстаҫӑсен ӗҫӗсемпе авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗччен паллашма май пур, хыҫҫӑн эстафетӑна Хорнуй ял тӑрӑхӗ йышӑнать. Унти ӑстаҫӑсен пултарулӑхӗпе те малалли икӗ эрнере паллашма пулӗ. Ҫапла вара чӳк уйӑхӗчченех курав улшӑнса тӑрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |