Паян, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗнче «Финн-угорсен пурлӑхӗ» курав уҫӑлнӑ. Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Чӑваш Енре II-XX ӗмӗрсенче тупнӑ хӑйне евӗр артефактсене курма пулать.
Куравра Мӑкшӑ тата Мари республикисенчи ӗлӗкхи масарсенче тупнӑ япаласем, Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче пурӑннӑ финн-угорсен XIX–XX ӗмӗрсенчи костюмӗсем вырӑн тупнӑ. Унтах ҫар ҫыннин хӗҫ-пӑшалӗ, капӑр таврашӗ, ӗҫ хатӗрӗсем пур.
Унччен ку экспонатсене ниҫта та кӑтартман. Ҫавӑнпа пурне те курав ҫитме сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ 70 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫавна май ЧР Наци вулавӑшӗнче «Ачалӑх тӗнчи» курав уҫӑлнӑ.
Ахаль пуканесем мар унта. Вӗсем — театр «артисчӗсем». Сцена ҫинче пӗр ҫул мар вылянӑ, ҫавӑнпа кӑштах кивелнӗ те. Ҫавӑнпа «тивӗҫлӗ канӑва» янӑ вӗсене. Вӗсем арчарах выртнӑ. Унтан кӑларса тепӗр хутчен выляттарса вӗсемпе театр историне кӑтартнӑ.
Малтанах перчетке пек пуканесем пулнӑ. Вӗсене алла тӑхӑнса вылянӑ. Унтан пуканесене ҫӗнетсе пынӑ. Халӗ театр пӗр вырӑнта тӑмасть — тӗрлӗ пуканепе ӗҫлет.
Пуканесене чӗртекен артистсен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Вӗсем пурте аслӑ пӗлӳ илнӗ. Репертуар пуян: чӑвашла та, вырӑсла та юмахсем пулаҫҫӗ. Куравра вара юратнӑ пуканесене курма пулать. Кунта — Емеля, Русалка, Алладин…
Чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Раҫҫей халӑхӗсен пӗрлӗхлӗ ҫемйи» фестиваль иртӗ. Курава тата концерта Шупашкарти пултарулӑх ушкӑнӗсем тата республикӑри наци культурин пӗрлӗхӗсем хутшӑнӗҫ.
Уяв программи Хӗрлӗ лапамра та иртӗ. Ҫавӑн пекех Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ умӗн вулавӑшсем ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Шкулсенче вара патриотлӑх концерчӗсем иртӗҫ.
Хула администрацийӗнче халӑха хӗлле мӗнле кантармалли пирки те шутлаҫҫӗ. Конькипе тата йӗлтӗрпе ярӑнассине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Хоккей лапамӗсене нумайлатма та палӑртнӑ.
Хӗлле йӗлтӗрпе ярӑнмалли 17 йӗре хута ярӗҫ. Вӗсем Берендей вӑрманӗнче тата Атӑл леш енче те пулӗҫ. Леонид Черкесов йӗлтӗр йӗрӗсене шкул стадионӗсенче те тумаллине каланӑ.
ЧР халӑх ӑстисен маҫтӑрӗн, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, чӑваш халӑх тӗрри ҫинчен нумай ҫырнӑ ӗҫсен авторӗ Евгения Жачевӑн 75 ҫул тултарнине халалласа иртнӗ эрнере «Ерешсен тӗрлӗ тӗслӗ тӗнчи» курав ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл Чӑваш наци музейӗнче уҫӑлнӑ.
Курава музей ертӳҫи Ирина Меньшикова уҫнӑ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова Евгения Николаевнӑна хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑшӑн, чӑваш тӗррине никамран вӑйлӑрах юратнӑшӑн ӑшшӑн тав тунӑ тесе пӗлтерет Елена Атаманова журналист.
Паллӑ тӗрӗҫӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче ҫуралнӑ. Ал ӗҫне амӑшӗнчен вӗреннӗ. Музыка ӑсти пулма ӗмӗтленнӗ. Шкул хыҫҫӑн ятарласа педагогика институтне ҫул тытнӑ, вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн музыка учителӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Анчах та сывлӑхӗ хавшасах пынине кура пиччӗшӗ патне Туркменистана, ӑшӑрах ҫӗре, тухса кайма тӗв тӑвать. Унта та ахаль лармасть, музыка урокӗсем ертсе пырать вӑл. Хӑйне йӗркеллӗрех туйма тытӑнсан тӑван тӑрӑха таврӑнать. Ача садне ӗҫе вырнаҫать, шӑпӑрлансене юрра-ташша вӗрентме тытӑнать.
Космонавтика музейӗнче «Муса Манаров космонавт» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Муса Манаров космоса иккӗмӗш хут хӑпарнӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра — сӑнӳкерчӗксем.
Муса Манаров 1951 ҫулта Бакура ҫар ҫыннин ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл — лакец. 10-мӗш класа Муса Хираманович Улатӑрта ылтӑн медальпе пӗтернӗ. 1974 ҫулта Мускаври авиаци институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
1987 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче вӑл «Союз ТМ-4» краппа орбитӑра пулса курнӑ. Ун чухне ку ҫитӗнӳ пулнӑран ӑна Гиннесс рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ. Ара, космосра вӑл 365 талӑк та 22 сехет те 38 минут та 58 ҫеккунт пулнӑ-ҫке-ха. 1988 ҫулхи раштавӑн 21-мӗшӗнче ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне панӑ.
1990 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Муса Манаров космосра иккӗмӗш хут пулнӑ. Ун чухне вӑл унта 175 талӑк та 2 сехет пулнӑ.
Муса Манаровӑн пурнӑҫӗпе тӗплӗнрех паллашас тесен Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчи Космонавтика музейне курава ҫитмелле.
Культурӑна кӑмӑллакансем, юрра-ташша юратакансем нумаях пулмасть черетлӗ хутчен Элӗкри культура ҫуртне пухӑннӑ. Пултаратпӑр, савӑнтаратпӑр, йывӑрлӑха парӑнтаратпӑр! Ҫакӑн пек ятпа пултарулӑх коллективӗсемпе клуб пӗрлешӗвӗсем савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ.
Артистсем хальхинче халӑха «Вовочкӑн ҫӗнӗ мыскарисем» спектакльпе тӗлӗнтернӗ. Ҫак кун культура ҫурчӗн фойинче «Ырӑ сунса кӗтетпӗр» курав ӗҫленӗ, унта пултарулӑх коллективӗсемпе клуб пӗрлешӗвӗсен ӗҫӗсемпе, буклечӗсемпе, сӑнӳкерчӗксемпе паллаштарнӑ.
Ҫӗнӗ сезонра культура ҫурчӗн коллективӗсем куракана ҫӗнӗлӗхпе паллаштарнӑ: сцена ҫинче ташӑ хыҫҫӑн юрӑпа спектакль черетленсе пынӑ. Концертра «Валинкке» фольклор ушкӑнӗ, «Топотушки» халӑх ташӑ ушкӑнӗ, «Ветеран» халӑх хорӗ пурне те савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.
Чӑваш наци конгресӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Константин Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Куҫма Турхана асӑнса «Ҫутӑ ӗмӗтсем» ятлӑ курав йӗркеленӗ. Унта писателӗн кӗнекисемпе, усӑ курнӑ япалисемпе тата ҫыравҫӑн тӗрлӗ хучӗсемпе паллашма май пулнӑ.
Асӑну каҫне килнисен умӗнче Шупашкарти 2-мӗш шкул ачасем Куҫма Турханӑн хайлавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ постановка кӑтартнӑ. Паллӑ юрӑҫ, чӑваш халӑх артисчӗ Иван Христофоров юрӑсем шӑрантарнӑ.
Турхан Кузьма Сергеевич Комсомольски районӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван ялти ҫичӗ класлӑ шкулта ачасене вӗрентнӗ. Кайран Ленинградри В.В. Воровскйи ячӗллӗ журналистсене хатӗрлекен институтра ӑс пухнӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑвашглавлит пуҫлӑхӗнче, Ҫыравҫӑсен Пӗрлешӗвӗн консультантӗнче ӗҫленӗ. 1949 ҫултанпа ҫырав ӗҫӗсемпе кӑна пурӑннӑ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Атакӑра» ятли — 1941 ҫулта пичетленнӗ. Чи паллӑ кӗнеки — «Сӗве Атӑла юхса кӗрет» историллӗ роман.
Шупашкарти Литература музейӗнче Валентина Масловӑн ӗҫӗсен куравӗ усӑлнӑ. Кун пирки пире Тимӗр Акташ пӗлтерет.
Маларах кӑтартнӑ ӗҫсемсӗр пуҫне ҫӗнӗ куравра хальтерех тунӑ ӗҫсем те пур. Уйрӑмах «4 времени жизни» (чӑв. «Пурнӑҫри 4 вӑхӑт») портретсен ярӑмӗ кӑсӑклӑ. Унта «Ҫур», «Ҫу», «Кӗр» тата «Хӗл» кӗреҫҫӗ. Тата уйрӑммӑн тунӑ «Кӗр» автопортрет, «Хӗллехи хӗвел анни» пейзаж пур. Вӗсене сӑнасан автор хӑйӗн ҫамрӑклӑхне, чи лайӑх ҫулӗсене аса илни, пурнӑҫ тупсӑмне тӗшмӗртни палӑрать.
«Взляд Всевышнего» (чӑв. «Турӑ куҫӗ») тата «Аркаим. Поющие чаши» (чӑв. «Аркаим. Юрлакан чашӑксем») картинӑсенче философиллӗ шухӑшлав курӑнать. Иккӗмӗшне автор Челепи тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ авалхи хулаш вырӑнне ҫитсе курнӑ хыҫҫӑн тунӑ.
Валентина Маслова психологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Аслӑ вӗренӳ учрежденинче студентсене вӗрентнӗ май хӑйӗнче художник ӑсталӑхне уҫнӑ. Малтан педагогика университечӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ, халь Чӑваш патшалӑх университечӗн дизайн кафедринче пӗлӗвне ӳстерет. Унӑн темиҫе персоналлӑ куравӗ ӗҫленӗ. 2012 ҫулта, сӑмахран, вӑл ӳкернӗ ӗҫсене «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑра курма май пулнӑ.
Шупашкарти трактор историйӗн музейӗнчи экспонатсем — тӗрлӗ ҫулти техника. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ тракторсем те пур.
Музей директорӗ Альберт Сергеев халӗ тепӗр пуҫару тунӑ: ӗлӗк тӗрлӗ ӗҫре усӑ курнӑ техника пирки вӑл халӑха ытларах пӗлтересшӗн. Ҫак тӗллевпе районсенче куравсем йӗркелеме палӑртнӑ.
Ӗлӗкхи техникӑна ӳкерчӗксенче те пулин кӑтартма май тупнӑ. Ку таранччен хӑш-пӗр районта куравсем иртнӗ.
Хальхинче вӑл Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче пурӑнакансем патне ҫитнӗ. Райцентрти В. Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» таврапӗлӳ музейне хӑйсен пурнӑҫне техникӑпа ҫыхӑнтарнӑ ӗҫ ветеранӗсем, ачасем пуҫтарӑннӑ. Малтанах вӗсем кураври ӳкерчӗксемпе тата пӗчӗк трактор-машинӑпа паллашнӑ. Ӗнерхи трактористсем хӑйсен ҫамрӑклӑхне, хӗрӳ тапхӑрта уй-хиртен татӑлмасӑр тар тӑкнӑ вӑхӑтсене аса илнӗ.
Раҫҫейре кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ, Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ тесе палӑртнине эпир пурте пӗлетпӗр. Ҫавна май республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствипе Наци вулавӑшӗ «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» республикӑри акци ирттерес тенӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ.
Виҫӗ тапхӑрпа йӗркеленӗскерӗн малтанхи пайӗнче вулама сӗнекен кӗнекесене палӑртнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрӗнче — ҫав литературӑна сасӑлав тӑрӑх уйӑрнӑ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрӗ вара суйланса илнӗ 100 кӗнекене цифра ҫине куҫарассипе ҫине тӑнӑ. Ҫак калӑпӑшлӑ ӗҫӗн пӗтӗмлетӗвӗ — «Чӑваш Енӗн литература палитри: вуламалли 100 кӗнеке» электрон коллекци.
Йӗпреҫ районӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри вулавӑшра 100 кӗнеке ятне кӑтартнӑ списокран курав хатӗрленӗ. Вулама сӗннӗ 100 хайлав шутӗнче — А. Артемьевӑн «Салампи», Н. Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака», М. Кипекӗн «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ», Д. Гордееван «Ҫич ҫунатлӑ курак», К. Ивановӑн «Нарспи», Г. Орловӑн «Вутри юрату», Л. Агаковӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» тата ытти нумай хайлав.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |