Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти таврапӗлӳ музейӗнче Леонтий Усовӑн йывӑҫ кӳлеписен куравӗ уҫӑлнӑ. РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи «Ҫын — тӗнче тыткӑчи» проект кӑтартать. Ӑна вӑл Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне халалланӑ.
Экспозицире — ӑста тӗрлӗ ҫулсенче хатӗрленӗ 33 ӗҫ. Леонтий Усов Архангельск облаҫӗнче ҫуралнӑ. Халӗ Томск хулинче пурӑнать. Вӑл йывӑҫ кӳлеписемпе тӗнчипех палӑрнӑ. Леонтий Усов — паллӑ портретист, Ҫамрӑксен театрӗн актерӗ. Унӑн 700 ытла ӗҫ. Чылайӑшӗ тӗнчери паллӑ музейсенче вырӑн тупнӑ.
Леонтий Андреевич темӑсем суйламасть. Вӗсем хӑйсемех ҫуралаҫҫӗ-мӗн. Вӑл пултаруллӑ паллӑ ҫынсен, ҫыравҫӑсен, литература сӑнарӗсен портерчӗсене касса кӑларма кӑмӑллать.
2011 ҫулта ӑна РФ тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин ятне панӑ. 2013 ҫулта ӑна Прагӑра Франц Кафка ячӗллӗ ылтӑн медальпе чысланӑ.
Паян, пушӑн 31-мӗшӗнче, СССР летчик космонавчӗн А.Г.Николаев асӑну комплексӗнче сӑнӳкерчӗксен «Космонавтсен пӗрремӗш отрячӗ» куравӗ уҫӑлӗ.
Космос карапӗсемпе чӗрчунсене уҫлӑха вӗҫтернӗ вӑхӑтра космонавтсен пӗрремӗш отрячӗ йӗркеленме тытӑннӑ. Вӑл 1960 ҫулхи нарӑс-ака уйӑхӗсенче йӗркеленнӗ, «1960 Группа ВВС №1» ят панӑ.
Пуш уйӑхӗ тӗлне пулас 20 космонавтран ушкӑн йӗркеленӗ. Пушӑн 7-мӗшӗнче космонавтсен отрядне 12 ҫынна илнӗ: И.Аникеев, Б.Волынов, В.Горбатко, В.Комаров, А.Леонов, Г.Нелюбов, А.Николаев, П.Попович, Ю.Гагарин, Г.Титов, Г.Шонин, В.Быковский. Унтан Е.Хрунова, Д.Заикина, В.Филатьева, П.Беляева, М.Рафикова, В.Бондаренкӑна, В.Варламова, А.Карташова илнӗ. Квалификацие 17 ҫын кӑна илме пултарнӑ. Космоса вара 12-ӗшӗ ҫеҫ вӗҫнӗ.
Пурне те космонавтсен пӗрремӗш отрячӗ 55 ҫул тултарнӑ ятпа иртекен курава ҫитме чӗнеҫҫӗ. Унта Асӑну комплексӗн фондӗнчи материалсем, пулас космонавтсен тренировкинчи самантсем пулӗҫ.
Пушӑн 27-мӗшӗнче, иртнӗ эрнекун, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи ӳнер центрӗнче Николай Садюковӑн персоналлӑ куравӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки пире Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Курава ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Ӳнерҫе саламлама чылай ҫын пухӑннӑ — ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, художниксем, журналистсем, ӳнер тӗпчевҫисем. Вӗсем хушшинче культура министрӗ Вадим Ефимов, Чӑваш Ен ӳкерӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ Равель Фёдоров, ӳнер тӗпчевҫисем Алексей Трофимов, Михаил Кондратьев, Юрий Викторов, Антонина Мордвинова тата ыттисем пулчӗҫ. Министр вырӑнӗнче малтан вӑй хунӑ Герольд Алексеев юбилярпа пӗрле Мускавра антикварлӑ ӳкерчӗксене епле туянни пирки аса илнӗ. Юрий Броницын сӑвӑҫ вара пуш алӑпа килмен — вӑл Николай Садюкова халалланӑ сӑвва вуласа панӑ.
Кураври ӗҫсене илес пулсан — вӗсем тӗрлӗ енлӗ. Кунтах социаллӑ пурнӑҫӑн сӑнӗсем, кунтах — халӑхӑн йӑлисене кӑтартаканнисем. Ҫавӑн пекех Николай Иванович ӳкерчӗкӗсем хушшинче Шупашкар, Кавал тата инҫетри Слакпуҫ сӑнӗсене курма пулать. Куравра Крымри Гурзуф сӑнӗсемпе те паллашма май пур — унта ӳнерҫӗ 1986 ҫулхи ҫулла ӗҫленӗ пулать.
Канаш районӗнчи Чакаҫри вулавӑшра чӑвашсен поэчӗ Константин Иванов вилнӗренпе 100 ҫул ҫитнине тӗпе хурса асӑну каҫӗ иртнӗ.
Ҫак кун тӗлне ялти вулавӑшра «Поэт юман пулса кашларӗ» курав йӗркеленӗ. Унта килекенсем «Константин Иванов» сӑнӳкерчӗксен альбомӗпе паллашнӑ.
Чакаҫсем поэт ҫуралнӑ, ачалӑхне ирттернӗ тӑрӑхра пулса курнӑ. Вулавӑш заведующийӗ поэтӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл Константин Иванов чӑваш халӑхӗн мӑнаҫлӑхӗ, мухтавӗ пулнине палӑртнӑ.
Хӑшӗ-пӗри Константин Иванов чылай хайлавне 17–18 ҫулта ҫырнине пӗлнӗ. Ҫамрӑк чухне вӑл ҫыравҫӑ кӑна мар, ӳнерҫӗ, педагог, мусӑкҫӑ пулнине те пӗлнӗ.
Унтан пухӑннисем Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи сыпӑксене вуланӑ.
Чӑваш наци музейӗнче тӑм савӑт-сапа куравӗ уҫӑлнӑ. Унта неолит тапхӑрӗнченӖ пирӗн эрӑчченхи 5-мӗш ӗмӗртен, тытӑнса паянччен ӑсталанӑ япаласене курма пулать.
Щынсем авал пурӑннӑ вырӑнсенче археологсем тӑм сават-сапа катӑккине вӗҫӗмех тупнине пӗлтереҫҫӗ аваллӑх управҫинче тӑрӑшакансем. Археологи палӑкӗн кун-ҫулне палӑртма тӑмран хатӗрленӗ япаласем хӑш чухне пулӑшаҫҫӗ те иккен.
Аваллӑха тӗпченкенсем тӑмпа усӑ курма ҫынсем пирӗн эрӑчченхи 5-3-мӗш ӗмӗрсенче хӑнӑхнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Музейри «Тӑм савӑт-сапа лаҫҫи» курава тӑратнӑ Шупашкарта тупнӑ тӑм япаласем те кӑсӑклӑ.
Экспонатсем хушшинче хальхи вӑхӑтри ӑстасен ӗҫӗсем те пур.
Курава хатӗрлеме Чӑваш наци музейӗн фондӗнчи япаласене кӑна мар, Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗнне те усӑ курнӑ.
Сӑнсем (6)
Шупашкар ҫыннисем канализацие мӗн кӑна ямаҫҫӗ иккен! Ҫав пурлӑх шутӗнче тӗк минтер те, паяльник та пур. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра ӗҫлекенсен кунӗ умӗн ҫак отрасльте ӗҫлекенсем тулса ларнӑ пӑрӑхран кӑларнӑ япаласене тележурналистсене кӑтартнӑ.
Участок маҫтӑрӗ Юрий Лебедев пӑрӑхри япаласене 2000-мӗш ҫул вӗҫӗнче пухма тытӑннине пӗлтернӗ. Сантехниксем пуҫтарма тытӑннӑ хӑйне евӗр пӗрремӗш экспонат апатланмалли вилка пулнӑ. Унтанпа техучастокра темтепӗр пухӑнма ӗлкӗрнӗ.
Кӗркунне, хӗлле валли апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ чух, ҫынсем пахчаҫимӗҫ юлашкине канализаци пӑрӑхне переҫҫӗ иккен. Пӗррехинче сантехниксем чӑх та туртса кӑларнӑ. Хырӑнмалли станока та, отверткӑна та, алӑк хӑлӑпӗпе ҫӑрана та пӑрӑха чӑмтаракансем пур.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе канашлу иртнӗ. Ӑна чӑваш тумне, унӑн историне тата аталанӑвне халалланӑ.
Ку уява ирттерме ЧНК ЧР Экономика министерствин грантне ҫӗнсе илни питӗ пысӑк пулӑшу пулнӑ. Канашлӑва кашни районтан, хуларан чӑваш тумӗпе кӑсӑкланакан культура ӗҫченӗсем, ӑсчахсемпе халӑх ӑстисем пухӑннӑ. Пӗтӗмпе 19 районти «Нарспипе Сетнер» килнӗ. Тепӗр май каласан — кашни район хӑйсен тумне тӑхӑннӑ каччӑсемпе хӗрсене илсе килнӗ.
Чи малтан пурте Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗпе паллашнӑ. Уйрӑмах анатри чӑвашсен тумӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Унтан уяв Вӑрмарти культура центрне куҫнӑ. Унта «Чӑваш тӗрри — чӗре юрри» курав уҫӑлнӑ. Зинаида Воронова, Евгения Жачева, Мария Симакова тата ыттисем хӑйсен коллекцийӗсене курав илсе килнӗ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ЧНКна халӑх тумне сыхласа хӑварма, аталантарма тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ. Вӑл 2016 ҫула чӑваш тӗррине халаллама сӗннӗ.
Вӑрмарти культура ҫуртӗнче чӑваш тумӗн театрализациленӗ концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫине районсенчен килнӗ «Нарсписемпе Сетнерсем» тухнӑ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗн уявӗ кунсерен ҫывхарать. Кӑҫал вӑл 70 ҫул тултарнӑ май ӑна анлӑ паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ.
Чӑваш наци музейӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта Ҫӗнтерӗве халалласа Ҫар махтавӗн музейӗнче «Пӗтӗм пурнӑҫ — паттӑрлӑх» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑван ҫӗршыва хӳтӗленӗ хӗрарӑмсене халалланӑ.
Курава Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уҫни те ахальтен мар.
Официаллӑ информаци палӑртнӑ тӑрӑх, «Пӗтӗм пурнӑҫ — паттӑрлӑх» куравра — 70 япала. Вӗсен йышӗнче — сӑнӳкерчӗксем, чыслав хучӗсен копийӗсем, вӑрҫӑ ветеранӗсен кун-ҫулне ҫутатакан кӗнекесем, хаҫатсем…
Ҫавӑн пекех куравра II степень Тӑван ҫӗршыв орденне, «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ медицина сестрин япалисем пур. Унтах Чӑваш Ен хӗрӗсен, сывлӑш сӑнавӗн батальонӗн 101 уйрӑмӗн боецӗсен, харпӑр материалӗсемпе паллашма пулать.
Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗ пурне те «Чун киленӗҫӗшӗн тӗрлетпӗр» курава чӗнет. Ӑна ятарласа Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн уҫнӑ.
Экспозицие хатӗрленӗ ҫӗре «Ал ӑстисем» кружока ҫӳрекенсем хутшӑннӑ. Вӗсен чи лайӑх ӗҫӗсем куравра вырӑн тупнӑ: чӑваш тӗррипе хатӗрленӗ япаласем те, хӗресле тӗрленисем те. Пӗтемпе — 80 экземпляр ытла.
Кураври япаласене ӗлӗкхи евӗр хатӗрленӗ. Пирӗн асаннесемпе кукамайсем хӑйсен туйӑмӗсене тӗрре куҫарнӑ.
Хӑшӗ-пӗри хӑйсен тӗрленӗ хатӗр-хӗтӗрне музея парнеленӗ. Вӗсен йышӗнче район пульницинче ӗҫлекен Роза Семенова пур. Людмила Андреевӑн ӗҫӗсем — алшӑлли, сӗтел ҫитти, тутӑр — пӗрремӗш хут курава хутшӑннӑ.
Курав ака уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Сӑнсем (6)
Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче «Чӑвашсем» фотокурав уҫӑлнӑ. Ӑна I Петӗр ячӗллӗ Антропологипе этнографи музейӗн фондӗнчи материалсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Курав материалӗсемпе Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ уйӑрса панӑ.
Фотокуравра Питӗрти Антропологипе энографи музейӗн япала тата иллюстраци коллекцийӗсен фотоӳкерчӗкӗсенчен тӑрать. Вӗсенче 18-ӗмӗр вӗҫӗнчен тытӑнса 20-мӗш ӗмӗрӗн ҫурричченхи тапхӑр вырӑн тупнӑ. Маларах асӑннӑ музейра пурӗ 323 япала упранать, вӗсене 12 коллекцие пухнӑ. Ҫав шутра — япаласем, фотоӳкерчӗксем, кантӑк ҫинчи негативсем. Курава Н.И.Гаген-Торис, А.А. Ходосов, П.Озеров этнограф-тӗпчевҫӗсен коллекцийӗнчи фотоматериалсем пуянлатаҫҫӗ. Ӳкерчӗксенче тӗрлӗ хуралтӑ, хресчен хуҫалӑхӗче усӑ курнӑ япаласем, халӑх ҫипуҫӗ, музыка инструменчӗ, чӑвашсен туррисем сӑнланнӑ. Вӑрнарсем Н.И. Гаген-Торис Вӑрнар районӗнчи Уравӑш ялӗнчи экспедицире пухнӑ япаласене пысӑка хурса хакланине пӗлтереҫҫӗ.
Сӑнсем (11)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |