Шупашкарти Мускав районӗнчи пӗр ҫурт подъезчӗ ӳнер галерейине ҫаврӑнма пуҫланӑ. Унта виҫӗ подъездра картинӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсене паллӑ вырӑс ӳнерҫисен репродукцийӗсемпе илемлетнӗ.
«Ача-пӑча сӑнӗсем» ҫӗнӗ курав валли картинӑсене «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗн специалисчӗсем «Картинӑсем — кашни киле» проектпа килӗшӳллӗн суйланӑ.
Проект «Вырӑс ӳнерӗн шедеврӗсем» куравран 2012 ҫултанпа старт илнӗ. Пӗрремӗш подъездра пурӑнакансем Виктор Васнецовӑн «Богатыри», Василий Суриковӑн «Переход Суворова через Альпы», Иван Шишкинӑн «Утро в сосновом бору» тата ыттисен картинисене курма пултарнӑ.
Иккӗмӗш подъездри ӗҫсене «Борис Кустодиев пултарулӑхне» халалланӑ. «Ача-пӑча сӑнӗсем» куравра вара Федот Сычков, Николай Богданов-Бельский, Константин Маковский тата ыттисен ӗҫӗсем пур.
Ҫуртра пурӑнакансем картинӑсемпе ылмашӑнаҫҫӗ, ҫапла вӗсем подъездра чылай ӗҫпе паллашаҫҫӗ.
Мускаври Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫей кӗнекисен куравӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта йӗркипе интерактивлӑ лапамсем пулнӑ. Василий Блаженный соборӗ патӗнчи тӗп сцена ҫинче кашни кун 100 яхӑн мероприяти иртнӗ Ҫав кунсенче Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейри 300 издательство вырнаҫнӑ. Вӗсем 300 пин ытла вулакана 100 пин ытла кӗнекепе паллаштарнӑ.
Пирӗн республикӑран Чӑваш кӗнеке издательстви кайнӑ. Мускав ҫыннисемпе хӑнисене вӗсем 150 ытла кӑларӑмпа паллаштарнӑ. Издательство директорӗ Валерий Комиссаров каланӑ тӑрӑх, ытларах ҫынсене «Халӑх маҫтӑрӗсен опытӗнчен» кӗнеке серийӗ кӑмӑла кайнӑ. Малтисен йышӗнче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмин ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пулнӑ.
Чӑваш кӗнекисен тӗлӗшпе нумай ырӑ сӑмах каланӑ. Пӗрисем вӗсене ачисем валли кӑна мар, тӑванӗсем валли те туяннӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑваш кӗнекисене курнӑ май хӑйсене ачалӑхра туйнӑ.
Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательстви Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнеке» конкурсра темиҫе пысӑк награда ҫӗнсе илнӗ. «Ҫеҫпӗл Мишши — ҫӗрпе пӗлӗт чечекӗ» кӗнеке М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн ятарлӑ дипломне тивӗҫнӗ. «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн дипломне ҫӗнсе илнӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков Мускаври нацисен ҫурчӗн директорӗпе Владимир Тарасовпа тӗл пулса калаҫнӑ. Тӗлпулура вӗсем нацисен ҫурчӗ ҫывӑхӗнче чӑвашсен ҫӗрпе сухапуҫ уявне Акатуя паллӑ тума калаҫса татӑлнӑ.
Ҫапла халӗ пӗтӗм чӑваша Мускавра иртекен Акатуя йыхравлаҫҫӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӗ. Унта чӑваш артисчӗсем юрлӗҫ, спорт ӑмӑрӑвӗсене ирттерӗҫ, чӑваш ӳнерҫисен куравӗ пулӗ, алӗҫӗсене сутӗҫ. Унта кашниех чӑвашсем кӑларнӑ апат-ҫимӗҫе туянма пултарӗ.
Мускаври Акатуй Ҫӗнӗ Басманнӑй урамӗнчи 4-мӗш ҫурт патӗнче («Хӗрлӗ хапха» метро) 12 сехетре пуҫланӗ.
Маттур ҫамрӑксене тупса палӑртас, вӗсене малалла ӗҫлеме хавхалантарас тӗллевпе республикӑра тӗрлӗ конкурс йӗркелеҫҫӗ. Акӑ нумаях пулмасть 10-мӗш класра ӑс пухакансен йышӗнче иртнӗ «Чӑваш Ен — пуласлӑх территорийӗ» эссе конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче регионсен хушшинче иртнӗ «Регионсем — чикӗсӗр хутшӑну» куравра чысланӑ. Ку «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче иртнӗ.
Конкурсра ентешӗ палӑрнӑшӑн елчӗксем питӗ савӑнаҫҫӗ. Кушкӑ ялӗнчи шкулта вӗренекен Петр Галошев «Ӑнӑҫусем, ыйтусем, плансем» номинацире ҫӗнтернӗ. Вӑл «Эпӗ тӑван Чӑваш Ен чечеклентӗр тесен мӗн тӑвӑп?» эссе ҫырнӑ. Енртӳҫи — вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен С.А.Торговцева.
Петр Галошева I степень Дипломпа тата парнепе чысланӑ. Унӑн ертӳҫине те ҫамрӑксене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшнӑшӑн тав хучӗпе палӑртнӑ.
Тутарстанри Нурлатра чӑвашсем наци «Уявне» паллӑ тунӑ. Унта чиновниксемпе паллӑ ҫынсем хутшӑннӑ. Кун пирки Татар-информ сайтра хыпарлаҫҫӗ.
Уяв ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ. Мероприяти программи питӗ пуян пулнӑ. Уявра чӑваш картишне туса кӑтартнӑ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ, алӗҫӗсене куравӗпе киленме май пулнӑ.
Тутар Республикин президенчӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Рустам Минниханов пухӑннисен умӗнче тухса калаҫнӑ. Вӑл йӑла-йӗрке шкулта та, килте те упранасса шанса калаҫнӑ. Кунашкал уявсем ҫулсерен иртессе, вӗсен шайӗ пысӑк пуласса шаннӑ.
Уяв ҫӗре шалча ҫапнипе пуҫланнӑ. Ку лайӑх ӗҫ пуҫламӑшне кӑтартать. Унтан вӑйӑ картине тӑнӑ.
Уява Тутарстанри, Чӑваш енри, Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Свердловск облаҫӗнчи, Мускаври, Питӗрти 100 яхӑн ушкӑн килсе ҫитнӗ.
Сӑнсем (18)
Республика кунӗнче муркашсем те хӑйне евӗр мероприяти ирттернӗ. Районти вулавӑшсенче тӗрлӗ ӑрури ҫынсем валли кӗнеке куравӗсене тишкернӗ, таврапӗлӳ сехечӗсем иртнӗ, ачасем валли конкурссем, викторинӑсем йӗркеленӗ.
Вулавӑшсем йӗркеленӗ мероприятисем ҫамрӑк ӑрӑва пуян историпе паллашма, чӑваш халӑх йӑли-йӗрки пирки лайӑхрах пӗлме пулӑшать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи вулавӑшсем вулакансем патне урама тухнӑ. Урамри «Ҫӗршывӑм манӑн Чӑваш Ен, сана саватӑп чӗререн!» библиокафе Муркашри ача-пӑча паркӗнче вырнаҫнӑ. Унта канакансем Чӑваш Республики пирки кӑларнӑ литературӑпа паллашма, Шупашкар пирки вуласа пӗлме пултарнӑ.
Ачасем викторинӑри ыйтусене хуравланӑ, фольклор вӑййине вылянӑ. Ачасем ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллашнӑ.
«Чӑваш Ен, санпа мухтанатӑп!» мероприятисен ярӑмӗпе килӗшӳллӗн Йӗпреҫ районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче уҫа тӳпе айӗнчи этнографи музейне экскурсие кайнӑ. Ӑна Йӗпреҫри тӗп вулавӑш Республика кунне халалласа йӗркеленӗ.
Экскурсие «Цветовод», «Поиск» клубсен пайташӗсем, Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлӗхӗн хастарӗсем кайнӑ. Вӗсем XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи тата ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи хресчен ҫурчӗсене, ҫил арманне, икӗ хутлӑ ампара пӑхса ҫаврӑннӑ, «юрату кӗперне» ҫитнӗ.
Музей ӗҫченӗсем «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнчи куҫса ҫӳрекен «Живопиҫӗн ача-пӑча сӑнарӗсем» куравпа паллаштарнӑ.
Эскурсантсене уйрӑмах Вӑрнар районӗнчи «Вӗтӗ шӑрҫаран — асамлӑх» курав япалисем килӗшнӗ. Унта Наталия Сергеевӑн ӗҫӗсем пулнӑ. Унӑн ӗҫӗсем чылай ҫынна тыткӑнланӑ.
Сӑнсем (9)
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче Уй кунӗ уҫӑлнӑ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа ҫитнӗ.
Михаил Васильевич сӑмах илнӗ май кӑҫал аграри ҫуракине лайӑх вӗҫленине палӑртнӑ. Тыр-пул туса илесси ӳснине те палӑртнӑ вӑл. Ҫав шутра Канаш районӗ — малтисенчен пӗри.
Михаил Игнатьев кӑҫал республикӑри агропромышленноҫ комплексне 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнине каланӑ. Ку пӗлтӗрхинчен 11 процент нумайрах.
Уй кунне курава Раҫҫейри ҫичӗ регионти ял хуҫалӑх техникине илсе килнӗ. Пӗтӗмпе — 100 ытла техника. Куравра ял хуҫалӑх культурин сорчӗсем, ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсем пулнӑ.
Унта утӑ ҫулакансен конкурсне те йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев та хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Сӑнсем (23)
Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртрӗ. Канашсем Чӑваш Енӗ ҫуралнӑ кунӗпе пӗрле «Урожай» стадионта, Асхва ялӗ ҫывӑхӗнче, Акатуя та паллӑ тунӑ.
Унта ял тӑрӑхӗсем хӑйсен картишӗсене хатӗрленӗ. Уҫырма ял тӑрӑхӗн картишӗнче Надежда Ивановна Александровӑн картинисен куравне йӗркеленӗ. Вӑл Шӑхасанти ӳнер шкулӗнче ачасене вӗрентет.
Уҫырмасем картише картинӑсемпе, тӗрӗсемпе, алӑпа тунӑ кавирсемпе, пахчана илемлетмелли кӳлепесемпе хитрелетнӗ. Ӑна Уҫырма ялӗн ҫыннисем хӑйсем хатӗрленӗ.
Акӑ Сергей Сергеев йывӑҫран Винни пуха, кӑмпана тата ытти кӳлепене касса кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех куравра пахчана лартмалли сӗтел-пукан, чуччу пулнӑ.
Сӑнсем (125)
Республика кунне уявланӑ май Канаш районӗнче «Уй-хир кунӗ» иртет. Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприятие республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви йӗркелет.
Республикӑри курав-кӑтартӑва ҫӗршывӑн 7 регионӗнчен килсе ҫитмелле. Вӗсен хушшинче ял хуҫалӑх техникине, вӑрлӑх туса илекенсем, ӳсентӑрана хӳтӗлемелли хатӗр, минераллӑ кӑларакансем хутшӑнмалла. Курава ҫӗнӗ йышши 100 ытла ял хуҫалӑх техники илсе пымалла.
Ял хуҫалӑхӗнчи ҫӗнӗ йышши таварпа район пуҫлӑхӗсене, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсене, фермерсемпе уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене чӗннӗ.
«Уй-хир кунӗ» вӑхӑтӗнче утӑ ҫулакансен конкурсне тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен хушшинче мини-футбол енӗпе ӑмӑрту ирттерме палӑртса хунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |