Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «И собаки лают по-чувашски» (чӑв. Йытӑсем те чӑвашла вӗреҫҫӗ) курав уҫӑлнӑ. Сатира графикипе кӗнеке иллюстрацийӗсен куравне Виталий Емельянов (1937–1982) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кулӑшла та ҫивӗч ӳкерчӗксене курассишӗн иртнӗ ӗмӗрӗн 60–70-мӗш ҫулӗсенче пиншер ҫын «Капкӑн» журнал ҫырӑнса илнӗ тесе палӑртнӑ музей сайтӗнчи хыпарта.
Виталий Емельянов хутпа тата кӑранташпа нихӑҫан та ҫӳремен-мӗн. Унӑн вичкӗн куҫӗ хӑйех йӑлтах асра хӑварнӑ. Унӑн сатирӑлла ӳкерчӗкӗсенчи сӑнсем йӑлтах чӑвашла тенине илтме пулать. Чуна парса ӗҫлекен художника Чӑваш кӗнеке издательствинче те, «Капкӑнта» та, Ӳнер пуххинче те юратнӑ. Сатирик пулин те кӑмӑлӗ ырӑ пулнӑ-мӗн.
Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Культура ҫуртӗнче регионсем хушшинче иртекен «Чӑваш тумӗ — халӑх пуянлӑхӗ» конкурсӑн районти тапхӑрӗ иртрӗ. Трак енсем хӑйсен арчи-ҫӳпҫинчи капӑр ҫипуҫа халӑха кӑтартма пултарчӗҫ. Чӑваш тумӗ вара чӑннипех те капӑр. Ҫав ҫипуҫра халӑхӑн кун-ҫулӗ, философийӗ, этикипе эстетики палӑрса тӑрать. Кашни капӑрлӑхӗ, кашни тӗрри-эрешӗ чунра лӑпкӑлӑхпа мӑнаҫлӑх ҫуратать. Кашни япали чӑваш ҫыннин пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне, чун-чӗре пуянлӑхне, сапӑрлӑхне кӑтартать.
«Чӑваш тумӗн ытамӗнче» конкурс-курава районти Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Трак ен» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Антонина Никонорова) уҫрӗ, чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗ, авалхи чӑваш тумӗпе, капӑрлӑхӗпе илемлетрӗ.
Куравра ытларах авалхи тата хальхи маҫтӑрсем тӗрлесе илемлетнӗ хӗрарӑм тата арҫын кӗписем, сурпансем, масмаксем, тутӑрсем, саппунсем, хушпу-тухья, капӑрлӑхсем пулчӗҫ.
Курава тӑратнӑ япаласене жюри (председателӗ — ЧНК ӗҫченӗ Нина Андреева, членӗсем — район администрацийӗн социаллӑ аталанупа архив ӗҫӗсен пайӗн ертӳҫи тата Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Михайлова) пахаласа хак пачӗ, регионсем хушшинче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнма ҫичӗ ҫынна палӑртрӗ.
Чӑваш кӗнеке издательстви «The London Book Fair — 2017» пӗтӗм тӗнчери кӗнеке куравне хутшӑнӗ. Вӑл Лондонра пуш уйӑхӗн 14–16-мӗшӗсенче иртмелле.
Кӗнеке индустрийӗн паллӑ пулӑмне Раҫҫей юлашки хут 2011 ҫулта хисеплӗ хӑна евӗр кайнӑ. «Раҫҫее вула/Read Russia» проекта хутшӑнса ун чухне пирӗн ҫӗршыв хальхи вӑхӑтри вырӑс литературипе паллаштарнӑ. Хисеплӗ хӑна евӗр кӑҫалхи курава Польшӑна йыхравланӑ.
Кӑҫал Раҫҫейӗн кӗнеке стенчӗ чӑннипех пуян пулӗ. Унта 450 ытла кӑларӑм вырӑн тупӗ. 2017 ҫулта юбилей паллӑ тӑвакан авторсен ӗҫӗсене тимлӗх уйрӑмах уйӑрмалла. Ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи издательствӑсенче пичетленнисемпе пӗрлех Чӑваш Кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ «Нарспи», «Этнокультурный портрет Чувашской Республики» кӗнеке-альбомсем, «Чебоксары - столица Чувашии», «Праздники, обряды и верования чувашского народа», «Праски Витти. Живопись, эмаль, графика, монументальное искусство» кӗнекесем, «Из опыта народных мастеров» ярӑмри ӗҫсем пулӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательстви республикӑри тата унӑн тулашӗнчи куравсене вӗҫӗмех хутшӑнать. Хальхинче вӑл Хусанта иртнӗ «Образование России» (чӑв. Раҫҫейри вӗренӳ) форума ҫитнӗ.
Унта пуҫтарӑннисене пирӗн республикӑри издательство ача-пӑча, илемлӗ литература, наукӑпа популярлӑ, краеведени литературисене кӑтартнӑ.
Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, форумрисем Н.И. Ашмаринӑн «Болгары и чуваши», Е.В. Еньккин «Повествование о чувашах», Ю.Ю. Ювенальевӑн «Военное искусство суваро-болгар – предков чувашей», В.Д. Дмитриевӑн «Чувашский народ в составе Казанского ханства: предыстория и история» тата ытти хӑш-пӗр кӗнекепе кӑсӑкланса паллашнӑ. Чӑваш тӗррипе ҫыхӑннӑ кӑларӑмсемпе те интересленнӗ.
Туянакансем те пулнӑ. «Грибы», «Блюда чувашской кухни», «Чувашская музыкальная литература», «Праздники, обряды и верования чувашского народа», «Чувашские народные сказки» ятлисене ытларах туяннӑ.
Сирӗн халӑх костюмӗ, унӑн пайӗсем килте ахалех выртаҫҫӗ-и? Вӗсене Чӑваш наци музейне е Чӑваш тӗррин музейне кайса пама пултаратӑр. Ҫапла майпа «Серебряная кладовая» экспозицие пуянлатма шухӑшланӑ.
Экспозицире чӑваш хӗрарӑмӗсен эрешӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем упранаҫҫӗ. Вӗсене кӗмӗлтен тата вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ. Ҫакнашкал япаласене музейра ӗмӗрлӗхе упрама йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене патшалӑх учетне тӑратӗҫ, музейри илсе килнӗ япаласен кӗнекине ҫырӗҫ, Раҫҫейри Музей фончӗн электронлӑ базине кӗртӗҫ. Инвентаризаци тунӑ хыҫҫӑн япаласем коллекцире, экспозицире тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.
Музея япала парнелекенсене сертификат парӗҫ. Вӗсене япала парнелекенсен хисеп кӗнекине те кӗртӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян Вячеслав Эткерӗн черетлӗ куравӗ уҫӑлчӗ. «Йывӑҫсем тата ҫынсем» ят панӑскере ӳнерҫӗ 55 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Курава уҫнӑ ятпа тӗрлӗ тӳре-шара Слава Эткере саламларӗ, тӗрлӗ хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та пулчӗ.
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей кашни кун 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсенче — 15 сехетчен.
Вячеслав Эткер (чӑн ячӗ Андреев Вячеслав Анатольевич) Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче 1962 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1963 ҫулта кил-йышӗ Ишлее куҫнӑ. 1989 ҫулта педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унӑн ӗҫӗсем ҫӗршывӑн анлӑ кӗтесӗсенче кӑна мар, тулашӗнче те упранаҫҫӗ. Вӑл ӑсталанӑ юпасене Алтай тӑрӑхӗнчен пуҫласа Кавказ тӑрӑхӗ таранах вырнаҫтарнӑ.
Паян Шупашкарти «ЭКСПО-КОНТУР» суту-илӳпе курав центрӗнче «Ҫӗрулми – 2017» курав уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, Пӗтӗм Раҫҫейри А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулми хуҫалӑхӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗн ҫумӗ Борис Анисимов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Горбунов хутшӑннӑ.
Курава РФ Ял хуҫалӑх министерстви тата Раҫҫейри Ҫӗрулми пӗрлӗхӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев тухса калаҫнӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗрулми экспортне аталантарма тӗллев лартнине палӑртнӑ. Элтепер хамӑрӑн, Чӑваш Ен ҫӗрӗ ҫинче ӳсекен вӑрӑсем пулассине пӗлтернӗ. Ку – питӗ лайӑх, мӗншӗн тесен ют ҫӗршывран вӑрлӑх кӳрсе килме укҫа сахал мар кирлӗ. Пӗр килограмӗшӗн 60-70 тенкӗ тӳлемелле.
Кӑҫал курава Раҫҫейри 22 регион хутшӑнать. Ҫӗрулмине ҫӗнӗ технологипе ӳстерекен компанисем, фирмӑсем вӑрлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
РФ Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Парижри Раҫҫей культурин православи центрӗнче йӑла-йӗрке костюмӗсен, наци музыка инструменчӗсен, теттисен тата йӑлари япаласен куравӗ уҫӑлӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Ен Раҫҫейрен суйланӑ тӑхӑр регион йышне кӗнӗ. Вӗсем Парижри куравра хӑйсен наци экспоначӗсене кӑтартӗҫ. Чӑваш Енсӗр пуҫне унта Пушкӑрт, Дагестан, Карели, Коми, Хакас республикисем, Астрахань, Липецк, Тула облаҫӗсем хутшӑнӗҫ.
Экспозицире наци костюмӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, музыка инструменчӗсем тата ыттисем пулӗҫ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӗмпӗрти 64-мӗш шкулта Николай Кондрашкин скульпторӑн куравӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Монумент ӑстин ӗҫӗсен пуххине Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ.
Монументлӑ скульптурӑпа ӗҫлекен паллӑ авторӑн хальхи куравӗнче Николай Ашмарин чӗлхе тӗпчевҫин тата Никита Бичурин Китай тӗпчевҫин бюсчӗсене вырнаҫтарнӑ. Ӗҫсемпе паллашма Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен И.Я. Яковлев ячӗллӗ ҫутӗҫ обществин ертӳҫи А.А. Мордовкин тата вӑл тӑрӑхри чӑвашсен культура автономийӗн ертӳҫи О.Н. Мустаев тата ыттисем хутшӑннӑ.
Николай Кондрашкин скульптор тата монументалист «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйне евӗрлӗ курав тата тепӗр эрне ӗҫлӗ. Унччен, паллӑ ӗнтӗ, ҫитсе паллашмалӑх, курмалӑх вӑхӑт пур-ха.
Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне тата кӑҫалхи Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне халалласа салтак альбомӗсен куравне хатӗрленӗ.
Кураври фотоальбомсенчен Николай Иголкинӑн — чи асли. Вӑл 52 ҫулта. Николай Леонидович 1962—1965 ҫулсенче Туркестанри десант ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ. Вячеслав Лукин Германире 1974—1976 ҫулсенче пулнӑ, Сергей Раськин — афганец, Александр Сейфуллин 1984—1986 ҫулсенче Туркестанра разведка батальонӗнче пулнӑ.
Курава тӑратнӑ кашни альбом хуҫипех паллашма кӑсӑклӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсене ачасем те чунтан уҫса пӑхаҫҫӗ, салтак альбомӗнчи кашни ӳкерчӗке тимлӗн тишкереҫҫӗ, пӗр-пӗринпе сӳтсе яваҫҫӗ.
Районти ача-пӑча вулавӑшӗнчи курав ҫак уйӑхӑн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |