Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Сирӗн валли упрарӑм» ятпа курав уҫӑлнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна Егор Иванов ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа — пӗр ӗмӗр, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 73 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Калинин районӗн администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Егор Иванов хӑйӗн кун-ҫулӗн иккӗмӗш ҫурринче историшӗн пӗлтерӗшлӗ материал чылай пухнӑ. Вӑл унччен пулнӑ ҫуртсене мӗнле пур — ҫавӑн пек упраса хӑварма ӗмӗтленнӗ. Хулари ҫуртсемпе керменсен малтанхи сӑнне тавӑрасса питӗ кӗтнӗ. Ҫакна тӗпе хурса Валентина Боброва куратор курава информаци тӗлӗшӗнчен питӗ пуян хатӗрленӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ӳнерҫӗн асӑну каҫне тата курав уҫӑлнине халалланӑ мероприятие Егор Ивановӑн ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем хутшӑннӑ. Курава тӑратнӑ ӗҫсемпе кӑмӑл тӑвакансем ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗчченех паллашма пултараҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ 85 ҫулхи юбилее хатӗрленет. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ҫуралнӑ кунӗ — ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче. Шӑп та лӑп ҫав кун 85 ҫул каялла ӑна Ленинградри Эдвин Фейертаг тата Маргарита Фигнер режиссерсем пуҫарса янӑ. Вӗсемех чӑваш сценин малтанхи артисчӗсене куракан умӗнчи чӗрӗ вӑйӑ вылявне хӑнӑхтарнӑ.
Юбилее, тӗрӗссипе, унчченхи мероприятисен вӑхӑтӗнче те шута илнӗ-ха. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, сӑмахран, сумлӑ куна халалласа Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Яковлев вулавӗсем иртнӗччӗ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче театрӑн юбилейне халалланӑ курав уҫӑлӗ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехетре «С днем рождения, театр!» (чӑв. Ҫуралнӑ кун ячӗпе, театр!) ача-пӑча уявӗ иртӗ, «Кот в сапогах» спектакль кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче театрта юбилей каҫне пуҫтарӑнӗҫ.
Шупашкарти Музейпа курав центрӗнче «Диво под микроскопом» (чӑв. Микроскоп айӗнчи тӗлӗнтермӗш) курав уҫӑлнӑ. Тӗлӗнтермӗш ӗҫсен авторӗ — Ҫӗнҫӗпӗрти Владимир Анискин ӑста.
Пӗчӗк миниатюрӑсене тӑвакансем кирек мӗнле кӳлепене те микроскоппа ӑсталаҫҫӗ. Тепӗр чухне вӗсем чӗре самантлӑха тапман хушӑра пӗр-пӗр япалана туса ӗлкӗреҫҫӗ иккен.
Владимир Анискин Шупашкара 31 ӗҫ илсе килнӗ. Пӗтӗмпе вара унӑн — 200 ытла миниатюра. Вӗсенчен кашнинех пысӑклатса кӑтартакан хатӗрсемпе ҫыхӑнтарнӑ. Ӑстан ӗҫӗсен пысӑк пайӗ Питӗрти «Русский Левша» микроминиатюра музейӗнче вырӑн тупнӑ. Вӑл учреждени 2006 ҫулта уҫӑлнӑ. Шӑпах Ҫӗнҫӗпӗр ӑстин ӗҫӗсене пула хута янӑ та ӑна.
Шупашкарти курав ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Ака уйӑхӗн 7—9-мӗшӗсенче Питӗрте Чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ. Ҫӗршывӑн ҫурҫӗрти тӗп хулинче тӗпленсе тӑван халӑхӑмӑр сывлӑшӗпе пурӑнакансем ку пулӑма хавасланса кӗтеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Питӗрти Национальноҫсен ҫуртӗнче, 13 сехетре, курав уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Анатолий Рыбкинӑн ӗҫӗсемпе паллашма май туса парӗҫ. «Волжские рассветы над Невой» (чӑв. Нева ҫийӗнчи Атӑл шурӑм пуҫӗ) куравра Чӑвашран тухса Питӗрте йӑва ҫавӑрнӑ ытти художниксен картинисем те вырӑн тупӗҫ. Пурӗ 25 ытла киҫтӗк ӑстин пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Ача-пӑча ӗҫӗсен «Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑррисем) конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисен ӳкерчӗкӗсене те кӑтартма палӑртнӑ. Наталия Михайлова ӑста хатӗрленӗ чӑваш эрешӗсемпе йӑла ӳнерӗн япалисем те куравра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи районсенче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ Чӑваш культура кунӗсем иртеҫҫӗ. Чертаклӑ, Ҫинкӗл, Кӑлаткӑпуҫ, Майна, Ҫӗнӗ Малӑкла, Мелекесс районӗсенчи чӑваш ялӗсенчи ентешсем Ҫутта кӑлараканӑмӑра асӑнса пысӑк уявсем йӗркелерӗҫ.
Уява хатӗрленсе вырӑнти ӑстаҫӑсем ал ӗҫӗсен, И.Я. Яковлев кун-ҫулӗпе тата пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ кӗнекесен, ӳкерчӗксен, вӗт шӑрҫаран тӗрленӗ тата ӑсталанӑ капӑрлӑхсен, чӑваш апат-ҫимӗҫӗн куравӗсене йӗркеленӗ. Кашни районтах чӑвашсене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗсем, УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев саламланӑ.
Чӑваш культура кунӗсене тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ уява вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗсен вӑйӗпе хатӗрленӗ тата Шупашкартан килсе ҫитнӗ артистсен — ЧР тава тивӗҫлӗ артисткин Людмила Семеновӑн, Денис Пугач юрӑҫӑсен тата купӑс ӑстин Александр Сорокинӑн пысӑк та илемлӗ концерчӗпе тӑсӑлнӑ.
Чечняра Раҫҫей халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗн Ревель Федоровӑн тата унӑн ывӑлӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Александр Федоровӑн куравӗ ӗҫлет.
Хайхи курав пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чечня Республикин парламенчӗн депутачӗсем Владимир Кашлюнов, Аднан Нагаев, Мурат Тагиев, культура министрӗ Хож-Бауди Дааев, Чӑваш Енӗн культура министерствин халӑх канашӗн ертӳҫи Владимир Васильев, пултарулӑх ҫыннисем, студентсемпе шкул ачисем хутшӑннӑ.
Хож-Бауди Дааев кунашкал мероприятисем живопиҫ аталанӑвне вышкайсӑр пысӑк тӳпе хывнине палӑрнӑ, курав авторӗсене хисеп хучӗпе чысланӑ. «Ку картинӑсем пире Чӑваш Енпе паллашма май параҫҫӗ», – палӑртнӑ Мурат Тагиев депутат.
Ревель Федоров курава уҫнӑ саманта хутшӑнайман. Ун ятӗнчен ывӑлӗ Александр калаҫнӑ, вӑл А.А. Кадыров ячӗллӗ Мухтавӑн астӑвӑм компексӗн фондне ашшӗн пӗр картинине парнеленӗ. Хӑйӗн икӗ ӗҫне вара вӑл ку фонда иртнӗ ҫултах панӑ.
Пуш уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗрулми – 2018» курав ӗҫлессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Софья Савнеш автор Раҫҫейри 25 регионти 90-а яхӑн компани хутшӑнассине систернӗччӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ тунтикунхи планеркӑра ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, курава Раҫҫейри 23 регионтан килнӗ. Мероприятире ҫӗрулмин 100 ытла сорчӗпе паллаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗрулми туса илмелли техникӑн куравӗ иртнӗ.
Ҫав мероприятире предприятисемпе организацисем халӑха 60 тонна ҫӗрулми сутнӑ.
Сергей Артамонов пулӑшнӑшӑн Шупашкар хула администрацине тав тунӑ. Унтисем ватӑсене ҫӗрулмине киле тӳлевсӗр ҫитерсе парассине йӗркеленӗ-мӗн. Ҫак ӗҫе 12 автомашинӑна явӑҫтарнӑ, тиеме тата пушатма 24 ҫынна чӗннӗ.
Аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа банксенчен пӗри тата Чӑваш наци музейӗ социаллӑ проект пуҫарнӑ. Акцие Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне те халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Социаллӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пуш уйӑхӗн 7-11-мӗшӗсенче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Курава пынисем музейӑн яланхи эскпозицийӗпе паллашнипе пӗрлех сайра тӗл пулакан экспонатсемпе киленейӗҫ.
Чӑваш тӗррин музейӗ 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра (вӑл историпе культура палӑкӗ шутланать) уҫӑлнӑ. Унтах «Серебряная кладовая» (чӑв. Кӗмӗл хуралтӑ) ятарлӑ зал ӗҫлет. Унта тӑван халӑхӑмӑрӑн кӗмӗлпе капӑрлатнӑ эрешӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрӗсем упранаҫҫӗ.
Куракансене музей 10 сехетрен 18 сехетчен кӗтет.
Ыран Питӗр хулинче Иван Яковлева халалласа курав уҫӑлӗ. Аса илтерер, аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 170 ҫул ҫитӗ.
Питӗрти чӑвашсен пӗрлешӗвӗ, Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен культура обществи, Раҫҫейӗн наци вулавӑшӗ, Питӗрти национальноҫсен ҫурчӗ пӗрле пулса «Педагог и просветитель: к 170 – летию чувашского общественного деятеля Ивана Яковлевича Яковлева» (чӑв. Педагог тата ҫутта кӑларакан: чӑваш халӑхӗн хастарӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халаласа) курав йӗркеленӗ. Вӑл Питӗрти Мускав проспектӗнчи 165/2-мӗш ҫуртра 15 сехетре уҫӑлӗ. Куравра Чӑваш Ен ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Александр Федоров художник ӗҫӗпе те паллашма май килӗ.
«Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм». Куславкка районӗнчи Тӗмер ял вулавӑшӗнче ҫак ятпа курав ӗҫлет. Ӑна Митта Ваҫлейӗ поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ.
Митта Ваҫлейӗ 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкула пӗтерсе Чӗмпӗрти чӑваш шкулне вӗренме кӗнӗ, унта вӗреннӗ чухне литературӑпа хавхаланнӑ. Хутарти колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗн директорӗ, Патӑрьел район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ. Каярахпа Шупашкарта хаҫат-журналта, радиора, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ. 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ.
Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче Митта Ваҫлейне асӑнса уҫнӑ хӑма умне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫисен пӗр ушкӑнӗ чӗрӗ чечексемпе пуҫ тайнине Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80 ҫул каялла ҫав кун аслӑ сӑвӑҫӑмӑра «буржуалла национализмшӑн» сӑлтавсӑр айӑпласа тытса хупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |