Паян Чӑваш Енри тӳре-шара укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Сӑмахӑмӑр — нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем тӗплӗ юсавшӑн тӳлесси пирки.
Темиҫе ҫул каялла ун пекки пулман та, анчах халӗ, ав, ҫынсен ҫурт-йӗре хӑйсен шучӗпе юсамалла теме пуҫларӗҫ. Чӑн та, уйрӑм ҫуртра пурӑнакансем хӑйсемех юсаса, ҫӗнетсе тӑраҫҫӗ-ха. Нумай хваттерлӗ ҫурт та ҫавӑн пек — ӑна юсама та хуҫисен укҫа пухмалла теҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтра хваттер хуҫисем кашни тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 30 пус тӳлеҫҫӗ. Ҫав цифрӑна хваттер калӑпӑшӗ ҫине хутламалла та уйӑхсеренхи тӳлев виҫи палӑрӗ.
Паян иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче строительство министрӗ Алексей Грищенко тӳлеве 2018-2019 ҫулсенчи шайрах хӑварма сӗннӗ. Ҫапла вара хак хальлӗхе хакланмӗ.