Чӑвашсен культурипе, чӗлхипе, этногенезӗпе пирӗн республика ҫыннисем кӑна мар Мускавсем те кӑсӑкланаҫҫӗ иккен. Ҫак кунсенче Раҫҫейӗн тӗп хулинче хӑйӗн ӗҫне тӳллевсӗр чӑваш шкулӗ пуҫланӑ. Пӗрремӗш занятийе Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ панӑ ирекӗпе Чӑваш Республика элчи — Леонид Волков — ирттернӗ. Вӑл итлекенсене чӑваш халӑхӑн этногенезӗпе историйӗ ҫинчен каласа панӑ, наци культурин, ҫырулӑхӑн, юрӑ-кӗввин уйрӑмлӑхӗсене уҫса панӑ тата чӑваш чӗлхин этимологине ӑнлантарса панӑ.
Малашне, ҫулталӑк тӑршшӗпе ятарлӑ курссен преподователӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи филологи факультетне пӗтернӗ Евгений Степанов пулать. Асӑннӑ курссене усламҫӑсем, журналистсем, менеджерсем, вӗренекенсем, шкул ачисем, ҫав хушӑрах Мускав авиаци институчӗн аспиранчӗсем тата Мускавпа Мускав облаҫӗнче пурӑнакан Пӗтӗм Раҫҫей тулаш суту-илӳ академийӗн вӗрентекенӗсем ҫырӑннӑ.
Итлекенсем шутне 15 ҫултан пуҫласа 50 ҫулсенчи ҫамрӑксемпе аслӑ ӑру ҫыннисем кӗнӗ.
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 15-мӗшӗччен пирӗн республикӑра «Ҫулталӑкӑн обществӑлла чи лайӑх воспитателӗ» конкурс иртмелле.
Ӑна Ҫул ҫитменнисен ӗҫпе тата вӗсен прави енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗ йӗркелет иккен. Ӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ шутне обществӑлла чи лайӑх воспитательсене палӑртассине, вӗсен ят-сумне ӳстерессине тата ыттине кӗртнӗ. Конкурс условийӗпе республикӑн Вӗренӳ министерствин сайтӗнче тӗплӗнрех паллашма май пур.
Кам ӑҫта ӗҫлет, ҫавӑнта пуять теҫҫӗ те, чӑнахах та пуль тесси патнех ҫитетӗн вара хӑш чух. Е тата укҫа тесен шапа та алӑ тӑснӑ каларӑш та вырӑнлӑ пек туйӑнать. Ҫамрӑклах теприсем сӗмсӗр те выҫӑ куҫлӑ пулни те тӗлӗнтерет.
Акӑ, Санкт-Петербургри патшалӑх инженерипе экономика университечӗн Шупашкарти филиалӗн пӗр пайӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне виҫӗ теҫеткене те ярса пусман хӗрарӑм ертсе пынӑ. Пӗринче вӑл куҫӑнсӑр майпа вӗренекен студент амӑшӗнчен хайхин ывӑлне зачет тытма, курс тата ытти ӗҫсене ҫӑмӑллӑнах хӳтӗлеме, диплом умӗнхи практикӑна тухнӑ тесе ӗнентерме хӑй пырса ҫӳремесӗрех пулӑшатӑп тесе пӗтӗмпе 140 пин тенкӗ илнӗ. Студентӑн амӑшӗ те пуянскер пулнӑ-тӑр ҫав — ара, ун чухлӗ укҫана пухас тесен ахаль-махаль ҫыннӑн мӗн чухлӗ тар тӑкмалла. Харӑс тыттарман-ха та — 2009 ҫулхи кӑрлачран тытӑнса 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗ таран.
Ывӑлӗшӗн чупса ҫӳреме хӑнӑхнӑ амӑшӗ ҫав хӗрарӑма кунсӑр пуҫне тепӗр 100 пин тенкӗ укҫана вӗреннишӗн тӳлеме тесе тыттарнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗнче пукан йышӑнаканскер 47 пинне кӑна кассӑна хывнӑ, ыттине кӗсьене пӗтӗрсе чикнӗ. Ку лару-тӑрура чи кӑсӑкли — студента ӗлкӗрсе пыраймасть тата вӗреннишӗн укҫа тӳлемест тесе 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчех кӑларса янӑ пулнӑ иккен.
Нумаях пулмасть территорири суйлав комиссийӗсен ертӳҫисене, вӗсен ҫумӗсене тата секретарьсене ятарлӑ курссенче вӗрентсе кӑларнӑ. Виҫӗ кун ӑс пухнӑ хушӑра вӗсене ӗҫре кирлӗ пӗлӗве панӑ. Ӑша хывнине кайран ятарлӑ тест ирттерсе тӗрӗсленӗ. Парта хушшине ларнисенчен 25 проценчӗ тӗп-тӗрӗс хуравланӑ иккен.
Пӗлӗве халь туптанисем — хальтерех суйланнӑ ертӳҫӗсем иккен. Тӗрӗслеве ӑнӑҫлӑ тухнисене квалификацие ӳстернине ӗнентерекен свидетельство панӑ. Каярах парта хушшине участокри суйлав комиссийӗсен ертӳҫисене лартӗҫ.
Ҫапларах шухӑшпа Патшалӑх думин спикерӗ Сергей Нарышкин тухнӑ, вӑл шкул курсӗнче Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсем ҫинчен тата вӗсен культури пирки каласа памалла иккен.
Нумай пулмасть иртнӗ РӐА (выр. РАН) историпе филологи ӑслӑлӑхӗсен пай бюровӗн ларӑвӗнче Нарышкин хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ, ҫӗнӗ курс «Народы и культуры России» (чӑв. Раҫҫей халӑхӗсем тата вӗсен культури) ят илме пултарасси пирки пӗлтернӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак предмета ытла туллин ҫутатаймасси пирки те пӗлтернӗ — Раҫҫейри 89 субъектра пурӑнакан 180 халӑхӑн йӑли-йӗркине ҫутатса пама ҫӑмӑл пулмӗ, ҫав-ҫавах хӗсме тивӗ.
Спикер шухӑшӗпе ҫӗнӗ курса историпе культурӑллӑ концепцине хатӗрлекен ушкӑн — вӗсем халь пӗрлехи истори вӗренӳ кӗнекине калӑплаҫҫӗ — ҫырма пултарӗ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ача-пӑча студине йӗркелет. Унта 6–14 ҫулсенчи ачасене йышӑнаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене виҫӗ ушкӑна пайласа театр ӑсталӑхне хӑнӑхтарӗҫ. Студие театрӑн режиссерӗ, Чӑваш культура тата ӳнер институчӗн доценчӗ Иосиф Дмитриев ертсе пырӗ. Занятисене театр артисчӗсем тата чӗнсе илнӗ хореограф ирттерӗ.
Ачисем студие ҫӳренӗшӗн вӗсен ашшӗ-амӑшне укҫа тӳлеттермӗҫ. Килес ҫул епле пулассине калама йывӑр та, анчах кӑҫал тупра пирки пӑшӑрханмалла мар.
Студие лекиччен ачасем ала витӗр тухаҫҫӗ. Театрта темиҫе хутчен итлев иртнӗ те. Ҫитесси ҫак эрнери вырсарникун, 12 сехетре, пулӗ. Студие лекме ӗмӗтленекенсен сӑвӑ вуласа, юрласа, чупса сиксе кӑтартмалла. Чӑвашла пӗлекенсене уйрӑмах хапӑл тӑваҫҫӗ.
Заняти юпа уйӑхӗнче пуҫланмалла.
Нумай пулмасть Мускав облаҫӗнчи пӗр шкул вӗрентекенӗсем шкул ачисене килти ӗҫрен хӑтарма май туса пама ыйтнӑ иккен. Ҫак сӗнӳпе вӗсем Раҫҫей Президенчӗпе иртнӗ тӗлпулара тухнӑ. Учительсен шухӑшӗпе вӗренсе тухакан классенче ачасене ытла та йывӑр килет — ҫавӑнпа та вӗсене хӑй тӗллӗн вӗренмелли килӗшӳллӗ май тупма ирӗк памалла имӗш, ӑна вӗсем усӑлӑх тата кирлӗлӗх енӗпе суйлама пултармалла.
РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Наталья Третьяк ӑнлантарса панӑ тӑрӑх килти ӗҫсенчен хӑтарассине хирӗҫлекен саккун ҫук, ку тӗлӗшпе йӗркене вӗренӳ заведенийӗ хӑй йышӑнма пултарать — киле ӗҫ памаллине е памасӑр вӗрентессине.
Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интерната хупни пирки те, ӑна хӳтӗлесе иртнӗ митингсем пирки те эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав шутра тӳре-шара юлашки йышӑнупа ҫак лицей валли ҫӗнӗ ҫурт купаласа лартасшӑн пулни ҫинчен те. Хакӗ вара юсав ӗҫӗсене ирттерме шухӑшлани пекех. Кивӗ ҫурт-йӗре сутса ярасшӑн. Ҫӗнӗ ҫурт вырӑнӗнче ӗҫсене пуҫламанни вара ҫак лару-тӑру — наци лицейӗ хупӑ тӑни — тахҫанчченех тӑсӑлассине пӗлтерни куҫ кӗретех.
Ӗнер, авӑнӑн 22-мӗшӗнче, тӳре-шарана ҫак ыйтупа ӗҫлеме ыйтас тесе Мускавра пикет иртнӗ — унта Г.С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернатра хӑй вӑхӑтӗнче вӗреннӗ, халь вара Мускавра ӗҫлекен ҫамрӑксем тухнӑ. Хӑйсен плакачӗсенче вӗсем наци лицейне пӗтерни чӑваш нацине пӗтернипе тан пулнине каланӑ. Ҫавӑн пекех вӗсем лицея малтанхи ҫуртрах уҫма ыйтнӑ — юсав ирттерсе. Лицей ҫӗрне те ҫуртне те сыхласа хӑварма сӗннӗ. Вӗренӳ пайӗсене те малтанхисенех хӑварма ыйтнӑ вӗсем — дисциплинӑсен йышне тӳре-шара катертме шутлани пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Плакатсем ҫинче «Чӑваш наци лицейӗ — пултаруллӑ ял ачисен шкулӗ», «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!
Чӑваш Ен сывлӑх сыхлавӗн министр ҫумӗ Татьяна Богданова каласа панӑ тӑрӑх пирӗн республикӑра ӑста тухтӑрсем ҫителӗксӗр иккен. Раҫҫейӗн ытти кӗтесӗсенче тухтӑрсен йышӗ ҫителӗксӗррине кура вӗсем унта куҫса каяҫҫӗ имӗш. Шупашкарта, тӗслӗхрен, пӗр-пӗр ҫын сипленме килсен кӗтнӗ тухтӑра тупаймасӑр та пултарать — лешӗ Мускавра ӗҫе пуҫӑннӑ.
Чӑваш Енре тухтӑрсем ҫителӗклӗ, вӗсен йышӗ Раҫҫейри вӑтам кӑтартуран пысӑкрах. Ял тӑрӑхӗсенчи лару-тӑру кӑна кӑшт йывӑр — унта пенсие тухнӑ ӑстасем чылай иккен. Унсӑр пуҫне Чӑвашра хӑш-пӗр специалистсем ҫителӗксӗр — вырӑнти педиатрсем, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗсем. Поликлиникӑсенче офтальмологсем, отоларингологсем сахал, стеционарсенче — хирургсем, анастезиологсем, ача-пӑча хирургӗсем, аккушер-генекологсем.
Ыйту ҫивӗчех мар пулӗ те, ҫавах та министрествӑра ку тӗлӗшпе ӗҫлесшӗн — ҫулталӑкра республикӑра 300 ҫӗнӗ ӑстаҫӑ вӗренсе тухать пулсан ҫуррине те пулин малашне вӗренӳ учрежденисене тӗллевлӗ йышӑнма палӑртаҫҫӗ. Ытти тӑрӑхсене ан тарччӑр тесе вӗренсе тухакансем валли малтанах ятарлӑ ӗҫ вырӑнӗ тупса хурасшӑн.
Кӗркуннен пӗрремӗш кунхине вӗренекенсемпе студентсем валли хӑйӗн алӑкӗсене пӗтӗмӗшлӗ пӗлӳ паракан 490 шкул, 11 пуҫламӑш профессилӗ вӗренӳ учрежденийӗ, 26 (пӗтӗмпе вӗсем — 31) вӑтам профессилӗ вӗренӳ учрежденийӗ тата 12 аслӑ пӗлӳ паракан учреждени уҫӗ. Авӑн 2-мӗшӗнче вара уяв линейкине 5 вӑтам профессилӗ вӗренӳ учрежденийӗпе 9 аслӑ пӗлӳ паракан учрежденийӗ ирттерӗ.
Пӗлӳ кунне уявланӑ ҫӗрте тата ҫамрӑксем йышлӑ ҫӳренӗ вырӑнсенче йӗркене 800 яхӑн полици ӗҫченӗ тытса пырӗ. Унсӑр пуҫне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне 100 ытла яхӑн ҫул-йӗр хурал службипе, патшалӑх инспекци йӗркелесе пырӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |