Нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти 27-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вырӑс класӗнче вӗрентекенсен республикӑри семинарӗн 2-мӗш тапхӑрӗ иртрӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле теми: "Тӑван чӗлхене вӗрентессипе тата сарассипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ меслетсем". Иккӗмӗш лару "Шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри электронлӑ хатӗрсем" темӑпа иртрӗ. Семинара йӗркелекенсем — хулари 27-мӗш шкулпа «Язык успеха» ют ҫӗр-шыв чӗлхисен шкулӗ. Семинара Красноармейски районӗнчи вӗрентекенсен пӗр ушканӗ те хутшӑнчӗ. Вӗсем — салари 2-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем З.П.Михайловӑпа В.М.Михайлов, Трак чӑвашла-нимӗҫле гимнази вӗрентекенӗ И.Н.Антонова тата Пикшик шкулӗн вӗрентекенӗ Л.А.Тихонова.
Семинара хутшӑннисем асӑннӑ шкулӑн 2, 3 тата 5-мӗш класӗсенчи чӑваш чӗлхи урокӗсенче электронлӑ ӳкерчӗклӗ словарьпе, телекоммуникаци технологийӗсемпе, информаципе коммуникаци ресурсӗсемпе тата Чӑвашла интернетпа усӑ курас ыйтусемпе ҫыхӑннӑ уҫӑ уроксем итлерӗҫ. Уроксене Сармосова Г.Л. — пӗрремӗш категориллӗ учитель, Кузьмина О.И. — иккӗмӗш категориллӗ учитель, Еслюкова Е.
Елена Енькка хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӗнеке лавккасенче 2009 ҫул вӗҫнелле ҫитрӗ. Халӗ ӗнтӗ «Тӑван ен» культурине вӗренмелли кӗнеке 8-мӗш валли те пур теме пулать.
Кӗнеке, пӗтӗмӗшле илсен, чӑвашсен малтанхи ӗмӗрсенчи историпе паллаштарать — мӗн сӗм авалхи пирӗн эрӑчченхи VIII-VII вӑхӑтран пуҫласа пирӗн мӑн асаттесем X ӗмӗрте Атӑлҫи Пӑлхар йӗркеленӗ вӑхӑта ҫити. Елена Еньккан «Родной край» (ҫапла, кӗнеке вырӑсла тухнӑ, предмета вырӑсла вӗрентет) кӗнеке ярӑмне кӗрекен ытти шкул кӗнекисем пекех, ку учебник та тӗрлӗ сӑнсемпе, ӳкерчӗксемпе пуян. Кунашкал кӗнекене алла ярса тытсан шкул ачин ҫеҫ мар, унӑн ашшӗ-амӑшӗн те чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллашма кӑмӑл ҫуралать.
Кӗнекене туянас шухӑшлисем ӑна Чӑваш кӗнеке издательствин «Книжные новинки» лавккисенче тупма пултараҫҫӗ — хакӗ ҫыртмасть, 200 яхӑн страницӑллӑскер, 88 тенкӗ кӑна тӑрать. Вӗренӳ кӗнекине 7 пин экземплярпа пичетлесе кӑларнӑ. Ҫителӗклӗ тиражпа кӑларнӑ тесе ӑна туянас ӗҫе кая ан хӑварӑр — тиражӑн ытларахӑш пайне шкул вулавӑшӗсене валеҫнӗрен, тен, сутлӑхра вӑл нумаях тытӑнса тӑмӗ.
Паян, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш педагогика университетӗнче «Чӑваш сӑмахлӑхӗпе халӑхӑн йӑла ӑспурлӑхне тӗпчесе вӗрентмелли ӑслайсем» ятлӑ Атӑлпа Урал хутлӑхӗнчи ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Виталий Петрович Станьял 70 ҫула ҫитнӗ ячӗпе ирттерчӗҫ. Паллӑ ӑсчах, ҫыравҫӑ, вӗрентӳҫӗ, таврапӗлӳҫӗ тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ хут тӑрӑх 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ӑслӑлӑхпа хӑнӑху конференцийӗ шӑп кӑнтӑрла пуҫланчӗ — ӑна Андреева Евдокия Александровна, чӑваш филологи факультечӗн деканӗ уҫрӗ. Вӑл конференци йӗркипе паллаштарчӗ — кашни хутшӑнакан вӗрентевҫе ӗнентерӳ хучӗ пама, кашни доклада кӗнекепе пичетлесе кӑларма шантарчӗ. Ун хыҫҫӑн Виталий Петрович сӑмах илчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл пособисене хатӗрлес ыйту ҫинче кӗскен чарӑнса тӑчӗ. «Кӗнекене кӑларсан ун усси пултӑр, ахаль шыв юхтарни ан пултӑр.
Ыран чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче чӑваш чӗлхин вырсарни шкулӗ ӗҫлеме пуҫлӗ, пӗрремӗш уроксем иртӗҫ. Ача-пӑча академийӗн студинче, 263 пӳлӗмре, ирттерме палӑртнӑ. 10 сехетре пуҫланать.
Ку шкул 3-9 ҫулхи хула ачисем валли уҫӑлӗ. Унта ачасене тӗрлӗ меслетсене усӑ курса (тӗслӗхрен, вӑйӑ мелӗсемпе) чӑвашла вӗрентӗҫ. Шкула йӗркелекенсем уроксене кашни вырсарникун ирттерме палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |