Чӑваш Енре вырӑс чӗлхипе ППЭне ӑнӑҫлӑ тытнӑ темелле-ши — кӑҫал экзаменра 37-ӗн 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗрхинчен нумайрах. Ун чухне кунашкаллисен йышӗ 35 ҫын пулнӑ.
Асилтерер: кӑҫал вырӑс чӗлхипе 6 880 ҫын экзамен тытнӑ. Пӗлтӗр — 7966 ҫын. Кӑҫал ППЭ тытакансен 20,32% 80–100 балл пухнӑ.
107 ҫын вырӑс чӗлхин экзаменӗнче кирлӗ чухлӗ балл пухайман. Вӗсем ӑна ҫӗртмен 18-мӗшӗнче тытма пултарӗҫ-ха, анчах математика экзаменӗнче «2» паллӑ (24 балран нумайрах пухнӑ тӑк) илмен пулсан ҫеҫ.
Ҫапла шухӑшлать курӑнать вӗренӳре йӗрке тӑвакан тӳре-шара. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне пӗлтӗр тытакансен сахалтан та 36 балл пухмалла пулнӑ тӑк, кӑҫал ӑна 12 балл пӗчӗклетнӗ. Ун пирки паян Рособрнадзорӑн пресс-служби пӗлтернӗ иккен. Ҫапла вара вырӑс чӗлхипе те, математикӑпа та сахалтан та 24 балл пухсан аттестатлӑ пулӑн.
Ҫапла йышӑну тума кӑҫалхи тата пӗлтӗрхи кӑтартусен статистикине тишкернӗ хистенӗ-мӗн. Ытти предметпа ведомство чи пӗчӗк балсене чакарасшӑн мар. Тепӗр тесен, вӗсем аттестатлӑ пулассипе пулмассине витӗм кӳмӗҫ-ха, вӗренме кӗме тӑрсан кӑна кирлӗ. Ҫапла вара химипе, физикӑпа тата биологипе сахалтан та 36 балл пухмалла, информатикӑпа – 40 балл, обществознанипе — 39 балл, историпе тата литературӑпа — 32 балл, географипе — 37 балл, ют чӗлхесемпе — 20 балл. Шкула 11 ҫул утса та пурин те тытмалли математикӑпа вырӑс чӗлхипе 24 балл таранлӑх та пӗлӳ пухайманнисене шкул пӗтерни ҫинчен свидетельство кӑна тыттарӗҫ.
Маларах асӑннӑ вырӑс чӗлхи патне таврӑнсан, ҫӗршывӗпе 334 ӗҫе пӑрахӑҫланӑ, вӗсенчен 172-шне — карас телефонӗпе усӑ курнӑшӑн.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 3-мӗшӗччен И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ют чӗлхе факультечӗн студенчӗсем Берлинти (Германи) Гумбольдт пиччӗшӗпе шӑллӗ ячӗллӗ университетра стажировкӑра пулнӑ.
Асӑннӑ факультетра вӗренекен 14 студент романо-германи филологийӗн кафедрин доценчӗ Ольга Юрьевна Кириллова ертсе пынипе Нимӗҫ чӗлхин тата лингвистикин институчӗн семинарӗсене хутшӑннӑ, DaF магистер программипе (нимӗҫ чӗлхи — ют чӗлхе), нимӗҫсене пурнӑҫӗпе, Берлинти паллӑ вырӑнсемпе паллашнӑ.
Студентсене уйрӑмах «Анализ учебников немецкого языка» тата «Креативное письмо» семинарсем килӗшнӗ-мӗн. Кусем вӗсене малашне вӗренӳре, ачасене шкулта вӗрентес ӗҫре пулӑшӗ.
Экскурси программипе килӗшӳллӗн студентсем Берлинти паллӑ музейсенчен пӗрине — Пергамск музейне — ҫитсе курнӑ. Унта авалхи архитектура пуянлӑхӗ упранать. Студентсем Рейхстаг куполӗ ҫине хӑпарнӑ, Потсдам хулинче Сан-Сусси замокра пулнӑ тата ытти ҫӗре ҫитсе курнӑ.
Вырӑс чӗлхипе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ чух йӗркене пӑсакансем пуррине кабинетсенче лартса хунӑ камерӑсем асӑрхани, айӑпа кӗнӗ ачасене экзамена ҫитес ҫул кӑна тытмалла тунӑ.
Аса илтеретпӗр, вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ чух 4 ача йӗркене пӑсни куҫ тӗлне пулнӑ, физикӑпа иккӗн лекнӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн Вӗренӳ министерстви шкулсемпе видеоконференци ирттерни пирки те хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ каларӗ. «Экзамена карас телефонӗпе ан кӗрӗр», — хытах асӑрхаттарнӑ имӗш ун вӑхӑтӗнче.
Ҫав конференцире ларнӑ пӗр паллаканӑм мероприяти хыҫҫӑн класс ертӳҫи шпаргалкӑсем ҫырма та, телефонпа та усӑ курма хушнине, анчах вӗсене туалета кайсан пӑхма сӗннине пӗлтерчӗ. «Ырӑ» сӗнӗве вӑл тӳре-шара илтмен чух панӑ-ха ӗнтӗ.
Математикӑпа патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне тытнӑ чух, ав, тепӗр икӗ ача ҫакланнӑ. Вӗсем шпаргалкӑпа тата карас телефонӗпе усӑ курнӑ. Вӗсенчен пӗри — Йӗпреҫ районӗнчен иккен, тепри — Патӑрьелтен. Тем каламалла ӗнтӗ вӗсем пирки: те чееленме ӑсӗ ҫитмен тесе хакламалла, те маларах йӗркеллӗ вӗренсе пымалла пулнӑ темелле-ши?
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт шкулӗн 1–4-мӗш класӗсенчен вӗренсе тухнӑ хӗрачасемпе арҫын ачасем каникулӑн малтанхи уйӑхне шкул ҫумӗнче уҫӑлнӑ «Хӗвелпи» лагере ҫӳреме пикеннӗ. Унта вӗсем ирхи 8 сехет ҫурӑ тӗлне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Малтанах ачасем линейкӑна тӑраҫҫӗ, унтан ирхи хусканусем тӑваҫҫӗ.
Ирхи апат хыҫҫӑн тӗрлӗ конкурс, вӑйӑ, ӑмӑрту иртет. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн юрӑ-ташӑ, клуб сехечӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Ачасемпе пӗрлех вожатӑйсем (вӗсем — 7, 8-мӗш класра вӗренекен хӗрачасем), воспитательсем (кусем — шкулта вӗрентекенсем) кунӗпех пӗрле. Пурте вӗсем вӑхӑт кӑсӑклӑ, сисӗнмесӗр ирттӗр, лагерь кунӗсем асра юлччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ тесе ӗнентерет Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ял тӑрӑхӗ.
Сӑнсем (20)
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче шкул ачисем литературӑпа тата географипе пӗрлехи патшалӑх экзаменне тытрӗҫ. Ку предметсем тытма тивӗҫлисен шутнех кӗмеҫҫӗ. Вӗсене ачасем хӑйсем кӑмӑлӗпе, ӳлӗмрен ӑҫта вӗренме каяс тесе шухӑшлани тӑрӑх, суйлаҫҫӗ.
Географипе пурӗ 21 пин те 218-ӑн хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗсленӗ. 80 балтан пуҫласа 100 таран пухнисен хисепӗ мӗнпур йышран 8,2 процентпа танлашнӑ. Пӗлтӗр ун йышшисем икӗ хута яхӑн ытларах пулнӑ иккен. 57 ача географие йӑлт пӗлет иккен. Хайхисем 100 балл пухнӑ. Пӗлтӗр ун пек ӑслисем 193-ӗн пулнӑ.
Литературӑпа пӗрлехи патшалӑх экзаменне 36 пин те 127 ҫын тытнӑ. Пысӑк баллисем — 6 процента яхӑн. Пӗлтӗр 11,1 процент шутланнӑ. Пӗлтӗр 454-ӑн 100 бал пухайнӑ тӑк, кӑҫал — 203-ӗн.
Ӑслӑ ачасен йышӗ чакни пирки хальлӗхе официаллӑ комментарисем курмарӑм та, анчах пӳлӗмсенче видеокамерӑсем лартни, ытти енпе ҫирӗплетни хӑйӗн «тӗшшине» кӳнех-тӗр. Атту ачасене экзамента пулӑшса укҫа ӗҫлесе илни пирки вӗрентекенсем те, студентсем те каласа пани пирки хама та илтме тӳр килнӗччӗ те…
Ҫак уйӑхра Чӑваш Енре хӗҫпӑшаллӑ салтаксем, ҫар техники, ишмелли хатӗрсем тата авиаци кӗпӗрленнине курма тивӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫакӑ республикӑра масштаблӑ ҫар вӗрентӗвӗ иртнипе ҫыхӑннӑ.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енӗнри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентӗве Контртеррористла операцисене ертсе пыракан оперативлӑ штаб йӗркелет. Вӗрентӗве Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӗркелӗҫ. Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама ҫар техникине, ишмелли хатӗрсене тата авиацие явӑҫтармалла.
Ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мелӗсене пӑхӑнмалли, вӗренекенсене чӑрмантармалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пырать пулсан та йӗркене пӑсакан ҫав-ҫавах тупӑнать. Кӑҫал экзамена кӗрес умӗн яш-хӗре металл шыракан ятарлӑ хатӗрпе шырама пуҫлани пирки чылай калаҫрӗҫ. Чӑваш Енре пур пӗрех тӑватӑ ача экзамена карас телефонӗ йӑтса кӗме пултарнӑ.
Ку вырӑс чӗлхипе экзамен тытнӑ чухне пулнӑ. Тӑватӑ ача карас телефонпа усӑ курнине тупса палӑртнӑ, ҫавна май вӗсен кӑтартӑвне халӗ шута илмӗҫ.
Йӗркене пӑснине видеокамера пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. Кусем Вӑрмар, Елчӗк районӗсенче тата Шупашкарта пулнӑ. Тӑваттӑшӗнчен иккӗшӗ — шкула кӑҫал пӗтерекенсем, тепӗр иккӗшӗ — пӗлтӗрхисем. Халӗ вӗсем ҫак экзамена ҫитес ҫул ҫеҫ тытӗҫ.
Вырӑс чӗлхипе пӗтӗмпе 6 950 ҫын ППЭ тытнӑ. Пӗтӗмпе 38 пункт ӗҫленӗ.
«Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗрпӳре аслӑ ӳсӗмри ҫынсем валли университет уҫӑлнӑ. Кунта ватӑсем тӗрлӗ дисциплинӑна вӗренеҫҫӗ: копмьютертан пуҫласа пӗрремӗш медицина пулӑшӑвӗ парасси таранах.
Кунта ҫӳрекенсем психологпа иртекен занятире пӗр-пӗринпе хутшӑнма, пурнӑҫпа киленме вӗренеҫҫӗ. Ку ватӑсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Шӑпах ҫакна шута илсе Ҫӗрпӳри социаллӑ пулӑшу паракан центрта ҫакнашкал университет уҫнӑ ӗнтӗ. Занятисем — тӳлевсӗр.
Кунта аслӑ ӳсӗмри студентсем компьютерпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ, хӑйсен прависем пирки лайӑхрах пӗлеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех тренингсем иртеҫҫӗ. Пурте пӗрле музейсене экскурсие ҫӳреҫҫӗ. Ватӑсем патне юристсем, тухтӑрсем килеҫҫӗ.
Чулайӑшӗ скайппа калаҫма хӑнӑхнӑ, ҫавна май нумайӑшӗ компьютер туянма ӗмӗтленет-мӗн. Тӗлӗнмелле те, кунта хӗрарӑмсем ҫеҫ ҫӳреме кӑмӑл тунӑ. Вӗрентекенсем студентсене киле ӗҫ те параҫҫӗ. Тӗслӗхрен, хӗл валли курӑк пухса типӗтмелле.
Хӗрарӑмсем ытларах ҫыхма тата пӗҫерме вӗрентекен уроксене кӑмӑллаҫҫӗ иккен.
Вӗренӳ пӗр ҫул тӑсӑлать. Унтан студентсене виҫҫӗмӗш ӑру университечӗн лекцийӗсене итленине ӗнентерекен документ параҫҫӗ.
Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пырать. Нумаях пулмасть ППЭ тытмалли пӳлӗмсене видеокамерӑсем вырнаҫтарчӗҫ. Кӑҫал ав яш-хӗре экзамена металл шырамалли хатӗрпе тӗрӗслесе кӗртеҫҫӗ.
ППЭ ҫирӗпленнӗ май тӑватӑ ҫӗнӗлӗх кӗртме палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗ — кашни экзамена (ача ӑна тытаймарӗ тӗк) ҫулталӑк тӑршшӗпе тепӗр хут тытма май пулӗ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов «Известия» хаҫата панӑ интервьюра пӗлтернӗ.
Чиновниксен шухӑшӗпе, ку ППЭне «сутӑн илес» ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Ара, выпускник экзаменра «2» илчӗ тӗк ӑна тепӗр ҫул ҫеҫ тепӗр хут тытма пултарать-ҫке. Ҫакна кура ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкне май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать — «кирлӗ ҫынсене» укҫа та тӳлет…
Кунсӑр пуҫне ҫитес ҫул шкултан вӗренсе тухакансен сочинени ҫырма та хатӗрленмелле пулӗ. Ӑна вӗсем раштав уйӑхӗнче ҫырӗҫ. Унӑн кӑтартӑвӗпе килӗшӳллӗн ача ППЭ тытма пултарассине палӑртӗҫ. Енчен те сочинение икӗ хутӗнче те ҫыраймарӗ-тӗк экзамена тепӗр ҫул ҫеҫ тытӗ.
ППЭри ҫак улшӑнусем 2015 ҫулта пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |