ҪУР | 05 |
Паянхи кун тӗлне республикӑри шкулсенчен 73% ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кӗтсе илме хатӗр. Кун пирки Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерстви сайчӗ пӗлтерет. Ҫӗнӗ Шупашкарти учрежденисем 100 проценчӗпех хатӗр. Вӗсенчен Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Елчӗк районӗнчи шкулсем юлмаҫҫӗ — унта та 100% кӑтартупа танлашнӑ. Куславкка (92,5%), Ҫӗмӗрле (90%), Тӑвай (90%), Элӗк (85%), Сӗнтӗрвӑрри (85%) тата Патӑрьел районӗсенчи (85%) шкулсене те хатӗрлесе ҫитернипе пӗрех.
Ытти вӗренӳ учрежденийӗсене пӑхас пулсан муниципаллӑ комиссисем 196 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан (49%) учреждение, 35 (59%) ачасене хушма пӗлӳ паракан учреждение, республика шайӗнчи 10 (59%) пуҫламӑш тата 2 (40%) вӑтам професилле пӗлӳ паракан учреждение йышӑннӑ.
Пӗлме: Чӑваш Енре пӗтӗмешле шутласан пурӗ 439 шкул умӗнхи пӗлӳ паракан учреждени, 501 ахаль шкул, 11 каҫхи шкул.
Х.А. Ясауи ячӗллӗ казах-турккӑ тӗнче университечӗ ҫамрӑксене вӗренме кӗме йыхравлать. Майсем питӗ лайӑх вара: стипендине долларпа тӳллеҫҫӗ, ҫулталӑкне икӗ хут Шупашкара тӳлевсӗр (хӑйсен транспорчӗпе) кайса килме пулать, общежитипе тивӗҫтереҫҫӗ, кунне виҫӗ хут укҫасӑр ҫитереҫҫӗ. ППЭ (ЕГЭ) те памалла мар — собеседованипе (Шупашкартах) йышӑнаҫҫӗ. Ку йыхрав укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен йывӑртарах, анчах та пӗлӳ илесшӗн ҫамрӑксене ытларах кӑсӑклантармалла — университета кӗме укҫа тӳлес ҫук.
Ҫак университета вӗренме каяс кӑмӑл пулсан — ҫак хыпар айӗнче хӑвӑрӑн ҫыхӑну мелӗсене ҫырӑр (хушамат, ят, ашшӗ ячӗ; электронлӑ почта, карас инҫесасӑн номерӗ тата ыттисене). Хӑвӑрӑн май пулмасан — ыттисене пӗлтерӗр. Эпир ҫыхӑну мелӗсене университет элчисене парӑпӑр — вӗсем сирӗнпе ҫыхӑнӗҫ (ҫыхӑнӑва ҫапла йӗркелӗпӗр терӗҫ...).
Х.А. Ясауи ячӗллӗ казах-турккӑ тӗнче университетне 1991 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗнче Казахстан президенчӗ Н. Назарбаев 329№ Хушӑва алӑ пусса уҫнӑ. Ҫапла май Туркесстан патшалӑх университечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӗренӳ заведенине паллӑ философӑн тата ӑсчахӑн Ходжа Ахмет Ясауин ятне панӑ.
Акан 27-мӗшпе 29-мӗшӗсенче «Чӑваш Ен вӗрентекенӗ — 2011» ӑмӑрту иртӗ, унта чи пултаруллӑ вӗрентевҫӗне суйлӗҫ.
Ку иккӗмӗш тапхӑр пулӗ. Малараххинче вӗрентекенсем хӑйсен райнӗсемпе хулисенче тупӑшнӑ, халӗ вара пӗрремӗш тапхӑрта мала тухнӑ кашни 5 учитель маттурлӑхӗпе пултарулӑхне республика шайӗнче кӑтартма тӑрӑшӗ.
Ӑмӑртӑва йӗркелекенсем — Вӗрентӳ министерстви, Чӑваш Республикин вӗрентекенӗсен ассоциацийӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, тата ыттисем.
Конкурса 1992 ҫулта йӗркеленӗ. Чи малтан ҫӗнтерӳҫӗ ятне Ҫӗнӗ Шупашкарти 12-меш шкулта историне вӗрентекен Владимир Александрович Яранцев тивӗҫнӗ. Пӗлтӗрхи, 19 хут иртнӗ ӑмӑртура, Ҫӗмӗрлери 8-мӗш шкулта историе ӑса хывакан Петр Галанюк мала тухнӑ.
Пирӗн республикӑри шкулсенче тӑван ен культурине 1992 ҫултанпа вӗрентеҫҫӗ. Малтанхи вӑхӑтра ҫак предмета вӗрентме питех те ҫӑмӑл пулмарӗ пулин те, халь йывӑрлӑхсем айккинелле пӑрӑнса пыраҫҫӗ тесен те йӑнӑш пулмасть пуль. Ачасем валли 4-мӗш класран пуҫласа 8-мӗшне ҫитичченех ятарлӑ вӗренӳ кӗнекисем хатӗр, вӗсемпе ӗҫлесе пыма ӗҫ тетрачӗсем те ҫителӗклӗ кларса пыраҫҫӗ. Шкулсене уроксенче усӑ курма ятарласа ӳкернӗ видеофильмсем те килсе ҫитнӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе Е.В.Александрова туса пырать. Паллах, ҫак утӑмсем ачасене тӑван ен культурине вӗренсе пыма маллала хавхалантарса пыраҫҫӗ.
Уроксенче илнӗ пӗлӳпе усӑ курма пултарнине Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен ачасем те кӑтартса параҫҫӗ. Харӑсах икӗ ҫул — 2006 тата 2007 — М.Белкова вӗренекен республикӑра ирттернӗ «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивале («Асамат» номинаци) хутшӑнса виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнма пултарчӗ. Халӗ вара Шупашкартан тепӗр савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитрӗ: шкулта тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Александра Федорова республикӑра кӑҫал пӗрремӗш хут тӑван ен культурипе иртекен олимпиадӑра виҫҫӗмӗш вырӑна тухма пултарнӑ.
2011 ҫулта шкулсенчи компьютерсем Microsoft компанийӗн Windows операци системипе те, ирӗклӗ усӑ каракан Linux-па та ӗҫлӗҫ. Кун пирки Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтерет.
2010 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче программа тивӗҫтерӗвӗн стандартлӑ (базӑллӑ) пакетне (ПТСБП, выр. СБППО) кӗрекен комплектӑн лицензи килӗшӗвӗн вӑхӑчӗ тухни вӗренӳ учрежденийӗсене самай пӑшӑрхантарса ӳкернӗччӗ — вӗсем темиҫе хут ҫӑв вӑхӑта тӑсма ыйтнӑччӗ. Ҫапла май вара Microsoft хӑйсен программисене 2011 ҫулхи 1-мӗш кварталӗнче те усӑ курма ирӗк панӑ.
Паянхи куна илсен республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсем Microsoft компани кӑларакан программӑсене 1 ҫуллӑх лицензипе туянма заказ панӑ. Ҫапла май 2011 ҫулта шкулсенче Linux та, Windows та пулӗ.
Раштавӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унӑн теми — Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗ Вӗренӳ стандарчӗ тата Вӗренӳ саккунӗн проекчӗ. Калаҫу ҫак документсенче наци вӗрентӗвӗн ыйтӑвӗсем тавра пулчӗҫ. Вӑтам тата аслӑ шкулсенчи вӗрентӳ планӗсенче нацире регион компонентне сыхласа хӑварасси пирки те ыйту ҫӗклерӗҫ канашлӑва хутшӑнаканнисем. Кирлӗ те вӑхӑтлӑ калаҫӑва шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, шкул ӗҫӗн чиновникӗсем, методистсем, Г.Н. Волков академик тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен А.Ф. Мышкина профессор, Е.Р. Афанасьева тата В.А. Милютин доцентсем хутшӑнчӗҫ, факультетӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатрӗҫ. Ларӑва чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ, ЧНК вице-президенчӗ йӗркелесе тата ертсе пычӗ.
Ак ачасен ҫуллахи каникул вӗҫленчӗ те — авӑнӑн 1-мӗшӗ ҫитрӗ. Шкул ачисем, студентсем вӗренӳ заведенийӗсене ҫул тытрӗҫ. Паян — пӗлӳ кунӗ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче Чӑваш Енре пурӗ 503 шкул ӗҫлӗ. 126 пин ача ҫӳрӗ (2009-2010-мӗш вӗренӳ ҫулӗнче 125,8 пин пулнӑ). Пӗрремӗш хут партта хушшине 12 842 ача ларӗ (малтанхи ҫул — 12 208). 2009-10 вӗренӳ ҫулӗнче пӗр вӗрентекен ҫине вӑтамран 13 ача (Раҫҫейре — 10) килнӗ. Вӑтамран классенче 19,59 ача пулнӑ (Раҫҫейре — 18), вӑл шутра хула шкулӗсенче — 24,93; ялтисенче — 15,55.
2010-2011 вӗренӳ ҫулӗнче икӗ ҫӗнӗ шкул хута кайӗ: Патӑрьел районӗнче Сӑкӑт шкулӗ уҫӑлӗ, Тӑвай районӗнче — Кивӗ Элпуҫ шкулӗ. Ҫуртсене темиҫе уйӑх каялла ҫеҫ хӑпартма пуҫланӑ пулин те раштав уйӑхӗ тӗлне вӗсене уҫасшӑн. Сӑмах май, юлашки 10 ҫул хушшинче республикӑра шкулсем валли пурӗ 152 ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ.
Республикӑра хальхи вӑхӑтра 439 шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлет, вӗсене пурӗ 53 728 ача ҫӳрет.
22 аслӑ вӗренӳ заведенине пурӗ 73 409 студент вӗренӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи шкулсене ҫитес вӗренӳ ҫулӗнче пурӗ 2300 ача вӗренме кайӗ — кун пирки районӑн официаллӑ сайчӗ пӗлтерет. Пурӗ 13 шкул ӗҫлӗ — Сӗнтӗрвӑрринче 3 шкул, тата ҫавӑн пекех Аслӑ Хуракассинче, Карапашра, Кукашнире, Октябрьскинче, Сӗнтӗрпуҫре, Ҫичӗпӳртре, Турханкассинче, Урхас Кушкӑра, Чӑнкассинче, Шӗнерпуҫре, Шуршӑлта. Пӗрремӗш хут шкула 208 ача кайӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви сӗннӗ май пур шкулта та пӗрремӗш кун Право пӗлӗвӗн кунне ирттерӗҫ — ачасене вӗсен прависем пирки вӗрентӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫитсе пынӑ май тӗрӗслевсем иртеҫҫӗ. Акӑ нумай пулмасть, эрнекен, ҫурлан 27-мӗшӗнче шкул автобусӗсене тӗрӗслекен пӗрлехи комисси членӗсем Етӗрне районне ҫитсе вырӑнти автобуссем 2010-11 вӗренӳ ҫулӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсене ачасене турттарма епле хатӗрленнине тӗрӗслерӗҫ. Вӗсемпе пӗрле Етӗрне районӗнчи ҪҪХПИ ШӖУ (ОВД ГИБДД) инспекторӗ тата Чӑваш Республикинчи Патавтоҫул управленийӗн патшалӑх инспекторӗсем пучӗҫ. Тӗплӗ тӗрӗслерӗҫ.
Етӗрне районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче пурӗ 20 автобус: 20 КАВЗ, 3 САРЗ, 3 ПАЗ, 2 Газель.
Тӗрӗслевҫӗсем пур хут та йӗркеллине, техника юсавлине ҫирӗплетрӗҫ — ача-пӑчана вӗсем шкула илсе ҫӳреме юрӑхлӑ.
Пуш уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче куҫӑмлӑ майпа вӗренекен V курс студенчӗсем патшалӑх экзаменӗ тытрӗҫ. Анчахрах шкулта практикӑра пулнӑскерсен ӑсталӑхӗ туптанни куҫ кӗретех сисӗнчӗ. Ыйтусем ҫине хуравланӑ чухне вӗсем хӑйсене вӗрентекен пек тытма, уҫӑмлӑ калаҫма хӑнӑхни палӑрчӗ. Экзамена пур студент та ӑнӑҫлӑ пачӗ. 11-05 ушкӑнра вӗренекенсенчен вунпӗрӗшӗ «5» паллӑ, тӑххӑрӑшӗ «4» паллӑ илчӗҫ. 12-05 ушкӑнра вара вуникӗ «5»,
вунтӑваттӑ «4». Студентсене патшалӑх экзамен комиссийӗн председателӗ, факультет деканӗ В.Г. Родионов профессор саламларӗ, диплом ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӗпчеме-ҫырма вӑй-хӑват сунчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |