Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи чӑваш чӗлхи учителӗсем черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Чӗлхе ӑстисем Вӑрмар вӑтам шкулӗнче «Тинӗс те типме пултарать» тата «Кольӑпа Дима Штрауспа паллашаҫҫӗ» темӑсемпе иртнӗ уроксенче пулнӑ.
Уҫӑ уроксене ҫак шкул вӗрентекенӗсем — Г.Н.Васильева тата Г.А.Левина — ертсе пынӑ. Кавал шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н.Ю.Авакова «Йӑлана кӗнӗ урока ҫӗнӗллӗ ирттересси» ӑсталӑх класӗ ирттернӗ, вӗренӳ стандарчӗ ыйтакан пӗр меслетпе паллаштарнӑ. Чупайри вӑтам шкул вӗрентекенӗ Л.А. Цыфаркина хальхи вӑхӑтра уроксене икӗ культурӑна тӗпе хурса йӗркелемеллине палӑртнӑ, Александр Алкапа Александр Пушкинӑн хайлавӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ урокӑн пӗр пайӗпе паллаштарнӑ.
Ӑсталӑх класӗсем тата уҫӑ уроксем пурин кӑмӑлне те кайнӑ. Вӗрентекенсем ачасене тӑван чӗлхепе, чӑваш халӑхӗн литературипе ытларах кӑсӑклантармаллине палӑртнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай вӑтам шкулӗ ҫумӗнче биологи учителӗсен «Хальхи шкулти биологи урокӗсем» район шайӗнчи фестиваль иртнӗ. Унта 8 педагог хутшӑннӑ.
Фестивале биологи урокӗсен ӑслӑлӑх-методика шайне ӳстерес, пултаруллӑ биологи вӗрентекенсене тупса палӑртас, ачасене ҫак предметпа ытларах кӑсӑклантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Уҫӑ уроксенче, класс тулашӗнчи мероприятисенче фестивале хутшӑнакансем ӗҫтешӗсене хӑйсен опычӗсемпе паллаштарнӑ.
Экспертсем фестивале хутшӑнакансен ӗҫӗсене 18 критерипе хакланӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн «Биологие юратни» номинацире Елена Николаевна Орлова ҫӗнтернӗ. «Пӗрлештернӗ урок» номинацире Валентина Анисимовна Ядранская 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Класс тулашӗнчи ӗҫсенче Ираида Вячеславовна Маркова — 1-мӗш вырӑн, Сергей Дмитриевич Мигушкин — 2-мӗш вырӑн, Людмила Николаевна Ермолаева, Эльвира Николаевна Денисова, Ольга Алексеевна Скворцова 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Студентсен общежитийӗшӗн шутран ытла тӳлеттермелли марри ҫинчен калакан саккун проектне РФ Патшалӑх Думи пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, аслӑ шкулсемпе ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакансен общежитийӗсем епле пулмаллине ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата ӑслӑлӑх министертстви ҫирӗплетесси ҫинчен каланӑ. Пурӑннишӗн тата коммуналлӑ пулушӑшӑн тӳлессине ҫурта тытса тӑнипе юсанин хакӗсем кӗмелле. Общежитинче пурӑннин хакне патшалӑх влаҫ органӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем татса памалла.
Ҫӑмӑллӑхлӑ категориллисене общежитишӗн пӗчӗкрех хакпа тӳлеттерме е пачах та тӳлеттермесен те юрать. Саккуна йышӑнса пӗтерсен тӳлев хакӗ уйӑхсерен 300 тенкӗрен пуҫласа 600 тенкӗ таран кӑна пулмалла. Вӑл общежити пахалӑхӗнчен килмелле-мӗн.
Хальхи вӑхӑтра тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмшӗн 5 пин тенкӗрен пуҫласа 15 тенкӗ тӳлекенсем те пур иккен.
Вӗренӳ отраслӗ юлашки ҫулсенче улшӑну хыҫҫӑн улшӑну тӳссе иртерет. Халӗ тата ҫӗршывӑн Вӗренӳ министерстви «ылтӑн» тата «кӗмӗл» медаль парассине пӑрахӑҫлама йышӑнчӗ.
Тӳррипе каласан, ку хаклава тӗрлӗрен йышӑнма пулать-ха. Мӗнпур предмета ҫын (ача тейӗпӗр) алӑри пилӗк пӳрнене пӗлнӗ евӗр пӗлни мана, сӑмахран, иккӗлентерет. Нимӗҫ чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахпа калакан «вундеркиндсем», чӑвашла вӑл тӗлӗнтермӗш-ача тенине пӗлтерет, пин те пӗрре ҫуралаҫҫӗ тенине илтнӗ-ха… Юрӗ, тен, йышлӑ та пулӗ мӗнпур ӑслӑлӑха пӗр пек чаплӑ шӗкӗлчекен ӑслӑ ачасем…
Айккинеллех пӑрӑнса кайрӑм-ха. Медальсем патне таврӑнсан, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вӗренӳре пур енлӗн ӗлкӗрсе пыракансене хавхалантарма «ылтӑн» тата «кӗмӗл» медальсене упраса хӑварасси пирки хулан Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче каланӑ. Ара, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх маттур вӗренекенсене хавхалантарма ирӗк пур та, медальсене хӑварни ытлашши пулас ҫук-тӑр.
Паян Нестер Янкас сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ куна халалласа Канаш районӗнчи Сиккассинчи вулавӑш ӗҫченӗсем А.И. Миттов ячӗллӗ вӑтам шкулта «Янкас сӑввисем» лирика сехечӗ ирттернӗ.
Уява Сиккасси культура керменӗн ӗҫченӗсем Нестер Янкасӑн «Кӑмӑл» сӑвви тӑрӑх кӗвӗленӗ юрӑпа уҫнӑ. Сиккасси ял вулавӑш ӗҫченӗсем З.Г. Мукшинапа В.М. Мурзукова сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Е.М. Александрова Нестер Янкаса халалланӑ хӑтлавпа паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене тишкернӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем вуланӑ сӑвӑсем уйрӑмах чуна хускатрӗҫ тесе пӗлтереҫҫӗ унта пулнисем. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекен Андрей Изенгеев, халӗ вӑл Сиккасси шкулӗнче парктика ирттерет, Нестер Янкасӑн «Ывӑл» сӑввине лайӑх вуланӑ. Уяв викторинӑпа вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (7)
Шупашкар хула администрацийӗнче вӗрену заведенийӗсенче воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумсемпе канашлу иртнӗ. Унта аслӑ шкулсенче тата професси пӗлӗвӗ паракан техникум-колледжсенче воспитани енӗпе вӑйлӑрах ӗҫлемелле тесе йышӑннӑ.
Ларура Шупашкарта вӗренӳ проекчӗсене тӑвас ӗҫе те сӳтсе явнӑ. Унта палӑртнӑ тарӑх, 1-мӗш курса килекен студентӑн вӗренӳ заведенийӗпе, студентсен канашӗпе, студентсен ытти хӑйтытӑмлӑхӗпе паллашмалла. Ҫавӑн пекех «Проект шкулӗ» проекта пурнӑҫа кӗртме сӗннӗ. Унпа килӗшӳллӗн студентсене проектсем хатӗрлеме, вӗсене хӑтлама, хӳтӗлеме вӗрентӗҫ. Пӗр сӑмахпа, грант конкурсӗсене тӑртамашкӑн хатӗрлӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназире семинар иртнӗ. Унта вӗренӳри ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Семинара ЧР вӗренӳ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Светлана Петрова ирттернӗ.
Светлана Петрова Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Халӗ ППЭне тытмалли кашни пунктра металлодетекторсем вырнаҫтарӗҫ. Ҫакна шкул ачисем экзаменра планшетпа, карас телефонӗпе, ытти хатӗрпе усӑ ан курччӑр тесе тӑваҫҫӗ. Йӗркене пӑхӑнмасан экзамен кӑтартӑвӗсене шута илмеҫҫӗ. Семинарта вӗренӳ кӗнекисем пирки те калаҫнӑ. Вӗсене тӳлевсӗр параҫҫӗ. Ытларахӑшне республика туянать. Ҫавӑн пекех кӑҫалтан пуҫласа медальсем пама пӑрахнине, аттестатсем кӑвак тӗслӗ ҫеҫ пулнине палӑртнӑ. Семинар ӑсталӑх класӗсемпе вӗҫленнӗ.
Ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса Раҫҫейри аслӑ шкулсенче студентсене салтаксене тата саппасри сержантсене хатӗрлемелли программӑпа вӗрентме тытнӗҫ. Ку ҫар кафедри ҫук аслӑ шкулсенче вӗренӗве пӑрахмасӑр служба тухма май парать.
Программӑпа килӗшӳллӗн теори курсӗ 450 сехет пулӗ, вӗсене виҫӗ уйӑхлӑха пухӗҫ. Аслӑ шкул ҫумӗнчи, ҫар чаҫӗнче е ҫар-вӗренӳ центрӗнче кунашкал курссене пӗтернӗ студентсене салтакӑн е саппасри сержантӑн ҫар билетне парӗҫ. РФ хӳтӗлев министрӗн ҫумӗ Николай Панков каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе Раҫҫейре ҫар кафедри 72 аслӑ шкулта пур. ЧР Ҫар комиссариачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра хальлӗхе ҫар курсӗсене кӗртмен. Тен, малашне вӗсене уҫӗҫ те.
Тӗнче тетелне тухни, кашни ача аллинче карас телефонӗпе хальхи вӑхӑтри ытти хатӗрсемпе усӑ курни вӗренӳре кансӗрлет тетпӗр-ха та, анчах хӑш чухне вӑл та кирлӗ. Сусӑр ачасене карас интернечӗ вӗренӳре пулӑшмалла та. Кун пирки республикӑн Информаци политикин министерстви пӗлтерет.
Ачасене килте ларса пӗлӳ тӗнчине кӗме карас ҫыхӑнӑвӗпе тивӗҫтерекен операторсенчен пӗри май туса панӑ. Вӗрентӗвӗн ҫӗнӗ тытӑмӗ хальлӗхе Чӑваш Енри 55 ял-хулара вӑя кӗнӗ. 3G модемсем тата роутерсем пулӑшнипе ачасем онлайн меслечӗпе видеоуроксенче лараҫҫӗ, учительсемпе ҫыхӑнаҫҫӗ, экзамен та ҫаплах тытӗҫ. Ҫыхӑнупа тивӗҫтерекен оператор сигнал вӑйлӑрах пултӑр тесе ачасене ятарлӑ антеннӑсем тӳлевсӗр валеҫсе панӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче сывӑ пурнӑҫ йӗркине халалласа акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗсем районти 5-6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче интеллектуаллӑ марафон ирттерчӗҫ. Марафона Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулӗн виҫӗ ушкӑнӗ, Питӗркасси тата Атнар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем, Шулю, Тури Ҫӗрпӳкасси тата Штанаш тулли мар вӑтам шкулӗсен вӗренекенӗсем хутшӑнчӗҫ.
Программӑна Наталия Артемьева ертсе пычӗ. Командӑсем пухӑннисене хӑйсемпе акӑлчан чӗлхипе паллаштарчӗҫ. Унтан кашни команда спорт тата сывӑ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ вӑйӑсенче тупӑшрӗ: Олимпиада символӗн пилӗк ункине парӑнтарма сӑвӑ калама, физкультура тума та тӗрлӗ конкурссем витӗр тухма тиврӗ ачасен.
Хӗрлӗ Чутайри 5-мӗш класра вӗренекенсем «Тухтӑр сӗнӗвӗсем» сценка лартса пачӗҫ, витаминсемпе паллаштарчӗҫ. 11-мӗшӗнчи Анжела Патьянова, Любовь Катюкова тата Юлия Инжебейкина хаваслӑ кӗвӗпе пухӑннисене ташлаттарчӗҫ. Командӑсенчи вӗренекенсем марафонта хӑйсем акӑлчан чӗлхине лайӑх пӗлнине кӑтартса пачӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |