ЧР Аслӑ сучӗ Г.Лебедев ячӗллӗ чӑваш наци лицейӗн корпусӗсене Шупашкарти Граждан урамӗнчех хӑварма, пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттерме йышӑннӑ. Эппин, лицей кӗҫех республикӑри пултаруллӑ ачасене йышӑнма пултарӗ.
ЧР Аслӑ сучӗн залне лицей шӑпишӗн пӑшӑрханакансем пухӑннӑ. Унччен районти судра выляса янӑ ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем алӑ усман — Аслӑ суда аппеляци панӑ. Суд вара вӗсен майлӑ пулнӑ.
Анчах, чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, лицей ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑнсан унта, унчченхипе танлаштарсан, ача виҫӗ хут сахалрах вӗренӗ. Ҫавна май унта вӗренме килекенсен ҫирӗп суйлав витӗр тухма тивӗ.
Музыка енӗпе те вӗрентӗҫ. Кунсӑр пуҫне лицей статусӗпе килӗшсе тӑракан квалификациллӗ вӗрентекенсемпе воспитательсене шырама тивӗ. Йӑлтах — хула влаҫӗн аллинче. Лицее муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республикӑнне куҫарма май килмен.
Кунта пӗлтӗрех пӗчӗк юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Ун чухне хыснаран уйӑрнӑ 1 миллион тенкӗпе душ пӳлӗмӗсене ҫӗнетнӗ. Анчах лицей ӗҫне икӗ ҫул каялла ишӗлес хӑрушлӑх пур стенашӑн чарса лартнӑ. Халӗ ӑна юсмашкӑн кӑна 9 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах юсав ӗҫӗсем хӑҫан тытӑнасси паллӑ мар-ха.
Республикӑри шкулсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленеҫҫӗ. Чылайӑшӗ ачасене кӗтсе илме хатӗр ӗнтӗ.
Патӑрьел районӗнчи 24 шкул вӗренӳ ҫулне пуҫлама хатӗр. Тепӗр 7 шкул хальлӗхе ку енӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкул тӗрӗслев комиссине килме 9 кун тӑхтама ыйтнӑ. Кунта сусӑр ачасене вӗренмелли условисем тӑвасшӑн-мӗн.
Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулта 360 ача вӗренет, вӗсенчен 6-шӗ — сусӑрсем. Гелсирень Абейдуллова директор каланӑ тӑрӑх, шкул 1976 ҫулта уҫӑлнӑ, анчах унтанпа пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттермен. Кӑҫал сусӑрсем валли мӗнпур условие тума палӑртнӑ-мӗн. Иккӗмӗш хута юсаса пӗтернӗ, халӗ пӗрремӗшӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
Юсав ӗҫӗсене авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтерессе шантараҫҫӗ шӑнкӑртамсем.
Авӑнӑн 1-мӗшӗнче республикӑри тӳрленмелли колонисенче те Пӗлӳ кунне уявлӗҫ.
2014–2015 ҫулсенче айӑпланнӑ 678 ҫын вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнӗ. Колонисенче 30 ҫула ҫитменнисем валли пӗлӳ илмелли пур условие те туса панӑ. Вӗсенче пӗтӗмпе вӗренӳпе консультацин 10 пункчӗ ӗҫлет.
Пӗлтӗрхи кӑтартӑва илес тӗк, айӑпланнӑ 174 ҫын экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса аттестат илнӗ. Вӗсенчен пӗр хӗрарӑм Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне ӑнӑҫлӑ тытнӑ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле мӗн пур пункта тӗрӗсленӗ. Пӳлӗмсенче юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, вӗренӳ литературине те ҫӗнетнӗ.
Иртнӗ эрнере «Артек» ача-пӑча уйлӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри аэрокосмос смени уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Енрен Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ. Ачасем «CanSat в России» Пӗтӗм Раҫҫейри инноваци проектне хутшӑннӑ. Ку проект вӗҫекен аппаратсем шухӑшласа кӑларакансене пӗрлештерет. Пӗчӗк кӑна хатӗр шухӑшласа кӑларакансем проекта хутшӑнса конкурсра ӑмӑртаҫҫӗ.
Космосм сменине Мускаври, Питӗрти, Калугӑри, Сарӑтури тата Саха (Якути) республикинчи ачасем пуҫтарӑннӑ. Ачасем ракетӑсем вӗҫтереҫҫӗ, спутнкисем пӗлтернине йышӑнаҫҫӗ, телескопсем пулӑшнипе тӗпчевсем ирттереҫҫӗ.
Уйлӑха Юрий Лончаков, Сергей Ревин тата Сергей Рязанский космонавтсемпе пӗрле вӗҫсе кайни те ачасен асӗнче яланлӑха юлӗ.
РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Петропавловск-Камчатска ӗҫпе кайсан 2015 ҫулта вырӑс чӗлхипе Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗнче тест пайне кӑларасси пирки пӗлтернӗ.
«Математикӑра тата вырӑс литературинче тест ыйтӑвӗсене кӑларнӑ ӗнтӗ. Ҫитес ҫул вырӑс чӗлхипе ҫакӑн пекех пулӗ. Унта хуравне суйламалли ыйтусем пулмӗҫ. Ытти предметра та кунашкал ыйтусен шутне чакарӗҫ», — тенӗ Дмитрий Ливанов.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ППЭри кунашкал ыйтусене чакарас ӗҫ пырать. Пурӑна киле ҫакнашкал ыйтусем пачах юлмӗҫ. Анчах ку ӗҫе майпен туса пымалла-мӗн: ачасемпе вӗрентекенсем хӑнӑхчӑр.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче вӗренме кӗмелли тапхӑр вӗҫленнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Крым ҫамрӑкӗсем республикӑри аслӑ шкула вӗренме кӗме кӑмӑл туман.
Крымри яш-хӗре вӗренмешкӗн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра 5 квота уйӑрнӑ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра — 10. Вӗсенчен пӗри те кирлӗ пулман-мӗн.
Унччен вара Крымра пурӑнакан, Украинӑри аслӑ шкулсенче вӗренекен 1,3 пин ытла студент Раҫҫейри аслӑ шкула куҫарма ыйтса ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Севастопольте ҫуралнӑ 280 яш-хӗр, Крымра пурӑнакан 1000 яхӑн студент ҫакнашкал ыйту ҫырнӑ.
Шупашкарти аэроклубра ҫул ҫитменнисем валли кӑнтӑрлахи ҫар вӗрентӗвне йӗркеленӗ.
Профиль сменине ҫак эрнере савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов генерал-майор, республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, ДОСААФӑн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Сергей Матвеев, Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Козюра, десантниксен «Синева» ҫарпа спорт клубӗн ертӳҫи Олег Ялугин хутшӑннӑ. Ачасене вӗсем патриот пулса ӳсме, тӑван ҫӗре юратма тата перекетлеме сӗннӗ.
Ялав хӑпартса мероприятие уҫнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Наркоконтролӗн спецназӗ хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Сӑнсем (12)
Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Патреккелти тӗп пӗлӳ паракан шкула Белоруҫрен парне килсе ҫитнӗ. Хӑй тӗллӗн мар-ха. Ӑна асӑннӑ тӑрӑхра пурӑнакан Миллинсен ҫемйи илсе килнӗ.
Зинаида Ивановнӑпа Борис Николаевич Миллинсем хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ шкулта пӗлӳ пухнӑ. Халӗ вӗсем тӑван кӗтесре инҫетре пурӑнаҫҫӗ. Хастарсем Белоруҫри чӑвашсем хушшинче хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ. Унта вӗсем «Шупашкар» элчелӗх пайташӗсем шутланаҫҫӗ.
Ачалӑхӑн пӗр пайӗ иртнӗ вӗренӳ заведенине вӗсем «Сокровища русского искусства», «Энциклопедии тайн и загадок Вселенной», «История России», «Школьная библиотека», «Библиотека путешествий», «Новая школьная библиотека» серинчи кӗнекесене, сӑмахсарсене, энциклопедисене тата вырӑс тата хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсен хайлавӗсене илсе килнӗ. Уҫӑ кӑмӑллӑ ҫемьене пула шкулти вулавӑш 48 кӗнекепе пуянланнӑ.
РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ представительстви ҫумӗнче иртекен чӑваш чӗлхи курсне кӑҫалхи ҫурла-авӑн уйӑхӗсенче пухаҫҫӗ.
Курс РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ представительстви ҫумӗнче пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче йӗркеленнӗ. Вӑл унччен те ӗҫленӗ-ха, анчах пӳлӗмсӗр тӑрса юлсан РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков вӗсене хӑйсем патне чӗннӗ. Чӑваш чӗлхи курсне Тутар Республикинче ҫуралнӑ, Воркута хулинче ӳснӗ Александр Савельев йӗркеленӗ. Ача чухне ӑна ашшӗ-амӑшӗ вырӑсла вӗрентнӗ. Чӑваш чӗлхине вӑл хӑй тӗллӗн вӗреннӗ. Александр чӑваш чӗлхи курсне йӗркелесен вӗрентекен тилхепине Евгений Степанова шаннӑ.
Пӗлтӗр курсра Мускав тата Мускав облаҫӗнче пурӑнакан 20 яхӑн ҫын вӗреннӗ. Вӗсем кӑҫал та малалла ӑс пухӗҫ. Курса юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫма палӑртнӑ.
Шкулсенче, асла шкулсенче вӗренекенсем валли кӗнекесем тӑтӑшах хатӗрлесе кӑлараҫҫӗ. Нумаях пулмасть 1-4-мӗш классенче ӑс пухакансем валли «Синонимсемпе антонимсен словарӗ» чӑвашла тухнӑ.
Ӑна чылай вӗренӳ кӗнекисемпе словарьсен авторӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Леонид Сергеев профессор хатӗрленӗ.
Кӗнекене пӗр пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем — синонимсем — тата час-часах усӑ куракан антонимсем кӗнӗ. Чӗлхере антонимсемпе синонимсем тачӑ ҫыхӑннӑ. Кӗнекери икӗ словарьпе питӗ меллӗ усӑ курма. Вӑл шкулта, гимназире, колледжра вӗрнекенсемшӗн уйрӑмах паха.
Кашни синонимпа антонима ваттисен сӑмахӗпе, цитатӑпа, халӑх пултарулӑхӗнчи предложенипе ӑнлантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |