Улатӑр тӑрӑхӗнчи прокуратура Чӑвашупрдор предприяти Улатӑртан Патӑрьеле каякан ҫул хӗррине йӗркеллӗ тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ.
Аслӑ ҫул хӗррипе йывӑҫсемпе тӗмсем тӳнсе кайса ҫӗрсе выртнӑ, халь-халь персе анас пек усӑнса ларакансем те пулнӑ. Пластик савӑт-сапа, целлофан хутаҫ йӑваланса выртнӑ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса надзор органӗ Чӑвашупрдор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.
Улатӑр муниципаллӑ округӗнче вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавӗ — аҫа ҫапни.
Инкеке ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 15 сехетре асӑрханӑ. Ҫалавҫӑсем пушар вырӑнне вӑхӑтра пырса ҫитсе вут-ҫулӑма ытлашши сарӑлса кайма паман, васкавлӑн сӳнтернӗ.
Эйпеҫ вӑрман хуҫалӑхӗнчи вӑрманти йывӑҫа аҫа ҫапнине пула пушар 0,035 гектар ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑма ҫур сехетрен сӳнтернӗ, мӗнпур ӗҫе 17 сехет те 30 минутра вӗҫленӗ.
Ҫак ӗҫе Вӑрман хуралӗн 5 ӗҫченӗ тата вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан 10 специалист хутшӑннӑ. Вӗсем техникӑпа, ҫав шутра, плуглӑ тракторпа, ӗҫленӗ.
Мари Элте вӑрман касакансем тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва тӗрлӗ регионти 40 ытла ҫын хутшӑннӑ. Пирӗн ентешсем унта палӑрнӑ.
Артем Шашков, Андрей Климин, Сергей Субботин, Андрей Епифанов тата Евгений Шурнеев команда зачетӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Харпӑр зачетра Андрей Климин - 2-мӗш вырӑн, Артем Шашков - 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Юниорсен хушшинче Евгений Шурнеев 2-мӗш вырӑна тухнӑ.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗнче ҫакнашкал конкурса Улатӑр вӑрман хуҫалӑхӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Шӑмӑршӑри вӑрманта ача ҫапнине пула пушар пулнӑ.
Унта йывӑҫа аҫа ҫапнӑ, ун хыҫҫӑн вӑрман ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑма 25 ҫын, 2 трактор, 1 автоцистерна сӳнтернӗ. 16 сехет те 20 минутра пушара сӳнтернӗ. Ҫулӑм 0,19 гектар ҫинче алхаснӑ.
Аса илтерер: республикӑра пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта – 5-мӗш класс. Ун пек чухне ҫынсен вӑрмана кӗме юрамасть.
Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнче вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем тупӑшнӑ. 12 ӑста хӑйсен пӗлӗвне, ӑсталӑхне тӗрӗсленӗ.
Чи лайӑххин ятне Иван Кадыков ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Вӑрнарти вӑрман хуҫалӑхӗнче вӑрмана сыхлакан патшалӑх инспекторӗнче ӗҫлет. Ҫӗнтерӳҫе кубокпа тата дипломпа кӑна чысламан. Ӑна хаклӑ парне те, бензопӑчкӑ, панӑ.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкар округӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗн вӑрмана сыхлакан тата хӳтӗлекен инспектор Станислав Васильев тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Комсомольскинчи вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗ Эдуард Павлов тухнӑ.
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче хыр тункатине асӑрханӑ. Унӑн диаметрӗ 28 сантиметр пулнӑ.
Йывӑҫа кам каснӑ? Ҫав ҫынна инҫех мар вырнаҫнӑ ялта тупнӑ. Хайхи арҫын документсемсӗрех хӑрӑк йывӑҫсем касса вутӑ хатӗрленӗ. Типнӗ хыра касса вӑл ӑна киле илсе килнӗ.
Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Суд ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн вӑрман фондне кӳнӗ тӑкака саплаштармалла.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе республикӑра пушар хӑрушсӑрлӑхӗн 4-мӗш класӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав кунранпа ахаль ҫынсен вӑрмана кӗме юрамасть.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе регионта уй рӑм пушар хӑрушсӑрлӑхӗн режимӗ вӑйра пулнӑ. Ун чухне вӑрманта кӑвайт чӗртме, шашлӑк ӑшалама, ҫӳп-ҫап ҫунтарма юраман.
Йӗркене пӑсакан ахаль ҫынсен 40-50 пин, должноҫри ҫынсен 60-90 пин, юридици сӑпачӗсен 600 пинрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Чӑваш Енре йывӑҫ хунавӗ ӳстермешкӗн питомниксенче вӑрман ӳсен-тӑранне акма пуҫланӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш тата Киров лесничествинче пӗтӗмпе 0,43 гектар акнӑ. Чылай пайӗ - хыр. Унсӑр пуҫне чӑрӑш та, Ҫӗпӗр лиственницине те акнӑ.
Питомниксен ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем икӗ ҫултан вӑй илсе хунав пулӗҫ. Ҫавӑн чухне вӗсене вӑрмана тухса лартма юрать.
Паянтан республикӑра пушарпа кӗрешмелли ятарлӑ режим вӑя кӗнӗ. Ӑна ятарлӑ йышӑну кӑларсан кӑна пӑрахӑҫлӗҫ.
Ҫак тапхӑрта вӑрманта кӑвайт чӗртме, какай ӑшалама, вӑрман ҫывӑхӗнче, ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ уй-хирте ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть. Пушар тухас хӑрушлӑх 4-мӗш тата 5-мӗш шая ҫитсен ҫынсене вӑрмана кӗртме пӑрахӗҫ. Пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк вырӑнсенче патруль кӑларма палӑртнӑ.
Йӗркене пӑснӑшӑн ахаль ҫынсен – 20 пин таран, должноҫри ҫынсен – 60 пин таран, организацисен 800 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Чӑваш Енри вӑрмансене пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Пирӗн республика кӑҫал ҫав тӗллевпе 11 беспилотник туянма палӑртса хунӑ.
Ку хыпара Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ Дмитрий Краснов Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи стратегилле аталану тата проект енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Дмитрий Краснов «Пилотсӑр вӗҫекен авиаци тытӑмӗ» ҫӗнӗ проектшӑн яваплӑ иккен.
Федераци проектне пурнӑҫласа республикӑра «Тӑван ҫӗршывра туса кӑларнӑ авиаци тытӑмне туянассине аталантарасси» регионти проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ. Унӑн ертӳҫи Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов яваплӑ пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |