Паянхи кун пирӗн «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен конкурсне пӗтӗмлетмеллеччӗ. Шел те, 23 сехет ҫитрӗ пулин те кам мала тухнисене, кам парне илме тивӗҫлисене эпир хальлӗхе калаймастпӑр. Пахалас ӗҫ халӗ те вӗҫленмен-ха. Ҫавӑнпа та пӗтӗмлетӗве кӑштах куҫарма тивӗ — пуш уйӑхӗн 7-мӗшне.
Ҫак вӑхӑт тӗлне эпир нарӑсӑн 6-мӗшччен ярса панӑ пур видеосене те вырнаҫтарма ӗлкӗртӗмӗр (вӗсемпе эсир «Шкул ТВ» интернетри телеканалта паллашма пултаратӑр, пурӗ 650 яхӑн ӗҫ) тата хутшӑнакансен карточкисене пӗр вырӑна пухма. Хальхи вӑхӑтра эпир чи лайӑх ӗҫсене суйлатпӑр — ку ӗҫре видеосенчен ҫуррине ытла пӑхса тухнӑ ӗнтӗ. Кайран вара чи лайӑххисене ытти хаклавҫӑсене пӑхса тухма парасшӑн. Вӗсем те хакланӑ хыҫҫӑн вӑтам балл шутласа кӑларса малти вырӑнсене палӑртӑпӑр. Парне илме тивӗҫлисене кашни ушкӑнра 10-шар ӗҫ палӑртас шухӑшлӑ. 1-мӗш вырӑна 1 ӗҫ тивӗҫӗ, 2-мӗшне — 2; 3-мӗшне — 3 ӗҫ. Тата тӑватӑ ӗҫе хавхалантару парнипе савӑнтарӑпӑр. Ҫапла май 50 хутшӑнакана чыслас шухӑшлӑ (5 ушкӑн; кашнинче 10 ӗҫ).
Ӑмӑрту статистики пирки.
«Нон-стоп» этрада ташшисен ача-пӑча ушкӑнӗ Хусанта иртнӗ «Вдохновение-17» конкурсран лауреат дипломӗпе таврӑннӑ.
Конкурс фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем, солистсем (вӗсен йышӗнче чун ыйтнипе юрлакансем те, профессионалсем те пулнӑ) хутшӑннӑ. Ачасем «Инструментпа юрласси», «Хореографи», «Вокал», «Хорпа юрласси» номинцисенче пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн «Нон-стоп» эстрада ташшисен ушкӑнӗ виҫӗ хореографи постановки лартнӑ: «Сунчӑкпа ташласси», «Ращара», «Театр». Сӑмах май, «Хореографи» номинацире Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 60 ытла ушкӑн тупӑшнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчипех тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗҫ. Ку уява ЮНЕСКО 1999 ҫулта иртнӗ 30-мӗш Генераллӑ канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫирӗплетнӗ. Ҫав кун умӗн Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи шкулта чӑваш чӗлхипе литературин урокӗсен улттӑмӗш фестивальне ирттернӗ. Уҫӑ уроксене 22 вӗрентекен пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ шкултан пырса ҫитнӗскерсем ачасемпе пӗр чӗлхе тупса урока кӑсӑклӑ ирттерме пултарнӑ.
Тренккассисем хӑйсем патӗнче Владимир Путин пулнине паян та манмаҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекен Ираида Фомина ҫав саманта ӑшшӑн аса илнине Чӑваш Енӗн ПТРК пӗлтерет. «Эсир питӗ хитре каалҫнине кура чӑвашла вӗренес килсе кайрӗ», — ҫӗршыв Президенчӗн ҫак сӑмахӗсене вӑл халӗ те ӑшшӑн аса илсе ачасене хавхаланупа вӗрентет. Чӑн та, ҫиччӗмӗшне ҫӳрекен тутар хӗрӗ Азалия Гималиева та, ав, чӑвашла кӑмӑлтан вӗреннине палӑртнӑ.
Шупашкар хӗрарӑмӗ тӑватӑ уйӑхри пепкине вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл пӗр шкулта вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. Ӗҫтешӗсем ӑна лайӑх педагог пек пӗлеҫҫӗ.
44-ри хӗрарӑм ачипе пульницӑра сипленнӗ. Хайхискер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ир енне пепкине палатӑри сӗтел ҫине хунӑ, сӑмсине тата тутине аллипе хупланӑ. Ача сывлӑш ҫитменнине вилнӗ.
Ӗҫтешӗсем ун пирки лайӑх амӑшӗ теҫҫӗ. Ирхи 3 сехетре ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм ачине вӗлерме тӑнине ӗненмеҫҫӗ вӗсем. Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ следстви пырать.
Ҫӗмӗрлери ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне ҫӳрекен ачасем урайӗнче шахматла вылӗҫ. Ку вӑйӑ чылай ачана килӗшет. Сӗтел хушшинче шанк хытса лармалла мартан вӑл пӗчӗккисемшӗн уйрӑмах кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Урайӗнче вылямалли кӳлепесем — 50-60 сантиметр тӑршшӗ. Айккинчен тем пысӑкӑш курӑннӑран пушшех те илӗртӳллӗн туйӑнаҫҫӗ. Калӑпӑшне кура мар вӗсем ҫӑмӑллӑн куҫаҫҫӗ. Пластикран хатӗрленӗскерсем ҫӑмӑл, пахалӑхӗпе чӑтӑмлӑхӗ аваннине кура вӗсем чылайлӑха пымалла. Шахмат кӳлеписене пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫарас тесен ачасен пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре хускалма тивет.
Ҫӗмӗрлери ача-пӑча пултарулӑх центрне урайӗнчи шахматпа тивӗҫтернишӗн унта ӗҫлекенсем вырӑнти, хула администрацийӗнче тӑрӑшакан, тӳре-шарана тав тӑваҫҫӗ.
Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне тата кӑҫалхи Амӑшӗпе ашшӗн ҫулталӑкне халалласа салтак альбомӗсен куравне хатӗрленӗ.
Кураври фотоальбомсенчен Николай Иголкинӑн — чи асли. Вӑл 52 ҫулта. Николай Леонидович 1962—1965 ҫулсенче Туркестанри десант ҫарӗнче хӗсметре пулнӑ. Вячеслав Лукин Германире 1974—1976 ҫулсенче пулнӑ, Сергей Раськин — афганец, Александр Сейфуллин 1984—1986 ҫулсенче Туркестанра разведка батальонӗнче пулнӑ.
Курава тӑратнӑ кашни альбом хуҫипех паллашма кӑсӑклӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсене ачасем те чунтан уҫса пӑхаҫҫӗ, салтак альбомӗнчи кашни ӳкерчӗке тимлӗн тишкереҫҫӗ, пӗр-пӗринпе сӳтсе яваҫҫӗ.
Районти ача-пӑча вулавӑшӗнчи курав ҫак уйӑхӑн вӗҫӗччен ӗҫлӗ.
Иртнӗ эрнере 11 235 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку, ытти чухнехипе танлаштарсан, 12 процент нумайрах. Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ — ачасем.
Чӑваш Енре чирленине пула 8 пин ытла ача шкула ҫӳремест. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет. Иртнӗ эрнере 305 чирлӗ ҫынна ОРВИ тата грипп диагноз лартса пульницӑна вырттарнӑ. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлекенсен йышӗ нумай. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 420 ҫыннӑн грипп пулни палӑрнӑ.
Шупашкарта 7 шкул карантина хупӑннӑ. Пӗтӗмпе 6314 ача вӗренмест. Хӑш-пӗр тӑрӑхра класӗпех вӗренме ҫӳремеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 1 класс, Ҫӗмӗрле хулинче — 3 класс, Шупашкар районӗнче — 11 класс.
Шупашкарта 9 ҫулти арҫын ачапа чутах инкек пулман. Вӑл урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне уҫӑ люка кӗрсе ӳкнӗ.
Ку нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 14 сехетре Зоя Яковлева урамӗнчи 44-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Юрать, ача кӗрсе ӳкнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ, часрах пулӑшма васканӑ.
Арҫын ача кӗрт ӑшӗнчи люк уҫӑ пулнине курман, унта кӗрсе ӳкнӗ. Пӗр хӗрарӑм ҫакна курсан пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Люк тавра пӗр 15 ҫын пухӑннӑ. Пӗр арҫын вӗрен тупса ачана люкран тухма пулӑшнӑ.
Люк 5 метр тарӑнӑш пулнӑ. Юрать, ача хытах ӳкмен. Вырӑна полици ӗҫченӗсем тата васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Тухтӑр ачана тӗрӗсленӗ те киле янӑ.
Муркаш районӗнчи Турайри вулавӑшра Тимухха Хӗветӗрӗ ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине халалласа «Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи» таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ. Унта вырӑнти шкулта ҫиччӗмӗш класра вӗренекен ачасене йыхравланӑ. Федор Тимофеев ҫуралнӑранпа нарӑсӑн 14-мӗшӗнче 130 ҫул ҫитнӗ.
Тимухха Хӗветӗрӗ 1887 ҫулхи раштавӑн 1 Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Муркаш районӗ) Якаткасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1909 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш вӗрентекенсен шкулне, 1930 ҫулта СССР АН ҫумӗнчи Яфет институтне вӗренсе пӗтернӗ. Вӑл 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 25 ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ. Орфографипе пунктуаци йӗркисене пӗрремӗш йӗркеленӗ. Вӑлах тӑван чӗлхен вӗренӳ кӗнекисене тата программисене пуҫласа хатӗрленӗ.
Чӑваш Енри ачасен правине Елена Сапаркина хӳтӗлӗ. Пӗчӗккисен омбудсменӗ пулма ӑна ӗнер ҫирӗплетнӗ. Кандидатурӑна Чӑваш Енӗн парламенчӗн ӗнерхи черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ.
2015 ҫулхи раштавранпа Елена Сапаркина республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, унччен вӑл Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Тепӗр кандидат та пулнӑ. Вӑл — Шупашкарти электромеханика колледжӗнче математика учителӗнче тӑрӑшакан Сергей Беккер. Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулма ӑна «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти сӗннӗ.
Елена Сапаркина хӑйӗн профессийӗ унччен те ачасемпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Социаллӑ хӳтлӗх сферинче тӑрӑшнӑскер ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрессипе те вӑл тимленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |