Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Паянхи шкулта кам вӗренет?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 24.01.2017 15:29 | 5692 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Вӗренӳ

Енчен те эсир кунта, ҫак статьяра эп сире шкулта мӗнле ачасем вӗренни пирки ҫырса парӑп тесе шутлатӑр пулсан — йӑнӑшатӑр. Паллах, пуян ачасем е чухӑнраххисем, ӑслӑ ачасем е айвансем вӗреннине тишкерме пулӗччӗ, тӗпчев те ирттерме май пур, анчах калаҫӑвӗ урӑххи пирки. Хушма ыйтӑвӗ ҫакнашкал: ачисем хӑйсем е вӗсен ашшӗ-амӑшӗ?

Ман пуҫра ку ыйту ӗнер ҫуралчӗ. Кӳршӗри пӗр амӑшӗ килчӗ те унӑн шкула ҫӳрекен ачи валли тӗпчев ӗҫне хатӗрлесе пама ыйтрӗ. Шкулта ыйтаҫҫӗ имӗш. Класс ертӳҫи хушнӑ тет-и... Юрӗ, тейӗпӗр, шкул ыйтма пултарать — вӗрентнине тӗрӗслемелле-ҫке, пӗлӳ ача ӑсне мӗнле вырнаҫнине пӗлмелле-ҫке. Анчах ҫак тӗпчев ӗҫне... пӗлетӗр-и, хӑш класс ачи валли туса памалла? 1-мӗш класа ҫӳрекенскер валли! Тӗпчев ӗҫӗ те ахаль пулмалла мар, презентаци таврашӗпе хатӗрленӗскер кирлӗ. Тепӗр хут калатӑп: ҫакна 1-мӗш класс ачинчен ыйтаҫҫӗ.

Эпир вӗреннӗ чухне те рефератсем ҫыркалаттӑмӑр. Хам та ҫырнӑ. Пӗрре ҫапла реферат хатӗрлес тесе Наци вулавӑшнех (вӑл вӑхӑтра ун ячӗ урӑхлаччӗ-ха) ҫитнӗччӗ. Апи (литература чӗлхенче «анне» пулать) илсе кайнӑччӗ мана унта. Халь астумастӑп, те вырӑнти вулавӑшра Пржевальский пирки кӗнеке ҫукччӗ, те урӑх сӑлтава пула апи мана унта илсе кайрӗ. Паян та астӑватӑп, унта мана мӗнле йышӑннине. Ман пек пӗчӗкскерсен аслисен вулавӑшне мар, ача-пӑча библиотекине каймалла ӗнтӗ тесе каласаччӗ пулас. Ҫавах вӑл вӑхӑтра та мана хӑваласа ямарӗҫ — совет энциклопедине тупса панӑччӗ те эп унтан ҫырса илсе реферат хатӗрленӗччӗ. Ку вӑл вара эпӗ 5-мӗш класра вӗреннӗ чухне пулсаччӗ пулас. Ытти ачасен ӗҫӗсене ун чухне ашшӗ-амӑшӗ ҫырнӑччӗ-и, е хӑйсем — калама пултараймастӑп. Хамӑнне вара хамах ҫырса. Хам алӑпах. М. Горький ячӗллӗ вулавӑша та мана апи ҫулне кӑна кӑтартсаччӗ, киле хамах таврӑнсаччӗ (эп ҫырса пӗтерессе кӗтсе лармасть ӗнтӗ).

Юрӗ, тейӗпӗр, 1-мӗш класс ачинчен реферат пек япала, тен, хальхи вӗренӳ стандарчӗпе ыйтма та юрать. Анчах та презентаци таврашне ҫав-ҫавах 7 ҫулхи ача пурнӑҫлаймасть-ҫке! Эп пӗлетӗп, вӗсем халь питӗ хӑварт аталанаҫҫӗ, пӗчӗкренех, вулама вӗреничченех, смартфонсемпе тата планшетсемпе паллашаҫҫӗ. Ав, ман, йӑмӑкӑн хӗрӗ, ҫулталӑк тултарман пулин те халех смартфон патне аллине тӑсать тет! Аслӑ ачи пирки калама та кирлӗ мар — шкула кайма вӑхӑчӗ ҫитмен пулин те компьютерӗнче хӑш-чух ашшӗ-амӑшӗнчен те (асламӑшӗпе аслашшӗ пирки калаҫу та ҫук!) лайӑхрах пӗлет. Ҫавах та шкултан презентаци е тӗпчев ӗҫӗ тума килти ӗҫ параҫҫӗ пулсан — тем тесен те ӑна ача тӑваймастех! Унашкал ӗҫе тума пани — ашшӗ-амӑшне килти ӗҫ тума хушнипе танах.

Тӗрӗссипе, сӑнатӑп та, чылай чухне халь килти ӗҫе ашшӗ-амӑшӗ тӑвать. Пирӗн вӑхӑтра та вӑл пулнӑ пуль те, анчах ҫав териех анлӑ сарӑлманччӗ. Ун чухне япӑх вӗренекен ачасем ыттисенчен ҫырса илетчӗҫ. Тӗслӗхрен, манран. Суйса тӑмӑп, киле парса янӑ ӗҫе хамӑн та пӗр-икӗ хут ҫырса илме тивсеччӗ. Ҫавах та килти ӗҫе хам тӑваттӑм. Апи те, атти те пулӑшман. Халь вара ачана пулӑшасси, ун вырӑнне килти ӗҫе тӑвасси — йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ку вара, ман шутпа, ашшӗ-амӑшӗ хӑйӗн ачине ыттисенчен катӑкрах курасшӑн маррипе ҫыхӑннӑ. Пурте ӑслӑ мар вӗт-ха, пурте тӑрӑшуллӑ мар. Анчах хальхи ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӗпренчӗкне чӑн та ӑслисенчен нимпе те кая мар курасшӑн. Совет саманинче ҫакӑн ҫине ытлашши тимлӗх уйӑрман пулсан, паянхи ашшӗ-амӑшӗшӗн ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ халь вӗсем хӑйсен ачисемшӗн тем тума та хатӗр. Пӗлместӗп, тен презентаци таврашӗ хатӗрлеме, Ворд-ра документ хатӗрлеме 1-мӗш класа ҫӳрекен ача тума та пултарать пуль. Унашкал вундеркинд класра пулма та пултарать пуль. Анчах пурте унашкал ӑслӑ пулма пултараймаҫҫӗ-ҫке. Чи ӑсли, чи пултарулли ҫине пӑхса килти ӗҫ парса яни вара, тепӗр хут калатӑп, ман шутпа ашшӗ-амӑшне ӗҫ панипе танах.

Чи интересли вара — ашшӗ-амӑшӗ те вӑл ӗҫе хӑш-чухне тӑваймасть. Ак, ман кӳршӗсенех илес. Ман пата мӗншӗн чупса пычӗҫ? Хӑйсем тӑвайманнипе. Ачи мар, ашшӗ-амӑшӗ тӑваймасть! Юрӗ, пӗри штукатур-малярта ӗҫлет тейӗпӗр. Анчах тепри — аслӑ пӗлӳ илнӗскер вӗт! Уншӑн та пӗрремӗш класра вӗренекен ачана парса янӑ ӗҫ йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ.

Шкулта кам вара вӗренет? Ачи е ашшӗ-амӑшӗ? Ман шутпа, хальхи вӑхӑтра — ачи мар.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#вӗренӳ, #ачасем, #ҫемье, #шкулсем, #ӑслӑлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем