Унччен Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пулнӑ ҫурт ачасене ҫитес ҫул йышӑнма тытӑнӗ. Халӗ унта 4-мӗш лицей корпусӗ пулӗ.
Ҫӗнӗ ҫурт хальхи требованисемпе килӗшсе тӑрать. Анчах ашшӗ-амӑшӗн чӗри пур-пӗрех вырӑнта мар. Вӗсене хӑш-пӗр япала пӑшӑрхантарать.
Тӗслӗхрен, аслисене лицей патне утнӑ чухне ҫутӑ ҫукки сисчӗвлентерет. Тата Яноушек урамӗ тӑршшӗпех ҫул урла каҫмалли ятарлӑ вырӑн ҫук. Машинӑсем вара нумай ҫӳреҫҫӗ.
Ашшӗ-амӑше ку ыйтусемпе ҪҪХПИе ҫитнӗ. Хула администрацийӗ те айккинче юлман. Ҫитес вӑхӑтра унта ҫул урлӑ каҫмалли вырӑн тӑвӗҫ, ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарӗҫ.
Сӑмах май, Шупашкар хыснинчен ҫул ҫинчи хӑрушсӑрлӑха тимлеме 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара ҫӑмӑллӑхлӑ проезднойсене пӑрахӑҫлама шухӑшланине, кун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ЧР Министрсен Кабинечӗн раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ чухне тӳре-шара экономика лару-тӑрӑвӗ ҫивӗччине палӑртнӑ. Шупашкарти троллейбус управленийӗн парӑмӗ 85 миллион тенке ҫитни те ҫак утӑма тума хистет-мӗн.
Шупашкар хула влаҫӗсем вара ку лару-тӑрура шкул ачисене тата студентсене 500 тенкӗпе проездной сутма пуҫласшӑн. Ахальли 700 тенкӗ тӑнине шута илсен ҫак утӑм ҫынсене кӑшт та пулин перекетлеме май памалла. Тата троллейбус управленине те усӑ кӳмелле.
Улатӑрти ЗАГСра ӗҫлекенсем кӑҫалхи вунпӗр уйӑхри демографи лару-тӑрӑвне тишкернӗ. Ача ҫурални ҫинчен ҫак тапхӑрта 452 хутчен ҫырса хунӑ. Асӑннӑ тӗслӗхрен 128-шӗн ашшӗ-амӑшӗ Улатӑр районӗнче пурӑнать. Икӗ, виҫӗ е унтан та ытларах пепке ӳстерекенсем йышланса пыраҫҫӗ.
Ача йышлӑ ҫуратакан ялсенчен Чуварлей палӑрнӑ. Унта 14 тӗпренчӗк ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫӗнӗ Энтриел ялӗпе Киря поселокӗнче 15-шер пепке хушӑннӑ. Алтышево ял тӑрӑхӗнче те самай ҫуратаҫҫӗ. Унта кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче 11 «ҫӗнӗ кайӑк» килнӗ. Миренки, Суйкӑн ял тӑрӑхӗсенче 10-шар ача ҫуралнӑ, Стемасра — 8, Атратьре – 7, Октябрьскинче – 6. Ытти тӑрӑхра пепке ҫуратакансем сахалтарах пулнӑ. Первомайскинче, тӗслӗрен, пӗтӗмпе те 2 ача кӑна.
Чӑваш Енри МЧС ӗҫченӗсем Украинӑри Донецк тата Луганск облаҫӗсенче пурӑнакан ачасем валли пылак ҫимӗҫ пухнӑ. Ку – Ҫӗнӗ ҫул парни. Вӗсем те ытти ача пекех асамлӑ уявра савӑнччӑр тенӗ. Пылак ҫимӗҫе Мускав ҫывӑхне ӑсатнӑ ӗнтӗ.
Унти ачасем вӑрҫӑ мӗнне пӗлеҫҫӗ, анчах Ҫӗнӗ ҫул умӗн парнесем кӗтеҫҫӗ. Пӗлтӗр те Раҫҫейрен вӗсем патне пылак ҫимӗҫ ӑсатнӑ. Акци шӑпах ун чухне пуҫланнӑ. Пирӗн республикӑра та вӗсем валли парне туянас тесе укҫа пухнӑ.
Парнесене Мускав ҫывӑхӗнчи Ногинскра хатӗрлӗҫ, унтан Донецк тата Луганск облаҫӗсене ӑсатӗҫ.
Паян Каҫал ҫӗрӗ ҫинче ентешлӗх кунӗ иртнӗ. Комсомольскисем уява ҫӗршыври Кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне хупнине халалласа ирттернӗ. Мероприяти районти Тӗп клуб тытӑмӗн концерт залӗнче иртнӗ.
Каҫал тӑрӑхӗнчисем тата хаклӑ хӑнасем Комсомольскине ирхи тӑхӑр сехете пырса ҫитнӗ. 9 сехет те 30 минутра вӗсем шкул ачисемпе тӗл пулнӑ. 11 сехетре Мухтав монуменчӗ патне чечек кӑшӑлӗ хунӑ.
Спортпа туслисене каҫалсем 11 сехет те 30 минутра вӑрман хӗрринчи йӗлтӗр йӗрӗ ҫине йыхравланӑ. Футбол кӑмӑллакансем те хӑйсем валли чун канӑҫӗ тупнӑ. Вӗсене «Кӗтне» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнчи футзала 12 сехет те 15 минутра пуҫтарнӑ. «Кӗтнери» тепӗр залта волейбол та вылянӑ.
Мероприятин савӑнӑҫлӑ уявне Тӗп клуб тытӑмӗн залӗнче ирттернӗ.
Шупашкарти Тӗп культура тытӑмӗн «Ровесник» культура ҫуртӗнче «Песочная сказка» (чӑв. Хӑйӑр юмахӗ) художество мастерскойӗн ертӳҫи Айгуль Смирнова ачасене хӑйӑртан ӳкерме вӗрентнӗ. Маҫтӑр-класа вӑл республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи 60-мӗш шкулта вӗренекенсем валли ирттернӗ.
Ӗҫе кӳлӗниччен ӑста хӑйӑр ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унпа усӑ курнӑ чухне мӗне тӗпе хумаллине, епле усӑ курмаллин техникине ӑнлантарнӑ. Мероприятие юмах евӗр йӗркеленӗ. Ачасен «Подарки на день рождения» (чӑв. Ҫуралнӑ кун валли парнесем) темӑпа тӗрлӗ ӳкерчӗк хатӗрлеме тивнӗ. Ансат хусканӑва пӗлсе тусан хӑйӑр ӳнер хайлавне ҫаврӑннӑ. Ташлаттарсан упа та ташлама хӑнӑхать тесе ахальтен каламан пулӗ ҫав — маҫтӑр-класран ачасем тулли кӑмӑлпа саланнӑ.
Кӑҫал ҫуркунне Шупашкарта пурӑнакан 6-ри Викӑна Димитровградри ҫемье хӑйӗн хӳттине илнӗ. Вика унччен хулара ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Унӑн амӑшӗ эрех ӗҫнӗ, ҫавӑнпа ӑна амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Викӑна Димитровградри суту-илӳ тытӑмӗнче ӗҫлекен 37-ри Ирина усрава илнӗ.
Ҫемьере тепӗр хӗрача, 9-тискер, пур. Вика ҫав хулара шкула ҫӳренӗ, вӑл ыттисемпе лайӑхах хутшӑннӑ. Раштавӑн 13-мӗшӗнче вара вӗрентекен ачан кӗлетки ҫинче кӑвак вырӑнсем пуррине курнӑ. Вика хӑйне айӑплӑ туйнӑ. Амӑшӗ хӑш чухне тарӑхать-мӗн. Пӗррехинче ӑна калпак ҫӗтнӗшӗн ҫапнӑ. Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вика градусник ҫӗмӗрнӗ, куншӑн ӑна амӑшӗ хӗненӗ.
Халӗ Вика реабилитаци центрӗнче. Ӑна илсе кайнӑ чухне амӑшӗ хӑнк та туман, ӑшӑ тумтир парса яман. Хӗрарӑм хӑйне «тетя Ира» тесе чӗнтернӗ-мӗн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ыран, раштавӑн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти «Малютка» ача ҫуртӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Ҫак кун унта ача ҫемьене илме шухӑшланӑ ҫынсем килме пултарӗҫ.
Мероприяти 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Унта ача хӳтлӗхе илме шухӑшланӑ ҫынсемпе калаҫӗҫ, ыйтусем пулсан ӑнлантарӗҫ.
Уҫӑ алӑксен кунӗ Республикӑри кардиологи диспансерӗнче, Республикӑри наркологи диспансерӗнче, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче, Хулари 7-мӗш пульницӑра та иртӗҫ.
Уҫӑ алӑксен кунне килнӗ чухне хӑвӑрпа пӗрле полис, паспорт тата СНИЛС илмелле.
Паян ирхи 9 сехетре Шупашкарти Ахазов урамӗнче вырнаҫнӑ шкулта путавалти вӗри шыв пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑ. Ҫавна май унта вӗренекен 1 пин яхӑн ачана киле янӑ.
Пӑрӑх ҫурӑлса кайнӑран хӑш-пӗр класра пӑс тӑнӑ. Вӑл унта вентиляци тытӑмӗпе хӑпарнӑ. Виҫҫӗмӗш урок хыҫҫӑн ачасене киле янӑ.
Пӑрӑх ҫурӑлнӑран ӑшша чарма тивнӗ, ҫавна май класри температура аннӑ. Сивӗре вара заняти ирттерме юрамасть.
Шкула коммуналлӑ технологисен специалисчӗсем тӳрех ҫитнӗ. Ҫитес вӑхӑтра пӑрӑха юсӗҫ.
Раҫҫейре «Ҫемье – 2016» конкурс иртнӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: унта Чӑваш Енри ҫемье ҫӗнтернӗ.
Вӗсем — Надеждинсем. Вӗсем хӑйсен виҫӗ ачисӗр пуҫне хӳтте илнӗ тепӗр шӑпӑрлана ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Малтанах вӗсем ача ҫуртӗнчен йӗкӗреше илме шухӑшланӑ. Анчах Даун чирӗпе нушаланакан Димӑна курсан ӑна килӗштернӗ.
Волонтерсем ача кӗҫех 4 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн ӑна психоневрологи интернатне куҫарӗччӗҫ, 18 ҫул тултарсан ваттисен ҫуртне ярӗчӗҫ. Анчах халӗ вӑл ҫемьере, Надеждинсем патӗнче, ӳсет.
Халӗ Дима ташӑ студине ҫӳрет, конкурссене те хутшӑннӑ. Надеждинсем кӑҫал «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» фестивальте ҫӗнтернӗ. Унтан Раҫҫей шайӗнчи конкурса лекнӗ. Унтан та вӗсем ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |