Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫул-йӗр инспекторӗ укҫа ҫӑтнӑ ачана пулӑшнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 07.05.2019 06:46 | 1854 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсенчен пӗри тимӗр укҫа ҫӑтса янӑ ачана пулӑшнӑ. Туртса кӑларса мар-ха. Пӗчӗкскере пульницӑна васкавлӑн ҫитерме.

Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар-Сурски» автоҫул ҫинче, Шупашкар районӗнчи Ишек ҫывӑхӗнче, дежурствӑри инспектортан ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче пӗр водитель пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл хӑйӗн виҫӗ ҫулти ывӑлӗ тимӗр укҫа ҫӑтса янине, Вӑрнар районӗнчи ҫемье пульницӑна кайма тухнине пӗлтернӗ. Ҫул ҫинче пӑкӑ кансӗрленӗ.

Ҫӳл-йӗр инспекцийӗн ятарлӑ батальонӗн инспекторӗ, полицин капитанӗ Сергей Никифоров пӑтӑрмах пирки дежурство пайне пӗлтернӗ. Унтан вӑл ашшӗпе ывӑлне патруль машинине лартса Республикӑри клиника пульницине илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ачана пулӑшнӑ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ.

#пульницӑсем, #ҫул-йӗр, #машинӑсем, #сывлӑх, #ШӖМ, #ачасем, #пӑтӑрмахсем, #тухтӑрсем, #Вӑрнар районӗ, #Шупашкар районӗ, #Ишек

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем