Вӑрнар районӗнче тӗлӗнмелле инкек пулса иртнӗ. Кун пирки ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Тӑваттӑри ывӑлне ашшӗ кабинӑна лартса хире тислӗк тӑкма кайнӑ. Гостехнадзорӑн республикӑри инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Вязовский канашлурисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫавӑн чухне арҫын ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине шаплаттарнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Анчах шурӑ халатлисем те ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев уйрӑм ҫынсем усӑ куракан техника тӗлӗшпе тимлӗх пушшех те кирлине асӑрхаттарнӑ. Паян, сӑмах май, республикӑра шута илнӗ 24,3 пин трактортан 61 проценчӗ — уйрӑм ҫынсен.
Чӑваш Енри ЗАГС органӗсем пирӗн тӑрӑхри ашшӗ-амӑшӗ ытларах суйлакан ятсене тишкернӗ. Кунта сӑмах кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ят хуни пирки пырать.
Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ывӑлсем валли Артем, Александр, Максим, Иван, Михаил, хӗрсем валли София (Софья), Мария, Анастасия, Дарья, Анна тенисене час-часах суйланӑ.
Сайра тӗл пулакан ятсене кӑмӑллакансем те пур. Ывӑлсене ун пеккисем Панкратий, Милан, Рамиль, Добрыня, Ян, Климент, Теодор тесе чӗннине юратаҫҫӗ, хӗрсене – Доминика, Зарина, Юлиана, Аглая, Стефания, Мадина, Кристина-Наталия.
Макар, Матвей, Тимофей, Назар, Мирон, Захар, Гаврил, Степан, Семён, Варвара, Василиса, Таисия, Аксинья, Пелагея тата Матрона авалхи ятсене хуракансем те пур. Чӑваш ячӗсене вара асӑнман.
Шупашкарти 40-мӗш шкулта эрнекун, ака уйӑхӗн 26-мӗшенче, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсемпе ача пахчисенчи педагогсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ҫакӑн пирки Марина Карягина тележурналист Фейбсукра хыпаралнӑ.
«Тупӑшӑва хутшӑнакансем хальччен курман ачасемпе уҫӑ урок ирттерчӗҫ. Ҫак кун маншӑн чӑн-чӑн уяв пулчӗ: Чӑваш чӗлхи кунӗ те, калӑм эрни те пӗрле... Вӗрентекенсем маттуррине пӗлеттӗм-ха, хула ачисем мӗнле пысӑк кӑсӑкланупа чӑваш чӗлхине, культурине вӗренесшӗн пулнине курса тӗлӗнтӗм, савӑнтӑм, кашнине тытса ҫупӑрлас килчӗ», — тесе ҫырнӑ маттур журналист, драматург, сӑвӑҫ.
Уҫӑ урок ирттернине Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ ӳкернӗ. Кӑларӑма «Раҫҫей 1» телеканалпа ыран, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ирхине, 9 сехетре, эфира кӑларӗҫ.
Прокуратура Шупашкарти сывлӑх енчен хавшак ачасем вӗренекен 1-мӗш шкула тӗрӗсленӗ. Сӑлтаве пулнӑ: унта ӑс пухакан пӗр ачан ашшӗ-амӑшӗ ведомствӑна ҫӑхав ҫырнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, шкулти ертӳлӗх саккуна пӑсать-мӗн.
Чӑнах та, йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шкулти пӗр ушкӑнӑн ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ вӗренекенсенчен укҫа пухнӑ, анчах документсем хатӗрлемен.
Кунсӑр пуҫне пӗр ушкӑнра ача нумайрах (йӗркере палӑртнинчен) вӗренни ҫиеле тухнӑ. Ачисене тирпей-илем кӗртнӗ чухне ашшӗ-амӑшне унта кӗртмен, ку та вӗсене килӗшмен.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн директор тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене пӗтермелле тесе представлени ҫырнӑ.
Шупашкарти ачасем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем валли юрӑ ҫырасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, диск хатӗрлеҫҫӗ.
Шкул ҫулне ҫитменнисем Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне «Я расскажу вам о войне…» (чӑв. Эп сире вӑрҫӑ ҫинчен каласа кӑтартатӑп) ятпа диск ҫырасшӑн.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк вокалистсем патриотла юрӑсене ҫырма тытӑннӑ ӗнтӗ. Шӑпӑрлансем Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинчи юрӑ ҫыракан студире диск хатӗрлеҫҫӗ. Унти юрӑ студине 2017 ҫулта туяннӑ. Ҫавӑнта хулари паллӑ артистсем те пырса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем юрлама ӑста арҫын ачасемпе хӗрачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсем «Катюша», «Синий платочек», «Журавли» тата ытти юрра шӑрантарнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнче пурӑнакан 61 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суд пӑхса тухнӑ. Тивӗҫлӗ канурискере мӑнукне асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн айӑпланӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм эрех юлашкине шывпа хутӑштарнӑ, унтан ятарлӑ типӗ сӗт ярса ача валли апат хатӗрленӗ. Ҫакна вӑл 3 уйӑхри мӑнукне ҫитернӗ. Хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑран кӗленчере эрех пулнине асӑрхаман та.
Ҫитернӗ хыҫҫӑн вӑл ачана диван ҫине хунӑ, хӑй юнашар выртнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑм ҫывӑрса кайнӑ, ним те туйман ахӑртнех – ачана хӑйӗн кӗлеткипе хупланӑ, пӗчӗкскерӗн сывлӑшӗ пӳлӗннӗ. Ҫавна май хӗрача вилнӗ.
Суд хӗрарӑм айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна тӗрмене 1 ҫуллӑха ӑсатнӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарти «Солнечный» микрорайонпа Николай Гастелло урамӗсен хушшинче типӗ курӑк ҫуннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ачасем чӗртсе янӑ.
Аслисем ҫакна тӳрех асӑрхаман, 20 минутран кӑна курнӑ. Ҫырма хӗрринче ҫунакан типӗ курӑка вӗсем хӑйсен вӑйӗпе сӳнтернӗ: ҫывӑхри ҫырмаран шыв йӑтнӑ.
«Аслисем ачасене ҫулӑмран аяккарах илсе кайрӗҫ те витре шырама пуҫларӗҫ. Икӗ е виҫӗ ҫын ҫырмаран шыв йӑтса ҫунакан курӑка сӳнтерме тытӑнчӗ», - ҫапла каласа панӑ халӑх корреспонденчӗ.
Юрать, ҫулӑма аслисем сӳнтернӗ, унсӑрӑн шар курасси те инҫех мар. Ара, ҫывӑхра нумай хваттерлӗ ҫуртсем пур вӗт.<s></s>
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ача ҫуратнӑ. Вӗсен 10 ҫулти хӗрача та пур. Упӑшки те, арӑмӗ те эрехпе иртӗхеҫҫӗ. «Хаяррине» пула хӗрарӑмӑн психики хавшанӑ. Хайхискер аслӑ хӗрне ҫыртма тытӑннӑ. Унӑн кӗлетки ҫинчи суранӗсене шкулти вӗрентекенсем асӑрханӑ.
Кун хыҫҫӑн ҫемьене опекӑпа попечительлӗх органӗсен специалисчӗсем тӗрӗслесех тӑнӑ. Хальхи рейдра та вӗсем патне ҫитнӗ.
Хӗрарӑма ҫитес вӑхӑтра псхиатр патне ҫитме сӗннӗ, хӗрне вара психолог патне илсе каймалла. Специалистсем ку ҫемьепе калаҫу ирттернӗ. палӑртмалла: вӗсем ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 50 ӑнӑҫсӑр ҫемьене ҫитнӗ.
2018 ҫулта тата ун хыҫҫӑн ҫуралнӑ пӗрремӗш ачашӑн пособи пама пуҫланӑ. Анчах ӑна пурте тивӗҫеймеҫҫӗ. Пособие ҫемье тупӑшӗ пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах пулмасан кӑна параҫҫӗ.
2020 ҫултанпа вара кӑштах улшӑнусем кӗртӗҫ. Ҫитес ҫултан асӑннӑ виҫӗ 2 хут нумайрах пулмалла мар. Эппин, пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие ытларах ҫемье илсе тӑрӗ. Кун пирки РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Патшалӑх Думин депутачӗсен умӗнче правительство ӗҫӗ пирки отчет тунӑ чухне пӗлтернӗ.
«Пӗлтӗртенпе эпир пӗрремӗш ача ҫуралнӑ ҫемьесене пулӑшатпӑр. Сӑмах тупӑш пурӑнмалли виҫерен 1,5 хут нумайрах маррисем пирки пырать. 2020 ҫултанпа ҫак виҫе 2 хутран ытларах мар пулсан пособи пама пуҫлӗҫ», — тенӗ Дмитрий Медведев.
Ӗнер Шупашкарти 2-мӗш полици уйрӑмне арҫын ачана илсе килнӗ. Хайхискер ӑҫта пурӑннине астумасть. Халӑх тетелӗсенче тата мессенджерсенче ача тупӑнни пирки тӳрех хыпар сарӑлнӑ. Халӗ пӑшӑрханмалли ҫук ӗнтӗ: ачан ашшӗ-амӑшӗ тупӑннӑ.
7-8 ҫулсенчи пек курӑнакан арҫын ача шкул хыҫҫӑн аслашшӗпе уҫӑлса ҫӳренӗ. Тахӑш самантра ачан пуҫне троллейбуспа ярӑнма шухӑш кӗрсе кайнӑ. Ватӑскер вара мӑнукӗ ҫухалнине тӳрех асӑрхаман. Кайран ҫеҫ кун пирки ачан амӑшне пӗлтернӗ.
Арҫын ача троллейбуса ларнӑ. Юлашки чарӑнура ҫынсем вӑл пӗччен пулнине асӑрханӑ та полици ӗҫченӗсене чӗннӗ. Пӗчӗкскере полици уйрӑмне илсе кайнӑ. Пакунлисем социаллӑ педагогсемпе ҫыхӑннӑ, лешсем амӑшне тупма палӑшнӑ. Амӑшӗ ачине полици уйрӑмне пырса илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ вилнӗ. | ||
| Чекушкин Владимир Иванович, чӑваш юрӑҫи, философи ӑслӑлӑхӗн докторӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |