Антонина Мускаринова кӑҫалхи ҫуллах ҫухалнӑ. Кун пирки тӑванӗсем полицие заявлени ҫырнӑ.
30 ҫулти Антонинӑна икӗ уйӑх шыраҫҫӗ. Вӑл Шупашкарта ӑнланмалла мар лару-тӑрура ҫухалнӑ.
Антонинӑн тусӗ Татьяна Петрова каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче хут уйӑрттарман упӑшкипе пӗрле пурӑннӑ. Арҫын та ҫухалнӑ-мӗн.
Антонинӑн ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ тӗслӗ, кӗске, арҫын евӗр, кастарнӑ. Ӑна куракансене 02 е 89875797037 (Татьяна), 89196579092 (Надежда Петрова) номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче «Сорокин еткерӗсем» фестиваль иртнӗ. Ӑна йывӑҫран тӗрлӗ эреш касса кӑларнӑ Семен Сорокин ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фестивале Чӑваш Ен ӑстисем те хутшӑннӑ.
Ӑстасем виҫӗ кунра виҫӗ метрлӑ йывӑҫран скульптурӑсем касса кӑларнӑ. Юмахри илемлӗ сӑнарсем пулса тухнӑ. «Хӑвӑрт касса кӑларасси» номинацире И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн доценчӗ Алексей Казаков ҫӗнтернӗ.
ЧППУ доценчӗ 45 минутра скульптура касса кӑларнӑ. Пахча валли кӳлепе касса кӑларасси енӗпе те ӑна ҫитекенни пулман.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти 5-мӗш гимназире технологи предметне вӗрентекен А.Г.Кошкин йышӑннӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Мӑкшӑ Республикин ӑсти йышӑннӑ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ Николай Карлин композитор тата педагог авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 70 ҫул тултарать.
Паллӑ куна халалласа Елчӗкри историпе краеведени музейӗнче пӗчӗк курав йӗркеленӗ. Музей хӑйӗн хӑнисене Николай Карлин юррисемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, хаҫатра ун ҫинчен тӗрлӗ ҫулта ҫырнисемпе, унӑн юррисен пуххисемпе паллаштарать.
Николай Карлин — Музыка обществин президиумӗн пайташӗ, Чӑваш Енри композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ. Малтанласа Курганти профтехучилищӗре ӑс пухнӑ. Вунӑ ҫултан вӑл Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Малтан Ленин ячӗллӗ колхозри хора ертсе пынӑ, кайран — Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртӗнчи хора. Ҫапла вара Николай Карлин тӗрлӗ ӗҫре тӑрмашнӑ вӑхӑтрах юрӑ ҫырма та вӑхӑт тупнӑ.
Елчӗкри музейри курав юпа уйӑхӗччен ӗҫлӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта ШӖМӗн медсанчаҫӗн ҫӗнӗ ҫуртне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унӑн алӑкӗ уҫӑласса чылай кӗтнӗ. Ҫурта 2010 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех тума тытӑннӑ.
Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене 2015 ҫул вӗҫӗнче туса пӗтернӗ. Ун чухнех медицина хатӗр-хӗтӗрне туяннӑ. Халӗ ҫурта коммуникацисемпе сыпӑнтарнӑ, ҫавӑнпа пациентсене те йышӑнма пулать.
Медсанчаҫре ҫар-тухтӑр комиссийӗ иртӗ, ҫак тытӑмра вӑй хуракансене, вӗсен ҫемйисене, унтан тивӗҫлӗ канӑва тухнисене психофизиологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслӗҫ.
Тытӑм ертӳҫи Сергей Неяскин Раҫҫейри виҫӗ регионта ӗҫлесен те кунашкал медсанчаҫ курманнине палӑртнӑ.
Лавккара сутӑнакан теттесенче хими япали нумайрах пулнине тупса палӑртнӑ. Погремушкӑра стирол пулнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ лавккасене тӗрӗсленӗ. Китайра туса кӑларнӑ тетте пахалӑхӗ вӗсене тивӗҫтермен. Унра хими япали пуррине тупса палӑртсан лавккана штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ку лавкка Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Сутӑнакан пур тетте те пахалӑхсӑр пулман. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ иккӗленӳ ҫуратнӑ.
Ҫав теттене 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Китайра туса кӑларнӑ. Вӑл таможня союзӗн техника регламенчӗпе килӗшсе тӑман. Лавкка хуҫин куншӑн явап тытма тивӗ. Штрафшӑн укҫа сахал мар кӑларса хумалла: 300 пин тенкӗ. Теттене сентре ҫинчен илсе тӗп тунӑ.
Ыран Шупашкарта Сӗт фестивалӗ уҫӑлать. Ӑна юратакансене тӗп хулари «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче кӗтеҫҫӗ. Вӑл унта 9 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен пулӗ.
Фестивальте конкурссем йӗркелӗҫ, сывлӑх центрӗ ӗҫлӗ. Унта сӗте тата юр-вара мӗнле тӗрӗс ӗҫмелли-ҫимелли пирки каласа кӑтартӗҫ. Фестивале килекенсем сӗт тутанса пӑхӗҫ, тӗрлӗ конкурса хутшӑнӗҫ. 9 сехетре концерт пуҫланӗ. Каток ҫинче ярӑнма та май пулӗ.
Уява Чӑвашри паллӑ сӗт предприятийӗсем хутшӑнӗҫ. Фестивале экологи тӗлӗшӗнчен таса, усӑллӑ апат-ҫимӗҫе пропагандӑлас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Хальлӗхе республикӑра пурӑнакансем кирлӗ нормӑран 77 процентне ҫеҫ ӗҫеҫҫӗ. Сӗте Чӑваш Енре нумайрах туса илеҫҫӗ, ҫавӑнпа ку кӑтарту сахал.
Ултавҫӑсем ҫынсене шахвӑртмалли ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ мелсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Халӗ вӗсем ватӑ ҫынсем патне килеҫҫӗ те хӑйсемпе Пенси фончӗн ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Любовь Степанова ултавҫӑсене хӑйӗн икӗ пенсине куҫарса панӑ. Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ун патне шӑнкӑравланӑ та Пенси фончӗн 2012 тата 2014 ҫулсемшӗн компенсаци тӳлемелли пирки каланӑ. Пӗтӗмпе — 18 пин те 670 тенкӗ.
Палламан ҫын банк карттин реквизичӗсене калама ыйтнӑ. Унтан Любовь Анатольевнӑн телефонӗ ҫине код ҫырнӑ СМС-ҫырусем килме пуҫланӑ. Ҫав палламан ҫын каллех шӑнкӑравланӑ та кодсене пӗлтерме каланӑ. Кинемей йӑлтах пӗлтернӗ. Кӑштахран карточка ҫинче пӗр пус та тӑрса юлман.
Халӗ ку ӗҫе полици тӗпчет. Кунашкал ултав пӗрре кӑна пулман. Пенси фончӗ ҫине тӑрсах асӑрхаттарать: унти специалистсем телефонпа нихӑҫан та шӑнкӑравламаҫҫӗ, кил тӑрӑх ҫӳремеҫҫӗ.
Шупашкар хулинче шкулсене пилӗк кунлӑ эрнене куҫарассипе ҫынсем хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Тӑватӑ кунта тӑватӑ пин ытла ҫын хуравланӑ.
Республикӑн тӗп хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсенчен ытларахӑшӗ, 92,8 проценчӗ, пилӗк кунлӑ вӗренӳ эрни енне туртӑнни сисӗннӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 81,1 проценчӗ пуҫламӑш классене кӑна мар, 5—8-мӗш классене те эрнере пилӗк кун кӑна вӗрентмелле тесе шухӑшлать иккен. 9—11-мӗш классенче ҫапах та ултӑ кунах хӑвармалла тесе шухӑшлакансем те сахалах мар-мӗн.
Шкулта миҫе кун вӗрентнине халӑх аванрах тесе шухӑшланине палӑртма ҫак уйӑхӑн 28-мӗшӗнче ҫынсене пухсах сӳтсе явасшӑн. Хӑйсен шухӑшне пӗлтерес текенсене Шупашкар хула администрацийӗн Пысӑк залӗнче 16 сехетре кӗтеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 14-18 ҫулсенчи ачасене ӗҫ сӗнеҫҫӗ. Уйӑхсерен вӗсене 1200 тенкӗ ытла ӗҫ укҫи тӳлеҫҫӗ.
Специалистсен шухӑшӗпе, ачасем вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра ӗҫлени сиен кӳмест. Ку укҫа ӗҫлесе илме, профессионаллӑхне ӳстерме пулӑшать.
Чи малтанах тулли мар ҫемьесенчи, ӑнӑҫсӑр тата нумай ачаллӑ кил-йышри ҫамрӑксене ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ. Шкулта е ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен комиссире шутра тӑракан яш-хӗр тӗлӗшпе уйрӑмах тимлӗ пулӗҫ.
Хальлӗхе 1129 ҫамрӑк валли ӗҫ тупнӑ. Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти 51 вӗренӳ учрежденийӗпе, организаципе килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Ҫамрӑксем валли ятарлӑ хатӗрленӳ кирлӗ мар профессисем суйлаҫҫӗ: подсобнӑй, тӗпелти ӗҫчен, тирпейлӳҫӗ, урам шӑлакан, курьер, фасовщик.
Шупашкар ҫынни Крымри Аю-Даг тусем ҫинче аманнӑ. Суранланнӑ туриста иртен-ҫӳрен авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче асӑрханӑ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын тусем хушшинче, сивӗ те халӑх ҫӳремен вырӑнта, пӗр ҫӗр каҫнӑ. Вӑл амансан хӑй тӗллӗн утайман.
Ӑна ҫынсем асӑрхасан тӳрех ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. 4 ҫынран тӑракан отряд ҫийӗнчех ҫитнӗ.
1985 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Аю-Даг тӑвӗсене курма шухӑшланӑ-мӗн. Анчах вӑл асӑрханмасӑр шуса ӳкнӗ. Унӑн пуҫӗ тата ури суранланнӑ. Ҫумра телефон пулман унӑн.
Арҫыннӑн ури ҫине шина хурса ӑна васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнӑ. Юрать, унӑн хӑйӗнпе пӗрле ӑшӑ япаласем пулнӑ. Ку ӑна шӑнса вилесрен ҫӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |