Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Атӑл хӗррине арӗ-арӑмӗ, хӗрӗ-каччи пуҫтарӑннӑ. Вӗсене пулӑ тытма юратни пӗр ҫӗре пухнӑ. Алла вӑлта тытса пуҫтарӑннисен тепӗр пӗр пеклӗх те пур. Вӗсем пурте — сусӑрсем. Апла пулин те тулли пурнӑҫпа чунтан киленме пӗлеҫҫӗ, кӑмӑла ҫывӑх киленӗҫ те пур ҫак маттурсен.
«Рыбалка без границ» (чӑв. Пулӑ тытасси чикӗсӗр) ят панӑ фестивале унччен те йӗркеленӗ. Кӑҫалхине Чӑвашрисем ҫеҫ мар, кӳршӗллӗ Мари Элтан та пулӑҫсем килсе ҫитнӗ. «Мана йӑлтах килӗшрӗ», — пӗлтернӗ «Pro город» интернет-хаҫата кӑҫал фестивале пуҫласа хутшӑннӑ Людмила Щербакова.
Фестиваль 13 сехетре кӑна пуҫланнине пӑхмасӑрах сусӑр пулӑҫсем ирех хавас кӑмӑлпа Атӑл ҫыранӗн хӗррине пухӑннӑ. Йышпа пӗрле ирттернӗ мероприятирен вӗсем хаваслӑн саланнӑ.