Псков хулинче вырнаҫнӑ «Псковавиа» авиакомпани Шупашкар ҫыннисене Питӗре турттарма пуҫлӗ. Ҫурҫӗр тӗп хулипе Чӑваш Ен хулине авиакомпани юпа уйӑхӗнчен ҫыхӑнтарӗ.
«Псковавиа» авиакомпание Росавиаци темиҫе рейс валли субсиди пама йышӑннӑ. Укҫана Питӗре Шупашкарпа ҫыхӑнтарнишӗн кӑна мар, асӑннӑ хуларан Курска, Тамбова, Апатиты тата Пскова илсе ҫӳренишӗн те уйӑрӗҫ.
Кунта асӑннӑ хуласенчен Апатитыне тата Пскова «Псковавиа» унччен те ҫулталӑкӗпех турттарнӑ.
Аваиакомпани Шупашкар ҫыннисенчен Питӗре вӗҫес кӑмӑллисем йышлӑ тупӑнасса шанаҫҫӗ. Ҫитменнине, билет хакӗсене Росавиаци хыснинчен субсидиленине кура кӗсьене ытлашши ҫӳхетме тивмӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Шупашкара Мускаври Вырӑс балет театрӗ гастроле килнӗ. Вӗсем сцена ҫинче «Лебединое озеро» (чӑв. Акӑш кӳлли) постановкӑна кӑтартма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Шӑматкун «Ромео и Джельетта» балета курнӑ. Кӑҫалхи гастроль ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров пулӑшнипе иртнӗ. Вырсарникун гала-концерт пулнӑ. Унта пирӗн артистсем те хутшӑннӑ.
Гастрольпе Пысӑк театр солисчӗсем Дина Косырева тата Андрей Меркурьев килнӗ. Вӗсен — тӗп парти. Артистсем Шупашкара пӗрремӗш хут мар килнӗ. Вӗсем балет фестивалӗсене хутшӑннӑ ӗнтӗ.
Мускав артисчӗсем Шупашкарта виҫӗ каҫ пулнӑ. Вӗсем кунти симфони оркестрӗпе пӗрле сцена ҫине тухнӑ. Пирӗн симфони оркестрӗ ҫак ушкӑнпа Германире тата Люксембургра 2014 ҫулта пулнӑ. 2015 ҫулта вара Араб Эмиратне ҫитнӗ.
Ушкӑн хореографӗ — ҫамрӑк балерина Людмила Титова. Вӑл сцена ҫине тухма та ӗлкӗрет. Людмила «Ромео и Джульетта» постановкӑра тӗп сӑнара калӑплать.
Раҫҫейре ҫитес ҫул 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫа кӑларасси пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Вӗсем ҫине хӑш хулана сӑнлассине палӑртас тӗллевпе сасӑлав ирттернӗ. Унта Шупашкар хулинчи Анне палӑкӗпе Чапаев палӑкӗ те хутшӑннӑ.
Нумаях пулмасть списокри 10 хула финала тухнӑ. Шел те, вӗсен йышӗнче Шупашкар ҫук. Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне «Общество шухӑшӗ» фонд ирттернӗ. Ыйтӑма тӗрлӗ хулара пурӑнакан 6 пин ҫын хутшӑннӑ. Кашнин патне киле килнӗ, хуласен ятне тата унти паллӑ вырӑнсен сӑнӳкерчӗкне кӑтартнӑ.
Финала 10 хула тухнисен йышӗнче ҫаксем: Владимир, Волгоград, Инҫет Хӗвелтухӑҫ, Иркутск, Хусан, Чулхула, Петрозаводск, Севастополь, Сергив Посад, Сочи.
Шкулта ӑс пухакан шӑпӑрлансем ача пахчинчи стенасене илем кӗртнӗ. Ҫакна тумашкӑн вӗсене пӗр эрне ҫеҫ кирлӗ пулнӑ.
Шупашкарти 23-мӗш ача пахчинчи тӗксӗм стенасем тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑпа ялкӑшма тытӑннӑ. Ачасем хут ҫинчи ӳкерчӗксене стена ҫине пӗр эрнерех куҫарнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Эльдар Черкесов кунашкал тӗксӗм стенасем кашни ача пахчинчех пуррине каланӑ. Вӗсем, паллах, ачасене савӑнтармаҫҫӗ. Ӳкерсен вара питӗ кӑмӑллӑ. Шӑпӑрлансем те унта мӗн сӑнланипе кӑсӑкланма пуҫлӗҫ.
5-мӗш гимназире ӑс пухакан Анастасия Васильевӑн «Юратнӑ хула» ӳкерчӗкӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Вӑл халӑх тетелӗнче «лайк» нумай пухнӑ.
Шкул ачисем ку проекта малалла пурнӑҫласшӑн. Кирек хӑш ача пахчинче те тӗксӗм стена тупса вӗсем ӑна илемлетесшӗн. Тӗнчене ҫутӑрах тума нумай та кирлӗ мар вӗт.
Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ ача уйлӑхӗсенчен пӗринче ясарлӑхпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах сиксе тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшенче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйӗн пӳлӗмӗнче ҫывӑрса выртакан сакӑр ҫулхи хӗрача ҫумне Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын ҫулӑхнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ.
Айӑплӑ тесе шутлакан арҫынна тӗпчев пынӑ вӑхӑтра хупса усрама йышӑннӑ. Ваккат кунпа килӗшмесӗр ЧР Аслӑ судне тавӑҫпа тухнӑ, малтанхи суд йышӑнӑвне пӑрахӑҫлама, арҫынна салукла кӑларма ыйтнӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ йышӑнӑва малтанхиллех хӑварнӑ.
Арҫын айӑпне ҫирӗплетсен ӑна 12 ҫултан пуҫласа 20 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.
Италири юрӑҫ Энрико Колонна Шупашкара клип ӳкерме килнӗ. Вӑл ҫӗнӗ юрӑ кӑларма хатӗрленет. Юрӑҫа кунти мӑнастирсем, халӑх кӑмӑллӑ пулни килӗшнӗ. Вӑл кунта арӑмӗпе тата ывӑлӗпе килнӗ.
Энрико Венецие е Флоренцие мар, шӑпах Шупашкара суйлани мӗнпе ҫыхӑннӑ-ха? Пирӗн хула ӑна илемӗпе тыткӑнланӑ. Кунти тетреллӗ ҫанталӑк та кӑмӑла пусӑрӑнтарнӑ – шӑпах юрӑра клипра кирлӗ пек.
Энрико кунта «Se bastasse l’amore» юрӑ валли клип ӳкересшӗн. Тӗп сӑнар чылай ҫул пӗрле пурӑннӑ хыҫҫӑн юратнӑ ҫынни усал шыҫӑпа чирлине пӗлет. Вӑл чи хаваслӑ самантсене аса илет. Ку композици Энрико Колоннӑн ҫӗнӗ альбомне кӗнӗ.
Энрико Раҫҫейре те юрлать, вырӑс халӑхне юратать. Шупашкарта та унӑн пултарулӑхне килӗштерекенсем пур. Шӑпах вӗсем клипа Шупашкарта ӳкерме сӗннӗ.
Композицие чи малтанах Итали халӑхӗ курӗ. Унтан ӑна чӑвашсем те хаклама пултарӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсем хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнине полицейскисене пӗлтернӗ.
49 ҫулти хӗрарӑм телекуравпа экстрасенс пулӑшу сӗннине курнӑ. Вӑл рекламӑра кӑтартнӑ телефон номерӗпе «парапсихолога» шӑнкӑравланӑ. Лешӗ хӑйӗн яланхи юррине пуҫланӑ: хӗрарӑма питӗ вӑйлӑ пӑснӑ имӗш, ӑна пӗтермелле.
«Парапсихолог» пӑснине телефонпа калаҫсах илнӗ-мӗн. Хӗрарӑм тӑватӑ йӑлана ирттермешкӗн кӗсйинчен 150 пин тенкӗ ним мар кӑларса панӑ, усси пуласса шаннӑ. Хӑйне улталанине вӑл, шел те, кая юлса ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн, газон ҫине урапасене лартма юрамасть. Анчах Шупашкарти депутатсем урапа хуҫисене хӑйсем тӗллӗн штрафлама шухӑшланӑ.
РФ Аслӑ сучӗ ЧР Аслӑ сучӗпе килӗшнӗ: газон ҫине урапа лартнӑшӑн штраф тӳлеттерни — йӑнӑш. Ҫул-йӗр правилисемпе килӗшӳллӗн, хӑш-пӗр тӗслӗхре урапана газон ҫине, ҫул хӗррине лартма юрать.
Газон ҫине урапа лартма юраманнине федераци саккунӗнче палӑртнӑ. Апла ку вырӑнти депутатсен ӗҫне кӗмест. Ҫавна май Шупашкарти пӗр ҫын ЧР Аслӑ судне тавӑҫ ҫырнӑ. Вӑл унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
РФ Аслӑ судӗнче ку йышӑнӑва Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем, ЧР Патшалӑх Канашӗ, прокуратура пӑрахӑҫлаттарма тӑрӑшнӑ. Анчах суд хӑйӗн шухӑшне улӑштарман.
Филипп Лукин ячӗллӗ Шупашкарти ача-пӑча музыка шкулӗ Филипп Лукин ятне ямасть. Унта ҫӳресе музыка жанрӗпе ҫывӑхланнӑ ачасем сумлӑ вӗренӳ учрежденийӗсене кӗме пултараҫҫӗ.
Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче унтан пӗлӳ туптаса тухнисенчен Арсений Васильев Хӳтӗлев министерствин Мускаври ҫарпа духовой училищӗне вӗренме кӗнӗ, Артем Фадеев — Чулухулари М.А. Балакирев ячӗллӗ музыка училищин фортепиано уйрӑмне, Мария Дашкова – Хусанти И.В. Аухадеев ячӗллӗ музыка училищин вокал уйрӑмне. Музыка шкулне 2012 ҫулта вӗренсе пӗтерсе хыҫҫӑн Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищинче ӑсталӑха туптанисенчен Мускаври, Хусанти патшалӑх консерваторийӗсене, Мускаври тӗн академине кайса кӗнӗ.
«Эпир хамӑр выпускниксемпе чӑннипех те мухтанатпӑр», — терӗ шкул директорӗ Наталья Толокнова.
Чӑваш Енре Африка мурӗнчен сыхланмалли мероприятисен планне хатӗрлеҫҫӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче тӗрлӗ служба ӗҫченӗсенчен тӑракан ятарлӑ оперативлӑ штаб йӗркеленӗ. Вӗсем ҫынсене мур пирки ӑнлантараҫҫӗ, халӗ «хӗрӳ лини» те ӗҫлет.
Кунсӑр пуҫне ветеринари тӗрӗслевне те ҫирӗплетнӗ. Шупашкарта чӗрӗ сысна сутма чарнӑ. Ҫавӑн пекех хулана 2-мӗш зонӑна лекнӗ районсенчен сысна ашӗ илсе килме чарнӑ. Анчах ку 3-мӗш тата 4-мӗш зонӑри сысна фермисене пырса тивмест.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |