Паян «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти ячӗпе суйлава тухакансен хушшинче сасӑлав иртет. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи кӗркунне РФ Патшалӑх Думине тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутатсен суйлавӗ иртмеллине эпир хыпарланӑччӗ.
Тӳре-шарасемпе политиксем те сасӑлава хутшӑнаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче вырнаҫнӑ участокра сасӑланӑ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, вӑл вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумӗ шутланать, Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вырнаҫнӑ участока кайнӑ. Ҫамрӑк ҫав депутат шухӑшланӑ тӑрӑх, суйлав умӗнхи тапхӑр кандидатсемшӗн ҫӑмӑл марри конкуренци пысӑккипе ҫыхӑннӑ.
Халӑх та паянхи сасӑлава йышлӑ пынӑ-мӗн. Чӑн та, хысна тытӑмӗнче тӑрӑшакан паллаканӑмсем те унта кайнине пӗлтерчӗҫ.
Чӑваш Енре ҫул-йӗр техники газпа ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакна «Дорэкс» акционерсен обществи хӑйӗн техника паркне кӑтартнӑ чух ҫирӗплетсе панӑ. Тинтерех туяннӑ техникӑна ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче предприяти Шупашкарти Хӗрлӗ лапама илсе тухсах кӑтартнӑ.
«Дорэкс» пуҫлӑхӗ Владимир Филиппов предприяти РФ Правительстви 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче йышӑннӑ 167-мӗш номерлӗ йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртессипе тимленине пӗлтернӗ. Вӑл хутра ҫут ҫанталӑк газне мотор топливи евӗр усӑ курасси пирки каланӑ.
«Дорэкс» газпа ӗҫлекен 5 единица спецтехника: икӗ КамАЗпа урам шӑлса пуҫтаракан виҫӗ КО-318 урапа — туяннӑ. Ӑна 5 ҫуллӑха лизингпа илнӗ. Урӑх йышши топливӑпа ӗҫлекен техника предприяти тӑкакне икӗ хут чакарма шанаҫҫӗ ҫул-йӗр организацийӗнче. Пӗр литр дизель топливи 30 тенкӗ тӑрать пулсан, метанӑн кубла метрӗ — 11 тенкӗ. Метанпа ӗҫлекен двигатель ӗмӗрӗ те 1,5 хут вӑрӑмрах тесе ӗнентереҫҫӗ.
Шупашкарта хула варринче хӗре тапӑннӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра инҫех мар икӗ каччӑ иртсе пынӑ. Кун пирки сайтра пӗлтернӗччӗ.
Каччӑсем хӗре ҫӑлнӑ. Йӗксӗк тарнӑ. Халӗ полицейскисем паттӑр каччӑсене те, йӗксӗке те шыраҫҫӗ.
Аса илтерер: ку ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 21 сехет те 40 минутра Ял хуҫалӑх академийӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Хӗре тапӑннӑ арҫыннӑн фотороботне хатӗрленӗ. Вӑл 25–30 ҫулсенчи пек курӑнать, 170–175 сантиметр ҫӳллӗш. Пуҫне бейсболка тӑхӑннӑ. Ӑна паллакансене, курнисене 62-05-91 е 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче улттӑмӗш хутран карчӑк ӳксе вилнӗ. Тӳрех сывлама чарӑнман-ха вӑл, чӗри темиҫе минутран тапма чарӑннӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 12 сехетре Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 81 ҫуртра пулнӑ.
Ку пӑтӑрмаха Елена Ильина курнӑ. Ҫав ҫуртра пурӑнакан Татьяна Гринькина каланӑ тӑрӑх, ватӑскер аялалла тимӗр кабель тӑрӑх анма хӑтланнӑ. Анчах вӑл аялалла персе аннӑ.
Татьяна Гринькина шаплатса ӳкнине илтнӗ те балкона тухнӑ. Унта, балкон айӗнче, кинеми выртнине асӑрханӑ. Тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ӑна хваттерте ывӑлӗ питӗрсе хунӑ. Арҫын эрех-сӑрапа айкашма юратать-мӗн.
Шупашкарта иртекен йӑлана кӗнӗ кинофестиваль кӑҫал районсене ҫитӗ. Ун вӑхӑтӗнче хӑш-пӗр кинолентӑпа Ҫӗмӗрле, Куславкка тата Вӑрмар тӑрӑхӗнче пурӑнакансем республикӑн тӗп хулине килмесӗрех паллашайӗҫ.
Кинофестивалӗн тӗп хӑни — ятлӑ-сумлӑ та паллӑ Евгений Дога композитор. Унӑн хайлавӗсем чи лайӑххисен пӗтӗм тӗнчери 200 музыка произведенийӗн рейтингне кӗнӗ. Антон Чеховӑн «Драма на охоте» повеҫӗ тӑрӑх Эмиль Лотяну ӳкернӗ «Мой ласковый и нежный зверь» фильма курнисем унти вальса ӗмӗрлӗхе асра хӑварнӑ пулӗ. Вӑл та — Евгений Дога композиторӑн чуна тивекен ҫемми. Хайлава Пӗрлешнӗ Нацисен вӗренӳ, ӑслӑлӑх тата культура енӗпе ӗҫлекен организацийӗ XX ӗмӗрти чи лайӑх музыка шедеврӗсенчен пӗри тесе йышӑннӑ. Евгений Дога Чӑвашра икӗ кун пулӗ, «Мария, Мирабелла» фильма кӑтартнӑ ҫӗре хутшӑнӗ.
Сӑмах май каласан, Евгений Дога «Табор уходит в небо», «Одиноким предоставляется общежитие», «Валентин и Валентина», «Королева Марго», «Портрет жены художника», «Черная вуаль», «Благословите женщину» тата ытти нумай фильм валли кӗвӗленӗ.
Республикӑн Культура министерствин комиссийӗ Шупашкарта тума пуҫланӑ «Амазони» этнокомплекса тӑвасси епле пынине тӗрӗсленӗ.
Унта ҫутӑ пӑралукне карассине, газ, шыв тата канализаци пӑрӑхӗсем хурассипе тӗп ӗҫсене пӗлтӗрех вӗҫленӗ иккен. Чавса-ватса пӗтернӗ лаптӑксене хӑтлӑх кӗртме май уявӗчченех пуҫланӑ. Тепӗр ҫӗрте ҫӗр ӑшӑнса ҫитменнине кура хӑш-пӗр вырӑнта ку ӗҫе вӑл вӑхӑта пурнӑҫласа пӗтереймен-ха. Анчах ҫӗр пусӑрӑнса пыракан, асфальт ишӗлекен тӗл-тӗл лаптӑксем те комисси куҫӗ тӗлне лекнӗ.
«Амазонинче» «Шывармань» ятлӑ администраципе кану комплексӗ тӑвасси те хальхи вӑхӑтра малалла пырать, унта ресторан та пулӗ.
Кӗмелли ушкӑна ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ун чух Республика кунне пӗлетпӗр, уҫма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ӑсан Уҫӑпне (Осип Алексеев ҫыравҫа) паян Гремячево сали ҫывӑхӗнче курнӑ. Хӗрне те, полицине те пӗлтернӗ, анчах вӗсем унта ҫитнӗ ҫӗре ватӑ ҫын каллех ҫухалнӑ. Ыран ытларах йыш пухса ҫав тӑрӑха ҫитсе шырасшӑн. Сирӗн пулӑшас кӑмӑл пур пулсан тӑванӗсемпе ҫыхӑнма пултаратӑр: 89176589139 (Марина), 89876662061 (Наталия), 89276478573 (Александр).
Осип Алексеев Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче 1944 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шкулта ачасене вӗрентнӗ, районти тата ытти хаҫатсенче ӗҫленӗ. 1985–2004 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» тата «Ҫилҫунат» редакцийӗсенче вӑй хунӑ. Очерксем ҫырнипе ытларах палӑрнӑ. Унӑн тӗп кӗнекисем: «Чӑваш вӑрманӗ», «Ӑсан Уҫӑпӗ — сунарҫӑ», «Сатурн ҫинчи ӑсан», «Ӑсан Уҫӑпӗ сунарҫӑ курни-илтни» тата ыттисем.
Следовательсем хӗре ҫӑлнӑ икӗ каччӑна шыраҫҫӗ. Вӗсем 22 ҫулти пикене йӗксӗк аллинчен ҫӑлнӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ярославль урамӗнче, чиркӳ хыҫӗнче, 21 сехет ҫурӑра пулнӑ. Паллӑ мар арҫын, 25–35 ҫулсенчи пек курӑнаканскер, 22-ри хӗре тапӑннӑ. Телее, ҫав вӑхӑтра ҫывӑхра икӗ ҫамрӑк пулнӑ. Вӗсем йӗксӗке чарнӑ, лешӗ тарнӑ.
Пикен шок пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл каччӑсене астуса юлман. Вӗсенчен пӗри бейсболкӑпа пулни ҫеҫ паллӑ. Ведомство халӗ вӗсене шырать. Ку пулӑм пирки мӗн те пулин пӗлекенсене шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Телефон номерӗ — 62-46-59. Е 02 ҫавӑрмалла. Ку пулӑшу йӗксӗке тупса палӑртма, ӑна явап тыттарма пулӑшӗ.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫурт лартмашкӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫуртсене тумалли проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн подрядчик палӑртать.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 8,5 гектар ҫӗр уйӑрнӑ. Вӑл районӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ. Ку лаптӑкра 102 ҫемье валли пӳрт тума палӑртнӑ.
Лаптӑка хатӗрлеҫҫӗ ӗнтӗ: инженери сечӗсене илсе ҫынсене параҫҫӗ. Ҫуртсене ҫемьесен хӑйсен лартма тивӗ.
Сӑмах май, Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене унччен Муркаш районӗнче те панӑ. Унта 800 яхӑн ҫемье валли лаптӑк тупӑннӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсас программа епле пурнӑҫланнине нумаях пулмасть республикӑри прокуратура органӗсем тӗрӗсленӗ те самай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ.
Хӑш-пӗр муниципалитетра ҫук ҫуртсене те тӗплӗн юсамалли программӑна кӗртнӗ. Сӑмахран, ку списокра Ҫӗмӗрлери Красноармейски урамӗнчи 17/1-мӗш ҫурт шутланнӑ. Ҫуртсенчи хӑш-пӗр пайӗсен тӑрӑмӗ 70 процентран ытла япӑхса кайнӑ пулин те тӗплӗ юсав программине ҫӗнӗрен пӑхса тухман. Кун пек ҫуртсен шутӗнче Ҫӗмӗрлери МОПР урамӗнчи 29-мӗш тата Мир урамӗнчи 33-мӗш ҫуртсене тӗслӗх вырӑнне асӑнса хӑварма пулать. Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 8-мӗш ҫуртра вара вӗри шыв тытӑмне 2014 ҫулта тӗплӗн юсама палӑртса хунӑ, анчах унта вӗри шыв ӗмӗрне те пулман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |