Паян, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Хӑрушсӑрлӑх Канашӗн Секретарӗпе Николай Патрушевпа тата РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли парваллӑ элчипе Михаил Бабичпа республикӑри предприятисенче хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗпе еплерех ӗҫленипе кӑсӑкланнӑ.
Вӗсем Г.А. Ильенко ячӗллӗ «Элара» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗпе паллашнӑ. Организацин гендиректорӗ Андрей Углов ҫӗршыври авиацие тӗрлӗ хатӗрпе тивӗҫтерсе тӑракан концернсен шутӗнче пулнине аса илтернӗ, Су, МиГ, Ту самолетсем валли ятарлӑ хатӗрсем калӑпласа кӑларнине пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне Бе-200 самолет-амфибисем, «Камова» тата «Миля» фирмӑсен вертолечӗсем валли те тӗрлӗ хатӗр ӑсталаҫҫӗ. Предприяти чукун ҫул предприятийӗсемпе те килӗштерсе ӗҫлет.
Сумлӑ йыш Шупашкарти «Экра» предприятие, Ҫӗнӗ Шупашкарти каяш пухакан полигона та ҫитсе килнӗ.
Ҫитес уйӑхран хваттер укҫи хакланӗ. Ҫапла вара газшӑн та, шывшӑн та, ҫутӑшӑн та ытларах тӳлеме тытӑнӑпӑр.
Шупашкар хулине илес пулсан, ӑшӑшӑн тӳлесси кӗсьене мӗн чухлӗ ҫӳхетме тивесси ҫурта мӗнле компани ӑшӑпа тивӗҫтернинчен килет. «Т Плюс» хака 6,7% хӑпартӗ, «КТ» текенни — 4,4%.
Газ плитиллӗ кил хуҫисен ҫутӑ укҫине ҫитес уйӑхран 6,4% нумайрах тӳлеме тивӗ, электричество плитиллисен — 6,6%. Шывшӑн тата таса мар канализацишӗн хак тепӗр чӗрӗк чухлӗ ӳсмелле.
Тӳре-шара ҫынсене сахал тупӑшлисене субсиди парса пулӑшни пирки аса илтерет. Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна республикӑн тӗп хулинче коммуналлӑ пулӑшу ҫӑмӑллӑхне кӳме хыснаран 51,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫӑмӑллӑхпа 6,7 пин тыла ҫемье усӑ курнӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлӑва ирттернӗ. Унта яланхиллех тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра тӳре-шара Раҫҫей кунне епле ирттернине те тишкернӗ.
Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти хӑш-пӗр кану учрежденийӗсем право йӗркине тата хӑрушсӑрлӑха пӑханманнине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл тӗп хуламӑрти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «У Петровича» кафене асӑннӑ. Апатлану предприятийӗ унта пырса ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшмасть тесе шухӑшлать иккен Сергей Неяскин министр. Сӑмах май, кафе йӗрке хуралҫисемпе — полицин участокри пункчӗпе — кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ.
Министр ун пек учрежденисен ӗҫне чарса лартма сӗннӗ. Михаил Игнатьев Элтепер министр каланипе килӗшнӗ май яваплисене ку ыйтупа ҫине тӑма хушса каланӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре «Уҫӑ Атӑл» фестиваль пӗрремӗш хут иртет. Ӑна регион сӑн-сӑпачӗн ыйтӑвӗсене, туризма рекламӑлассине халаллӗҫ.
Фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 14–17-мӗшӗсенче Шупашкарти Пӑр керменӗнче иртӗ. Сӑмах май, Чӑваш Енре туризма аталантарас енӗпе координаци канашне йӗркеленӗ.
Фествиальте виҫӗ лапам иртӗ: конкурс, вӗренӳ тата ӑслӑлӑхпа практика. Экспертсемпе спикерсен йышӗнче маркетинг тата реклама тытӑмӗнчи профессионалсем пулӗҫ.
Фестивале хутшӑнакансем туризм маркетингӗнчи тӗнчери брен-гуру тата Раҫҫейри, Беларуҫри, Украинӑри, Казахстанри брендингӗсенчи ӑсталӑх класӗсене хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ачасем валли вылямалли лапамсем вырнаҫтараҫҫӗ. Анчах пур ҫӗрте те мар. Камсем лапама пӑхса тӑнӑшӑн, тирпейленӗшӗн укҫа тӳлеме хатӗр — вӗсем патӗнче ҫеҫ. Шкул урамӗнчи пӗр картишре ача-пӑча лапамне ку эрнере туса пӗтермелле.
Кӑҫал пӗтӗмпе 10,5 миллион тенкӗлӗх 70 лапам хӑтлӑлатма палӑртнӑ. Ленин районӗнче — 30, Мускав районӗнче — 21, Калинин районӗнче — 17, Атӑл леш енче 2 лапам пулӗ.
Юлашки 5 ҫулта Шупашкарта 421 картишре вӑйӑ тата спорт хатӗр-хӗтӗрӗсене вырнаҫтарнӑ. Пӗтӗмпе 75,6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Вӑйӑ лапамне управляющи компанийӗ пӑхса тӑрӗ. Анчах куншӑн хваттерте пурӑнакансен тӳлемелле.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти ҫуртсене тӗпрен юсас ӗҫ мӗнле пынине хӑй тӗрӗсленӗ. Унпа пӗрле ҫуртсене Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Республикӑри капюсав фончӗн тӗп директорӗ Олимпиада Епифанова ҫитнӗ.
Михаил Васильевич малтан Николаев урамӗнчи 15-мӗш тата 17-мӗш ҫуртсене кӗнӗ. Ку ҫуртсенче капюсавшӑн ҫынсен 83% тата 90% укҫа пухнӑ. Халӗ пӗр ҫуртӗнче тӑррине улӑштараҫҫӗ, тепринче шыв тата канализаци пӑрӑхӗсене юсаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев хваттерсене те кӗрсе пӑхнӑ, унта пурӑнакансемпе калаҫнӑ, ыйтусене хуравланӑ. Унтан Элтепер Николаев урамӗнчи 55, 57, 59-мӗш ҫуртсене кайнӑ. П.Лумумба урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра та пулнӑ. Михаил Васильевич подъездсене тытса тӑрас тӗлӗшпе асӑрхаттарусем тунӑ. Хваттерсене пурӑнакансене вара тирпейлӗхшӗн, тасалӑхшӑн тата картише йывӑҫ-тӗмпе, чечексемпе илемлетнӗшӗн ырланӑ.
Чечня Республикинче пуҫ хунӑ Раҫҫей Паттӑрне Игорь Петрикова халалласа Шупашкарта палӑк лартнӑ. Университет урамӗнче ҫулталӑк каялла ун ячӗпе сквер хисепленме тытӑннӑ. Палӑка та ҫавӑнтах вырнаҫтарнӑ.
Палӑка 10 кун каяллах вырнаҫтарнӑ. Анчах ӑна официаллӑ майпа уҫман-ха. Ӑна унччен целлофан хутаҫпа ҫавӑрса ҫыхӗҫ, ун тавра хӑтлӑлатӗҫ. Йывӑҫсем лартнӑ та ӗнтӗ.
Гварди майорӗ Игорь Петриков 1966 ҫулта офицер ҫемйинче ҫуралнӑ. Унӑн мӑн аслашшӗне Тӗнчен пӗрремӗш вӑрҫинче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн награда панӑ. Игорь Свердловскри Суворов училищинче вӗреннӗ. 506-мӗш мотострелоксен полкӗн 1-мӗш батальонӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне Чечняри хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ. 1995 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Игорь Петриков хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр юлташӗсене вилӗмрен ҫӑлнӑ. Ӑна Шупашкарта пытарнӑ.
Чӑваш Енре каллех суя укҫасем тупнӑ. Чи хӑрушши — вӗсем нумай. Юлашки 5 уйӑхра кӑна 212 суя укҫа тупса палӑртнӑ.
Ултавҫӑсем ытларах суя укҫапа аптекӑра, заправкӑсенче усӑ кураҫҫӗ. Ытларах чухне нухрат чӑн-чӑнни пулманнине сутуҫӑсем мар, банк ӗҫченӗсем тавҫӑраҫҫӗ. Унта укҫана ятарлӑ аппаратпа тӗрӗслеҫҫӗ-ҫке.
Суя укҫасене Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта тупса палӑртнӑ. Ытларах чухне ултавҫӑсем 5 тата 1 пин тенкӗлӗххисене туса кӑлараҫҫӗ. Вӗсем унпа часрах мӗн те пулин туянаҫҫӗ. Чылай чухне 500 тенкӗлӗх тавар илсен 5 пин тенкӗлӗхипе тӳлеҫҫӗ.
Суя укҫана ахаль ҫын та уйӑрса илет. Лупӑпа пӑхсан пӗчӗк детальсене курма пулать. Ҫавӑн пекех хут укҫан сери номерне тасатса пӑхмалла. Иккӗленӳ ҫуралсан тӳрех полицие шӑнкӑравламалла.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑхӗн биотехнологипе агрономи факультетӗнче ӑс пухакан студентсем шӑматкунлӑха тухнӑ. Ҫапла майпа вӗсем тавралӑхри хӑтлӑх мӗнле пулни кашни ҫынран килнине кӑтартнӑ.
Студентсем ҫурт картишӗсенче пулнӑ, хӑтлӑха тӗрӗсленӗ, сӑн ӳкернӗ. Студентсем ҫӑпла майпа «Ачасем — пирӗн пуласлӑх» проекта пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ.
Акци пулӑшнипе вӗсем халӑха тавралӑха хисеплеме, ӑна упрама вӗрентесшӗн. Ҫамрӑксем хӑйсен ӗҫне яваплӑ пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем хӑтлӑх кӗртмелли объекта тӗплӗн пӑхса ҫаврӑннӑ. Малтанах студентсем Шупашкарти Мускав проспектӗнчи, Кривов тата Пирогов урамӗсенчм ача-пӑча лапамӗсене ҫӳп-ҫапран тасатма палӑртнӑ. Ӗҫ хӑвӑртрах пултӑр тесе вӗсем ушкӑнсем ҫине пайланнӑ. Лапама тирпейлесе пӗтерсен вӗсем наклейка ҫыпӑҫтарса хӑварнӑ. Ҫапла ку лаптӑка Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсем пуҫтарни паллӑ.
Шупашкарти хӑш-пӗр суту-илӳ павильонне йӗркене пӑхӑнмасӑр вырнаҫтарнӑ. Ҫак кунсенче хула влаҫӗнче ӗҫлекенсем хулари павильонсене тӗрӗсленӗ.
Кӗҫех вӗсен тара илмелли срок тухать. Кун хыҫҫӑн вӗсене ишсе антарма пултараҫҫӗ. Нормӑпа килӗшӳллӗн, павильонӑн ҫул хӗрринчен 3 метртан кая мар аякра пулмалла. Йӗркене пӑсни ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗшӗн япӑх. Темӗнле водитель те пур-ҫке. Унашкаллисем вирхӗнсе кӗме те пултараҫҫӗ.
Павильонсен шӑпине хулари пурлӑх управленийӗнче татса парӗҫ. Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, чылай тӗслӗхре вӗсене ҫулран шаларах куҫарма меллӗ мар. Кун пек чухне инженери коммуникацийӗсене те куҫармалла.
Тепӗр тесен, пӑлханса ӳкмеллех-ши? Ку ыйтӑва 2014 ҫултах ҫӗкленӗ. Анчах вӑл пӑчланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |