Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланма «Коммунисты России» парти Чӑваш Енрен кӳршӗллӗ Киров облаҫӗнчи кандидатсене сӗннине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Киров облаҫӗнчи Антон Трефилов тата Кироври Сергей Шулятьев Чӑваш Енрен пӗр мандатлӑ округсемпе РФ Патшалӑх Думине депутата суйланма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах «Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗ» кандидатсем шыраса кӳршӗллӗ регионсене кайман, тивӗҫлӗ тесе шухӑшлакансене вырӑнтанах палӑртнӑ. Вӗсенчен пӗри — паллӑ Валентин Шурчанов. Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттӗм ялӗнче 1947 ҫулта ҫуралнӑскер РФ Патшалӑх Думине Шупашкарти пӗр мандатлӑ округпа суйланма ӗмӗтленет. Канашри пӗр мандатлӑ округпа ку партирен Шупашкарта пурӑнакан Григорий Данилов РФ Патшалӑх Думине суйланмалӑх сасӑ пухасшӑн тапаҫланӗ.
Чӑваш Енри вунӑ учитель Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн премине тивӗҫнӗ. Ҫавсен шутӗнче чӑваш чӗлхи учителӗ те пур.
200 пин укҫа илекенсен спискоӗнче ҫаксем: Шупашкарти 5-мӗш номерлӗ гимназири историпе обществознани вӗрентекен Ленина Жукова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Нелли Краснова, Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимназире географи вӗрентекен Надежда Мазилкина, Шупашкарти 3-мӗш лицейри вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Мельникова тата унти математика учителӗ Елена Сенькова, Тӑвайӗнчи вӑтам шкулти биологи учителӗ Альбина Михайлова, Шупашкарти 44-мӗш лицейри математик Елена Михайлова, Шупашкарти 2-мӗш лицейра хими вӗрентекен Надежда Мокеева, Красноармейскинчи вӑтам шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Галина Никифорова, Шупашкарти 4-мӗш гимназире акӑлчан чӗлхи вӗрентекен Алевтина Филиппова.
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думине пӗр мандатлӑ округпа депутата суйланма «Коммунисты России» парти Чӑваш Енрен кӳршӗллӗ регионти кандидатсене сӗннӗ. Кун валли вӑл Киров облаҫӗнчи ҫамрӑксене суйланӑ. Иккӗшӗ те вӗсем — пуҫлӑхсем, иккӗшӗ те тулли мар яваплӑ обществӑсене ертсе пыраҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думине депутата суйланас шухӑшлӑскерсенчен пирӗн республикӑри Тӗп суйлав комиссине Канашри 37-мӗш суйлав округӗпе Киров облаҫӗнчи «Универсал» ТМЯП гендиректорӗ, 31 ҫулти Антон Трефилов тата Шупашкарти 38-мӗш пӗр мандатлӑ округпа Кировра пурӑнакан, «Ника» ТМЯП пуҫлӑхӗ, 36-ри Сергей Шулятьев заявлени панӑ. Вӗсен кандидатурисене чӑвашсем тата Чӑваш Енре пурӑнакансем епле йышӑнассине вӑхӑт, тӗрӗсрех — суйлав, кӑтартса парӗ.
Шупашкарти кӳлмек хӗрринче аякранах курӑнса ларакан Амӑш палӑкӗ Раҫҫей банкӗн банкноти ҫине куҫма пултарать. 200 тата 2000 тенкӗлӗх купюра ҫине ӳкерсе хума палӑртакан элемсене Твоя-Россия.рф сайтра сасӑласа палӑртнӑ. Малтанхи сасӑлавра Шупашкарти Амӑш палӑкӗ те ҫӗнтерӳҫӗсен шутне лекнӗ.
5-шер пин сасӑ ытла пухнисем шутӗнче республикӑн тӗп хулинчи ҫак палӑк та пур. Сӑмах май каласан, списокра интереслӗ кӳлепесем те пур. Сӑмахран, Воронежри Лизюков урамӗнче вырнаҫтарнӑ кушак ҫури палӑкне асӑнмалла. Пермьре тата вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем «Пермь упин легенди» палӑка сӗннӗ. Уншӑн та 5000 ытла ҫын сасӑланӑ та ӗнтӗ.
Виҫӗ тапхӑрпа пыракан конкурса Раҫҫей банкӗ ирттерет. Унӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов 60 ҫулхи юбилейне ӗнер Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланӑ.
Ҫак ҫынна пӗлекенсем ӑна тӗрлӗрен хакланине илтме тивет. Бетонщикра, шкул учителӗнче те, республикӑн Аслӑ Канашӗнче те, Чӑваш Енӗн культура министрӗнче те, пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче те тата ытти вырӑнта тӑрӑшнӑ ҫак ҫыннӑн юбилейӗнче чӑваш парламенчӗн паянхи депутачӗсенчен хӑшӗсем, хӑш-пӗр ҫыравҫӑ (уяв хӑни пулнӑ Александр Белов Фейсбукри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарни тӑрӑх хакласан, Сергей Павлов тата Геннадий Максимов писательсем, Валерий Туркай поэт), ЧР Журналистсен союзӗн ертӳҫи Валерий Комиссаров тата ытти ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пулнӑ.
«Пенсие тухма ӗҫпе ҫыхӑннӑ справкӑсене пухнӑ чух Петр Краснов ача пахчинче хуралҫӑра тӑрӑшнине те асӑнса хӑварнӑ» — тесе пӗлтерет маларах асӑннӑ Александр Белов журналист.
Шупашкар хула администрацийӗ Алексей Ладыков хушнипе хулара апат-ҫимӗҫпе пресса илсе ҫӳрекен автолавккасем хута ярасшӑн. Проекта хатӗрленӗ ӗнтӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал лавкка 15 вырӑнта пулӗ.
Автолавккара сӗт юр-варӗ, пулӑ, аш-какай, ҫӑкӑр таврашӗ, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, мороженӑй, пичет кӑларӑмӗсене сутӗҫ. Ку енӗпе ӗҫлес кӑмӑллӑ юридици сӑпачӗсен тата усламҫӑсен кун пирки вырӑнти хӑйтытӑмлӑха пӗлтермелле.
Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал лавккасем Раҫҫейри пысӑк хуласенче ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ. Шупашкарта ҫур миллион ҫын пурӑнать. Вӗсен те алӑ айӗнче вырнаҫнӑ продукцие туянас килет.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Пичет ҫуртӗнче темиҫе хаҫат редакцийӗ вырнаҫнӑ. Пӳлӗмсене тара илсе ӗҫлесе пурӑнакан ытти организаци те унта йышлӑ. Ҫавсенчен пӗри — «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗ. Пичет ҫурчӗн хуҫи — «Чувашия» издательствӑпа полиграфи комплексӗ.
Паян «СЧ» хаҫат редакторӗ Владимир Васильев тӗлӗнсе каймалла ҫыру илнӗ. Ӑна Шупашкар хулинчи Ленин район администрацийӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӳрес енӗпе ӗҫлекен пайӑн специалист-эксперчӗ А.В. Яковлев алӑ пуснӑ. Унта утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен, кӑнтӑрлахи 13 сехетчен, Пичет ҫуртне юсама сӗннӗ. Унччен ӗлкӗреймесен административлӑ майпа явап тыттарма пултарассине асӑрхаттарнӑ.
«Ҫыру ман алла пилӗк минут каялла лекрӗ. Ӗҫе эпӗ халех, 13 сехетрен пуҫӑнсан, вӑхӑт 5 кун юлать», — тӑрӑхласарах шӑрҫаланӑ хаҫат редакторӗ Владимир Васильев Фейсбукри хӑйӗн страницинче.
Ку ҫырӑва ҫӗртмен 28-мӗшӗнче янӑ пулнӑ. Шупашкартан янӑ Шупашкара ҫур уйӑхра ҫитни пӗр япала тейӗпӗр. Анчах Пичет ҫурчӗн хуҫи кам пулнине пӗлмесӗр ҫыракан тӳре-шара тӑрӑшӑвне тата епле хакламалла-ши?
Чӑваш Ене паллӑ спортсменка килнӗ. РФ Общество палатин пайташӗ Ирина Скворцова «Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнассине йӗркелесси тата шкулта вӗренекен ачасен сывлӑхне ҫирӗплетесси» темӑпа калаҫу ирттерме килнӗ.
РФ Общество палатин Чӑваш Енри тата Атӑлҫи федераци округӗн ытти регионӗнчи пайташӗсем ҫитӗнекен ӑрӑва сывӑ пурнӑҫ йӗркине явӑҫтарасси пирки калаҫнӑ, малалла ӗҫлемелли рекомендцисем хатӗрленӗ.
Ку темӑпа утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, паян, Правительство ҫуртӗнче 11 сехетре калаҫнӑ.
Палӑртса хӑварар: Ирина Скворцова Мускавра ҫуралнӑ. Вӑл – паллӑ бобслеистка. Ирина спринтер дистанцийӗсене чупнӑ. Анчах суранланнӑ хыҫҫӑн вӑл спорта таврӑнман. Кайран вӑл хӑйне тележурналистикӑра тупнӑ.
ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи «Чӑваш Республикинчи культурӑпа ӑслӑлӑха пулӑшасси пирки» Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чапаев ячӗллӗ музей гранта тивӗҫнӗ.
Грант виҫи — 2800000 тенкӗ. Вӑл музея аталантармашкӑн кайӗ. Чӑваш наци музейӗн филиалӗ Чапаев музейӗ 1974 ҫулта уҫӑлнӑ. Ҫурта нимелле тунӑ. Унта предпиятисем, учрежденисем, ҫынсем хутшӑннӑ.
Музей комплексне Чапаев скверӗ, Чапаев музейӗ, Чапаевсен мемориал ҫурчӗ, Чапаев палӑкӗ, мемориал стена кӗреҫҫӗ.
Килен-каяна музейри фойе уйрӑмах илӗртет. «Хӗрлӗ Ҫар» витража тӗслӗ кантӑкран хатӗрленӗ. Вӑл революцисемпе вӑрҫӑсен тапхӑрӗсене кӑтартать.
«Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем Шупашкарта ҫӗнӗ арт-объект хатӗрленӗ. Ҫакна вӗсем виҫӗ юбилее халалланӑ. Кӑҫал радио хыпарлав компанийӗ — 90 ҫул, телекурав — 55 ҫул, хула каналӗ 20 ҫул тултарать.
Арт-объект телекурав аппаратури мӗнле кӑтартнине хаклама май паракан таблица евӗр. Объекта пурнӑҫланӑ чухне журналистсем тӗрлӗ пӑтӑрмахпа тӗл пулнӑ. Филиал директорӗ Екатерина Канюка каланӑ тӑрӑх, хатӗрленмешкӗн кӑна пӗр уйӑха яхӑн кирлӗ пулнӑ.
Арт-объекта тумашкӑн «Советская Чувашия» хаҫат тата Наци телерадиокомпанийӗ пулӑшнӑ. Акцие вун-вун ҫын хутшӑннӑ. ПТРК кӑҫал тепӗр арт-объект та тума палӑртнӑ. Халӗ студи Шупашкар валли тепӗр парне хатӗрлет. Ӑна кӗҫех кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |