Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫат уявӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Николай Йелмел 11.03.2010 12:19 | 2282 хут пӑхнӑ
А.Н.Магарин, Н.Н.Ларионов
А.Н.Магарин, Н.Н.Ларионов

Чӗмпӗрти чӑвашла тухса тӑракан «Канаш» хаҫатӑн 20 ҫулхи уявне хӑнасем Шупашкартан, Хусантан, Димитровградран тата ытти хуласенчен килсе ҫитрӗҫ: Чӑваш Республикин культура министерствин пай пуҫлӑхӗ А.Н.Магарин, «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Г.А.Максимов, «СВ-Пресс» издательство центрӗн директорӗ-тӗп редакторӗ А.Н.Вражкин, Тутар Республикинчи чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн тӗп редакторӗ К.А.Малышев.

Хӑнасене область филармонин фойинче Чӗмпӗрти «Палнай» ушкӑн хӗрӗсем ҫӑкӑр-тӑварпа, кӑпӑклӑ хӑмла сӑрипе, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗҫ.

Пухӑннисене хаҫатӑн пӗрремӗш редакторӗ В.Ф.Ромашкин, УОЧНКА председателӗ В.И.Сваев тата ыттисем саламларӗҫ.

Чӑваш чӗлхине аталантарас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн редакцие Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ятӗнчен Тав ҫырӑвӗ пачӗҫ. Шупашкар делегацин ертӳҫи А.Н.Магарин «Канашӑн» тӗп редакторне Н.Н.Ларионова Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗпе наградӑларӗ. Редакци коллективӗ ЧР Журналистсен союзӗн (председателӗ В.П.Комиссаров) Хисеп хутне илме тивӗҫлӗ пулчӗ.

Уява пухӑннӑ ҫынсене пурне те «Канаш» символикипе календарь, пакет, ручка, тӗслӗ хаҫат тата Н.Ларионовӑн ҫак юбилей тӗлне халалласа кӑларнӑ «Чун хушнипе пурӑнсан» кӗнекине парне пачӗҫ.

#Чӗмпӗр, #юбилейсем, #хаҫатсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем