Нумаях пулмасть Канашри «Локомотив» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче кире пуканӗ йӑтассипе Чӑваш Республикин уҫӑ Кубокӗ иртнӗ. Тупӑшӑва хӗрарӑмсем те арҫынсемпе танах хутшӑннӑ.
Уҫа турнирта пирӗн ентешсем ҫеҫ вӑй виҫмен. Унта Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи спортсменсем те хутшӑннӑ.
Улатӑрсем тивӗҫлипе мухтанма пултараҫҫӗ. Уҫӑ Кубокра Улатӑр хулин чысне кире пуканӗ йӑтассипе Тӗнчен, Европӑн, Раҫҫейӗн темиҫе хут чемпионӗ, Гиннесс рекорчӗсен кӗнекин рекордсменӗ Валерий Притуленко Владимир Сабановпа Сергей Васюнькин спорт ветеранӗсем, Евгений Кочетков ҫамрӑк спортсмен хӳтӗленӗ.
Улатӑр спортсменӗсем ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем, призерӗсем пулса тӑнӑ. Валерий Притуленко, Сергей Васюнькин, Евгений Кочетков хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Владимир Сабанов иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Куславкка районӗнчи Кунер ялӗн ҫыннисемшӗн кану кунӗ чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Кунти информаципе культура центрне Тутар Республикинчи Чуллӑ Ҫырти «Чӗкеҫ» халӑх ансамблӗ ҫитнӗ. Лӑк тулли зал хӑнасене хавас пулнӑ.
Хаклӑ хӑнасене Кунер ял тӑрахӗн пуҫлӑхӗ В.В.Юсов, «Семенов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов, информаципе культура центрӗн директорӗ Б.Я.Федоров ӑшӑ сӑмахсемпе кӗтсе илнӗ.
Концерта 25 ҫын хутшӑннӑ. «Чӗкеҫ» чӑваш халӑх ансамблӗн пултарулӑхӗ Кунер ҫыннисене тыткӑнланӑ. Концерт 2 сехете яхӑн тӑсӑлнӑ. Кунер ял тӑрӑхӗнчи «Настроение» (чӑв. Кӑмӑл) инструмент ушкӑнӗ Ҫырчаллӑ артисчӗсемпе танах пулнӑ. Вӗсем те сцена ҫине тухнӑ: концерта вӗҫленӗ. Чӑваш юрри янӑрасан артистсем зала тухса куракансемпе ташланӑ.
Концерт вӗҫленсен ансамбль ертӳҫи Елена Кандюкова Кунер ял тӑрӑхӗн халӑхне ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗшӗн тав тунӑ, малашне те тӗл пулма шантарнӑ.
Эрнекун, пушӑн 21-мӗшӗнче, Хусанта тухса тӑракан Тутарстан чӑвашӗсен «Сувар» хаҫӑчӗ 20 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.
Чи малтанах «Чӑвашла тухакан пичет МИХӗсен аталану йывӑрлӑхӗсем» ятлӑ ҫавра сӗтел тата Тутарстанри хуҫатҫӑсем валли ятарлӑ семинар иртрӗ. Хаҫатҫӑсене семинар вулама Шупашкартан ЧПУ преподавателӗсем килнӗччӗ.
Ҫавра сӗтеле Атӑлпа Урал тӑрӑхӗнчи чӑвашла тухакан МИХсен тӗп редакторӗсем хутшӑнчӗҫ: «Урал сассинчен» — Юрий Михайлов, «Сувар» хаҫатран — Константин Малышев, «Хыпар» издательство ҫуртӗнчен — Михаил Арланов, Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатӗнчен — Николай Ларионов, «Асамат & Шевле» издательствӑран — Владислав Николаев, Чӑваш халӑх сайтӗнчен — Николай (Аҫтахар) Плотников тата ытти хӑш-пӗр хӑнасем. Вӗсем халӑх тӗтелӗсене (выр. социальные сети) ытларах тухмалли пирки; чӑвашла тухакан хаҫатсем валли реклама таврашне епле пухмаллине; чӑвашла хаҫатсем валли пӗрлешӳллӗ материал кӑларас ыйтӑва тата ыттине сӳтсе яврӗҫ.
«Сувар» хаҫатра ӗҫленӗ тата хальхи вӑхӑтра тӑрӑшакансене парнесемпе чысланӑ тата ыр сӑмахсемпе аса илнӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ тӑрӑхран килнӗ хӑнасем Хусанти Ар масарне ҫул тытрӗҫ, Николай Василевич Никольскийӗн вил тӑпри ҫине чечексем хучӗҫ.
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Тутарстанра 2011 ҫулта пулса иртнӗ инкек пирки экспертсем. Авари ҫӗрле, юсама пуҫланӑ ҫул ҫинче пулнӑ. Чӑваш Енӗн ШӖМӗн министрӗ Сергей Семенов ларса пыракан машина ҫул хӗрринчи хӑйӑр ҫине кустӑрмапа лекнипе автомашина ҫул айккине вӗҫсе кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руле министр тытса пыман, водитель.
Машинӑна шар кӑтартнӑшӑн Чӑваш Енӗн ШӖМӗ ҫул юсакан «Свиягадорстрой» обществӑран 844,554 пин тенкӗ шыраса илме Тутарстанӑн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче унти тӳре тавӑҫа тивӗҫтерме, тӑкака саплаштарма килӗшнӗ-ха.
Анчах строительсем ҫакӑн пек йышӑнупа килӗшмен, Самарта вырнаҫнӑ Вунпӗрмӗш арбитраж апелляци судне ҫитнӗ. Самарти тӳре Чӑваш Енӗн ШӖМ тавӑҫне 419,866 пин тенкӗлӗх тивӗҫтерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне эксперта тӳленӗ 2,4 пин тенке тӳлеттермелле тунӑ.
Суд йышӑнӑвне автотехника экспертизи витӗм кӳнӗ-мӗн. Экспертсем юсав пыракан вырӑнта 40 километр хӑвӑртлӑхпа пыма асӑрхаттарнине водитель пӑхӑнсан инкеке сирме пултарнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та тӑкак шайне айӑплин шайне кура, тепӗр майлӑ каласан, ҫуррине кӑна саплаштармалла тунӑ.
Пирӗн спортсменсем чӑннипех те маттур! Тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑнса ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Акӑ нарӑсӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Хусанти «Ак Барс» керменте ушу енӗпе федерацин Атӑлҫи округӗн первенствипе чемпионачӗ иртнӗ. Тупӑшӑва Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри, Удмурт Республикинчи, Сарӑту, Киров, Самар облаҫӗсенчи, Пермь енӗнчи тата ытти тӑрӑхри 300 ытла спортсмен хутшӑннӑ.
Ӑмӑрту виҫӗ дисциплинӑпа иртнӗ: таолу, чуаньтун тата саньда. Пирӗн спортсменсем саньда дисциплнӑра тӑватӑ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. 15–16 ҫулсенчи ушкӑнра Виктория Никонова (56 килограмм тайман виҫе категорийӗнче) тата Руслан Семенов (70 килограмчченхи виҫе категорийӗнче) ҫӗнтернӗ. Аслисен йышӗнче Юлия Арсентьева тата Максим Николаев маттур пулнӑ.
Чӑваш Ен спортсменӗсем ҫавӑн пекех таолу дисциплинӑра палӑрнӑ. Вӗсем 3 ылтӑн, 3 кӗмӗл тата 5 пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн пуш, ака уйӑхӗсенче ушу енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне тата первенствине хутшӑнмашкӑн спортсменсене суйлӗҫ.
Пойковскинчи (ХМАО) наци культурисен центрне ҫӗнӗ музыка инструменчӗсемпе тивӗҫтерӗҫ. Халӗ тӗрлӗ халӑх культурине ҫутатакан пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫӗнӗ баянсем калама, параппан ҫапма пултараҫҫӗ.
Центрта славян нацисен тата Ҫурҫӗр Кавказ, Чӑваш Ен, Тутарстан, Пушкӑртстан халӑхӗсен пӗрлешӗвӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем тӗнчери халӑхсен культурине, йӑли-йӗркине, историне уҫса кӑтартакан мероприятисем ирттереҫҫӗ, наци организацийӗсемпе тата ҫамрӑксемпе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ.
Халӗ наци культурисен центрӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗ — Раҫҫей кунӗ — валли хатӗрленеҫҫӗ. Центр ӗҫтешӗсем курав залӗн ӗҫне йӗркелесшӗн. Экспозицире наци костюмӗсене кӑтартӗҫ. Пуш уйӑхӗнче Чӑваш Енрен пирвайхи костюмсем ҫитмелле. Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Пойковскинче «Алӗҫ картишӗ» ярмӑрккӑ та йӗркеленмелле.
Елчӗк районӗнчи Лаш-Таяпара вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Светлана Ермакова пуҫлӑх йӗлтӗрҫӗсем валли ҫулсерен ӑмӑрту ирттерет иккен. Хальхинче те халӑх йышлӑ пухӑннӑ.
Тупӑшӑва кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри, Тутар Республикинчи Пӑва районӗнчи спортсменсем те пырса ҫитнӗ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн чемпионӗсемпе призерӗсем Денис Ермолаев, Дарья Ермолаева, Евгений Карпов, Елена Иванова, Кирилл Степанов та пулнӑ. Ҫавсемпе Шӑмалак шкул ачисем — Светлана Сергеева, Роман Романов, Семен Львов, Ирина Матвеева — тивӗҫлипе тупӑшнӑ.
Вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутачӗ Александр Ермолаев йӗлтӗрҫӗсене хӑй ятӗнчен парнесемпе хавхалантарнӑ. Александр Гаврилов усламҫӑ тутлӑ апатпа хӑналанӑ.
Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Тутарстанри Нурлат районӗнче Чӑваш наци культура центрӗн (ЧНКЦ) отчетпа суйлав конференцийӗ иртнӗ — кун пирки «Сувар» хаҫат хыпарлать.
Пухура ҫӗнӗ ертӳҫе суйланӑ — нурлатсен ӗҫне малашне чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен районти методика пӗрлешӗвне ертсе пыракан Галина Терентьевана ертсе пырӗ. Ҫавӑн пекех канаш йышне те пысӑклатнӑ. Унччен Нурлат районӗнчи чӑвашсен ертӳҫи Аркадий Клементьев пулнӑ, вӑлах суйлав умӗн иртнӗ тапхӑрта ирттернӗ мероприятисем, пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки каласа панӑ.
Нумаях пулмасть Тутарстанри Аксу, Ҫарӑмсан, Нурлат, Чистай тата Элкел районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем семинара пухӑннӑ. Мероприяти Аксу районӗнчи Аслӑ Сӗнчел вӑтам шкулӗнче иртнӗ.
Унта «Вӗрентӳ пахалӑхне ӳстерессинче чӑваш этнокультурин компоненчӗсемпе усӑ курасси» темӑпа калаҫнӑ.
Семинара йӗркелесе ирттерес тесе Аксу районӗнчи Информаципе методика центрӗ тата Аслӑ Сӗнчел вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗсем хытӑ тӑрӑшни пирки хыпарлать Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» обществӑпа политика хаҫачӗ.
Красноармейски районӗнчи «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн вулаканӗсем «Ҫулталӑк ҫынни» ята палӑртнӑ иккен — ун валли вӗсен 2013 ҫулхи кӑтартусене тишкерсе тухмалла пулнӑ. Вулакансем акционерсен хупӑ «Тус» обществин тӗп директорне Николай Фёдорович Угаслова суйланӑ имӗш. Кун пирки хаҫат пӗлтерет.
Николай Федоровича чылайӑшӗ пӗлет ӗнтӗ. Районшӑн та ют ҫын мар вӑл — 2013 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Красноармейски ҫывӑхӗнче «Тус» АХО ҫурт-йӗр тӑвӑм керамикин «Кетра» савутне хута янӑччӗ. Ӗскере хӑвӑрт туса латрнӑ — икӗ ҫулталӑк та кирлӗ пулман. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра Николай Угаслов ЧНК Президенчӗн пуканне йышӑнать.
Н.Ф. Угаслов 1952 ҫулхи нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хула Ҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти строительство техникумӗнчен тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Мӑшӑрӗпе, чӑваш эстрада юрӑҫипе, ЧР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗпе Ирина Евсеевнӑпа, виҫӗ ача ӳстернӗ, халӗ ҫичӗ мӑнукпа савӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |