Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн И.Я. Яковлевӑн тӑван ялӗнче, Тутар Республикинчи Кӑнна Кушкинче, чӑваш чӗлхи кунне тата ял уявне анлӑн ирттернӗ.
Кӑнна Кушкине Шупашкартан Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ С.Д. Казаков, Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн ертӳҫи В.Я. Щадриков, Президиум пайташӗ Г.Л. Никифоров, «Чӑваш ялӗ» комитетӑн ертӳҫи Э.К. Бахмисов, спорт комитечӗн ертӳҫи В.П. Васильев, ЧНК-ан Ҫӗpnӳ, Красноармейски, Комсольски районӗсенчи уйрӑмӗсен ертӳҫисем, ЧНК ытти хастарӗ ҫитнӗ.
И.Я. Яковлев Кӑнна Кушки кун-ҫулӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ. Ял халӑхӗ ӑна паянхи кун та лайӑхпа асӑнать теҫҫӗ. Ялта икӗ хутлӑ шкул ҫумӗнче — Яковлева асӑнса лартнӑ палӑк.
Кӑнна Кушки шкулӗ халӗ Яковлев ячӗпе хисепленсе тӑрать. Шурӑ кирпӗчрен купаласа тунӑ шкул аякранах мӑнаҫлӑ курӑнса ларать, анчах унта 10–20 ҫул каялла чухнехи пек шавлӑ мар иккен: пӗтӗмпе те 17 ача вӗренет. «Ача йышӗ Кӑнна Кушки шкулӗн пуласлӑхӗ ҫиpӗпex маррине кӑтартать. Унта Яковлев ятне упраса хӑварма интернат йышши 200–250 ача вӗренмелӗх лицей уҫсан тин шкулне сыхласа хӑварма пулать», — тесе шухӑшлать ЧР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, ЧНК вӗренӳпе ӑслӑлӑх комитечӗн пайташӗ Геронтий Никифоров.
Чӑваш Енре Николай Дедушкин критик, литературовед ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.
Николай Дедушкин 1915 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Тутарстанра хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1933 ҫулта вӑл Хусанти педагогика техникумне пӗтернӗ, Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче ачасене чӑваш чӗлхине тата литературине вӗрентме пуҫланӑ. 1936–1940 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Диплом илнӗ хыҫҫӑн ӑна вӗрентекенре тата кӗнеке редакторӗнче ӗҫлеме хӑварнӑ.
1940 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Дедушкина Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. Вал взвод командирӗ, аслӑ инструктор пулнӑ. 1945 ҫулта яппунсемпе ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫленсен те вӑл киле таврӑнман, ҫарта 1961 ҫулччен пулнӑ, рядовойӗнчен полковник таран ҫитнӗ.
Дедушкин литература критикӗ пек студент вӑхӑтӗнчех пичетленме тытӑннӑ. 1967-1978 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ. 23 ҫул ытла И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра доцентра ӗҫленӗ. Вӑл — филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, 7 монографи авторӗ, кртика статйисен авторӗ.
Ҫавна май ЧПУра «Пӑшалпа та, калемпа та!» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ.
Паянпа ыран Шупашкарта ҫӗршыври чи вӑйлӑ кӗрешӳҫӗсем пулӗҫ. Хальхинче пирӗн республикӑра Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен пӗтӗм Раҫҫейри турнирӗнче медале ҫӗнсе илес шухӑшлисем пуҫтарӑннӑ. Пӗтӗмпе вӗсем медальсен 16 комплектне выляттарӗҫ.
48-мӗш хут йӗркелекен кӗрешӗве Василий Чапаев полк ертӳҫине асӑнса пухаҫҫӗ.
Турнира Пушкӑртстанран, Дагетсанран, Тутарстанран, Коми Республикинчен, Смоленск, Самар, Чӗмпӗр, Свердловск, Ӗренпур облаҫӗсенчен, Пермь крайӗнчен, Мускавран килсе ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва паян, 16 сехетре, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Турнира ача-пӑчапа ҫамрӑксен олимп резервӗн 5-мӗш спорт шкулӗн кӗрешӳ залӗнче йӗркеленӗ. Паян 57, 65, 74, 97 тата 125 килограмчченхи виҫе категорийӗсенче арҫынсем вӑй виҫӗҫ. Хӗрарӑмсем вара — 48, 55, 60, 69, 75 килограмчченхи виҫесенче.
Тутар Республикинче чи лайӑх чӑваш шкулӗсене шыраҫҫӗ. Конкурса унти чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ.
Конкурс ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Ӑна чӑваш шкулӗсенче вӗрентекенсен тата вӗренекенсен пултарулӑхне ӳстерме, вӗрентӳ ӗҫне техникӑпа технологи тӗлӗшӗнчен хальхи вӑхӑт ыйтнӑ пек йӗркелеме хавхалантарс, вӗренӳ пахалӑхне ӳстерес тӗллевпе ирттереҫҫӗ иккен.
Хутшӑнас текенсен sveta-elshel@mail.ru электрон почтӑна кӑмӑл тунине пӗлтермелле.
Тӳресем ҫак енсене пӑхаҫҫӗ: шкул ятне, кӗнӗ ҫӗрте чӑвашла ҫырнине; шкул хӑтлӑхне; чӑваш чӗлхипе литературин пӳлӗмӗсен илемӗпе хӑтлӑхне; унти кӗнекесен, ҫырса хунисемпе вӗренмелли пособисен пуянлӑхне...
Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫан чыслама палӑртнӑ. Пӗрремӗш вырӑн йышӑнсан 25 пин тенкӗ тивӗҫӗ, иккӗмӗшшӗн — 15 пин; виҫҫӗмӗшшӗн — 10 пин.
Чӑваш наци конгресӗ республикӑн Культура министерстви тата Чӑваш эстрада артисчӗсен пӗрлешӗвӗ пулӑшнипе ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пӗтӗм чӑвашсен вунулттӑмӗш хут иртекен «Кӗмӗл cacӑ» фестиваль-конкурсне пӗтемлетни пирки конгрессӑн пресс-служби хыпарлать.
Ҫак кунсенче йӗркелӳ комитечӗ положение ҫирӗплетнӗ, унта улшӑнусем кӑштах кӗртнӗ. Ытти ҫул конкурса вунултӑ ҫултан пуҫласа вӑтӑр пиллӗк таранчченхи яш-кӗpӗмпе хӗр-упраҫ хутшӑнма пултарнӑ пулсан, кӑҫал вунпилӗк ҫултан аслӑраххисен те «Кӗмӗл сасса» лекме май пур.
Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл cacӑ» фестивальне регионсен, районсемпе хуласен, республикӑсен «Кӗмӗл cacӑ» конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем хутшӑнмалла.
Вӗсен эстрада тата хальхи майлӑ илемлетнӗ халӑх юррине хатӗрлемелле. Фестивале хутшӑнас кӑмӑллисен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен Чӑваш наци конгресне хыпарламалла. Пӗтӗмӗшле положение ЧНК ӗҫ тӑвакан комитечӗ вырӑнсене ярса napӗ.
Пӗлтӗр ҫak конкурса xaмӑp республикӑран, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, Ӗренпур, Capӑту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен nypӗ 37 ҫaмpӑk хутшӑннӑ.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Мурманскра «Мускав – транзит – Мурманск» эстрада ӳнерӗн пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртнӗ. Ӑна 10 ҫул ытла йӗркелеҫҫӗ пулин те Мурманскра ун пекки халиччен пулман. Фестивале Мурманскри чӑвашсен «Чӑваш ен» культура обществин тата чӑваш юррин «Акатуй» вокал ансамблӗн пайташӗ Дина Агеева хутшӑннӑ. Дина Агеева шӑрантарнӑ «Лашисене шӑварнӑччӗ» чӑваш халӑх юрри тӳресен чунне хӑйне евӗр янӑранипе тыткӑнланӑ-мӗн.
Дина Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Матак ялӗнче ҫуралнӑ. 2009 ҫулта вӑл Тутарстанра иртнӗ «Чӑваш шӑпчӑкӗ» конкурса хутшӑннӑ. Вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн хӗр Шупашкарти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Студент чухне пике чӑваш каччипе, Никита Агеевпа, паллашнӑ. Ҫар службине суйласа илнӗскерпе кӗҫех ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Мӑшӑрӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк арӑм тӗнче хӗрне тухса каять. Ҫапла-ҫапла, тӗнче хӗрнех. Малтан Агеевсем Тинӗсҫум крайӗнчи Славянка поселокра пурӑнаҫҫӗ, кайран Сахалинти Шикотан утравӗ ҫине куҫса каяҫҫӗ. Халӗ ҫемье Мурманск хулинче тӗпленнӗ. Хастар ҫамрӑк хӗрарӑм ахаль ларас темен — вырӑнти чӑвашсем ирттерекен мероприятисене хутшӑнма тытӑннӑ, «Акатуй» ушкӑн солисчӗ пулса тӑнӑ.
Вырӑс хӗрарӑмӗн чӑтӑмлӑхӗ пирки шывра та путмасть, вутра та ҫунмасть теҫҫӗ-ха. Анчах чӑваш хӗрарӑмӗсем те тӗлӗнмелле тӳсӗмлӗхпе, пултарулӑхпа, вӑй-халпа, талпӑнулӑхпа палӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чулхулара штангӑна выртнӑ ҫӗртен тӗртсе ярассипе Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта Чӑваш Енри ушкӑн та хутшӑннӑ. Йыша Етӗрнере ҫуралнӑ Евгения Савицкая кӗни пирки вырӑнтисем мӑнаҫланса пӗлтереҫҫӗ. Унтан та ытларах вӗсем ҫӗршыври ӑмӑртура Женя чи вӑйлисен йышне лекейнишӗн савӑнаҫҫӗ. Етӗрне пики ӑмӑртура чи вӑйлӑ пилӗк спортсменка шутне лекнӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Тутарстанри Лариса Коткова, иккӗмӗшне Шупашкарти Анастасия Петрова, виҫҫӗмӗшне Ярославльти Екатерина Починкина йышӑннӑ.
Евгения пирки калаҫнӑ май вӑл «Ҫулталӑкри чи лайӑх тӳре» номинаицре ҫӗнтернине палӑртма кӑмӑллӑ.
Сӑнсем (4)
Бизнес инфраструктурине аталантарма Раҫҫей Правительстви регионсене 1,6 миллиард тенкӗ ытла уйӑрма йышӑннӑ. Пӗчӗк тата вӑтам бизнесӑн инфраструктурине аталантарма тесе уйӑракан «кӗмӗл» пирӗн республикӑна та тивӗҫӗ. Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн пире 49 миллион тенкӗ ытла лекмелле.
Ҫын аллинчи укҫӑна шутлама хушмаҫҫӗ те, анчах республикӑн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви ытти регионпа ӳркенмесӗрех танлаштарса пӑхнӑ. Мускавран уйӑракан ҫав укҫа виҫипе эпир ытти регион хушшинче 12-мӗш вырӑн йышӑнатпӑр иккен. Тупра пуринчен ытла Мускав облаҫне каймалла: унта 276 миллион тенкӗ ытла яма пӑхса хӑварнӑ. Тутартсан Республикине 185 миллион тенкӗ лекӗ. Пирӗнпе кӳршӗллӗ регионсене пирӗнтен сахалтарах уйӑрӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе Буинскри патшалӑх драма театрӗ вун-вун ҫул туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа Ҫамрӑксен театрӗ «Театрлӑ Буинск — 2015» фестивале хутшӑнма хаваспах килӗшнӗ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Хусанти Г.Камал ячӗллӗ театр, К.Тиньчурин ячӗллӗ наци театрӗ, Мӑкшӑри наци драма театрӗ, Дмитровградри А.Островский ячӗллӗ драма театрӗ хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Чуллӑ Ҫырти, Анат Камӑри, Атнинскри, Мензелинскри, Элметри театр ушкӑнӗсем ҫитнӗ. Спектакльсене чӑвашла, тутарла тата вырӑсла лартнӑ.
Театр хӑнасене хӑнасене парнесем, чечексем, наци тумне тӑхӑннӑ пуканесем парнеленӗ. Шупашкар артисчӗсем «Ылтӑн кӗрӳ» спектакль кӑтартнӑ. Икӗ ҫамрӑк юратӑвӗ пирки кӑтартнӑ постановка ыттисене те килӗшнӗ.
Буинскри тата ял тӑрӑхӗсенчи ҫамрӑк куракансене «Кот в сапогах» юмахпа паллашарнӑ. Мюзикла Егор Шашин композитор, Евгений Муравьев, Иосиф Дмитриев режиссер, Ольга Ежова, Алина Михайлова сцена ҫине кӑларнӑ. Сергей Никитин, Ольга Мацуцына, Полина Чамжаева, Владимир Григорьев, Дмитрий Петров артистсем сӑнарсене уҫса пани ачасене ҫав тери килӗшнӗ.
Конкурса Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗ йӗркелет. Унӑн ертӳҫи Константин Яковлев Чӑваш наци конгресӗн пресс-службине каланӑ тӑрӑх, ҫакна вӗсем халӑха хӑйсем пурӑнакан ялсене, ҫӑлкуҫсемпе ҫӑвасене тата ытти вырӑна тирпей-илем кӳмешкӗн тӑрӑшма тата пултарулӑ та хастар пулма, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва ҫуралнӑ вырӑнпа мӑнаҫланма тата ӑна хисеплеме вӗрентессишӗн тӑваҫҫӗ иккен.
Конкурса хутшӑнакан чӑваш ялӗсене ҫапла хак парӗҫ:
• чӑвашла илемлӗ ҫырса ҫакнӑ ял, урамсен ячӗсем;
• ялӑн пӗтӗмӗшле сӑн-сӑпачӗ;
• уявсем ирттермелли вырӑнсен тирпей-илемӗ;
• хитре, куҫа илӗртекен е паллӑ вырӑнсем;
• ҫӳп-ҫапа пӑрахмалли вырӑнсене йӗркелени;
• ҫӑлкуҫсемпе пусӑсене мӗнле йӗркелени;
• масар-ҫӑвасен тирпейлӗхӗ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисене Тутарстан чӑвашӗсен наципе культура автономийӗ укҫан хавхалантарма шутлать:
• 1-мӗш вырӑншӑн — 50 пин тенкӗ;
• 2-мӗш вырӑншӑн — 30 пин тенкӗ;
• 3-мӗш вырӑншӑн — 20 пин тенкӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем нухрата хӑйсен ялӗсене тирпей-илем кӗртме, хастар ҫынсене хавхалантарма усӑ курма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |