Тутарстан ҫӗр ӗҫченӗсем 1572,5 пин гектар ҫинчи пӗрчӗллӗ тӗш-тырра ҫанталӑк пӑсӑличчен пухса кӗртме ӗлкӗрчӗҫ. Кун пирки «Сувар» хаҫат сайчӗ пӗлтерет.
Тырӑ йышӑнакан пунктсене 333,8 пин тонна ыраш, 645,76 пин тонна тулӑ, 308 пин тонна урпа, 11 пин тонна сӗлӗ, 9,4 пин тонна пӑрҫа ӑсатнӑ. Кашни гектара тивекен вӑтам тухӑҫ 32,5 центнер. Шел те, рапса типӗ ҫанталӑкра йӑлтах пухса кӗртме май килмен, унӑн пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 55 процентӗнче ҫеҫ ӗҫ вӗҫленнӗ.
Иртнӗ шӑматкун, ҫурлан 20-мӗшӗнче, Лениногорск хулинче тӗлӗнмелле хитре уяв иртрӗ. Лениногорск тӑвӗсем тӑрӑх купӑс сасси ян! кайрӗ. Кунта Тутарстан Республикинчи Кама леш енчи чӑвашсем, купӑсҫӑсем пуҫтарӑннӑ. Тӗрлӗ районтан килнӗ ӑстасем. Питӗ нумай ҫын Нурлат ҫӗрӗ ҫинчен, Аксу районӗнчен килсе ҫитнӗ. Павлӑсем те маххӑ памарӗҫ. Кӳршӗ тӑрӑхран, Самар облаҫӗнчен, купӑсҫисемпе ансамблӗсем те хаваспах хутшӑнчӗҫ мероприятие. Уявӗ вара — Чулман Атӑл леш енчи чӑвашсен «Выля, хут купӑс!» II фестивалӗ.
Лениногорск хулин Культура керменӗ умӗнче ҫак кун питӗ шавлӑ пулчӗ. Купӑсҫӑсем кермен умӗнче пуҫтарӑнса пурте пӗр харӑс купӑс каласа паркпа аллея тӑрӑх «Нефть» фонтан патнелле утрӗҫ. Фестивале Лениногорск хулин «Шурӑ хурӑн» фольклор ансамблӗ хитре ташӑпа уҫрӗ. Илемлӗ мероприяти иртен пуҫласа кӑнтӑрла иртиччен пычӗ.
Пӗрремӗш вырӑна Нурлат районӗнчи Киклӗпуҫ ялӗнче пурӑнакан Василий Дмитриевич Абрамов выляса илчӗ.
Тутарстанӑн Спас районӗнчи Яшпашел ялӗнче нумай пулмасть ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ К.Г. Яковлев, Чистай районӗнчи ЧНКЦ председателӗ П.В.Плотников, Спас районӗнчи ЧНКЦ председателӗ В.М.Якличева, районти вӗрентӳ уйрӑмӗн ертӳҫисем, вырӑнти педколлектив хутшӑннипе канашлу ирттернӗ. Тӗллев — шкулта чӑваш этнокультура компоненчӗллӗ вӗрентӳ тытӑмӗ йӗркелесе ярасси. Кун пирки «Сувар» хаҫат пӗлтерет.
Утӑн 27-мӗшӗнче Михаил Игнатьев республикӑри тата ҫавӑн пекех республика тулашӗнчи мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк журналистсемпе тӗл пулса калаҫнӑ. Палӑртнӑ куна хатӗрленсе ҫамрӑксем Президента хӑйсене куллен кӑсӑклантаракан ыйтусем пама хатӗрленнӗ. Шупашкар районӗнчи Мӑштавӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи кӳлӗ хӗррине савӑнӑҫлӑ уяв каҫне пухӑннӑ яшсемпе хӗрсем пӗр саманта та ҫухатмасӑр Михаил Игнатьевран «ҫавра сӗтел» хушшинче республикӑн пуласлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлме тӑрӑшнӑ.
Кун йышши тӗлпулусене Чӑваш Ен Президенчӗ час–часах тухма тӑрӑшать. Ахальтен мар пулӗ Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче те ҫамрӑксене шанмалла, ӗненмелле тесе палӑртнӑ. Паян пулас ӑру пурнӑҫ ҫине таса куҫпа пӑхни савӑнтарать.
Тутар Республикинче чӑвашла тухса тӑракан «Сувар» хаҫатӑн редакторне Константин Малышева паянхи пурнӑҫра глобализаци вӑхӑтӗнче чӑваш чӗлхине упраса хӑварас ыйту пӑшӑрхантарнӑ. Михаил Игнатьев нимӗн иккеленмесӗрех темӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та пирӗн сирӗнпе хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тӑрӑшмаллине пӗлтернӗ.
Ӗнер, утӑн 10-мӗшӗнче, Тутарстанра (Сюкеево патӗнче) пысӑк инкек пулса иртнӗ — «Булгария» ятлӑ теплоход шыв айне кайнӑ.
Кимӗ ҫинче пурӗ 180 ытла ҫын пулнӑ, вӗсенчен 85-ӗшне ҫеҫ ҫӑлма ӗлкӗрнӗ. 102 ҫын шӑпи паллӑ мар.
«Булгария» теплохода 1955 ҫулта тунӑ пулнӑ. Тӗплӗн ӑна тахҫанах юсаман — ку инкекӗн тӗп сӑлтавӗ пулма пултарать. Ҫӑлӑнма пултарнӑ пассажирсенчен пӗри каласа панӑ тӑрӑх карап виҫӗ минут хушшинче шыв айне кайнӑ. Ҫывӑхран икӗ теплоход иртнӗ тет, анчах та путакансене пулӑшма шутламан.
Ыран, утӑн 3-мӗшӗнче Тутарстанӑн Нӑрлат хулинче чӑвашсен «Уявӗ» иртӗ. Кӑҫалхине шутласан вӑл 5-мӗш хут ӗнтӗ пулать. Нӑрлатсене саламлама чӑвашран артистсем чылайӑн кайӗҫ: Трактор тӑвакан керменӗ ҫумӗнчи «Сувар» ташӑ ансамблӗ, Елчӗк районӗн культурӑпа кану центрӗн «Елчӗк Ен» ансамбль, Патӑрьел районӗн культурӑпа кану центрӗн фольклор ушкӑнӗ, Чӑваш наци конгресӗн «Янра: юрӑ!» ушкӑнӗ, тата нумай-нумай уйрӑммӑн юрлакан юрӑҫсем. Ырри тӑрӑхсенчен те чылай пулӗҫ — вырӑнтисем пӗлтернипе пурӗ 21 регион ушкӑнӗсем пулӗҫ. Нӑрлат районӗнчи предприятисен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма унта ятарласа Патӑрьел районӗн елчисем кайӗҫ — ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх предприятисемпе культура учрежденисен ертӳҫисем тата ыттисем.
Пӗлме: ку уяв 1993 ҫулта пуҫланнӑ — чи малтанах ӑна Тутарстанӑн чӑвашсем нумаййӑн пурӑнакан районсенче ирттернӗ.
Ӗнер, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен «Праски инке хӗр парать» камит авторӗ Чебанов Анатолий Сафровнович уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Республикин культурӑн, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫӗн министерстви сайчӗ пӗлтерет.
Анатолий Сафронович Чебанов 1937 ҫулхи нарӑсан 3-мӗшӗнче Тутарстанӑн Ҫӗпрел районӗнчи Чӑнлӑ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑтам шкул хыҫҫӑн ял хуҫалӑх механикне вӗреннӗ. Ҫурҫӗр Казахстанра ҫерем ҫӗрсем уҫнӑ.
А.Чебанов ҫамрӑклах клуб сценине хапӑл тунӑ. Пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ чухнех вӑл А.Кӑлканӑн «Анисса» драминче вылянӑ, каярахпа хӑй те пьесӑсем ҫырма пикеннӗ. «Праски инке хӗр парать», «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» камитсене халӑх уйрӑмах юратать. Анатолий Чебанов ҫырнӑ пӗр пайлӑ пьесӑсем «Укӑлча умӗнче», «Ниме», «Вӗлтрен кайӑкӗ», «Хӑтасем», «Шӑпа панӑ телей» Чӑваш ен телевиденийӗпе кӑтартма тивӗҫлӗ пулчӗҫ.
Ҫӗпрел тӑрӑхӗнчи чӑвашсем район шайӗнчи Акатуя ҫулталӑк каялла кӑна паллӑ тума тытӑннӑ пулсан та ӳсӗм сисӗнет. Район ертӳҫисем ку ӗҫе ырланӑ, чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан ял хутлӑхӗсем хаваспах пулӑшма килӗшнӗ. Ҫапла пӗрлехи ӗҫ тытӑнсан никамӑн та айккинче тӑрса юласси килмен.
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Шадриков сӑмахӗсемпе, Акатуй ирттерессине пӗлсен ҫынсем хӑйсем шӑнкӑравласа пулӑшу сӗнни питӗ хавхалантарнӑ. Ял хутлӑхӗсен пуҫлӑхӗсем сцена хатӗрлес, шалчасем чутлас ҫӗре хутшӑннӑ. Каярах вӗсем хӑйсен ӗҫӗпе мӑнаҫланнине курма питӗ кӑмӑллӑччӗ. Акатуй пек уявсем яла тирпей кӳреҫҫӗ.
Кӑҫал хӑнасене Хулаҫырми йышӑнчӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем пӗлтӗрхинчен те ытларахчӗ. Паллӑ строитель, Шупашкарта пурӑнакан Тутарстан чӑвашӗсен «Пӑлхар» ентешлӗхӗн пуҫлӑхӗ Николай Угаслов тӑрӑшнипе ҫӗпрелсен Акатуйӗ ҫӳллерех картлашка ҫине хӑпарма пултарчӗ. Чӑвашлӑха аталантарас енӗпе ҫак ҫын нумайӑшӗшӗн паянхи кун тӗслӗх пулса тӑрать.
Акатуй хӑй йӗркипе иртрӗ.
«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Пӑва районӗнчи Элшелте халӑх тырра хӑйех авӑртать — ҫутӑпа ӗҫлекен армана лавккаран туяннӑ та килтех ним мар ҫӑнӑх туса хураҫҫӗ. Унччен кӳршӗ ялсене ҫӳренӗ — тырӑ тиесе темиҫе ҫухрӑм таран кайма тивнӗ.
Петр Тихоновпа Михаил Петруськин каласа панипе хальхи арманҫӑн ӗҫӗ кӑткӑс мар — пӗр витре тырӑ яр та ҫӑнӑх тухасса ҫеҫ кӗтсе тӑр. Арманӗ хӑватлӑ пулсан ку ӗҫ пӗрре те вӑраха тӑлӑлмасть иккен.
Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай 50 ҫул тултарнине халалланӑ литературӑпа юрӑ-кӗвӗ каҫӗ иртнӗ.
Юбиляра ЧР культура министрӗ Роза Лизакова саламланӑ, ЧР Президенчӗн Михаил Игнатьевӑн Тав хучӗпе чысланӑ. Поэтӑн вӗрентекенӗ Виталий Станьял ӑсчах Валери Туркай хӑйне евӗрлӗ, пултаруллӑ сӑвӑҫ пулнине палӑртнӑ.
Тутарстан культура министрӗн ҫумӗ Ираида Аюпова, Тутар Республикин Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Илфак Ибрагимов тата Тутар халӑх поэчӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ренат Харис юбиляра тутар наци культурине аталантарас тӗлӗшпе вӑй хунӑшӑн «Тутар Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» патшалӑх наградипе чысланӑ.
Чӑваш Ен, Тутарстан, Чӗмпӗр облаҫӗн культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, Комсомольски район администрацийӗн тата ентешлӗхӗн представителӗсем поэта малашне те пултарулӑхра ӑнӑҫу суннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |