Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: «Хусан чӑвашӗсем» ҫӗнӗ клип хатӗрлеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.10.2014 10:47 | 1986 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре Клип ӳкернӗ самант
Клип ӳкернӗ самант

«Хусан чӑвашӗсем» Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 70 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. 1941–1945 ҫулсенче вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ аслашшӗ-кукашшӗсене халалласа, П.Хусанкай ҫырнӑ сӑвӑ тӑрӑх юрӑ хайласа, вӗсем курма юрӑ (видеоклип) ӳкернӗ.

Рок-ушкӑнӑн лидерӗ Алексей Наумов пӗлтернӗ тӑрӑх, съемкӑна Элкел районӗнчи Сиктӗрме тата Хӑрата ялӗсенчен 22 ҫын хутшӑннӑ. «Клипа ятарласа Петӗр Хусанкайӑн тӑван ҫӗршывӗнче ӳкерес терӗмӗр. Унти лару-тӑру, поэт утнӑ вӑрман сукмакӗсем пире калама ҫук хавхалантарчӗҫ, — тет композитор. — Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи салтак тумӗсене тӑхӑнсан хамӑра 70 ҫул ӗлӗкрехри вӑхӑтра туйрӑмӑр. Ҫак самантчен пиртен никам та историлле клипсенче ӳкерӗнсе курман, ҫавӑнпа та нумай хатӗрленме, съемка вӑхӑтӗнче хумханма тиврӗ. Ҫапах та чӑваш арҫыннисен кӑмӑлне каякан курма юрӑ ӳкертӗмӗр пек туйӑнать, мӗншӗн тесен унта сӑмах пурте юратакан мунча ҫинчен пырать».

Клипа чӳк уйӑхӗнчи Чӑваш Республикинчи гастрольсем хыҫҫӑн хӑтлама палӑртнӑ.

Сӑнсем (5)

#Тутарстан, #Хӑрата, #Сиктӗрме, #культура, #Элкел районӗ, #вӑрҫӑсем, #чӑвашсем, #Хусан

 

Комментари:

Artuk // 8938.5.5066
2014.10.02 21:10
шыв хумханать,сын пашарханать.Чавашла малтан веренер сыричен.
Agabazar // 1276.26.8859
2014.10.02 23:09
Agabazar
Эсир вара малтан ЧĂВАШЛА КЛАВИАТУРА ВЫРНАÇТАРĂР ХĂВĂР ВАЛЛИ.
Çеруш // 1721.07.6179
2014.10.03 17:20
Хумхан - волноваться, качаться, колебаться.
Пăшăрхан - растраиваться, переживать, тревожиться.
Artuk, ху малтан чăвашла лайăхрах вĕрен: çын хумханать те, пăлханать те, пăшăрханать те.
Хусан // 3935.17.3865
2014.10.04 02:32
Артук, жаба душит тихо...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем