Акан 19-20-мӗшӗсенче «Кӗмӗл сасӑ» ӑмӑрту-фестиваль каллех юрӑҫсене пуҫтарӗ — Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче вӑл XIV хут иртӗ. Ирттерекенсен йышӗнче: Чӑваш наци конгресӗ, Чӑваш Республикин культура, наципе архив ӗҫӗсен министерстви, Чӑваш Республикин Халӑх пултарулахӗн ҫурчӗ.
Паянхи кун тӗлне пурӗ 23 юрӑҫ хутшӑнма тӗв тунӑ — хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне Пушкӑртстанпа Тутарстанран, Самар, Сарӑру тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Хӗрлӗ Ҫыр Енӗнчен пур. Чикӗ леш енчен килнӗ хӑнасемсӗр те иртмӗ — Белоруссинчи юрӑҫсем хутшӑнӗҫ.
«Кӗмӗл сасӑ» икӗ кун иртӗ — пӗрремӗшӗнче ӑмӑрту пулӗ, иккӗмешӗнче вара мала тухнӑ юрӑҫсем гала-концертпа савӑнтарӗҫ. Хаклакансен пуҫлӑхӗ — жюри председателӗ — Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров.
Фестиваль-ӑмӑрту 18 сехетре пуҫланать!!!
Нумай пулмасть, пушӑн 23-мӗшӗнче, Тутарстанри Пӳркел ялӗнче Иван Юркинӑн 150 ҫулне паллӑ турӗҫ. Шавлӑ иртрӗ уяв — унта тӗрлӗ енчи чӑвашсем пухӑнчӗҫ — ял халахӗ, Хусанти, Шупашкарти хӑнасем. Чӗмпӗр, Мускав, Теччӗпе Пӑва тӑрӑхӗсенчен те ҫитрӗҫ.
Уяв ялти Культура ҫуртенче 11 сехетре пуҫланчӗ. Пухӑннӑ хӑнасене Пӳркел ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем питӗ чаплӑ концерт йӗркелесе пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Уява Пӳркел шкулӗн вӗрентекенӗ Марина Вериялова ертсе пычӗ.
Хӑнасем Юркка Иванӗ пурӑннӑ ҫурт патне те ҫитсе курчӗҫ — кунта асӑну хӑми уҫрӗҫ. Иван Николаевич чул ҫурчӗ клубран инҫе мар вырнаҫнӑ, вӑл питӗ тирпейлӗ курӑнса тӑрать. 1988 ҫултанпа унта музей вырнаҫнӑ. Музее тытса, пӑхса, пуянлатса тӑраканни — чӑваш халӑх академикӗ Анатолий Малышев.
Сӑнсем (42)
Паян Чуллӑ Ҫырти (Тутарстан) 22-мӗш шкулта пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм тумтир ҫакмалли пӳлӗмрен пуҫланнӑ. Вырӑнти ИӖМ ӗҫченӗсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх айӑпӗ электропроводкӑра пулма пултарать.
Ҫулӑма вӑхӑтра асӑрханӑран шкулран пурне те вӑхӑтра кӑларма пултарнӑ. Пурӗ 801 ҫынна эвакуациленӗ, вӗсенчен 762 — вӗренекен ачасем. 12 ачана пусмапа усӑ курса, 18 ачана чӳречерен кӑларма тивнӗ — шкултан тухма вӗсене ҫара тӗтӗм чӑрмантарнӑ.
Вут-ҫулӑм тивнӗ шкула пӑрахса тухнӑ хыҫҫӑн ачасене юнашарти лавккана вырнаҫтарнӑ, каярах вара киле кайма ирӗк панӑ.
Кирек мӗнле ӗҫӗн те йӗрки пур. Чӑваш алфавитӗнчи мӗн пур саспаллисемпе усӑ курса ҫырмалли предложенисен конкурсне те пӗтӗмлетме вӑхӑт.
Чи малтанах конкурс пирки пӗр-ик сӑмах. Пурте ку конкурса мӗнле шутласа тупни пирки ыйту параҫҫӗ. Алфавитри пур саспаллипе те усӑ курса ҫырнӑ предложение панграмма теҫҫӗ, вырӑсла хитререх каласан «разнобуквица» тени пулать ӗнтӗ. Кунашкал тӗслӗхсем вырӑс, украин, акӑлчан, нимӗҫ, француз, чех, пӑлхар, грек, латыш, корей, яппун, эсперанто тата ытти халӑхсен чӗлхипе тупса вулама пулать. Хӑй вӑхӑтӗнче типографи валли саспаллисем шӑратса шрифтсем епле ҫапӑннине курма кирлӗ пулнӑ-ха ку япала. Ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ шрифтсем шутласа тупаҫҫӗ: вӗсен ячӗсем те тӗрлӗрен — пурне пуҫра асра тытса пӗтереймӗн! Анлӑ сарӑлнӑ «Съешь [же] ещё этих мягких французских булок, да выпей чаю» предложение Microsoft 1990 ҫултанпа усӑ курать. Артемий Лебедев панграммӑсене чылай ҫул хушши пухнӑ, ун патне ҫынсем хӑйсен предложенийӗсене яра-яра панӑ.
Чӑваш ҫырулӑхӗн хӑйӗн историйӗ пур. Тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ улшӑнусем пулнине те вулакан аванах пӗлет пулӗ.
Ӗнер пирӗн республикӑра, Тутарстанра тата Пушкӑртра наци чӗлхисене хӳтӗлесе пикетсем иртрӗҫ. Тӑван чӗлхешӗн пӑшӑрханакансене урама РФ Патшалах Думи республикӑсенче кӑк халӑхсен чӗлхине вӗренме тивӗҫлинчен катертме шутлани кӑларнӑ.
Пысӑк йыш Пушкӑртстанра пухӑннӑ — унта пурӗ 80 яхӑн ҫын тухнӑ. «Обязательное изучение государственных языков не противоречит Конституции РФ», «За обязательное изучение государственных языков», «Теле юҡтың – иле юҡ!» (чӑв. Чӗлхе ҫукран — патшалӑх ҫук).
Хусанта 50-70 ҫын пухӑннӑ. Пуху вӗҫленнӗ май резолюци йышӑннӑ — ӑна Европа Канашӗ Парламент Ассамблеине (ПАСЕ) тата РФ Патшалӑх Думин председательне Сергей Нарышкина ярса панӑ.
Шупашкарта пӗр ҫын пикечӗ пулнӑ — ӑна Правительство Ҫурчӗ умӗнче ирттернӗ.
Асаилтерме: кӑҫал юпан 17-мӗшӗнче РФ Патшалӑх думи вӗренӳ саккунӗн ҫӗнӗ проектне пӗрремӗш вулавра йышӑннӑ. Ӑна килӗшӳллӗн республикӑсенче пурӑнакансем наци чӗлхисене вӗренесрен ирӗк илме пултараҫҫӗ. Чӑваш, тутар тата пушкӑрт халӑхӗсем ку саккун республикӑсене вырӑслантарасран шикленеҫҫӗ.
Самарти Атӑлҫи патшалӑх социаллӑ-гуманитари академийӗ нумай пулмасть «Ейӗкпе Атӑлҫи хушшинчи халӑхсем: этнос кун-ҫулӗ тата культури» ятлӑ электронлӑ информаципе тӗпчев хатӗрне туса ҫитернӗ. Унти хӑш-пӗр пайпа халь nup.pgsa.ru сайтра паллашма пулать.
Пӗлӳ пухмачӑн тӗп пайне Екатерина Ягафовӑн материалӗсем йышӑнаҫҫӗ — 1993-2008 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Удмуртири, ҫавӑн пекех Киров, Пенза, Самар, Ӗремпур, Чӗмпӗр, Сарӑту облаҫӗсенчи ялсенче тӗпчев ҫулҫӳревӗнче ҫӳренӗ, чӑваш, ҫармӑс, ирҫепе макшӑ, удмурт, тутар, вырӑс халӑхӗсен йӑлисене тишкерсе чылай материал пухнӑ.
Пӗлӳ пухмачне пурӗ 20 сехет ытла сасӑ материалӗ, 10 сехет ытла курӑмҫыру, 1 300 сӑнӳкерчӗк кӗнӗ, вӗсенче халӑхсен историйӗ, йӑли-йӗрки, паянхи пурнӑҫ сӑнланса юлнӑ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн председательне Юрий Попова нумай пулмасть сӗнӳ ярса панӑ — чӑваш хастарӗсен ушкӑнӗ республикӑн чиккисене ҫӗнӗрен пӑхса тухма канаш панӑ. Ушкӑна кӗрекен Илья Алексеев каласа панӑ тӑрӑх вӗсен проекчӗпе килӗшӳллӗн Тутарстанпа Мари Эл ҫӗрӗсемсӗр пуҫне чӑвашсем йышлӑ пурӑнакан Чӗмпӗр облаҫӗн вырӑнӗсем кӗмелле. Ҫавӑн пекех Чулхула облаҫӗн Пильна районӗ шутне кӗрекен хӑш-пӗр лаптӑксене те куҫарма сӗннӗ. Сӗнӗве федераци шайӗнче пӑхса тухма ыйтнӑ.
Ҫавӑн пекех проектпа килӗшӳллӗн Пӑрачкавпа Улатӑр районӗсен ҫӗрӗсене республикӑран илсен аван пулмалла пек.
Сӗнӗвӗн тулли тексчӗпе «Ирӗклӗ сӑмах» сайтӗнче паллашма пулать.
«Аталану-2012» ӑмӑртӑва йӗркелекенсем унӑн пӗтӗмлетӗвӗсене пӗлтерчӗҫ. Раҫҫей шайӗнче иртекен конкурса пурӗ 561 ача хутшӑннӑ иккен. Чӑваш Республикисӗр пуҫне ӑмӑртура ытти 13 тӑрӑхри ачасене те курма пулнӑ — Тутарстанпа Пушкӑртстан ачисем уйрӑмах йышлӑ пулни курӑнать. Ҫавӑн пекех чӑвашла конкуссене хутшӑнсах кайман тӑрӑхсенчи ачасене — Мурманск, Ӑренпур, Пенза облаҫӗсенчисене — курни хавхалантарать.
8-9 классем хушшинче мала тухнӑ ачасем: Плотникова Татьяна (Чӑваш Ен, Тӑвай районӗ); Иванов Алексей (Чӑваш Ен, Ҫӗнӗ Шупашкар); Сергеев Владимир (Чӑваш Ен, Шӑмӑршӑ районӗ); Куракова Валентина, Чӑваш Ен, Сӗнтӗрвӑрри районӗ); Глухов Андрей (Пушкӑртстан, Авӑркас районӗ); Яковлева Дарья (Чӑваш Ен, Шупашкар); Фарафонова Анастасия (Чӑваш Ен, Шупашкар); Ярушева Ангелина (Тутарстан, Аксу районӗ); Мельникова Татьяна (Чӑваш Ен, Вӑрмар районӗ); Илларионов Стас (Чӑваш Ен, Красноармейски районӗ); Ульянов Кирилл (Чӑваш Ен, Шупашкар); Борисова Динара (Чӑваш Ен, Комсомольски районӗ); Серебряков Сергей (Чӑваш Ен, Етӗрне районӗ); Яковлева Анастасия (Чӑваш Ен, Муркаш районӗ); Сайкин Ростислав (Тутарстан, Пӑва районӗ).
Паян Чӑваш халӑхӗн аслӑ вӗрентӳҫине Иван Яковлевич Яковлева асӑнмалли кун. Вӑл пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 82 ҫул ҫитрӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх паян патриархӑмӑрӑн Шупашкарти палӑкӗсем умне чечексем хучӗҫ. И. Яковлев ӗҫӗсем пӗлтерӗшне паян кун та ҫухатман. Вӑл чӑваш халӑхне ҫырулӑх панӑ. 1868 ҫулта йӗркеленӗ Чӗмпӗр чӑваш шкулӗнчен ҫӗр-ҫӗр учитель вӗренсе тухнӑ. 1872 ҫулта кӑларнӑ букварь халӑх кӗнеки пулса тӑнӑ. Вӗрентекенӗмӗр ҫырса хӑварнӑ халал паянхи куншӑн та пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Патриархӑмӑра халалланӑ ӗҫ-пуҫа Республикӑри чӑвашсем анчах мар, тулашри ентешсем те ирттереҫҫӗ. Вӗрентекенӗмӗр тӑван ялӗнче Тутарстанри Кӑнна Кушкинче 1998 ҫулта Иван Яковлевич Яковлев музейне уҫнӑ, часовня пур. Шупашкарта ун ячӗпе университет, урамсем хисепленсе тӑраҫҫӗ.
Яковлевӑн сӑваплӑ та пархатарлӑ ӗҫӗ вилӗмсӗр. Малалла та ӑна упраса, аталантарса пырасчӗ.
Паян Тутарстанӑн муфтийӗ ҫине тапӑннӑ. Машинине сирпӗтнӗ хыҫҫӑн Илдус Файзов суранланнӑ (урисене хуҫнӑ) ҫеҫ. Пӗр сехет маларах вара унӑн ҫумӗ пулакан Валиулла Якупова вӗлернӗ — паллӑ мар хурахсем ӑна подьездра тапӑннӑ, ултӑ пуляпа пенӗ. Аманнӑскер вӑл машин патне ҫитсе водителе тапӑнни пирки пӗлтерме ӗлкӗрнӗ, анчах та пульница ҫитес умӗн сурансенчен вилнӗ.
Кӳршӗ республикӑн ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак тискер ӗҫсен сӑлтавӗ муфтийсен тӗп ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ. Уҫӑмлах каламаҫҫӗ пулин те радикаллӑ исламҫӑсем айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Тепӗр верси тӑрӑх паянхи тапӑнусем хаджа кайма уйӑрнӑ вырӑнсемпе ҫыхӑннӑ. Анчах та чылай эксперт шухӑшӗпе ку верси малти вырӑнта мар — ку хыпар пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ имӗш, ун пирки нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ иккен. Ҫакланасран хӑраса вӑрӑ-хурахсене тытмастчӗҫех тесе шутлаҫҫӗ экспертсем.
Паянхи пӑтӑрмах хыҫҫӑн Тутарстанри мечӗтсемпе тӳре-шара учрежденийӗсене вӑйлӑрах сыхлама пуҫланӑ.
Чӑваш Ен муфтийӗ Альбир Крганов Валиулла Якупов вилнӗ пирки унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе тата тӑванӗсемпе перле хурланнине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левтина Марье, чӑваш сӑвӑҫи, драматург, публицист ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |