Кӗҫех «Россия 1» телеканалпа «Классная тема!» шоу виҫҫӗмӗш сезонне уҫӗ. Унта хутшӑнакансене суйланӑ ӗнтӗ. Вӗсен йышӗнче пирӗн ентеш те Петр Михеев пур, вӑл Шупашкарти 2-мӗш лицейре истори предметне вӗрентет.
Телешоуна педагогсен сумне ӳстерес, чи лайӑххисене кӑтартас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Ку сезонра 6500 заявка килнӗ. Чи кеҫӗнни - 21 ҫулта, чи асли 77-ре пулнӑ. Комисси ҫурма финал валли 35 педагога суйланӑ. Шӑпах ҫавӑнта лекнӗ Петр Павлович.
Проектра хӑйӗн предмечӗн материалне ӑнланмалла тата интереслӗ каласа кӑтартакан вӗрентекен ҫӗнтерӗ. Унӑн парне пулӗ: федераци каналӗнче автор вӗренӳ шоуне кӑтартӗ.