Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Кӑҫал пӗтӗм чӑвашсен Акатуйне ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Ӑна Мускаври «Раҫҫей» куравра йӗркелӗҫ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, программа ҫапларах:
— Акатуйра тӑван халӑхӑмӑра Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, «Ҫавал» ансамбль, фольклор ушкӑнӗсем савӑнтарӗҫ.
— «Чӑваш туйӗ», «Симӗс ылтӑн», «Ака-суха ӗҫӗн уявӗ» чӑваш йӑли-йӗркисемпе паллашма пулӗ.
— Республикӑшӑн, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшакансене тав хучӗсемпе чыслӗҫ.
— Спорт ӑмӑртӑвӗсенче регион чысне хӳтӗлесе малти вырӑнсем илекенсене наградӑсемпе хавхалантарӗҫ.
- «Ҫӑпата ҫыхасси», «Чӑваш тӗррине тӗрлесси» ӑсталӑх лаҫҫисем ӗҫлеҫҫӗ.
- Пултарулӑх ҫӑлкуҫне тарӑнлатакансем вара тӑван чӗлхепе сӑвӑсем вулама пултараҫҫӗ.
- Тӗп хуламӑрӑн юбилейӗн презентацийӗпе паллаштараҫҫӗ.
- Хӑнасене чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем савӑнтараҫҫӗ.
- Лапамсенче йӗркелӳҫӗсем парнесем выляттарӗҫ.
- Акатуйра наци кӗрешӗвӗсем иртӗҫ.
- Чӑн чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхма май пулӗ.
Акатуйра тӗл пуличчен!
